Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑрҫа (тĕпĕ: вӑрҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ельня патӗнчи чаплӑ ҫапӑҫусем вӑхӑтӗнче вӑл хӑйсен Ҫӗпӗр дивизийӗн составӗпе пӗрле вӑрҫа кӗнӗ (вӑл дивизирех унпа пӗрле унӑн икӗ ывӑлӗ тата кӗрӳшӗ пулнӑ), ҫавӑнпа вара, хӑй пӗлтернӗ пек каласан, ҫитмӗл нимӗҫ таран «шаккаса хума» ӗлкӗрнӗ.

Со дня знаменитых боев под Ельней, когда он в составе своей Сибирской дивизии, в которой вместе с ним служили два его сына и зять, включился в войну, он успел, как он выражался, «нащелкать» до семидесяти немцев.

2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Вӑл, вӑрҫа пула хӑйӗн хӗллехи шӑтӑкӗнчен тухнӑскер, выҫӑ та хаяр пулнӑ.

Поднятый войной из зимней берлоги, он был голоден и зол.

3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Вӑрҫа эпӗ хам ирӗкпе лекрӗм.

Я охотником на войну попал.

21 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Разведчиксемпе пурӑннӑ чух ҫапӑҫу хирне пур енчен те сӑнаса, Ваня вӑрҫа анлӑн, нумай тӗслӗн курма хӑнӑхнӑ.

Живя с разведчиками и наблюдая поле боя с разных сторон, Ваня привык видеть войну широко и разнообразно.

20 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Пӗр сӑмахпа каласан, кусем пурте вӑрҫа ҫулӗсем тӑрӑх ҫула май каякан машинӑсем ҫине ларса ҫӳрекен ҫынсем пулнӑ.

Словом, были все те люди, которые обычно передвигаются по военным дорогам на попутных машинах.

8 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Мӗн, вӑрҫа ӑсанмастӑп-ҫке?

На войну, што ли, провожаешь?

Пур енчен те тӗсесе // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 19–28 стр.

1941 ҫултан пуҫласа 1945 ҫулччен районтан 8020 ҫын вӑрҫа хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Пуҫ таятпӑр ветерансем умӗнче! // В.ЯРАБАЕВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.05.08

Вӑрҫа тата геройсен вилӗмсӗр паттӑрлӑхне ҫирӗп асра тытни пире, пӗр чӑмӑра пӗрлештерсе, Тӑван ҫӗршыв ырлӑхӗпе чечекленӗвӗшӗн пултаруллӑ ӗҫлеме хавхалантарса тӑтӑр!

Пусть память о войне и немеркнущем подвиге героев сплачивает и вдохновляет нас на созидательный труд во имя блага и процветания Отчизны!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламлани (2019) // Михаил Игнатьев. http://alikovopress.ru/pozdravlenie-glav ... bedyi.html

Хӑйне вӑрҫа чӗнсен, управҫӑ-сыхлавҫӑ вырӑнне арӑмне хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Салхуллӑ Салука // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2010,09,18

Ашшӗпе амӑшӗ вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗнӗ, аппӑшне вӑрҫа илсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хисеплӗ ята тивӗҫнӗ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 09.06.17

30–40 ҫул каялла вӑрҫа витӗр тухнӑ ветерансем хушшинче те юр пек шурса кайнӑ ҫынсем нумаййӑнах марччӗ пулас, халӗ ватӑлманнисем хушшинче те куркалатӑн ҫавӑн пек ҫынсене.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн «ылтӑн ҫӳпҫемӗр» — тӑван республика // Лидия Афанасьева. https://chuvash.org/content/3117-%D0%9F% ... 0%BB%D0%B8

Саккун кӑларакансем 21 ҫултан кӗҫӗнрех ҫамрӑксене алкоголь шӗвекӗсем сутма чармашкӑн пуҫару тунине вара ОК членӗ, паллӑ адвокат Генри Резник хуравларӗ: «18 ҫула ҫитнисене ҫара илетпӗр. Вӗсене хӗҫ-пӑшал тыттаратпӑр, вӑрҫа вилмешкӗн яма пултаратпӑр, анчах эрех сутма юрамасть иккен...»

Куҫарса пулӑш

Ӗҫкӗ ырӑ тумасть // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Чӑвашсем ӑна вӑрҫа тухса кайнӑ чухне юрланӑ.

Чуваши его пели перед уходом на войну.

Кирек мӗнле юрӑра та манӑн чун пур // Владимир ЧЕКУШКИН. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Эпӗ вӑрҫа тухса кайнӑ хыҫҫӑн Юрий Илларионовичӑн малаллахи пурнӑҫӗ ҫинчен Хурӑнкассинчи Николай Прокопьевичӑн Башкиров пенсионер ҫапла каласа кӑтартрӗ:

После моего ухода на фронт о дальнейшей жизни Юрия Илларионовича пенсионер из Хорнкасы Николай Прокопьевич Башкиров рассказал вот так:

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

Апла пулин те ӑна 1914 ҫулта вӑрҫа илсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Сархайнӑ сӑнӳкерчӗк // Нина РАЗУМОВА. «Канаш», 19(1368)№, 2016.05.13

Кивӗ Улхашран Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме Аслӑ вӑрҫа 647 ҫын тухса кайнӑ, ҫурри ытла – 327-шӗ – каялла таврӑнайман.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑра вилнисене манмаҫҫӗ // Надежда ДАНИЛИНА, Петр РАХМАНОВ. «Канаш», 19(1368)№, 2016.05.13

Кивӗ Улхашран Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме Аслӑ вӑрҫа 647 ҫын тухса кайнӑ, ҫурри ытла – 327-шӗ – каялла таврӑнайман.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑра вилнисене манмаҫҫӗ // Надежда ДАНИЛИНА, Петр РАХМАНОВ. «Канаш», 19(1368)№, 2016.05.13

Вӑрҫа хутшӑннисемпе вӑрҫӑ ачисем пирки материал пухнӑ ҫӗре хӑйсем те хутшӑннӑ-ҫке-ха.

Куҫарса пулӑш

Ҫутҫанталӑка юратакан туссем // Елена ФЁДОРОВА. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Тӗпелте ҫаплах, вӑрҫа кайичченхи пекех: тӗрӗллӗ алшӑлли ҫакӑнса тӑрать, чӳрече каррисем те юр пек шурӑ, урайӗ те таса, тирпейлӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Мана вӑрҫа ӑсатма пуҫтарнӑ кӗреке, хур яшки те умӑмран каймасть.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех