Шырав
Шырав ĕçĕ:
7. Израиль ывӑлӗсем хӑйсенӗн Ҫӳлхуҫа Турри умӗнче — хӑйсене Египет ҫӗрӗнчен, Египет патшийӗн, фараонӑн, аллинчен хӑтарса илсе тухнӑ Ҫӳлхуҫа умӗнче — ҫылӑха кӗме пуҫласа, урӑх турӑсене пуҫҫапма тытӑннӑ, 8. вӗсем Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсем хушшинчен хӑваласа кӑларса янӑ халӑхсен тата Израиль патшисенӗн йӑли-йӗркипе пурӑнма пуҫланӑ, 9. Израиль ывӑлӗсем хӑйсен Ҫӳлхуҫа Турри умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем тума тытӑннӑ, хӑйсен мӗнпур хулинче чӳк тумашкӑн тӳпем вырӑнсем туса лартнӑ, хурал пашнисенчен пуҫласа тӗреклӗлетнӗ хуласем таран чӳк вырӑнӗсем туса тултарнӑ, 10. кашни ҫӳллӗ сӑрт тӑрринчех, кашни лаштра йывӑҫ айӗнчех чул палӑксемпе Астарта юпине лартнӑ, 11. хӑйсем патӗнчен Ҫӳлхуҫа хӑваласа янӑ халӑхсем пек, тӳпем вырӑнсенче чӳк тума, тӗтӗрме, Ҫӳлхуҫана ҫиллентермелли киревсӗр ӗҫсем тума пуҫланӑ, 12. Ҫӳлхуҫа «апла ан тӑвӑр» тесе асӑрхаттарнине пӑхмасӑрах, йӗрӗхсене пуҫҫапнӑ, 13. Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн мӗнпур пророкӗ урлӑ, витӗркурансем урлӑ Израиле тата Иудӑна ҫапла асӑрхаттарса каланӑ: хӑвӑр суйласа илнӗ киревсӗр ҫултан пӑрӑнӑр, Манӑн ӳкӗтӗмсене уяса, Эпӗ каланисене пӑхӑнса пурӑнӑр, Эпӗ сирӗн аҫӑрсене тата сире хӑвӑра Хамӑн пророк чурамсем урлӑ вӗрентсе кӑтартнӑ ҫул ҫине каялла таврӑнӑр, тенӗ.
4 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ахаз ӗнтӗ ҫӑвӑнмалли савӑтсен сапакӗсем ҫумӗнчи аялти кӑшӑлӗсене татнӑ, савӑчӗсене кӑларса илнӗ, пӑхӑртан шӑратнӑ вӑкӑрсен ҫийӗнчи тинӗсе антарса чул урайне илсе лартнӑ.
4 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иезавеле кӑларса ывӑтнӑ.
4 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ииуй вара вӗсене: кӑларса ывӑтӑр ӑна, тенӗ.
4 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Икӗ-виҫӗ хайран пуҫне чӳречерен кӑларса пӑхнӑ.
4 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Елисей, ун патне хӑйӗн тарҫине кӑларса, ҫапла калаттарнӑ: кай та Иорданра ҫичӗ хут ҫӑвӑн, вара ӳтӳ ҫӗнелӗ, эсӗ тасалӑн.
4 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара вӑл элчисене ҫула кӑларса янӑ: Аккарон турри веельзевул патне кайӑр та ыйтса пӗлӗр — эпӗ ку чиртен сывалайӑп-ши? тенӗ.
4 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Венадад ӗнтӗ Аса патшана итленӗ, хӑйӗн ҫарпуҫӗсене Израиль хулисене хирӗҫ кӑларса янӑ: Аин, Дан, Авел-Беф-Мааха хулисене, пӗтӗм Киннерофа, пӗтӗм Неффалим ҫӗрне ҫӗмӗрсе тухнӑ.
3 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Пӗтерсе лартӗ Ҫӳлхуҫа Израиле, ун чухне вӑл шывра чӗтренсе ларакан хӑмӑш пек пулӗ, Ҫӳлхуҫана ҫиллентерсе хӑйсем патӗнче йӗрӗхсем тунӑшӑн израильсене Вӑл вӗсен ашшӗсене панӑ ҫак ырӑ ҫӗршывран кӑларса ывӑтӗ, юханшывӑн леш енне сапаласа ярӗ; 16. [Ҫӳлхуҫа] Израиле Иеровоам ҫылӑхӗсемшӗн — вӑл хӑй тунӑ ҫылӑхсемшӗн тата Израиле ҫылӑха кӗртнӗшӗн — айӑплӗ, тенӗ Ахия.
3 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫурт ӑшчиккине сӑрнӑ кедр хӑмасене йӑлтах хӑяр, ҫурӑлакан ҫеҫке ӗренкисем каса-каса кӑларса эрешленӗ; чул пачах та курӑнман, пурне те кедр витсе тӑнӑ.
3 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫурт чӳречисене Соломон решеткеллӗ тунӑ, анисене вашӑк кӑларса хупӑр чӳречесем тунӑ.
3 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ахимаас каланӑ: патша чури Иоав санӑн чуруна ҫула кӑларса янӑ чухне эпӗ унта ҫынсем пӑлханнине куртӑм, анчах [унта] мӗн пулнине пӗлейместӗп, тенӗ.
2 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вара Давид ҫынсене ҫапӑҫӑва кӑларса янӑ — ҫарӑн виҫҫӗмӗш пайне Иоав ертсе кайнӑ, тепӗр виҫҫӗмӗш пайне Авесса — Саруия ывӑлӗ, Иоав шӑллӗ — ертсе кайнӑ, тата тепӗр виҫҫӗмӗш пайне Геф ҫынни Еффей ертсе кайнӑ.
2 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тарҫӑ ӑна кӑларса янӑ та ун хыҫӗнчен алӑка питӗрсе илнӗ.
2 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вӑл ӗнтӗ хӑйӗн тарҫине чӗнсе илнӗ те каланӑ: ҫакна ман патӑмран хӑваласа кӑларса яр та алӑка ун хыҫӗнчен питӗрсе ил, тенӗ.
2 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫакӑн хыҫҫӑн Давид Урияна каланӑ: паянлӑха та кунтах юл, ыран сана кӑларса ярӑп, тенӗ.12. И сказал Давид Урии: останься здесь и на этот день, а завтра я отпущу тебя.
2 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫулталӑкран, патшасем вӑрҫӑ хускатас вӑхӑт ҫитсессӗн, Давид Иоава, унпа пӗрле хӑйӗн тарҫисене тата израильсенӗн пӗтӗм ҫарне вӑрҫа кӑларса янӑ; вара вӗсем аммонсене парӑнтарнӑ та Равва хулине хупӑрласа илнӗ; Давид Иерусалимра юлнӑ.
2 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫакӑн ҫинчен илтсессӗн Давид вӗсене хирӗҫ Иоав ертсе пыракан паттӑрсен ҫарне кӑларса янӑ.7. Когда услышал об этом Давид, то послал Иоава со всем войском храбрых.
2 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Аннон вара Давид тарҫисене ярса тытнӑ та кашнийӗн ҫур сухалне хырса янӑ, тумтирӗсене те ҫурри таран, пилӗк таран, касса кӗскетнӗ те каялла кӑларса янӑ.
2 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Тата кам танлашма пултарӗ Санӑн халӑхупа, Израиль халӑхӗпе? Ҫӗр ҫинче пурӑнакансенчен Турӑ пӗртен-пӗр ҫак халӑха ҫеҫ Хӑй халӑхӗ тума пынӑ, Хӑвӑн ятна чапа кӑларса, Хӑвӑн халӑху умӗнче аслӑ та хӑрушӑ ӗҫ туса, ӑна Египет аллинчен туртса илнӗ, унти халӑхсене, вӗсен туррисене хӑваласа янӑ.
2 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.