Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑларса (тĕпĕ: кӑлар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑнтӑрлахи вӑхӑтра ӗне-выльӑха электрокӗтӳҫе кӑларса симӗс курӑк ҫитереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тухӑҫ ҫанталӑкран та нумай килет // А.СИЛИВЕСТРОВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/04/tu ... umaj-kilet

Эпӗ ҫурт умӗнче тӑратӑп – урампа хурӑн ҫулҫипе усӑ курса тӗрлӗ майлӑ сас кӑларса тата шӑхӑркаласа пӗр ача утать.

Куҫарса пулӑш

Геннадий Борисова – 75 ҫул // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/1 ... %83%d0%bb/

Анчах та манар мар, тепӗр чухне вӗсем ҫынсен сывлӑхӗшӗн те хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултараҫҫӗ вӗт-ха.

Куҫарса пулӑш

Йытӑсене тытассине йӗркеленӗ // В. ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/8986- ... e-j-rkelen

Хуҫасӑр йытӑсем вара уйрӑмах вӗсемшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Йытӑсене тытассине йӗркеленӗ // В. ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/8986- ... e-j-rkelen

— Кӳр-ха ӑна кунта, — Симон Васильевич Левен кӑларса тыттарнӑ хута чӗрпӗк-чӗрпӗк пуличчен ҫурать те урна енне перет; сасартӑк вӑйланса килсе тухнӑ ҫил ҫаврӑмӗ вӗтӗ-вӗтӗ хутсене вӑрман еннелле вӗҫтерсе илсе каять.

Куҫарса пулӑш

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Вӗҫне-хӗрне тухатпӑр халь, — лӑплантарса кӑларса ярать вӑрманҫа капитан.

Куҫарса пулӑш

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Тамар, — тет, — сакна кӑларса ан яр-ха.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тамарӑн хыпкаланчӑк амӑшӗ пӗррехинче колхоз машинипе пит васкавар килсе ҫитет, картишне тӑватӑ-пилӗк чӑхпа пӗр каххан автан, йӗкӗреш путексемпе сурӑх кӑларса ярать.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Стервиза, пӑнтӑх чуна, вӑрмантан, тасаскерӗнчен, хӑвӑртрах кӑларса ярасси килет ун.

Куҫарса пулӑш

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Чӗрене кӑларса ҫапмалла, ыратаканнине ыратманнипе улӑштармалла туман.

Куҫарса пулӑш

Акӑ вӗсем, хӗрарӑм чунӗ упраса пурӑннӑ сӑмахсем… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

«Чим, шанӑҫ тесех ҫырнӑччӗ-ши, ача..» — Левен ҫырӑва кӑларса пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Акӑ вӗсем, хӗрарӑм чунӗ упраса пурӑннӑ сӑмахсем… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Унтан, Терен пичче каларӑш, ҫурӑмран лӑпка-лӑпках кӑларса ярать ӗнтӗ пӳлӗмӗнчен.

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Унтан: «Тепрер чух кӗрсе тухӑр-ха, паян как рас кирлӗ ҫыннисем ҫук», — текелесе, ҫурӑмран лӑп-лӑп тутарса кӑларса ярать.

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Хӑ, — тӗлӗнет Тамара амӑшӗ, пуҫне алӑкран кӑларса пӑхса, — кун шӑмми ирӗлсе те кайнӑ-иҫ.

Куҫарса пулӑш

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тепӗртакран шутлать-шутлать те: «Сӗтеле урай варрине мӗн-ма кӑларса лартмалла халь?

Куҫарса пулӑш

Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Шухӑшласа ывӑнать те этем тин кӑна тӑрӑх майласа лартнӑ сӗтеле урлӑ вырнаҫтарса тирпейлет, кайран тем килӗшмен пек туйӑнать, унчченхи сӗтелех урай варрине кӑларса лартать.

Куҫарса пулӑш

Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Сумкӑсемпе чӑматана картишне кӑларса лартар.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми рифмӑсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫак сӑмахсемпе тилӗ хӑй хӳрине юман ҫурӑкӗнчен тулалла кӑларса ячӗ те, ахӑр йытӑсем ӑна ҫавӑнтах ярса илчӗҫ, унтан тиллине хӑйне те сӗтӗрсе кӑларса туртса ҫурчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ хӳри // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6462.html

Калӑпӑр, «Тилӗ тус» юмах хыҫҫӑн эп ҫӗнӗ япала туянсан кивӗ япалана тӳрех кӑларса пӑрахмастӑп.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ хӳри // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6462.html

Ҫамрӑк мӑшӑр уйрӑлса тухса ҫурт-йӗр ҫӗкленӗ, икӗ ывӑлпа пӗр хӗр ҫуратса ӳстернӗ, вӗсене вӗрентсе кӑларса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑратнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрӑм ӗмӗрлисене саламларӗҫ // Александр Иванов. http://kasalen.ru/2024/04/23/%d0%b2%d3%9 ... %97%d2%ab/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех