Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 4 Пат 1

Пай: Библи –> Патшасен 4-мӗш кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.04 16:57

Пуплевӗш: 32; Сӑмах: 433

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Ахав вилнӗ хыҫҫӑн Моав Израильрен хӑпасшӑн пулнӑ. 2. Охозия пӗррехинче Самарири керменӗн ҫӳлти пӳлӗмӗн чӳречинчен решетке витӗр ӳкнӗ те чирлесе кайнӑ. Вара вӑл элчисене ҫула кӑларса янӑ: Аккарон турри веельзевул патне кайӑр та ыйтса пӗлӗр — эпӗ ку чиртен сывалайӑп-ши? тенӗ. [Лешӗсем ӗнтӗ ыйтса пӗлме кайнӑ.]

3. Ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа Ангелӗ Фесва ҫыннине Илияна каланӑ: Самари патши янӑ ҫынсене хирӗҫ тух та кала: Израильре Турӑ ҫук-им? Мӗншӗн эсир веельзевултан, Аккарон турринчен, ыйтма каятӑр? 4. Ҫӳлхуҫа ҫавӑншӑн ҫапла калать: выртакан вырӑну ҫинчен тӑраймӑн эсӗ, вилӗн, тет, тенӗ. Илия вӗсене хирӗҫ кайнӑ, [вӗсене] каланӑ. 5. Ҫыннисем Охозия патне каялла таврӑннӑ. Охозия: эсир мӗншӗн халех таврӑнтӑр? тенӗ. 6. Лешӗсем ӑна каланӑ: пире хирӗҫ пӗр ҫын тухрӗ те ҫапла каларӗ: «хӑвӑра кунта янӑ патша патне таврӑнӑр та калӑр ӑна: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Израильре Турӑ ҫук-им? Мӗншӗн эсӗ веельзевултан, Аккарон турринчен, ыйтма яратӑн? Ҫавӑншӑн выртакан вырӑну ҫинчен тӑраймӑн эсӗ, вилӗн» тет, тенӗ. 7. Охозия татах ыйтнӑ: сире хирӗҫ тухса ҫак сӑмахсене каланӑ ҫын мӗнлерехскерччӗ вӑл? тенӗ. 8. Лешӗсем ӑна каланӑ: ҫынни темӗскерле ҫӑмлӑ тумтирпе, пилӗкне чӗн пиҫиххи ҫыхнӑ, тенӗ. Патша: апла ку — Фесва ҫынни Илия, тенӗ. 9. Вара вӑл ун патне аллӑ ҫын пуҫлӑхне аллӑ ҫыннипе пӗрле янӑ. Ҫавӑн чухне Илия ту ҫинче ларнӑ, ҫав алпӳ ун патне улӑхнӑ та каланӑ: Турӑ ҫынни! патша сана: «ту ҫинчен ан» тет. 10. Илия алпӗве хуравласа каланӑ: эпӗ Турӑ ҫынни пулсассӑн, тӳперен вут-ҫулӑм антӑр, сана хӑвна та, санӑн аллӑ ҫыннуна та ҫунтарса ятӑр, тенӗ. Тӳперен вут-ҫулӑм аннӑ та вара ӑна та, унӑн аллӑ ҫыннине те ҫунтарса янӑ. 11. Патша ӗнтӗ ун патне тепӗр алпӗве аллӑ ҫыннипе пӗрле янӑ. Алпӳ Илияна каланӑ: Турӑ ҫынни! патша сана: «ан хӑвӑртрах» тет. 12. Илия ӑна хуравласа каланӑ: эпӗ Турӑ ҫынни пулсассӑн, тӳперен вут-ҫулӑм антӑр, сана хӑвна та, санӑн аллӑ ҫыннуна та ҫунтарса ятӑр, тенӗ. Тӳперен Турӑ вут-ҫулӑмӗ аннӑ та ӑна та, унӑн аллӑ ҫыннине те ҫунтарса янӑ. 13. Патша ӗнтӗ виҫҫӗмӗш алпӗве аллӑ ҫыннипе пӗрле янӑ. Ҫав виҫҫӗмӗш алпӳ Илия умне чӗркуҫленсе ларнӑ та тархасласа каланӑ: Турӑ ҫынни! манӑн чунӑмран та, чурусен — ҫак аллӑ ҫыннӑн — чунӗсенчен те ан йӗрӗнсемччӗ; 14. акӑ тӳперен вут-ҫулӑм анса унчченхи алпӳсене иккӗшне те мӗнпур ҫыннипе пӗрлех ҫунтарса ячӗ; халӗ манӑн чунӑма хӗрхенсемччӗ, тенӗ. 15. Ҫӳлхуҫа Ангелӗ Илияна каланӑ: унран ан хӑра, унпа пӗрле кай, тенӗ. Вӑл вара унпа пӗрле патша патне кайнӑ. 16. Патшана ҫапла каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Турӑ сӑмахне ыйтса пӗлме Израильре Турӑ ҫук-им? Мӗншӗн веельзевул патне, Аккарон турри патне, ҫынсем ятӑн? ҫавӑншӑн выртнӑ вырӑну ҫинчен тӑраймӑн, вилӗн, тенӗ. 17. Ҫӳлхуҫа Илия урлӑ каланӑ пек, вӑл вилнӗ вара. Ун вырӑнне Иорам [Охозия пӗртӑванӗ] патшана ларнӑ, мӗншӗн тесессӗн Охозиян ывӑл пулман; ку ӗҫ Иосафат ывӑлӗ Иорам иккӗмӗш ҫул Иудея патшинче ларнӑ чухне пулса иртнӗ.

18. Охозиян ытти ӗҫӗсене, вӑл мӗн-мӗн тунине Израиль патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех