Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ямарӑм (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Плана хут ҫине ҫырса хурас теттӗм — ҫырса хумарӑм, исправник патне ҫырса ямарӑм, губернатор патне те, хваттер хуҫи патне те ҫырма пуҫланӑччӗ — ҫырса пӗтереймерӗм, счетсене тӗрӗслеймерӗм, укҫа та тулемерӗм — ир ҫапла усӑсӑр иртрӗ!

 — Хотел изложить план на бумагу и не изложил, к исправнику не написал, к губернатору тоже, к домовому хозяину начал письмо и не кончил, счетов не поверил и денег не выдал — утро так и пропало!

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫӳҫне кастарни кӑна та марччӗ-ха, вӑл хӑй те йӑлтах улшӑннӑччӗ, анчах манӑн халь ун ҫинчен шухӑшлассӑм килмерӗ, умра мӗн пурри пурте вӗҫсе тӑчӗ, пурте таҫта шурӑ — эпир хамӑр та, тирпейлесех ҫитермен пӳлӗмсем те, унта Катьӑн уҫнӑ чӑматанӗ те — эпӗ чӳречерен шакканӑ чух вӑл унтан темӗн илетчӗ пулас, — ҫавӑнтан тата пӗр кӗтесре тутӑрпа сухалне шӑлкаласа тӑракан доктор та, вӑл кунтах тӑнӑ пулнӑ иккен, унтан чӗрне вӗҫҫӗн пускаласа тухса каясшӑнччӗ, эпӗ ӑна ямарӑм.

Она не только подстриглась — она стала другая, но сейчас я не хотел думать об этом. Всё летело, летело куда-то: и мы, и эта комната, совершенно такая же, как две соседние, с разбросанными вещами, с открытым Катиным чемоданом, из которого она что-то доставала, когда я постучал, с доктором, который, оказывается, всё время был здесь же, стоял в углу, вытирая платком бороду, а потом стал уходить на цыпочках, но я его не пустил.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах эп унӑн аллине хам алӑран ямарӑм.

Но я не выпустила другой его руки из своей.

27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Анчах та ҫак сивӗ, шӑнса кайнӑ лаҫри вӑркӑшса ҫунакан кӑмака умӗнче хамӑрӑн темрен те хаклӑ хутсене тытса ларнӑ чух, темӗнле таҫтан аякран ӑшӑ та тӑван сывлӑш вӗрнӗн туйӑнчӗ, ҫакна пула эп кӑштах йӗрсе ямарӑм

Но когда я теперь, в холодной, промороженной пристройке перебирала эти бумажки, освещенные шатким пламенем печи, на нас пахнуло чем-то таким далеким, родным и теплым, что у меня сдавило горло…

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ хӑпӑл-хапӑл сиксе тӑтӑм, хыпӑнса ӳкнипе кӗҫех витрене тӳнтерсе ямарӑм, чӗрем сиксе тапать, хам нимӗн тума пӗлмесӗр, лаштӑрах кайрӑм.

Я сразу узнала ее, разогнулась мигом, чуть не опрокинула ведро, застыла с колотящимся сердцем…

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Никам та асӑрхаманччӗ, паҫӑр, пысӑк марш вӑхӑтӗнче, эпӗ, чӑлханса, сцена ҫинчи ҫар ҫыннисен уттине кӗҫех пӑсса ямарӑм, ҫавна пула манпа юнашар пыракан Степка Дерябин кӑштах персе анмарӗ, сӑннине ӳкерчӗ.

Никто не заметил, как во время большого марша я, спутавшись, сбила шаг воинам на сцене и на миг расстроила ряды, и Степка Дерябин, шедший рядом со мной, чуть не упал и выронил копье.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Пирӗн картина, — терӗ вӑл, эпӗ, капла каласан, кӑштах ҫухӑрса ямарӑм, мӗншӗн тесен, «пирӗн» тени мана та ҫак картинӑна ӳкерекен вырӑнне хуни пулчӗ, — пирӗн картина хамӑр халӑх ҫинчен, халӑхӑн тулса ҫитнӗ тарӑхӗ ҫинчен, ахаль ҫынсен паттӑрлӑхӗ ҫинчен.

— Наша картина, — заговорил он, и я чуть не взвизгнула от радости, что он говорит «наша», считая уже и меня ее участницей, — наша картина — о народе, о гневе народном, о доблести простых людей.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Канашлу йышӑннине аса илсе, Оренбург хӳмисем хушшинче чылайччен хупӑнса пурӑнма тивессе курнӑ май, эпӗ тарӑхнипе кӑшт ҫеҫ йӗрсе ямарӑм.

Вспомня решение совета, я предвидел долговременное заключение в стенах оренбургских и чуть не плакал от досады.

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫук, яхӑнне те ямарӑм, ӗмӗрӗме тӑван ялӑмрах ирттерес терӗм.

Куҫарса пулӑш

Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Ҫӗнтерӳшӗн автомата аллӑмран ямарӑм.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

22. Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсир, шывшӑн ҫунакансем, пушхирте, Мерра шывӗ хӗрринче, Манӑн ятӑма хурларӑр, 23. Турра хурларӑр пулин те, Эпӗ сирӗн ҫине вут-ҫулӑм ямарӑм, шыва йывӑҫ пӑрахрӑм та юханшыва пылак туса хутӑм.

22. Так говорит Господь Вседержитель: когда вы были в пустыне, на реке Мерры, и жаждущие хулили имя Мое, 23. не огонь послал Я на вас за богохульства, но вложил дерево в воду и реку сделал сладкою.

3 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

60. Санӑн ӳкӗтӳсене уяса пурӑнма васкарӑм, вӑраха ямарӑм.

60. Спешил и не медлил соблюдать заповеди Твои.

Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех