Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 3 Езд 1

Пай: Библи –> Ездрӑн виҫҫӗмӗш кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.17 17:50

Пуплевӗш: 39; Сӑмах: 682

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Ку — Ездра пророкӑн иккӗмӗш кӗнеки; Ездра вӑл — Сераия ывӑлӗ, Сераия — Азария ывӑлӗ, Азария — Хелкия ывӑлӗ, Хелкия — Шаллум ывӑлӗ, Шаллум — Садок ывӑлӗ, Садок — Ахитув ывӑлӗ, 2. Ахитув — Ахия ывӑлӗ, Ахия — Финеес ывӑлӗ, Финеес — Илий ывӑлӗ, Илий — Амария ывӑлӗ, Амария — Асиел ывӑлӗ, Асиел — Мерайоф ывӑлӗ, Мерайоф — Арн ывӑлӗ, Арн — Уззий ывӑлӗ, Уззий — Вориф ывӑлӗ, Вориф — Авишуй ывӑлӗ, Авишуй — Финеес ывӑлӗ, Финеес — Елеазар ывӑлӗ, 3. Елеазар — Левий йӑхӗнчи Аарон ывӑлӗ. Ездра вӑл Перси патшалӑхӗнче Артаксеркс патшара ларнӑ вӑхӑтра Миди ҫӗршывӗнче тыткӑнра пулнӑ, ӗнтӗ ҫавӑн кӗнеки ку.

4. Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: 5. кай та Ман халӑхӑма вӗсен усал ӗҫӗсене, вӗсен ывӑлӗсене Мана хирӗҫле тунӑ йӗркесӗр ӗҫӗсене пӗлтер — вӗсем ҫакна ывӑлӗсенӗн ывӑлӗсене каласа паччӑр, 6. мӗншӗн тесессӗн ашшӗ-амӑшӗн ҫылӑхӗсем ачисенче нумайланса кайрӗҫ: Мана манса вӗсем ют турӑсене парне кӳрсе тӑчӗҫ. 7. Вӗсене Египет ҫӗрӗнчен — чуралӑх килӗнчен — Эпӗ илсе тухманччӗ-и-ха? вӗсем вара Мана ҫиллентерчӗҫ, Манӑн канашӑмсене уямарӗҫ. 8. Эсӗ ҫӳҫне кас та: «Турӑ вӗсем ҫине мӗнпур усаллине ятӑр» те, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Манӑн саккуна итлемерӗҫ — чарусӑр халӑх! 9. Хӑҫанччен тӳсӗп вӗсене? Эпӗ вӗсене мӗн чухлӗ ырӑ тунӑ! 10. Вӗсемшӗн Эпӗ темӗн чухлӗ патшана сирпӗтрӗм; фараона чурисемпе, пӗтӗм ҫарӗпе пӗрле пӗтертӗм; 11. суя тӗнлисене пурне те вӗсен умӗнчен сирсе тӗп турӑм, хӗвелтухӑҫӗнче те икӗ ҫӗрӗн, Тир ҫӗрӗпе Сидон ҫӗрӗн, халӑхне сапаласа ятӑм, вӗсен мӗнпур тӑшманне пӗтерсе тӑкрӑм. 12. Эсӗ вара вӗсене ҫапла кала: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: 13. Эпӗ сире тинӗс урлӑ каҫартӑм, унӑн тӗпне сире валли хӳме тытнӑ урам хыврӑм, сире Моисей ҫулпуҫа тата Аарон священника патӑм, 14. ҫутатса пыракан вут-юпа патӑм, сирӗн хушшӑрта нумай хӑват кӑтартрӑм; эсир вара Мана манӑҫларӑр, тет Ҫӳлхуҫа.

15. Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: путенесем сирӗншӗн паллӑ яни пулчӗҫ. Эпӗ сире хӳтӗленсе тӑма тапӑрсем патӑм, анчах эсир унта та ӳпкелешрӗр, 16. Эпӗ сирӗн тӑшманӑрсене пӗтертӗм, сирӗн савӑнмаллаччӗ, эсир ун пек тумарӑр, эсир паянхи кунчченех ӳпкелешетӗр. 17. Ӑҫта вӗсем, Эпӗ сирӗншӗн тунӑ ырӑ ӗҫсем? Эсир выҫса ҫитсе Мана йӑлӑннӑ пушхирте мар-и? 18. эсир ун чухне ҫапла каларӑр: «Эсӗ пире ҫак пушхире мӗншӗн илсе килтӗн — вӗлерсе пӗтерме-и? ҫак пушхирте виличчен египетсене ӗҫлесе пурӑнни лайӑхрахчӗ пирӗншӗн» терӗр. 19. Сире, йынӑша-йынӑша хуйхӑракансене, хӗрхентӗм те — ҫимелли, маннӑ, патӑм: эсир ангел ҫӑкӑрне ҫирӗр. 20. Эсир шывсӑр антӑхнӑ чухне Эпӗ чула ҫурмарӑм-и, вара тӑраничченех ӗҫмелӗх шыв тапса тухмарӗ-и? шӑрӑхра сире йывӑҫ ҫулҫисен сулхӑнӗпе хупӑрларӑм. 21. Сире тухӑҫлӑ ҫӗр валеҫсе патӑм; ханаансене, ферезейсене, филистимсене сирӗн умӑртан хӑваласа ятӑм. Ман сирӗншӗн тата мӗн тумалла? тет Ҫӳлхуҫа. 22. Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсир, шывшӑн ҫунакансем, пушхирте, Мерра шывӗ хӗрринче, Манӑн ятӑма хурларӑр, 23. Турра хурларӑр пулин те, Эпӗ сирӗн ҫине вут-ҫулӑм ямарӑм, шыва йывӑҫ пӑрахрӑм та юханшыва пылак туса хутӑм. 24. Тата мӗн тӑвас-ши саншӑн, Иаков? Пӑхӑнасшӑн пулмарӑн эсӗ, Иуда. Урӑх халӑхсем енне ҫаврӑнӑп та вӗсене, Манӑн саккунӑмсене уяса пурӑнччӑр тесе, Хамӑн ятӑма парӑп. 25. Эсир Мана пӑрахрӑр — Эпӗ те сире пӑрахӑп; сире, Манран ырӑлӑх ыйтакансене, ырӑлӑх памӑп. 26. Мана чӗнес пулсассӑн та Эпӗ сире илтмӗп, мӗншӗн тесессӗн эсир аллӑрсене юнпа вараларӑр, тата, ҫын вӗлерес тесен, сирӗн урӑрсем хӑвӑрт утаҫҫӗ. 27. Эсир Мана мар, хӑвӑра хӑвӑр пӑрахнӑ темелле, тет Ҫӳлхуҫа. 28. Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ сире ашшӗ — ывӑлӗсене, амӑшӗ — хӗрӗсене, ача ӗмӗртекен ҫав ачасене тархасланӑ пек тархасламарӑм-и? 29. «Эсир Манӑн халӑхӑм пулӑр, Эпӗ сирӗн Туррӑр пулам, эсир Манӑн ывӑлӑмсем пулӑр, Эпӗ сирӗн Аҫӑр пулам» темерӗм-и? 30. Эпӗ сире кӑлӑк чӑххи хӑйӗн чӗпписене ҫунат айне пуҫтарнӑ пек пуҫтартӑм. Мӗн тӑвӑп халӗ сирӗншӗн? Сире Хам умӑмран сирсе пӑрахӑп. 31. Эсир Мана валли парне илсе килсессӗн, Хамӑн сӑнӑма сирӗнтен тӳртӗн тытӑп: Эпӗ сирӗн уяв кунӗсене, ҫӗнӗ уйӑх кунне, ӳт каснин уявне йышӑнмастӑп. 32. Эпӗ сирӗн патӑра Хамӑн чурасене, пророксене, ятӑм; эсир вӗсене тыта-тыта вӗлертӗр, ӳтне тӑпаларӑр. Эпӗ вӗсенӗн юнне шыраса илӗп, тет Ҫӳлхуҫа.

33. Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: сирӗн ҫуртӑр пуш-пушӑ. Сире ҫил арпана вӗрсе салатнӑ пекех салатса ярӑп, 34. ывӑлӑрсем те йӑхсӑр-тӗпсӗр юлӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ хушнине вырӑна хумарӗҫ, Ман умӑмра усал ӗҫсем турӗҫ. 35. Сирӗн ҫуртӑрсене Эпӗ килес ҫынсене парӑп, вӗсем Мана илтмесӗрех ӗненӗҫ, вӗсем, Эпӗ хӑйсене паллӑсем кӑтартман пулсан та, Эпӗ мӗн хушнине тӑвӗҫ, 36. ҫав ҫынсем, пророксене курмасӑрах, вӗсем вӗрентнӗ пек тӑвӗҫ. 37. Кӳнтелесех калатӑп: килес ҫынсем, вӗсенӗн ачисем, Мана куҫӗпе курмасӑрах, Эпӗ мӗн каланине чун-чӗрипе ӗненсе, Мана тав тӑвӗҫ. 38. Ҫапла ӗнтӗ, атте, тухӑҫран килекен ҫынсем ҫине савӑнса пӑх. 39. Эпӗ вӗсене ертсе пыма Авраама, Исаака, Иакова, Осияна, Амоса, Михее, Иоиле, Авдие, Ионӑна, 40. Наума, Аввакума, Софонияна, Аггее, Захарийӑна, Ҫӳлхуҫа хыпарҫи ятпа ҫӳрекен Малахийӑна парӑп, тет Ҫӳлхуҫа.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех