Шырав
Шырав ĕçĕ:
Юлашки кунсенче Буяновӑн та, ватӑ Бортниковӑн та вӗсене питех те хавхалантарса янӑ ҫӗнӗ план сиксе тухрӗ: вӗсем турбина валне вӑрӑмлатса стена витӗр кӑларма, утв ҫине арман чулӗ лартса, стена тулашӗнче ҫӗнӗ арман тума шухӑшларӗҫ.
2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Автомобиль фарисем ҫине лексе, стенасем тӑрӑх кантӑксен тӑваткал ҫутисем чупса иртеҫҫӗ, пӳлӗмӗн кӗтесне ҫитсен, вӗсем вӑрӑмланса, сарӑлса каяҫҫӗ, унтан, пӗр самант хушшинче пӗчӗкленсе, стена тӑрӑх шуса илсе, ҫухалаҫҫӗ.
11. «Путарман хум» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ачасем, питӗрсе хӑварнӑскерсем, ларнӑ ларнӑ та йӑлӑхсах ҫитнӗ, унтан пӗрне-пӗри стена витӗр чӗнме е кӑмака ҫине улӑхса стенана чышкисемпе шаккама тытӑннӑ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Лешӗ мечкӗ пек стена ҫумнелле ыткӑнса кайнӑ, ҫӳҫӗ унӑн вирелле тӑнӑ, тути чӗтренӗ, пичӗ стена пек шуралнӑ.Тот мячиком отлетал к стене, волосенки на нем становились дыбом, губы дрожали, лицо — белее стены.
Шӑпчӑк Ванюшӗ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Эмиль хӑйне ырӑ кӑмӑллӑ ҫамрӑк ҫын пек кӑтартасшӑн пулса, стена еннелле пӑхса, стенана чӗрнипе чакаласа тӑратчӗ.
XXV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Стена ҫумӗнчен пилӗк-ултӑ утӑм хӑпсанах пӗрене татӑк иккенне ниепле те асӑрхама ҫук, стени те хыҫалти-ҫке — кам тӗсесе пӑхса ҫӳретӗр ӑна.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Кунта — хӗрлӗ материпе витнӗ пысӑк сӗтел, столярнӑй мастерскойри ачасем хӑйсемех тунӑ темиҫе пуканпа тенкел, стенасем ҫинче ҫулпуҫсен портречӗсем, сӗтел хыҫӗнче коллективӑн пӗтӗм стена сарлакӑшӗпе сарса, ҫакна ялавӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Урайне ковер сарнӑ, стенасем ҫинче виҫӗ енче те карттӑсемпе плансем, ҫар чаҫӗсем ӑҫта вырнаҫнине кӑтартакан схемӑсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, тӑваттӑмӗш стена ҫинче — Гитлер портречӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Тетка карлӑк урлӑ, унтан такамӑн хулпуҫҫийӗ урлӑ сикнӗ те, ложӑна пырса тухнӑ; тепӗр ярусне ҫитме ҫӳллӗ стена урлӑ каҫса каймалла; Тетка сикнӗ, анчах ҫитеймен те, стена тӑрӑх каялла шуса аннӑ.
VII. Ӑнман дебют // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.
Алексей Макарович сухалӗ ӳссе кайнӑ янахне хыпашласа пӑхрӗ те (сухалӗнче кӑвакарнӑ ҫӳҫ пӗрчисем хӗрлисене йӑлтах хупласа илнӗ темелле), сӗтел лампи умӗнче выртакан пӗчӗк ҫаврака тӗкӗр ҫинчен стена ҫине ӳкекен ҫутӑ унӑн куҫӗсене тытса чарнӑ пек, стена ҫине тинкерчӗ.
7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Кроватьпе юнашар эмелсемпе, кӗнекесемпе, хаҫатсемпе, ҫырусемпе тултарнӑ ҫаврака сӗтел ларать, ун хыҫӗнче авса тунӑ этажеркӑ курӑнать; ҫыру сӗтелӗ ҫинче кукурузӑ пуҫӗсем, темӗнле курӑк ҫыххисем выртаҫҫӗ: пӗр стенине пӗтӗмпех кӗнеке ҫӳлӗкӗ йышӑннӑ, ун карнисне вӗҫен кайӑксемпе мамӑк тирлӗ тискер кайӑксен кӗлеткисем сырса илнӗ; кровать тӗлӗнчи пӗчӗк кавир ҫинче икӗ кӗпҫеллӗ пӑшал чалӑшшӑн ҫакӑнса тӑрать: тепӗр стена ҫинче — килте тунӑ кӑнттамрах хашакаллӑ, тусан витнӗ картинӑ, ӑна ҫамрӑк чухне Бахолдин хӑй ӳкернӗ пулмалла: уҫнӑ чӳрече умӗнче, хӗвел ҫап-ҫутӑ ҫутатнӑ ешӗл картиш ҫине пӑхса, хӗр ларать.
14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Тӗрме пуҫлӑхӗ стена ҫумне лӑпчӑнчӗ, стенаран ытларах шурса кайнӑскер, сӑмахӗсене шӑл витӗр сӑрхӑнтарса каларӗ:А начальник прижался к стене, сам белее стены, сквозь зубы процедил:
XLV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Аллисемпе стена тӑрах хыпашласа, сасӑ илтӗннӗ еннелле утрӗ; алӑка хирӗҫ стенапа сырӑш ҫинче хӗвел пайӑрки сиккелесе выляса тӑрать.Касаясь рукой стенки, пошел туда; на стенке и на яслях против дверей выплясывал солнечный зайчик.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӑл хӑй ҫуркуннех хӑварнӑ япаласем ҫине пӑхрӗ те вӗсем пурте унсӑр тӑлӑха юлнӑ пек пулнине курчӗ: стена ҫинче ҫакӑнса тӑракан тӗксӗмленнӗ тӗкӗр те ун ҫине кӑмӑлсӑррӑн пӑхать; ваткӑллӑ утиялпа витнӗ кровать лутакаланса юлнӑ, минтерсем — халичченхи пек мар хӑпарса тӑнӑн туйӑнаҫҫӗ; кухньӑри сӗтел ҫине сарнӑ клеенка ытла типсе кайнипе хӑшпӗр тӗлте сӗвӗнсе хӑмпӑланнӑ; стена ҫинчи фотографисене, комод ҫинче ларакан патефона, ҫиелтен витнӗскерне, тусан сӑрса илнӗ, — пӗр сӑмахпа каласан, ӑҫта пӑхатӑн, пур ҫӗрте те хуҫа арӑмӗн аллине кӗтеҫҫӗ.
XXIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Чӳречесӗр стена ҫумӗнче кровать ларать, ун ҫинче те, ун айккинче те минтерсем сапаланса выртаҫҫӗ; стена ҫумӗпе арчасем, чемодансем, корзинӑсем вырнаҫтарнӑ, ку ҫывӑрмалли пӳлӗм мар, кӗлет тейӗн.
XVI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Анчах кунта стенари пӗр пысӑк чулӗ хускалчӗ те стена хыҫӗнче ҫав тери пӗлӗш сасӑсем уҫҫӑнах илтӗнчӗҫ, малтан партизансем хӑйсен хӑлхисене те ӗненесшӗн пулмарӗҫ…
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Стена хыҫӗнчи салтак стена урлӑ граната ывӑтма аллине ҫӗклесенех, Корнилов автомат курокне пусрӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ланкин пӳрчӗн чултан купаласа тунӑ хулӑн та тӗреклӗ стенисенчен пӗринче, пӗр вӑрттӑн чул ҫине пӗлсе пуссан, стена сыппи вырӑнӗнчен хускалса, нӳхрепе кӗмелли шӑтӑк уҫӑлнине, нӳхрепрен каменоломньӑна каймалли ансӑр сукмак пуррине темӗнле сӑнаса пӑхсан та никам та асӑрхама пултарайман.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Чӳрече патнерехри стена ҫумӗнче тӑвӑр, лутра, пӗкӗ пек, йӑлт авӑнса ӳкнӗ, питӗ имшеркке кравать ларать, калӑн, ун тимӗрӗсем ҫинче пурӗ те пӗртен-пӗр кӗрен пике утиял ҫех выртать; тепӗр стена ҫумӗнче — сӑрламан ахаль сӗтел те кӗрӗс-мерӗсле ик тӑваткал пукан.
V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Тӑшмансем килнине инҫетренех курмалла пултӑр тесе, ҫак йывӑҫсемпе тулашри стена хушшине ҫителӗклӗ таранах пушӑ вырӑн хӑвартӑм, ун пек туман пулсан, тӑшмансем манӑн стена патне йывӑҫсен хӳттипе йӑпшӑнса пыма пултарнӑ пулӗччӗҫ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.