Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

стена сăмах пирĕн базăра пур.
стена (тĕпĕ: стена) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Мунча пуличчен выртса кан пӑртак, ывӑлӑм, — терӗҫ Ивана ашшӗпе амӑшӗ, стена ҫинчен вӑчӑраллӑ кивӗ сехет ҫине пӑхса.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӗлӗкхи пекех шартлата-шартлата ҫунать кӑмака, ун ҫӑварӗнчен стена ҫине ӳкекен хӗрлӗ ҫутӑ вӗлтӗртетсе вылять, такам ялав ҫакса хунӑ, тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Стена ҫумне тӗрлӗ плакатсем ҫыпӑҫтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Стена хаҫачӗ ҫине ҫапнӑранпа Укань темиҫе хут та йӑпӑлтатса калаҫкаларӗ Кулюккапа.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эпӗ ӑна ирӗклӗн кусса ҫӳреме чӑрмантарнӑ иккен, ҫавӑнпа курайман вӑл мана, кашни стена хаҫачӗ ҫине шаплаттарса кӑларать те кӑларать.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Стена хаҫачӗшӗн ҫилленетчӗ, темле майпа кӑмӑлӗ ҫемҫелнӗ иккен-ха.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ма вӗсем, манран кулса, стена хаҫачӗ ҫине ӳкерсе ҫапса хунӑ?

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хирӗҫле стена ҫумӗнче ялти платник тунӑ хӗрлӗпе сӑрланӑ диван ларать, ун ҫине палас витнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Урамалла ик чӳрече, пӗр кӗтесре каланккӑ, унтан тепӗр стена патне ҫити тӗрӗллӗ чаршав карнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Правлени ҫуртне тирпейлесе пурӑнакан хусах хӗрарӑм Сӑпани те, хӑй ӗҫне пӗтерсе, стена ҫумӗнчи тӗкӗр умӗнче тутӑрне юсакаласа тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Малти стена ҫумӗнче киреллӗ сехетпе пысӑк тӗкӗр ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ав, малти стена ҫумӗнче арча ларнине асӑрхарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сулахай енчи стена ҫумӗнче ҫӳлӗк.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сылтӑм енчи стена ҫумӗнче тимӗр кравать.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сӑра куркине стена ҫумне ҫатлаттарчӗ, сӑмавара ҫӗре сирпӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Каҫ ҫенӗк хӳтлӗхӗнче ҫӗр каҫнӑ ҫурта кӗрсен, Ҫтаппан малти стена ҫумӗнче тӑршшӗпех урлӑ сак пуррине, ун ҫинче минтерсем, аҫамсем, пиншаксем тата килте тӗртсе тунӑ темиҫе утиял выртнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лараҫҫӗ акӑ вӗсем кӗрт ӑшӗнче, хӑйсен айне хулӑн сий улӑм сарнӑ; пӗр стена ӑшне шӑтӑк чавса краҫҫын лампи ҫутнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Хунарӑн пайӑркаллӑ ҫути сике-сике стена тӑрӑх шуса пырать.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Ахлата-ахлата ҫапакан аслати умӗнхи аҫа-ҫиҫӗм чӳрече карри витӗр ялтӑртатса кӗрсе кӑмака умне, стена ҫинчи сарӑхма тытӑннӑ сӑнӳкерчӗксене, хӗрарӑм трактористсем ҫывӑракан тапчансене ҫутата-ҫутата илет.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Мукин Вӗҫелиса кӑштах ачашлакаласа тӑнӑ хыҫҫӑн тӗттӗм коридора илсе тухрӗ те стена ҫумне тӗршӗнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех