Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

стена сăмах пирĕн базăра пур.
стена (тĕпĕ: стена) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Тӑрӑшсан, ҫине тӑрсан, тем тума та пулать. Кирек мӗнле йывӑрлӑха та ҫӗнтерме пулать. Умра чул стена тӑтӑр, ӑна та шӑтарса тухма май пур. Аптрамастпӑр», — хавхалатать вӑл хӑйне яланах.

Куҫарса пулӑш

XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Питне стена еннелле пӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Авӑ, стена ҫумӗнчех таблица.

Куҫарса пулӑш

VII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Стена ҫинче «В. П. Чкалов самолечӗ Охотск тинӗсӗ ҫийӗн вӗҫет» картина ҫакӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Стена ҫумӗнче — Чапаев сӑнӗсем: пӗччен ӳкерттерни те, ҫарта юлташӗсемпе ҫапӑннисем те.

Куҫарса пулӑш

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

Хӑма стена витӗр йӑлтах илтрӗм эпӗ:

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Стена ҫумӗнчи диван та, пӳлӗм варринчи сӗтел тавра лартнӑ чӑх уриллӗ креслосем те пушӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

— Кӗсре хӳри! — тенӗ те ӑна хирӗҫ Энтрей, пичӗпе стена еннелле ҫаврӑнса выртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Пӗр ирхине Укахви стена ҫумӗнчи йӑрхахран хӑрах алӑпа тытса уртӑннине курчӗ амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Укахви 7-мӗш класра вӗреннӗ чухнех вӑтам шкул стена хаҫачӗ ун ӳкерчӗкӗсемпе тухатчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Пӳлӗмре пӗр хушӑ стена сехечӗ уксаххӑн шаккани ҫеҫ илтӗнсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Стена витӗр кӳршӗсен алӑк сасси илтӗнмессерен вӑл шарт! сиксе пуҫне ҫӗклерӗ, кӑкӑрӗнчи сывлӑшне чарса итлесе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Ман тата хӗвеланӑҫ стена урлӑ кӳршӗ те пур, вӑл — Унтри.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

— Сан хӑмусене йӑлтах Мартин йӑтса кайрӗ, — терӗ ман кӑнтӑр енчи стена урлӑ кӳршӗ Гурьев.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

«Кӑштах тӑрӑп та тухса кайӑп. Маларах килмеллеччӗ», — шухӑшларӗ те Павӑл стена ҫумне сӗвӗнчӗ, ҫынсем хушшипе сцена ҫинелле пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Минтерсене ҫурса, тӗкне силлесе тӑкнӑ, стена ҫумӗнчи картинӑсене урайне пенӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Анатолий Семенович стена ҫумӗнчи шурӑ плафонлӑ лампӑна ҫутма тӑчӗ, анчах «Бианка» сӑмаха илтрӗ те — ахӑртнех, сӑнӗ улшӑннине кӑтартас килмерӗ — аллине усрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Унтан вӑл стена ҫумӗнчи вӑрӑм сак пуҫне ҫӳпҫе ҫумнерех туртса шутарчӗ, ун ҫине лампа лартрӗ, хулпуҫҫийӗпе тӗртсе, ҫӳпҫе ҫинчи тимӗр-тӑмӑр арчине кӑштах каялла ӳпӗнтерчӗ те сылтӑм аллипе харӑсах тӑватӑ ҫыру туртса кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Вӑл унталла-кунталла пӑхрӗ те стена ҫумӗнчи авӑрлӑ шӑпӑра ярса тытрӗ, аврине туртса кӑларчӗ, ӑна пӗтӗм вӑйӗпе Верук ҫине сулчӗ, анчах шӑпӑр аври пуҫ тӗлӗнчи каштана ҫапӑнчӗ те алӑран тухса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Укаҫ хыҫҫӑн утакан Тимуш чарӑнчӗ те, алсишне хывса, ҫара аллине кирпӗч стена ҫине хучӗ, пуҫне чиксе тӑчӗ — ӑшчик тӑвӑнчӗ, куҫ шывланчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех