Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 11. «Путарман хум»

Пай: Ӗҫҫинче –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Александр Яндаш

Ҫӑлкуҫ: Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ҫул: 1955; Хушнӑ: 2020.08.05 23:29

Пуплевӗш: 640; Сӑмах: 6384

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Фермӑра ҫутӑ халӗ те ҫунать-ха, анчах кунта ҫӗрлехи пек шӑп та пушӑ. Фермӑра кунӗпе янӑранӑ сӗт витрисем, халӗ тӗпӗсене ҫӳлелле туса тирпейлӗн лартнӑскерсем, кӑмака ҫинче типеҫҫӗ.

Мефодьич хуралҫӑ кӑмака ҫумӗнчи путмар ҫине выртать, унӑн пысӑк ҫӑмламас йытти куҫне хупса, анчах пӗр лапсӑркка хӑлхине кӑнтарса, алӑк патӗнче кӑтӑш пулса выртать.

Авдотья, яланхи пекех, пуринчен те кая юлчӗ, кайиччен фермӑсене пӑхса ҫаврӑнчӗ. Ҫӗрле ҫакӑн пек пӑхса ҫӳреме юратнӑ вӑл.

Тунӑ чухне йӗри-тавра хӑмасемпе каркаласа пӗтернӗ ҫурта ҫав хӑмасенчен тасатнӑ хыҫҫӑн ҫӗнӗ ҫурт уҫҫӑнах курӑннӑ пек, кӑнтӑрлахи шавлӑ ӗҫрен хӑтӑлнӑ май, юлашки вӑхӑтра мӗн туни унӑн куҫ умне пурте уҫӑмлӑн тухса тӑчӗ. Электричество кӗртрӗҫ, лампочкӑсем пӗтӗм фермӑра ретӗн-ретӗн ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. Ҫивиттипе стенасене юсарӗҫ — хальччен выльӑхсене аптратса ҫитернӗ сивӗ сывлӑш та вӗрсе тӑмасть, тумла та юхмасть. Юхса тухмалли канавсене чаврӗҫ, ҫавӑнпа халӗ ая сарнӑ улӑма таптаса пылчӑкпа ҫӑрмаҫҫӗ, вӑл типӗ те хулӑн, сап-саррӑн выртать.

Ют ҫынна пӑхма ҫаксем пӗтӗмпех пӗчӗк ӗҫ пек туйӑнаҫҫӗ, анчах ҫаксене хӑйсен аллипе тунӑ ҫынсем ҫавсем пурришӗн кашниех савӑнӑҫлӑ.

Авдотья савӑнма, лайӑх япала ҫинчен шухӑшлама юратнӑ, ҫавӑнпа вӑл ферма тӑрӑх хӑйшӗн тата хӑй йӗри-тавра мӗн пурришӗн кулса-савӑнса утнӑ. Ҫакна курни ют ҫыншӑн тӗлӗнмелле пек пулӗччӗ: ваткӑллӑ пиншак тӑхӑннӑ ҫамрӑках мар, ывӑннӑскер, хӗрарӑм, ферма тӑрӑх пӗр-пӗччен пырать, унӑн типсе кайнӑ, ҫилпе куштӑрканӑ тутисем темшӗн йӑл кулаҫҫӗ. Авдотья хӑй хыҫҫӑн ҫутта сӳнтерсе пычӗ. Сӳнтермеллисем хыттӑн мар шӑлтлатни, хӑй хушнӑ тӑрӑх фермӑра ҫӗрле пулса тӑни ӑна савӑнтарнӑ.

Вӑл юлашки сӳнтермеллине пӑрчӗ. Тӳрех кӑвак чӳречесем курӑнса кайрӗҫ, выльӑхсем кӑчӑртаттарса чӑмлани уҫҫӑнрах илтӗнме пуҫларӗ.

Пур ӗҫе те туса пӗтернӗ ӗнтӗ, анчах вӑл, татах мӗн те пулин тумаллине шырарӗ… мӗн ҫине те пулсан пӑхса йӑл куласшӑн пулнӑ пек, алӑк патӗнче тӗттӗмлӗхре тӑчӗ. Киле кайма вӑхӑт…

Кил ҫинчен шухӑшласан, унӑн пуҫӗ сасартӑк усӑнчӗ, вӑл татах тӑхтаса тӑчӗ, каяс вырӑнне выльӑхсем тӑракан ҫывӑхри вырӑна кӗчӗ те, сак ҫине ларса, ӗнен ӑшӑ хырӑмӗ ҫумне хулпуҫҫипе тата питҫӑмартипе тӗршӗнчӗ.

Чӳречерен пысӑк уйӑх ярӑнса ҫӳрени курӑнать. Хӗвсе лартнӑ кӗрт ферма патнелле хумсем пек чупса пынӑн туйӑнать. Авдотья кӗрт ҫине, уйӑх ҫине пӑхрӗ, анчах пуҫран тухма пӗлмен шухӑш хӗвӗшрӗ: «Мӗнле тытас манӑн хама хам? Мӗн тумалла манӑн?»

Ҫак шухӑш кунӗпех таҫта пуҫ мими ӑшӗнче тытӑнса тӑнӑ, анчах, ҫутта сӳнтерсе, пӗччен тӑрса юлсанах, вӑл тӑна кӗнӗ пек пулчӗ те ытти шухӑшсене сирсе ячӗ.

«Пӗринпе, тепринпе, виҫҫӗмӗшпе пӗрлешсе, кула-кулах уйрӑлакан хӗрарӑмсем пулаҫҫӗ вӗт-ха. Эпӗ ҫын ҫумне ҫыпӑҫрӑм та, унран тем тусан та уйрӑлас килмест. Манӑн пӗр арҫынпа виличченех пурӑнасчӗ, анчах мана шӑпах кун пек кун-ҫул килсе лекрӗ. Степа патне каймалла-ши? Вася та маншӑн тӑван-ҫке. Кирек епле пулсан та, пӗринпе пурӑнмалла, теприне ӑсра тытмалла. Выля-вылях ҫавӑн пек пурӑнаканнисем пур вӗсем, эпӗ пултаратӑп-и вара? Эпӗ ӑҫта ярса пуснӑ, хам пӗтӗмпех ҫавӑнта. Манӑн сылтӑм ура хӑш ҫыранта — сулахай та ҫавӑнтах. Мӗн тумалла-ха манӑн? Пӗччен пуранасчӗ манӑн!..»

Уйӑх майӗпе шӑвать, чӳречери ҫутӑсем пӗрин хыҫҫӑн тепри сӳнеҫҫӗ, анчах Авдотья киле кайма ҫаплах хал ҫитереймест…

Угреньтен Авдотьйӑна выльӑх пӑхакансен икӗ эрнелӗх курсне вӗренме кайма хӑй ячӗпе хут ярса пачӗҫ.

Василий ҫакӑншӑн питех те кӑмӑлсӑрланчӗ. Вӑл ачасемшӗн пӑшӑрханчӗ, пуринчен ытла вӑл хулара вӑрман хатӗрленӗ ҫӗрте чи лайӑх ӗҫлекенсен виҫӗ облаҫри съезчӗ пулать, унта Степан та пырать тенине илтни пӑшӑрхантарчӗ ӑна.

Ҫитменнине тата Прасковья ниепле те сывалса ҫитеймест — шыҫса кайнӑ ревматизмлӑ сыпӑсемпе вӑл пӗр уйӑх ытла вырӑн ҫинче выртать ӗнтӗ.

— Авдотья ӑҫтан пултарать-ха кайма? — терӗ вӑл ҫиленчӗклӗн Валентинӑна. — Ачасем пӗчӗккӗ, анне чирлӗ, эпӗ те йывӑҫран тунӑ ҫын мар, ҫиес-ӗҫес килет манӑн. Пирӗн ӗне пӑрулама вӑхӑт ҫитнӗ, анчах вӑл таҫта кайма шутлать!

— Прасковья Петровнӑпа ачасене пӑхма эпир, Василиса асаннепе, хамӑр пата илетпӗр. Пирӗн пӳрт ҫурри пушӑ. Ӗнепе чӑхсене те эпир илсе каятпӑр. Сан пата хӑвӑн Агафья асаннӳ килет, вӑл апат-ҫимӗҫ хатӗрлет.

Авдотья тавлашӑва хутшӑнмарӗ, кровать ҫинче чӗнмесӗр ларчӗ.

— Ну тата сирӗнпе, кайтӑрах!

Каҫхине, Авдотья ҫул ҫине илмелли арчана тултарнӑ чухне, вӑл унӑн хавхалануллӑ сӑн-пичӗ ҫине пӑхрӗ те каллех тарӑхса кайрӗ:

«Савӑнать! Степанпа курнӑҫма каять!»

Енчен Авдотья мӗн тӳссе ирттернине каласа пама пултарсассӑн, енчен вӑл Авдотьйӑпа Степана мӗн ҫыхӑнтарса тӑнине ӑнланма пултарсассӑн, вара Василий пурне те урӑхла курнӑ пулӗччӗ, анчах вӑл ҫакна пӗлме те, ӑнланма та пултарайман.

Тухса каяс умӗн арӑмӗн шухӑш-кӑмӑлӗ савӑнӑҫлӑ пулни ӑна йӗрӗнтерчӗ, мӗншӗн тесен вӑл Авдотьйӑн Степанпа курнӑҫас вӑрттӑнла шухӑш пуррине ӑнланчӗ.

Вӑл арӑмӗ ҫине тарӑхса пӑхрӗ.

— Мӗн ҫӗнӗ кофтӑна илетӗн? Лайӑх тумлансан, пурте сан паталла ыткӑнӗҫ тесе шутлатӑн-и-мӗн? Сансӑр вилеҫҫӗ пулӗ унта, — терӗ вӑл.

Арӑмӗн аллинчен кофта тухса ӳкрӗ.

— Ачасенчен вӑтанасчӗ! — теме ҫеҫ пултарчӗ вӑл.

Хӗрачасем хӑраса пӑхрӗҫ.

Алӑка шартлаттарса хупса, Василий килтен тухса кайрӗ.

«Калама вӑхӑт ҫитрӗ, — шухӑшларӗ Авдотья. — Пӗтерес пулать».

Ку шухӑша вӑл тахҫантанпах пуҫра тытса тӑрать. Хуратул икерчисен историйӗ ҫинчен Василий ӑна пӗр сӑмах та каламасӑр пухӑва тухса кайнӑ кунранпах вӑл хӑйсем хушшинчен ютшӑну ытла тарӑна кӗнине ӑнланнӑ. Ҫак ютшӑнупа кӗрешме хал ҫитереймен вӑл.

Упӑшки таврӑнсан, Авдотья ун патне пычӗ те юнашар ларӗҫ.

— Мӗне кирлӗ ку пурнӑҫ, Вася? — терӗ вӑл шӑппӑн. — Эпир халтан кайни татахчӗ хӑть, ачасем те калама ҫук пӗле кайрӗҫ вӗт.

— Кам айӑплӑ?

— Эпӗ айӑплӑ пулам, Вася… япӑх пултӑр тесе шутламан эпӗ. Санпа лайӑх пурӑнасшӑнччӗ. Анчах ҫапла пулса тухрӗ… Эпӗ Степана манман. Эсӗ мана уншӑн айӑплатӑн. Эсӗ вӑл кун пуснӑ такана ҫурмаран касма хушрӑн. Эсӗ юратӑва та ҫаплах, пуснӑ така пекех… ҫурмаран… пуртӑпа… Ун пек юрамасть, Вася! Эпир ҫынсем вӗт… Кашкӑр аҫи те, ӑна кашкӑр аминчен уйӑрсан, тунсӑхлать. Эсӗ пӗтӗмпех ӑнлансан, эсӗ мана ырӑ кӑмӑлпа, ӑшӑ сӑмахпа пулӑшсан, хамра эпӗ ҫакна ҫӗнтерме пултарӑттӑмччӗ. Эпӗ хамра пурне те тӳссе ирттернӗ пулӑттӑм! Кун пек Вася… Ман ҫине эсӗ ху умӑнта айӑпа кӗнӗ чи начар хӗрарӑм ҫине пӑхнӑ пек пӑхатӑн. Эпӗ мӗншӗн айӑплӑ? Ун ҫинчен шухӑшласшӑн марччӗ эпӗ, анчах эсӗ ху мана шухӑшлаттаратӑн. Ҫапла пулса тухрӗ те. Степӑна аса илетӗп эпӗ. Саншӑн арӑм мар эпӗ…

«Акӑ ӗнтӗ… Пӗтрӗ…» — шухӑшларӗ Василий. Унӑн ҫӑварӗ те, пырӗ те пӗр самантра типсе ларчӗ.

— Ун патне каятӑн-и? — ыйтрӗ вӑл, сӑмахӗсене аран-аран кӑларса.

— Ҫук. Ун патне кайма пултараймастӑп эпӗ… Маншӑн эсӗ те ют мар вӗт… Унпа пурӑнсан — чӗре ыратма пуҫлӗ. Пирӗн пӗчченшерӗн пурӑнмалла, Вася. Шухӑшласа пӑхмалла, туйса курмалла. Малалла мӗн пулассине пӗлместӗп. Тен, кунсем килӗҫ: пӗр-пӗрне валли урӑх сӑмахсем тупӑпӑр… Тен… ҫӗнӗлле… Куна пӗлместӗп эпӗ. Анчах эпӗ ҫакна ҫеҫ пӗлетӗп: халӗ эпир мӗнле пурӑннӑ пек, малашне пурӑнма пултараймастӑп эпӗ. Пӗччен пурӑнӑп эпӗ, Вася. Нимӗн те кансӗрлемен суран хӑвӑртрах тӳрленӗ.

Василин пӗр уйрӑмлӑх пулнӑ. Яланах хӗрӳллӗскер, тӳссе тӑма пултарайманскер, вӑл йывӑр та татӑклӑ самантсенче сасартӑк калама ҫук лӑпланать, вара унӑн шухӑшӗсем питех уҫӑмлӑ пулса тӑраҫҫӗ. Халӗ те ҫакӑн пекех пулса тухрӗ.

— «Арӑм мар… Ӑна юратать вӑл… юратать… Урӑххишӗн хыпса ҫунакан хӗрарӑм кирлӗ-и мана? Ҫук, ҫук! Шанчӑксӑра тухнӑ арӑм кирлӗ-и? Ҫук! Ачасем мӗнле? Пӗр пӗрне путлӗ сӑмах каламан ашшӗпе амӑшӗ пулни ачасемшӗн савӑнӑҫ сахал. Вӗсенчен ниме те пытарма ҫук. Туйса илеҫҫӗ».

Киле таврӑннӑ ҫак йывӑр кун мӗн шутласа хуни епле уҫӑмлӑ та тӗрӗс пек туйӑнатчӗ… Пӗтӗмпех ытахаль пулса иртмест ҫав…

— Вася, — сӑмахне малалла тӑсрӗ Авдотья, — паян эпӗ аннепе ачасене Валя патне куҫаратӑп. Пурте пӗр харӑс пултӑр. Вара эпӗ унтах юлӑп.

Василий чышкисене чӑмӑртарӗ, пуҫне усрӗ. Йывӑр куҫ хупанкисем усӑнса аннипе ҫурмаран хупланнӑ куҫсем кичеммӗн йӑлтӑртатса илчӗҫ:

— Ну, мӗн тӑвас…

Ирхине ирех, тул ҫутӑличченех, Авдотья Угрене тухса кайрӗ. Яка ҫул ҫинче хыҫсӑр ҫуна шуса сулӑнса пырать. Матвеич лашана ыйхӑллӑн кӑшкӑркаласа илет. Хуп-хура вӑрман татӑкӗсем, шӗвӗр тӑрӑллӑ тӗксӗм чӑрӑшсем вӗлтлетсе иртеҫҫӗ. Тӑлӑппа пӗркеннӗ Авдотья хыҫсӑр ҫунара улӑм ҫинче выртать. Ҫак юр хӗвсе кайнӑ тӗксем ҫул ҫинче вӑл хӑйне тӑлӑх пек туйрӗ, тунсӑхларӗ.

Пӗтӗм шухӑшӗпе килте пулнӑ-ха вӑл, ҫавӑнпа ҫемьери килӗшӳсӗрлӗх унӑн ӗнсине сулӑ пек пусарса тӑнӑ.

«Василиса патне куҫнӑ чухне Катюшӑпа Дуняшка хӗпӗртесе савӑнчӗҫ. Пурте ҫӗнӗлле вӗсене, пурте вӑйӑ, инкеке туймаҫҫӗ. Пушӑ пӳртре Василий Агафьйӑпа кӑна. Мӗнле-ши вӑл унта? Ах, мӗн юлса тухрӗ-ха пирӗн пурнӑҫра? Эпӗ урӑхла пултарайман. Упӑшкашӑн чӗре хытрӗ пулсан, унпа епле пурӑнас-ха? Йывӑрлӑхӗ… Чӗрене чул сӑрчӗ пусарса тӑрать…»

Угрене тул ҫутӑлсан ҫитрӗҫ. Матвеичпа сывпуллашрӗ те Авдотья, командировочнӑй хут илме, райисполкома чупса кайрӗ. Райисполкомра, уборщицӑсӑр пуҫне, урӑх никам та ҫук-ха. Поезд тепӗр ҫур сехетрен каймалла.

Авдотья аптрасах ӳкрӗ. Командировочнӑй хутсӑр кайма ҫук, анчах райисполком работникӗсене кӗтсе илес пулсан — поездран кая юлас пулать, курса вӑхӑтра ҫитейместӗн.

Вӑл пӗрре исполкомӑн пушӑ коридорӗсем тӑрах уткаласа ҫӳрерӗ, тепре урама чупа-чупа тухрӗ. Хӑй ҫине кӳреннипе вӑл макӑрса яма хатӗр: «Ытла ҫаврӑнӑҫусӑр эпӗ. Мана, лайӑх тесе, курса яраҫҫӗ, анчах эпӗ хам айӑпа пула кая юлатӑп…»

Урам кӗтессинчен Андрей тухнӑ вӑхӑтра вӑл, шаль тутрине аллипе тытса, йӗри-тавра хумхануллӑн пӑхкаласа, райисполком хапхи патӗнче тӑратчӗ.

Авдотья секретаре кӑшкӑрасшӑнччӗ, анчах хӑрарӗ: «Хам йӑнӑша пула, мӗн ун ҫине ҫулӑхас-ха? Унӑн ман ҫинчен шухӑшлама вӑхӑт пулас ҫук».

Андрей ӑна хӑй курчӗ, ун патне пычӗ:

— Авдотья Тихоновна! Эсир кайман-и вара? Заняти пуҫланнӑ ҫӗре кая юлмастӑр-и эсир?

— Андрей Петрович, — терӗ вӑл хурланса, — поезд халех каять, анчах манӑн командировочнӑй хут ҫук, райисполкомра та никам та ҫук. Мӗн тумаллине те пӗлместӗп.

— Манпала райкома каяр. Командировкӑна эпӗ ҫырса парӑп.

Райкомра Авдотья пирвайхи хут пулчӗ. Андрей тата вӑл, Аня тесе чӗнекен ҫамрӑк та хура куҫлӑ дежурнӑй хӑйне валли ӗнентерӳ ҫырса хатӗрленӗ вӑхӑтра Авдотья, йышӑнмалли пӳлӗмӗн алӑкӗ патӗнчи пукан ҫинче пӗр чӗнмесӗр ларчӗ.

Ытлашши япала нимӗн те ҫук, таса, пысӑк, ҫутӑ пӳлӗмсем ӑна лӑплантарчӗҫ. Ылтӑн шывӗпе сӑрласа эрешленӗ кӗтесри сӗтелсем тата кӑранташ тӑратмалли йывӑҫ стакансем унӑн куҫӗсене савӑнтарчӗҫ.

Андрейпе Аня пулӑшнипе вӑл шанӑҫлӑха тупрӗ, вӗсем ҫинӗ пӗтӗмпех шанса тӑрса, лӑпкӑн та тӳсӗмлӗ кӗтрӗ.

«Лайӑх ҫын вӑл, — шутларӗ Авдотья Андрей ҫинчен. — Уҫӑ чӗрепе пурӑнать. Унпа ҫывӑх пулсан, темле тиев те ҫӑмӑлтарах. Аван унпа. Анечка лайӑхскер, хӗр пулӗ-ха».

Авдотьйӑна хирӗҫ тӳрех Сталинӑн пысӑк портречӗ ҫакӑнса тӑрать. Сталин сӑнне Авдотья лайӑх пӗлет, анчах кунта, райкомра, ҫынна хӑйӗн тӑван килӗнче пирвайхи хут курнӑ чухне, унӑн сӑн-пичӗ урӑхла курӑннӑ пек, Сталинӑн сӑнӗ те ҫӗнӗлле курӑнчӗ ӑна.

Сталин куҫӗсене кӑшт хӗснӗ, вӗсем темскер инҫетрине, ыттисем курма пултарайманнине курнӑ пек пӑхаҫҫӗ, тутисем ӑшӑ кӑмӑллӑн йӑл кулаҫҫӗ, сӑн-питӗнче уҫӑмлӑ ӑстӑн тапса тӑрать.

Авдотья ҫынсене Сталинпа юнашар пулни ҫав тери аван, лӑпкӑ, савӑнӑҫлӑ, шанчӑклӑ пулӗ тесе шутларӗ. Ҫак кун ҫулпуҫӑн сӑн-питне вӑл ҫав тери аван курчӗ, вара ӑна ҫав сӑн-пит ҫапла каларӗ: «Чыслӑ пурӑн, тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫле, вара пурте лайӑх пулӗ».

Андрей ӑна командировка тыттарчӗ:

— Халӗ ӗнтӗ мӗнпур халпа чупӑр. Аня ӑсатать сире, билет илме пулӑшать.

Авдотьйӑпа Аня вокзал патне чупса ҫитнӗ ҫӗре поезд станцие пырса кӗчӗ.

Аня станцӑри дежурнӑй патне кайрӗ те тепӗр минутран килчӗ, Авдотьйӑна билет тыттарчӗ, ӑна вырӑнтан тапраннӑ вагонӑн ҫӳлӗ пусми ҫине улӑхма пулӑшрӗ, вара тамбурта тӑракан арҫына хушса каларӗ:

— Унӑнне сумкине илӗр! Мӗн туса тӑратӑр эсир! Пулӑшӑр ӑна!

Поезд майӗпен малалла кайрӗ, Аня юнашар утрӗ, тыткӑчран ярса илчӗ.

— Телей пултӑр, ӑнӑҫу , сӗнетӗп! Пит -лайӑх вӗренӗр! — терӗ вӑл.

— Епле илемлӗ хӗр. Тутар хӗрӗ-ши вӑл? — терӗ арҫын. Аня хушнипе Авдотья сумкине илнӗскер.

Вокзал хӑвӑрт та хӑвӑрт каялла юлса пычӗ, анчах Аня, кула-кула ҫаплах юнашар чупрӗ, тӗрлӗ тӗспе тӗрленӗ алсишӗпе сулларӗ.

Хӗрелсе кайнӑ пит-куҫ юлашки хут вӗлтлетсе илчӗ те ҫухалчӗ.

«Ну, телейлӗ пултӑр!» — терӗ Авдотья хӑйне хӑй.

Юрлӑ ҫӗлӗксемпе пуҫ тайса, Угренӗн тахҫантанпах паллакан ҫурчӗсем каялла чупрӗҫ. Шурӑ кӑвак анлӑх хирӗҫле чупса килет, ҫавӑнпа тамбура, унӑн сывлӑшӗ пек, уҫӑ та ҫӑра сывлӑш вӗҫе-вӗҫе кӗрет. Сывлӑш тутӑр айӗнчен ҫӳҫ пайӑркине туртса кӑларать, пальто аркипе урасене ҫаптарать, питҫӑмартисене чӗпӗте-чӗпӗте илет.

Ҫывӑхра вӑрмансемпе вӑрман таткисем вӗлтлетсе иртеҫҫӗ; перисем, вӗлтлетсенех, ҫухалаҫҫӗ, ҫавсем пекех самантра ҫухалма вӗсен вырӑнне теприсем туха-туха тӑраҫҫӗ.

Вӑрман таткисем инҫенелле кайса пыраҫҫӗ, уйсем чугун ҫул патнех ҫитсе тӑраҫҫӗ, пысӑкланаҫҫӗ, тӳремленеҫҫӗ, поезд хытӑрах та хытӑрах чупать, вара хирӗҫле чупса килекен тӗнче кашни самантрах аслӑланса та хӑвӑртраххӑн чупса пыма пуҫлать. Пур енчен те вӗҫсе килекен анлӑлӑх ҫавӑрса илнипе манӑҫа кайса, Авдотья тамбурта тӑрать.

— Гражданочка, сана ман алла пачӗҫ пулсан, манӑн купене кӗрӗр! — Авдотья сумкине алла тытнӑ арҫын вагоналла утрӗ. Авдотья ун хыҫҫӑн кайрӗ.

Вагонра тӑвӑр та шӑрӑх. Вӑл тӗрлӗрен сасӑпа хыттӑн мар та тикӗссӗн калаҫнипе тулса ларнӑ. Пӗр тикӗссӗн халтӑртатса пынӑ хушӑрах уйрӑм пуплевсемпе кӑшкӑрса каланисем илтӗнкелеҫҫӗ, вара Авдотьйӑна вагон мар, поезд мар, ҫынсем те мар, уйӑрса илме ҫук юхӑм, малалла чупса, пӗр тикӗссӗн те виҫеллӗ вӑйпа шавланӑ пек туйӑнать.

— Кӑштах шӑвӑр-ха! — терӗ арҫын. — Татах тепӗр пассажир илсе килтӗм.

— Килӗрех, килӗр.

Шывланакан кӑвак куҫлӑ пӗчӗк те хӗрлӗ питлӗ карчӑк, кӑшт сиксе, Авдотьйӑна выран пачӗ.

Авдотья ларчӗ.

— Эй, алӑка хупӑр! Алӑка кам уҫнӑ унта? — янӑракан хулӑн сасӑпа кӑшкӑрчӗ Авдотьйӑна илсе кӗнӗ арҫын, вагонта тӗрле сасӑпа калаҫнине ҫӑмӑллӑнах хупласа. Вӑл ун умӗнче тӑрать, ун ҫине тимлӗн пӑхать. Унӑн хура сӑран пальто тӑхӑннӑ пӗвӗ иртсе ҫӳремелли вырӑна хупӑрланӑ, аллисене кӗсьене чикнӗ. Хӑйне вӑл лӑпкӑн та шанӑҫлӑн тытать, хӗрӗх ҫула ҫитнӗ ҫав тери сывлӑхлӑ ҫыннӑн сӑн-пичӗ ырӑ кӑмӑллӑ та кӑшт мӑшкӑлласа кулнӑрах пек тимлӗхпе пӑхать. Вагонра хӑйне вӑл килти пекех туйнӑ, ҫул ҫинче ҫӳресси унӑн хӑнӑхнӑ та юратнӑ ӗҫӗ пулни пуринчен те курӑнать.

— Ниепле те сывлӑш ҫавӑрса илме пултараймастӑр-и? Хулана каятӑр-и?

— Хулана…

Вӑл чӑнах та Угрень урамӗсем тӑрӑх чупнӑ хыҫҫӑн ниепле те сывлӑш ҫавӑрса илме пултарайман, хумханни иртсе кайман унӑн.

— Аван, аван…

Михӗсемпе, бидонсемпе тултарса лартнӑ иртсе ҫӳремелли вырӑнпа вӑл тӳрӗ вырӑнти пек ирӗклӗн утса кайрӗ те чӳрече патне пырса ларчӗ.

Чӳрече леш енче ирхи хӗрлӗ хӗвел поездпа пӗр май чупать. Поезд улӑхсем тӑрӑх пынӑ чухне хӗвел ун хыҫҫӑн васкамасӑр та пӗр-тикӗссӗн шуса пырать; поезд вӗтлӗхсем витӗр пынӑ чух вӑл, йывӑҫсем тӑрринче вӗлтлетсе, кайӑк пек вӗҫет.

Авдотьйӑна темиҫе ҫул хушши ӗнтӗ чугун ҫулпа ҫӳреме тӳр килмен, ҫавӑнпа халӗ уншӑн пурте ҫӗнӗ пулнӑ: ҫынсем шӑкӑлтатса калаҫни те, вагон сулланса пыни те, чӳрече леш енче хӗвел питӗ хӑвӑрт шуса пыни те.

Малтанах вӑл сӑн-питсене, калаҫнисене уйӑрса илеймерӗ — уншӑн пурте малалла куҫса пыракан пӗр-пӗтӗм япала пек туйӑнчӗ, уйрӑм пуплевсемпе кӑшкӑрашусене вӑл майӗпен уйӑрса илме пуҫларӗ. Пӗр-пӗтӗмӗшле шав хушшинче купене пӳлсе хунӑ хӑма хыҫӗнче чӗтрекен сасӑ уйрӑлса илтӗнчӗ:

— Вӑл ҫӗкленме пуҫларӗ, ҫӗкленме пуҫларӗ те! Пучахӗсем алтупанӗ пек! Вара Олюшка патне унччен хирӗҫ пынӑ агроном хӑйӗн айӑпне йышӑнма пырать те калать…

Шавланипе сасӑ ҫухалчӗ, ун вырӑнне питех те уҫҫӑн илтӗнекен сӑмахсем янӑраса кайрӗҫ:

— Эпӗ касса хатӗрлесе те пӗтермен, анчах район трелёвка тумалла тет!

Авдотьйӑна хирӗҫле ларакан ҫамрӑк та патвар ҫын хавхаланса калаҫрӗ, аллисемпе хӑлаҫланчӗ. Вӑл ӳсӗртерех. Ун ҫийӗнчи ҫӗнӗ кӗске кӗрӗк хӑпарса тӑрать, ҫемҫелме ӗлкӗреймен шурӑ ҫӑматти чул пек хытӑ. Ун сӑн-пичӗ хӗрачанни евӗрлех хӗрлӗ, ҫавӑнпа вӑл, кӗске кӗрӗкӗпе ҫӑматти пекех, вӗр-ҫӗнӗ те тӗреклӗ туйӑнать.

— Мана сахалтан та сакӑр бригада кирлӗ, — сӑмахне малалла тӑсрӗ вӑл, — анчах манӑн тӑватӑ бригада ҫурӑ кӑна ӗҫлет.

— Пухса йӗркеле… — терӗ сӑран пальто тӑхӑннӑ ҫын, хытӑ янӑракан хулӑн сасӑпа куҫне чӳрече ҫинчен илмесӗр.

— Эпӗ пухса йӗркелеместӗп-им? ! — ҫухӑрса ячӗ ҫав янӑравлӑ та уҫҫӑн илтӗнекен сасах. — Эпӗ, Аверьян Макарович, кадрти ҫынсем валли пилӗк ҫурт-коттедж тата коридорлӑ общежити турӑм. Эпӗ, Аверьян Макарович, эсир пӗтӗм районӗпе те курма пултарас ҫук клуб туса лартатӑп!

Юнашарта иккӗленӳллӗн кулакан сасӑ ҫине тӑрсах янӑрать:

— Ҫук, эсӗ, Ваня тусӑм, мана акӑ мӗн кала-ха эсӗ! Ну, эпӗ ҫитмӗл пин кубометр турттарса тухӑп. Ну малтан мӗн? Юханшыва ҫитмӗлтен ытла кӗмест! Манӑн пӗр мачтовка кӑна, карап тумалли кӑна, пӗренене шутламасан, ҫӗр пине ҫитет! Ну, ӑҫта турттарӑп-ха эпӗ? — аллисене саркаласа калаҫать кӑтра ҫӳҫлӗ те кӑштах ӳсӗр ҫын.

«Вӑрман хатӗрлекенсем, — ӑнланчӗ Авдотья. — Епле лайӑх ҫынсем. Ӗҫнӗ хӑйсем, анчах ашкӑнмаҫҫӗ, пушӑ сӑмаха ҫаптармаҫҫӗ. Эрех ӗҫнипе ӗҫшӗн ытларах хӗрсе тӑма пуҫланӑ».

Вагонта сивӗ пулса тӑчӗ. Таҫта пӗчӗк ача макӑрса ячӗ.

— Алӑк хупӑр! — пӑхӑнтармалла кӑшкӑрса ячӗ Аверьян Макарович. — Вагона кам сивӗтет унта? Вагонта ачасем пур!

Кӑшкӑрашни, шыва ывӑтнӑ чул хыҫҫӑн ункӑсем пулнӑ пек, пӗтӗм вагона сарӑлчӗ:

— Алӑка! Алӑка хупӑр! Кам тавҫӑрса илеймест ҫавӑнта?

— Сивӗ ҫил вӗрме пӑрахрӗ, Аверьян Макарович лӑпланчӗ чӳречерен пӑхма пуҫларӗ.

— Вӑрмансе-ем… — терӗ вӑл тепӗр минутран хулӑн та шухӑшлӑ сасӑпа. — Вӑрмансем лайӑх! Хаккас автономаллӗ облаҫӗнче те ҫакӑн пеккисемех. Пуян ҫӗршыв! Унта ҫӗр кӑмрӑкӗ кӑна тӑватҫӗр ҫула ҫитет.

— Акӑ ӑҫта тӗкӗсем, — хавасланса каларӗ хӗрлӗскер.

— Тӗкӗсем эпӗ панӑ та вӗсене. Талӑкне икшер состав ӑсататтӑм, ҫапах ҫитместчӗ. Тӳсейменнипе кулатӑн вара… — мӗкӗрчӗ Аверьян Макарович. — Пӗр состав ӑсататӑп — сахал, иккӗ ӑсататӑп — каллех ҫитмест. Хавхаланса кайрӑмӑр эпир хамӑр утамансемпе. Виҫӗ состав ӑсатрӑмӑр — каллех телеграмма яраҫҫӗ: тӑваттӑмӗшне пар!

— Хакас облаҫӗнче ҫӗр кӑмрӑк пуррине пӗлмен эпӗ, — тӗлӗнче кӑтра ҫӳҫли. — Унта выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗҫ вӑйлӑ пырать, тесе шутланӑ эпӗ.

— Выльӑх-чӗрлӗх те нумай унта. Кӗркунне чӳречерен пӑхатӑн та — сӑртсене кавирпе витсе хунӑ пек: сӑртсем урлӑ кӗтӳсем каҫаҫҫӗ! Пӑхатӑп: иӗр кун каҫаҫҫӗ, икӗ кун, виҫӗ кун каҫаҫҫӗ! Пӑхма иле-емлӗ! — хӑйне питех те лайӑх пулнипе куҫне хӗссе, пуҫне силлесе илчӗ Аверьян Макарович.

Инҫетри сӑрт-туран юхса анакан шыв, ҫеҫенхирти лӑпкӑ юханшыва юхса кӗнӗ пек, уй-хирсемпе вӑрмансем ҫинчен пыракан ҫывӑх та паллӑ калаҫу ирттерни ҫумне хутшӑнакан калаҫӑва — хӑй пӗлмен Хаккас облаҫӗ ҫинчен каласа панине — Авдотья тимлесе итлерӗ.

Ҫынсем пӗр-пӗринпе калаҫнине, хӑй йӗри-таврашӗнчи нумай енлӗ те вӗресе тӑракан пурнӑҫ ҫинчен калаҫнине — Авдотья каҫса кайсах итлерӗ.

Авдотьйӑпа юнашар ларакан хӗрарӑм, ҫыххине салтса, пурне те хӗвелҫаврӑнӑш пама пуҫларӗ; Авдотья хӗвел-ҫаврӑнӑша пӗр ывӑҫ илчӗ, сумкӑран пашалу кӑларса, юнашар ларакансене пашалупа хӑналантарчӗ. Вӑрман хатӗрлекенсем пӗрер пашалу илчӗҫ, ҫисе ячӗҫ те мухтарӗҫ.

Пӗр пӗчӗк станцире вагона пӗр ушкӑн ҫамрӑк шавласа-кулса кӗчӗ. Ушкӑн варринче — пӗчӗк те сарӑрах хӗрарӑм, унӑн ҫутӑ кӑвак куҫӗсем тимлӗн пӑхаҫҫӗ, ҫинҫе те уҫӑ сасси пӑхӑнтармалла янӑрать. Хӗрарӑм аллипе шинель тӑхӑннӑ тӗлӗнмелле арҫына ҫавӑтса пырать. Ҫак ҫыннӑн куҫӗсене хура куҫлӑх пытарса тӑрать, сулахай питҫӑмартинче урлӑшӗпех тарӑн ҫӗвӗк пур, унӑн пуҫӗ пӗр вӗҫӗмсӗр туртӑна-туртӑна илет, тутисем чалӑшаҫҫӗ. Ҫав туртӑна-туртӑна илекен куҫа вӑйпа чарма хӑтланнипе чалӑшаҫҫӗ пек унӑн тутисем.

Ҫурӑмӗ хыҫӗнче хӑйӗн купӑс. Вӑл пӗр сӑмах та чӗнмерӗ, анчах ӑна курнисем пурте шӑпланчӗҫ. Ҫак ҫынна, унӑн шинелӗпе тата туртӑнса илекен пуҫне курнипе, вагонти савӑнӑҫлӑн шӑкӑлтатса калаҫакан ҫынсем нумай пулмасть пулса иртнӗ, анчах ӗнтӗ ҫав тери инҫене юлнӑ пак туйӑнакан, кашнинчех ӗмӗр манми йӗр хӑварнӑ, ҫапах та хӑйӗн чӑнлӑхне ҫухатнӑ вӑрҫа аса илчӗҫ.

Вӑл ҫав вӑрҫӑ ҫынни пулнӑ. Унпа пӗрле темле пысӑк та пӑшӑрхануллӑ манӑҫа тухман япала кӗчӗ.

Вӑл сасартӑк шӑп пулса тӑнине туйса илчӗ те унӑн — суккӑр ҫыншӑн — тутисем хӑюсӑррӑн, те хурлӑхлӑн, те темскер ыйтса, йӑл кулчӗҫ.

— Кунта, атьсемӗр! Миша, кунта! Кунта вырӑн пурне те ҫитет, — терӗ те ачашшӑн шурӑрах сӑнли ӑна сыхлануллӑн вырнаҫтарса лартрӗ, ытлашши сӑмах каласран, ыйтусем парасран асӑрхаттарнӑ пек, йӗри-таврари ҫынсем ҫине хыттӑн пӑхрӗ.

Кӗнисем шавлӑн вырнаҫса ларма пуҫларӗҫ.

— Камсем пулатӑр вара эсир? — пӗлесшӗн пулса ыйтрӗ карчӑк.

— Эпир пултарулӑх коллективӗ, — хӑйне тивӗҫлӗн ответлерӗ шурӑрах сӑнли. — Инҫене каймастпӑр, тепӗр станцие ҫитиччен, колхозниксем чӗннипе вечерта концерт лартса паратпӑр.

— Эсир ӑнсӑртран Алексеев мар-и? — пӗлесшӗн пулса, гармонист еннелле ҫаврӑнчӗ Аверьян Макарович.

— Шӑпах Алексеев! — паҫӑрхи пекех ӑшшӑн та шанӑҫлӑнах мар кулчӗ шинель тӑхӑннӑ ҫын.

— Сирӗнпе савӑнсах паллашатӑп! Аверьян Аверьянов — вӑрман участокӗн начальникӗ. Сирӗн ҫинчен нумай илтнӗ эпӗ.

Ҫав самантрах темиҫе ҫын кӑшкӑрса ячӗҫ:

— Эпир те илтнӗ!

— Сирӗн ҫинчен илтнӗ, анчах сире итлеме тӳр килмен.

Темиҫе минутран Михаил Алексеевич — пӗтӗм района паллӑ купӑсҫӑ, юрӑҫӑ пулнине, вӑл юрӑ сӑмахӗсене хӑй шухӑшласа кӑларнине, вӗсен кӗввине те хӑех кӗвӗленине вӑл Берлин патӗнче аманнине, сарӑ хӗрарӑм унӑн арӑмӗ пулнине, вӗсен те ҫулхи ывӑл ача пуррине, ӑна вӗсем килтен кайнӑ чухне асламӑшӗ патне хӑварние пурте пӗлчӗҫ. Купӑсҫӑ ҫине халӗ уйрӑмах кӑмӑллӑн пӑхрӗҫ, унӑн арӑмӗпе уйрӑмах ӑшшӑн та кӑмӑллӑн калаҫрӗҫ, — вӑл пассажирсен куҫӗ умӗнчех, пӗр самант хушшинче ӳссе кайса, тӑруках пысӑк ҫын та илемлӗрех пек пулса тӑчӗ.

Купӑсҫӑран пурте юрласа пама ыйтрӗҫ. Вӑл ҫавӑн пек ыйтнӑшӑн савӑнчӗ пулас, пичӗ ҫинче хаваслӑх палӑрчӗ, хӑй хӗрелсе кайрӗ, унтан арӑмӗ еннелле ҫаврӑнчӗ:

— Мӗн юрласа парас-ши, Лидуша?

— Чуна пырса тивекеннине юрлӑр, — ыйтрӗ карчӑк, — чӗрене пырса тивтӗр.

— Хӑвӑн ҫӗнӗ юрруна юрласа пар, Мишенька… — терӗ арӑмӗ.

Купӑсҫӑ хут купӑсне хулпуҫҫирен вӗҫертрӗ.

Вагонра купӑсӑн вӑрӑммӑн, йыхравлӑн янӑракан сасси хыттӑн илтӗнсе кайрӗ. Пӗр самант хушшинче вагон шӑп пулчӗ. Юнашар купери ҫынсем, ҫывӑхарах килсе, купӑсҫӑ патне кӗпӗрленсе тӑчӗҫ. Вӑл чӗлӗхсем ҫине хӑвӑрттӑн пусать, михӗне вӑйпа туртать.

Купӑс кӑшт ҫеҫ хурлӑхлӑн чӗтресе илчӗ те, ҫав самантрах тӗрлӗ саслӑн янӑрама пуҫларӗ; ҫав янӑрав анлӑ йӗри-тавралӑхпа маттурлӑха аса илтерчӗ. Пӗр самант хушши икӗ туйӑм — хуйхӑпа маттурлӑх — пӗр-пӗринпе кӗрешрӗҫ, унтан вара вӗсен вӑйӗсем пӗр виҫене ҫитрӗҫ пулмалла та, пӗр тикӗс хӑватлӑ илтӗнекен кӗвӗ пӗтӗм вагонӗпех янӑраса кайрӗ.

Ҫак кӗске аккорд пӗтӗм вӑрҫӑ ҫинчен каласа пачӗ: малтанах калама ҫук хытӑ кулянмалла пулни ҫинчен те, пӗтӗм ҫӗршыва анлӑн сарӑлнӑ хыпара пула, ҫынсем ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе военкомата кайни ҫинчен те, тӑшман ҫинелле нимӗнле те чарма ҫук вӑй-хӑватпа тапӑнса пыни ҫинчен те. Пурне те пӗтӗҫтерсе каласа пачӗ, анчах ҫак калавра чун-чӗреллӗ япала, чӗрӗ ҫыннӑн кун-ҫулӗ пулмарӗ-ха. Вара ҫынсем сыхлануллӑн кӗтрӗҫ.

Купӑсҫӑ, пуҫне каҫӑртса, сӑн-питне кӑтартрӗ те кӑштах хӑрӑлтатакан, анчах вӑйлӑ та чуна пырса тивекен сасӑпа юрласа ячӗ:

Эс маншӑн ан макӑр нихҫан та,
Амантӑм — салтак — вӑрҫӑра.

Сана сыхласа, эп сыхлатӑп
Тӑван ҫӗршыва тӑшманран.

Унӑн куҫӗсем кӑштах хупӑнчӗҫ, пуҫӗ туртӑна-туртӑна илме пӑрахрӗ. Паянхи савӑнӑҫлӑхӑн юххи витӗр юрӑра ӗнерхи хӑрушӑ вӑхӑт хыттӑнрах та хыттӑнрах илтӗнчӗ. Ӗнерхи паянхинчен уйрӑлман. Вӑл, ҫак ҫын ӑшне, унӑн юррине кӗрсе, унпа юнашарах ларса, ҫак ҫынсемпе тулнӑ вагонрах, малалла ыткӑнса пырать.

Пӗр ҫаврӑм юрласан, вӑл чарӑнчӗ, анчах хут купӑсӗ сӑмаххисене каланӑ пекех, юрӑ кӗввине малалла тӑсрӗ.

Юрӑ янӑрарӗ. Ҫынсемпе пӗрле Авдотья та юрларӗ. Вагонра, пурнӑҫ юххи пекех, юрӑ вагонпа тата унти ҫынсемпе пӗрле тӗрлӗ саслӑн та хыттӑн малалла ыткӑнчӗ.

Пӗр кун-ҫуллӑ ҫынсем, пурин инкекне те ӗҫпе, чыслӑхпа ҫӗнтернӗ ҫынсем ҫывӑхланнӑ пек, хӑйсене ҫывӑх пулса тӑнӑ пӗр-пӗтӗмӗшле шухӑша путнипе пурпӗр шарламасӑр, пӗр сиккеленмесӗр ларчӗҫ. Шухӑшсем пӗр пек, пӗр-пӗрне ӑнланмалла. Ҫак шухӑшсем ҫынсене тимӗртен те ҫирӗпрех ҫывӑхлатрӗҫ.

Купӑс шӑлланчӗ, анчах юрӑ ҫаплах туллин янӑрарӗ. Ҫак вагонра уй-хирте, выльӑх-чӗрлӗх пӑхнӑ ҫӗрте, вӑрманта ӗҫлекен ахаль ҫынсем мар, уйрӑм йышши ҫынсем ҫӗнтерӳ тунӑ тата темле ҫапӑҫура та, кирек епле тӑшмана та ҫӗнтерекен ҫынсем пынине пурте туйса илчӗҫ. Карчӑк пӗр сассӑр макӑрчӗ, Авдотья та шывланнӑ куҫӗсене шӑлмарӗ. Ку юрра темиҫе хут та илтнӗ ҫамрӑксем те шӑпланчӗҫ. Поезд хуллентерех пыма пуҫларӗ.

— Ну, эпир ҫитрӗмӗр те… — терӗ шурӑрах сӑнли, хытса кайса ларнинчен вӑратса. — Тухар, Мишша!

Купӑсҫӑ еннелле пур енчен те алӑсем тӑсӑлчӗҫ, хӑйсем патне хӑнана пыма сӗнчӗҫ.

Вӑл тухса кайсан, Аверьян Макарович уснӑ пуҫне ҫӗклерӗ.

— Хаклӑ ҫын!.. Ҫынсенче чи лайӑххи мӗн пуррине тӗпчесе пӗлсе, юрласа парать, — терӗ вӑл шухӑшлӑн.

— Хам пата вӑрман участокне чӗнме астумарӑм-ҫке эпӗ ӑна, — терӗ хӗрлӗ сӑнли. — Эпӗ ун патне ҫыру ҫырӑп. Клуба илетӗп ӑна, ултҫӗр тенкӗ шалу паратӑп. Пултарулӑха йӗркелетӗр, вӑрман касакансене валли юрӑсем юрлатӑр…

— Ултҫӗр тенке мӗн вӑл? — виҫҫӗмӗш сентре ҫинчен сиксе анчӗ ҫамрӑк, тулли сывлӑхлӑ хӗр. — Эпир, тантӑшпа иксӗмӗр, туратсене иртнӗ ҫӗрте икӗ пине ҫитеретпӗр. Пӗр хут икӗ пин ӗҫлесе илтӗмӗр. Маруся, эй, Маруся, декабрьте илтӗмӗр-и эпир икӗ пин ҫуршар?

— Январьте, — илтӗнчӗ ҫӳлтен.

— Пӑхӑр-ха вара эсир, пирӗн купере пиншер илекен хӗрсем пур, эпир пӗлмен те! — терӗ кӑтра ҫӳҫлӗ ҫын савӑнӑҫлӑн та тӗлӗнсе.

Хӗр хаклӑ тӑракан шаль тутрине тӳрлетрӗ, урине тӑсса, ҫӗне ботинкине шакӑртаттарса илчӗ, вӑрман хатӗрлекенсем ҫине сатуррӑн пӑхса, юрласа ячӗ:

Хырӗсем шав ҫӳлӗ —
Мачта тума пулӗ.

Вӑрмана эпир халь тухнӑ, —
Пиншер норма тулӗ.

«Вӑрман хатӗрленӗ ҫӗрте ӗҫлекен хӗрсене тӳрех пӗлме пулать, — шухӑшларӗ Авдотья, — лайӑх тумланнӑ, маттур та хӑйсене тыткалама пӗлеҫҫӗ. Вӑрманта пурӑнаҫҫӗ, ашшӗ-амӑшӗнчен инҫе, йышӗ пысӑк вӗсен… арҫын ӗҫне тӑваҫҫӗ, укҫине ытлашшипех илеҫҫӗ — мӗншӗн сатурланас мар-ха вӗсен?»

— Плана епле тултаратӑр эсир, «пиншерлисем», — сиввӗн, кӑмӑлсӑррӑн ыйтрӗ Аверьян Макарович.

— Укҫана ахаль илместпӗр. Ун пек-кун пеккисем мар эпир! — кӳренчӗ хӗр. — Пилӗкҫуллӑхӑн тӑваттӑмӗш ҫулӗпе пурӑнатпӑр! Стахановецсен слетне ятран чӗнсе янӑ хут пур пирӗн.

— Ку аван! Кун ҫинчен итлеме интереслӗ! «Пиншер те пиншер!» теҫҫӗ. Мӗнпе мухтанмаллине тупнӑ!

— Мускава яма пулчӗҫ. Луша Соболева ҫинчен илтнӗ-и эсир? Ӑна комсомолӑн Центральнӑй Комитетне чӗннӗ. Юнашарти ялтан вӑл хӗр.

— Ку мӗнле Соболева? Планран виҫҫӗр процент ирттерсе ӗҫлекенскер-и?

— Шӑпах ҫавӑ. Унӑн мӗншӗн виҫҫӗр процент тултарас мар-ха? Унӑн ҫӗнӗ йышши электропӑчкӑсем пур тата ӗҫе пӗтӗмпех механизациленӗ. Эпир ун вырӑнӗнче пулсан, виҫҫӗр мар, пилӗкҫӗр процент тултарнӑ пулӑттӑмӑр. Маруся, леденчиксем пар-ха. Ҫийӗр! Уҫӑ!

— Вӑрӑм сӳслӗ йӗтӗншӗн манӑн кинӗм кӑҫал награда илчӗ. Ун патне эпӗ хӑнана кайнӑ пек, опыт туянма колхоз командировкӑна янӑ пек, кайса килтӗм.

— Йӗтӗнне мӗн чухлӗ туса илнӗ вара? — интересленсе ыйтрӗ хӗрлӗ сӑнли.

Авдотьйӑн ҫынсене хӑй те вӑл ахаль мар, государство ӗҫӗпе каять, тесе калас килчӗ. Вӑл нихҫан та командировкӑна кайман, ҫавӑнпа хӑйӗн командировочнӑйӗпе мухтаннӑ. Вӑл секретарь панӑ хута кӑларса тӳрлетрӗ те:
— Эпӗ те командировкӑна каятӑп, — терӗ.
— Командировкӑна мана райком ячӗ.

Аверьян Макарович ӗнентерӳ хутне алла илчӗ, тӗплӗн вуласа тухрӗ те ырларӗ:

— Курса апла? Аван ӗҫ. Эсир ӗҫлетӗр-им?

— Эпӗ заведующи пулса ӗҫлетӗп.

Унран ферма ҫинчен, выльӑхсем мӗнли ҫинчен тӗплӗн ыйтса пӗлчӗҫ. Вӑл хумханса, хӑйӗнчен отчет ыйтма тивӗҫлӗ ҫынсем умӗнче тухса каланӑ пек ответлерӗ.

— Вӗренӗр! — калаҫӑва вӗҫлерӗ Аверьян Макарович. — Сирӗн алра ик-виҫӗ ӗне мар, ҫӗршер пуҫ. Сире вӗренмесен юрамасть. Паллах, сире курсра мӗн кирлине вӗрентеҫҫех.

«Хӑйне хӑй тытма пӗлет тата епле ӑслӑ. Парти ҫынни пулни пуринчен те курӑнать», — шухӑшларӗ Авдотья Аверьян Макарович ҫинчен.

Поезд пригороднӑй пулнипе унта ҫынсем темиҫе сехет хушши ҫеҫ пӗрле ларса пыраҫҫӗ пулсан та, вӗсем хӑйсене пӗчченшер пассажирсем пек мар, пӗр-пӗтӗмӗшле коллективри пек туйрӗҫ. Ҫак коллектив кӗске вӑхӑтлӑха пухӑннӑ пулсан та, вӑл хӑйӗн ҫулпуҫне Аверьян Макаровича уйӑрса, хӑйӗн йӗркисемпе йӑлисене туса хучӗ. Ҫак коллективӑн пӗр-пӗрне, камӑн мӗн пур, ҫавӑнпа хӑналантарасси, харпӑр хӑй ҫинчен каласа парасси, ыттисем ҫинчен ыйтса пӗлесси, алӑка уҫса пӑрахасран сыхласси часах ҫирӗп йӗркене кӗчӗ. Ҫак ҫӗнӗ ҫынсем хушшинче мӗн тунине, мӗн ҫинчен калаҫнине Авдотья хавхалансах итлерӗ. Мачча тумалли пӗренесем, Хаккасри ҫӗр кӑмрӑкӗ, аманнӑ ҫын ҫинчен юрлани, комсомолӑн Центральнӑй Комитетне чӗннӗ Луша Соболева — ҫаксем пурте Авдотьйӑна ун тавра чӳхенсе тӑракан, вагона пур енчен те юха-юха кӗрекен пысӑк пурнӑҫӑн хумӗсем пекех туйӑнчӗҫ.

«Анлӑ пурнӑҫпа пурӑнаҫҫӗ ҫынсем… — шухӑшларӗ вӑл. — Лайӑх пурӑнаҫҫӗ… Эпӗ мӗн? Мӗнле-ха хам пурнӑҫа ниепле те йӗркелейместӗп эпӗ?»

Хӑйпе пӗрле ларса пыракансене вӑл килӗшекен е килӗшмен уйрӑм ҫынсем вырӑнне хумарӗ, вӗсенче вӑл ӑнланман пӗр-пӗтӗмӗшлӗхӗн, ӗнер пӗтӗҫсе, пӗр сывлӑшпа сывласа, йывӑр вӑрҫӑра ҫӗнтернӗ, паян каллех туслашса, пӗр-пӗринпе ҫывӑхланса, савӑнса та хавасланса ӗҫлекен, ҫӗршывӑн хуҫалӑхне ҫӗклекен халӑха курчӗ.

Авдотья пӗтӗмпех ҫакна сӑмахпа каласа паман пулӗччӗ, анчах вӑл шӑпах ҫавӑн пек туйрӗ, ун пуҫне ҫавӑнпа ҫак шухӑш пырса кӗчӗ те:

«Ҫак ҫынсене хамӑн пӗтӗм инкек ҫинчен пӗр пытармасӑр каласа парасчӗ. Акӑ манӑн пурнӑҫ епле, хаклӑ ҫынсем, мӗн тумаллине те пӗлместӗп эпӗ! Эсир мана епле канаш паратӑр, ҫавӑн пек тӑватӑп эпӗ», тесчӗ.

Анчах вӑл нимӗн те шарламарӗ, хӑй тавра пӗр чарӑнмасӑр калаҫнине тимлӗн итлерӗ кӑна.

Поезд хӑвӑртлӑхне вӑйлатрӗ, хӑвӑртран та хӑвӑртрах малалла чупрӗ, ҫынсем хавхаланса та хӗрӳллӗнрех калаҫрӗҫ. Авдотьйӑна каллех ҫапла туйӑнчӗ: ку поезд мар, пурнӑҫӑн ҫав тери хӑвӑрт малалла каякан юхӑмӗ ярса илнӗ те ӑна хӑй хыҫҫӑн илсе пырать.

«Кун пек хӑҫан пулнӑ-ха? — тӗлӗкри пек аса илчӗ вӑл хӑйӗн туйӑмне. — Тахҫан ҫакӑн пек туйӑм пулсаччӗ, анчах мӗн пулнине ниепле те аса илейместӗп. Е тӗлӗкре курнӑ эпӗ кун пеккине. Аса илтӗм! Ку Груша инке патӗнче вӗт-ха, Тӑвар кӳлли ҫывӑхӗнче!»

Ҫичӗ ҫулхи хӗрача чухне вӑл инҫетрен тивекен тӑванӗсем патне хӑнана ҫӳренӗ, ун чухне ӑна инкӗшӗ шыва кӗме Тӑвар кӳллине илсе ҫӳренӗ. Унччен Авдотья сахал ишнӗ — тӑван ял витӗр ансӑр та пӗчӗк шыв кӑна юхса выртнӑ. Тарӑн кӳлӗ хӗрачана хӑратса пӑрахнӑ, ҫавӑнпа вӑл, хӑюлӑх ҫитереймесӗр, ҫыран хӗрринче сарнӑ хӑма ҫинче тӑнӑ.

Сарлака та кӑмӑллӑ пит-куҫлӑ пысӑк Груня инке чул ҫинче ларнӑ, шуралнӑ ҫӳҫне тутӑр айне тирпейлесе чиксе ҫапла каланӑ:

— Мӗн хӑратӑн, Дуняшка? Сик те иш! Ан хӑра, пирӗн кӳлӗре путас тесен те путаймӑн!

Дуня сикнӗ, ишме хӑтланнӑ, анчах сасартӑк хӑйне ӑшӑ та ҫӑра шыв, пур енчен те ҫавӑрса илсе, алтупанӗ ҫине лартса ҫӗкленӗ пек, ҫӳлелле ҫӗкленине туйнипе тӗлӗнсех кайнӑ. Ӳт-пӗвӗ ҫӑмӑлланнӑ, алсемпе урасем хӑйсем тӗллӗн пекех сиккелеме пуҫланӑ. Кӳлӗ ӑна чӳхентернӗ, вӑл хӑйне пит лайӑх пулнине тата тӗлӗннипе кулнӑ хушӑра Груня инке кӑмӑллӑ та пӗр тикӗс сасӑпа каланине илтнӗ:

— Тӑварлӑ та ӑшӑ кӳлӗри хум путармасть, ураран кире пуканӗ ҫакса яр — ҫавах путма памасть, ҫиеле туртса кӑларать.

Ҫакна кӳтмен ҫӗртен тата пурне те тӗплен аса илнипе Авдотья пӗр самантлӑха куҫне хупса илчӗ.

Вӑхӑт сисӗнмесӗр иртрӗ, хула патне ҫитсен, Авдотья тӗлӗнчӗ:

— Ҫитрӗмӗр те-и?

Сывпуллашнӑ чухне вӑл вагонти ҫынсене пурне те хӑнана чӗнчӗ:

— Пирен районта пулсан — хӑнана кӗрӗр!

— Эсир пирӗнпе сывпуллашма тӑхтӑр-ха, — терӗ Аверьян Макарович, — эпир сире колхозник ҫурчӗ патнех илсе ҫитерӗпӗр.

Колхозник ҫуртӗнче хулари пек тумланнӑ хыпаланчӑк ҫын унӑн ӗнентерӗвне пӑхрӗ.

— Надя, командировкӑна килнине вырнаҫтарӑр, — терӗ вӑл хитре хӗре.

Авдотьйӑна икӗ никель кровать ларакан, стена ҫинче пысӑк тӗкӗр ҫакӑнса тӑракан тирпейлӗ пӳлӗме илсе кӗчӗҫ. Сӗтел хушшинче чылай ҫула ҫитнӗ, Любава пек хӗрарӑм ларать — вӑл ун пекех яштака, пичӗ те унӑнни пекех сивлӗрех. Вӑл Авдотья еннелле пӑхса йӑл кулчӗ:

— Эсир килни аван-ха ку, мана савӑнӑҫлӑрах пулать. Пӳлӗмре пӗччен пурӑнма хӑнӑхман пирки кичем. Ыранччен ӗҫ ҫук пирӗн, ыран занятие каятпӑр.

Надя кровать ҫинчи минтерсене тӳрлетрӗ.

— Ку сирӗн койка, тумбочка та сирӗн. Вырнаҫӑр ҫакӑнта, сирӗн ҫӑвӑнмалла е чей ӗҫмелле пулсан, пурте пур кунта.

Кашни кровать ҫинче минтер, шап-шурӑ простыньсем. Авдотья пӑхса ҫаврӑнчӗ те тӗлӗнсе ыйтрӗ:

— Ку талӑкне мӗн чухлӗ тӑрать вара?

— Нимӗн чухлӗ те тӑмасть, — йӑл кулчӗ Надя.

— Командировкӑна килнӗ курсантсене общежити параҫҫӗ, — терӗ пӳлӗмри хӗрарӑм-курсант. — Атьӑр-ха, эпӗ сире пит ҫумалли пӳлӗме илсе каям…

Ҫӑвӑнса, тума улӑштарнӑ хыҫҫӑн, Авдотья пӗр пӳлӗмри хӗрарӑмпа пӗрле чей ӗҫрӗ, сасартӑк хӑйӗн пулса тӑна ҫак ют пӳлӗмӗн типтерлӗхӗпе тата тасалӑхӗпе киленчӗ.

Чей ӗҫнӗ хыҫҫӑн, хӗрарӑм канаш панӑ тӑрӑх, Авдотья учета тӑма тата апат ҫимелли талонсем илме курса кайрӗ.

Курс ялхуҫалӑх институтӗнче пулнӑ. Вӑл колоннӑсемлӗ ҫурт ҫине пӑхса савӑнчӗ, анлӑ пусмасем тӑрӑх улӑхса, шала кӗчӗ.

Янӑраса тӑракан коридорта ҫамрӑк каччӑсемпе хӗрсем нумай. Кунта вӗсем хӑйсене килти пекех туяҫҫӗ, хыттӑн калаҫаҫҫӗ, кулаҫҫӗ, пурте таҫта васкаса утаҫҫӗ.

Коридорсем таҫталла та илсе кӗнине пула, Авдотья курсӑн пӳлӗмне аран-аран шыраса тупрӗ, анчах алӑкне питӗрнӗ. Курс секретарӗ тепӗр ҫур сехетрен килет, тесе каласа пачӗ ӑна пӗр хӗрарӑм.

Пӑхса ҫӳрес килнипе Авдотья коридорсем тӑрӑх утрӗ. Вӑл майӗпен уҫӑ алӑксенчен пӑха-пӑха ҫӳрерӗ. Алӑксенчен е ҫап-ҫутӑ шӗвек япала тултарнӑ тӗлӗнмелле авӑнчӑк кӗленчесем, е выльӑх-чӗрлӗхсен шӑмми-шаккисем, е ӑнланма ҫук темле питӗ пысӑк таблицӑсем мӗлтлетсе илеҫҫӗ.

Хӑй кунта ют ҫын пулнӑшӑн кӳренчӗ вӑл, ҫавӑнпа ӑнланма ҫук таблицӑсемпе шӗвек тултарнӑ кӗленчесем пӗр вӑхӑтрах кӑчӑк та туртрӗҫ, илӗртрӗҫ те, анчах вӗсене вӑл ниепле те пӗлсе илеймерӗ.

«Ҫаксене пурне те пӗлме пулать! — салхуллӑн шухӑшларӗ вӑл. — Ҫак хӗрсемпе ачасем — пирӗн пекех колхозниксем пулӗ-ха».

Унӑн кунта хӑйне вӗсем пекех ирӗклӗн те хуҫалла тытас килчӗ.

Алӑксенчен пӗрин ҫинче вӑл «Буфет» тесе ҫырса хунине курчӗ те курас килнипе шала кӗчӗ.

— Сире мӗн, гражданочка? — кӑмӑллӑн ыйтрӗ сута тӑвакан хӗрарӑм.

Хӑйне нимӗн те кирлӗ пулманни ҫинчен калама хӑяймарӗ Авдотья, ҫавӑнпа, пӗр стакан чей илсе, сӗтел хушшине ларчӗ. Буфетра пушӑ пекех, ҫывӑхри сӗтел хушшинче кӑна виҫӗ арҫын лараҫҫӗ.

Пӗри хытканскер, вӑрӑмскер, сӑмсийӗ унӑн ӑмӑрткайӑкӑнни евӗрлӗ, шыҫмак та хура куҫне ҫӳхе куҫхупаххийӗсем витсе тӑраҫҫӗ, пуҫӗ тӗлӗрсе ларакан пысӑк кайӑкӑнни пек.

Иккӗмӗшӗ — пӗчӗккӗ те хӗп-хӗрлӗскер, ҫаврӑнӑҫуллӑскер, виҫҫӗмӗшӗ — мӑнтӑрскер, куҫхаршисене вӑл тӗлӗннипе савӑнса каҫӑртнӑ.

Авдотья вӗсен калаҫӑвне итлерӗ. Вӗсем вӑрлӑхлӑх клевер ҫинчен калаҫаҫҫӗ. Ку тема Авдотьйӑна хумхантарчӗ: колхозра вӑрлӑхлӑх клевер акассине ниепле те йӗркелеймен.

— Ҫук, Евгений Евгеньевич — терӗ пӗчӗкки, — клевер тӗлӗшне эсир Союзра чи лайӑх специалист пулсан та, ку хутра эпӗ сире хирӗҫлеме шутлатӑп.

Кайӑкӑн пек сӑн-питлӗ ҫын тӗксӗмрех куҫхупаххисене кӑшт сиктерсе илчӗ тӗ, хӑйне калама йывӑр пулнӑ пек, ирӗксӗррӗн хушса хучӗ:

— Ӑс-тӑнпа ҫеҫ, практикӑпа тӗрӗслемесӗр хирӗҫ калани — хирӗҫлени мар.

Вӗсем хӑйсен калаҫӑвне малалла тӑсрӗҫ, Авдотья, вӗсене итлесе, шухӑша кайрӗ:

«Клевер тӗлӗшпе Союзра чи лайӑх специалист! Ай, тур-тур, епле тӗл килсе тухрӗ! Вӗсемпе калаҫма аван мар, анчах кун пек тӗлпулӑва ахаль ирттерсе яма юрамасть! Ыйтатӑп! Лайӑх ҫынсем пулсан, вӗсем ҫиленни мӗнех мана? Ыйтатӑп!»

Вӑл тутисене тутӑрпа шӑлса тасатрӗ, хатӗрленчӗ, саманта кӗтсе илсе, ҫав тери пысӑк ҫутӑ куҫӗсене ҫӗклерӗ те калаҫӑва хӑюллӑн хутшӑнчӗ:

— Эпӗ сирӗн калаҫӑва чарнӑшӑн мана каҫарӑр эсир, анчах пирӗн колхозра шӑпах ҫакӑн пек! Пӗр клевер пуссинче вӑрлӑх — ывӑҫа тытса тӑр, тепӗр пуссинче клеверӑн вӑрри пачах та ҫук! Утӑ кӑна ӳсет! Инкек!

Арҫынсем калаҫма чарӑнчӗҫ те Авдотья ҫине пӑхрӗҫ. Вӗсем ҫаврашкарах шурӑ, хумханнипе кӑшт хӗрелнӗ пысӑк куҫсемлӗ сӑн-пите курчӗҫ. Ку сӑн-пит ҫамрӑках мар, анчах унта ача чухнехи ҫемҫе те ачаш паллӑсем халӗ те сыхланса юлнӑ-ха; ҫав паллӑсем ирхи тӗтрелӗхрен тухнӑ пек, ҫавӑнпа вӗсен йӗрӗсем, ҫемҫелсе, сӑн-пите ирхи тасалӑх кӳнӗ пек туйӑнать.

Пирвайхи минутра арҫынсем палламан колхозница кӗтмен ҫӗртен калаҫӑва хутшӑннипе тӗлӗнчӗҫ, анчах вӗсем Авдотья хӑйсем пекех, ӗҫшӗн хыпса ҫуннине курчӗҫ те ӑна ӑнланчӗҫ.

Авдотья вӗсем ҫине шанӑҫлӑн пӑхса сӑмахне малалла тӑсрӗ:

— Мӗнрен килнине пӗлме эпир ниепле те ӑс ҫитерейместпӗр. Районти агрономсене чӗнтӗмӗр — нимӗн те ӑнлантарса пама пултараймарӗҫ. Сӑлтавне наукӑра тупса палӑртман теҫҫӗ.

— Эсир ӑҫтан? — ыйтрӗ вӑрӑмми, хавхаланса.

— Эпӗ Угрень районӗнчен. «Первое мая» колхозран.

— Клевер ҫине эсир утар кӑларса лартнӑ-и? — калаҫӑва хутшӑнчӗ мӑнтӑрри.

— Илсе тухнӑ. Пирӗн утар пысӑк мар, пӗтӗмпе те ҫичӗ вӗлле кӑна. Анчах тӗрӗссипе калатӑп эпӗ, пирӗн хуртсенчен усси сахал. Мӗн чухлӗ сӑнанӑ эпӗ вӗсене, тарӑна илмеҫҫӗ. Хурт чечек ҫине ларсанах, эпӗ пӗшкӗнеттӗм те ун ҫине аялтан пӑхаттӑм. — Авдотья алтупанне ҫӗклерӗ, пуҫне пӗкӗртрӗ, хӑй ҫине «аялтан» мӗнле пӑхнине кӑтартасшӑн пулса, алтупанӗ ҫине айккинчен пӑхрӗ.

Ҫакна вӑл, хӑй те туймасӑр, пӗр самант хушшинче туса кӑтартнине тата хӗрарӑмӑн кӑвак куҫӗсем ытла шанчӑклӑн та тимлӗн пӑхнине курса, пурте ирӗксӗрех йӑл кулса ячӗҫ.

— Вара мӗн пулчӗ? — васкатрӗ мӑнтӑрри.

— Тарӑнран илмест вӑл! — каласа пачӗ Дуня. — Тӗкӗлтура — урӑх шут! Вӑл пӗтӗм чечеке сирсе пӑхать.

— Пирӗн сӗтел хушшине ларӑр! — сӗнчӗ вӑрӑмми.

Вӑл хӗпӗртесе ӳкрӗ, ун куҫхупаххисем ҫӗкленчӗҫ, пуҫӗ халӗ тӗлӗрсе ларакан кайӑкӑнни пек мар, йӑлтах урӑхла, шӑтарасла пӑхакан шыҫмак куҫӗсенче тата уҫӑмлӑ йӗрӗсенче темле никам умӗнче те парӑнма шутламан сӑн палӑрчӗ.

— Атьӑр-ха, паллашар: Петров академик, кусем манӑн туссем — Толстов профессор, куратӑр-и, кӗлетки унӑн шӑпах хушаматне килӗшмелле, тата Лукин профессор.

— Питӗ аван, — терӗ Авдотья, — Эпӗ Первомайски колхозран. МТФ заведующийӗ, Бортникова — манӑн хушамат.

Хӑйӗн ҫӗнӗ паллаканӗсем хӑй кӗтнӗ пекех лайӑх та пӗлекен ҫынсем пулнишӗн, вӗсем сӗнӳ нумай пама пултарассишӗн савӑнса, Авдотья вӗсем патне сӗтел хушшине куҫса ларчӗ.

— Сирӗн клеверсем мӗнле тӑпра ҫинче? — ыйтрӗ Петров.

— Тӑмлӑ тӑпра ҫинче. Пирӗн пур ҫӗрте те тӑмлӑ тӑпра. Пӗр клевер, пусси сӑртлӑрах вырӑнта, тепри, айлӑмри, — шурлӑх ҫывӑхӗнче.

— Тымарӗсене сӑнаман-и эсир? Айлӑмри клеверӑн тата сӑртлӑрах вырӑнти тымарӗсем епле пулнине сӑнаман-и?

— Мӗншӗн сӑнаман? Сӑнанӑ! Тымарӗпе тӑпӑлтарса кӑларатпӑр та пӑхатпӑр ӑҫта мӗнлине. Пысӑк уйрӑмлӑх пур.

— Уйрӑмлӑхӗ мӗнре вара?

Калаҫу хӗрӳленсех пычӗ.

— Акӑ, Александр Данилович, — терӗ Петров Лукина, — эпӗ сире каларӑм вӗт: пирӗн наукӑн пӗртен-пӗр тӗрӗс ҫулӗ вӑл — колхозниксемпе анлӑ ҫыхӑну тытасси. Эсир колхоза каймастӑр пулсан, акӑ вӑл, колхоз, сирӗн пата хӑех килчӗ. Мӗнле килчӗ-ха! Пӑхӑр-ха эсир, вӑл вӗт, — Авдотья алли ҫине пысӑк алтупанне хучӗ вӑл, — пурне те асӑрханӑ вӗт-ха вӑл клевер ҫине тӗкӗлтура, хурт епле ларнине те, айлӑмра, сӑртлӑх вырӑнта тымар мӗнле пуллине те. Эпӗ акӑ унпа вунӑ минут та калаҫмастӑп, анчах эпӗ ӑна кирек мӗнле опыт тума шансан та, йӑнӑшман пулӑттӑм. Эпӗ сире куҫ умӗнчех мухтанӑшӑн каҫарӑр эсир мана, — терӗ вӑл Авдотьйӑна, унӑн аллине хыттӑнрах чӑмӑртаса, — анчах эпӗ тӗрес калатӑп вӗт-ха!

— Манӑн лекцие кайма вӑхӑт! — терӗ Петров. — Анчах эпир сирӗнпе тӗл пулӑпӑр-ха. Эсир ман пата кӗрӗр, эпӗ сире вулама мӗн те пулин парӑп. — Вӑл кайма тесе тӑчӗ, анчах сывпуллашнӑ чухне чарӑнса тӑчӗ. — Тен, сирӗн манӑн лекцире пулас килет. Ку плансӑр, вӗрентӳ йӗркине мар ирттерекен лекци. Сире йывӑртарах пулӗ, анчах эпӗ сире ӑнланмалла калама тӑрӑшӑп.

Петров академикпе пӗрле Авдотья аудиторие кӗчӗ. «Паян манӑн кунӗ ҫавӑн пек, — шухӑшларӗ вӑл. — Мӗн тума шутлатӑп, ҫавӑ пулать!»

Ҫур сехет каярах ҫеҫ вӑл институт аудиторине ирӗклӗнех кӗрекенсем ҫине ӑмсанса пӑхнӑччӗ, анчах халӗ кунта Петров академикпе пӗрле хӑй те ирӗклӗнех кӗчӗ.

Студентсем академика алӑ ҫупса кӗтсе илчӗҫ. Аудиторие лӑплантарас тесе, вӑл аллине ҫӗклерӗ.

— Пирӗн паян колхозран килнӗ хӑна пур. Хӑнана хӑна пек йышӑнма, меллӗрех вырӑн пама ыйтатӑп! — терӗ вӑл, пурте лӑплансан.

Авдотьйӑна пӗрремӗш рете лартрӗҫ.

Петров хушнӑ тӑрӑх ассистентсем таблицӑсене саркаласа стена ҫине ҫакнӑ хушӑра Авдотья пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Ун ҫине пур енчен те туслӑн та тӗлӗнсе пӑхаҫҫӗ.

«Ҫӳҫӗ сарӑ, ӑна манӑн Катюшӑнни пекех якатнӑ, пичӗ те унӑнни пекех… — шухӑшларӗ вӑл пӗр хӗре ҫинчен. — Куҫӗсем епле таса, пирӗн Алешӑнни пекех… — шухӑшларӗ тепӗр хӗрӗ ҫинчен. Кашни сӑн-питре тенӗ пекех вӑл палланӑ йӗрсене курчӗ, ҫавӑнпа та-и, тен, вӑл хӑйне тӳрех паллакан ҫынсем хушшинче пек туйрӗ те, ҫынсем кулсан, вӗсем ҫине пӑхса, савӑнӑҫлӑн кулма пуҫларӗ.

— Сирӗн кӑранташпа хут пур-и? — ыйтрӗ унтан Катюшӑнни пек ҫӳҫлӗ хӗр. — Хӗрсем, камӑн ытлашши кӑранташ пур?

Пӗр тӑруках темиҫе ал Авдотьйӑна кӑранташ, хут, пекӗ тӑсса пачӗҫ.

Академик пюпитр патне пырсан, юнашар ларакан ҫамрӑк хӗрсем Авдотьйӑна лайӑхрах вырнаҫтарса лартрӗҫ.

— Вырнаҫрӑр-и? — ыйтрӗ вӑл Авдотьйӑран.

Авдотья именчӗклӗн те васкаса пуҫне сулса илчӗ.

Академик пуҫне ҫӗклерӗ те каллех пысӑк кайӑк пек пулса тӑчӗ, анчах кӑтӑш пулса лараканни пек мар, вӗҫме хатӗрленсе хӑлаҫланнӑ кайӑк пек.

Пурте шӑпланчӗҫ.

Авдотья ун пичӗ ҫине тӗлӗнсе те ӑнланман пек пӑхрӗ. 1941 ҫулта, фронта янӑ кун, хӑйсен ирӗкӗпе каякансен ячӗпе сӑмах тухса каланӑ чухне, Любава упӑшкин пичӗ ҫакӑн пекчӗ. Ҫӗнтерӳ кунӗнче, колхозри пухура сӑмах тухса каланӑ чухне, Степанӑн пичӗ ҫакӑн пекчӗ. Ҫакӑн пек сӑн-пит пулни ун чухне килӗшӳллӗ те ӑнланмалла, анчах халӗ, сӑмах клевер ҫинчен, ахаль курӑк ҫинчен пынӑ чухне, ун пек сӑн-пит Авдотьйӑшӑн тӗлӗнмелле те килӗшӳсӗр туйӑнчӗ.

— Совет науки пур фронтсенче те наступлени туса пырать… — пуҫларӗ академик. — Совет пилочӗсемпе физикӗсем стратосферӑра наступлени тӑваҫҫӗ, совет океанографӗсем тинӗс тӗпӗсене сӑнаса пӗлеҫҫӗ, совет ученӑйӗсем атом ядрине уҫса параҫҫӗ, совет мичуринецӗсем чӗрӗ клеткӑсен протоплазмине хӑйсене кирлӗ пек улӑштараҫҫӗ. Эпир те, совет ҫӗрӗҫӗн ҫыннисем, хамӑрӑн уй-хирсем ҫине пер чарӑнмасӑр наступлени туса пыратпӑр, тыр-пул нумайрах туса илессишӗн кӗрӗшетпӗр.

Академикӑн «эпир, совет ҫӗрӗҫӗн ҫыннисем» тенӗ сӑмахӗсем Авдотьйӑна килӗшрӗҫ. Ҫак сӑмахсем ӑна та, студент-колхозниксене те пӗрлештерсе тӑраҫҫӗ, «Эпир, совет ҫӗрӗҫӗн ҫыннисем», — терӗ вӑл ӑшра.

Академик хура тӑпраллӑ тата хура тӑпраллӑ мар ҫӗр ҫинчен каларӗ.

— Акӑ! Пӑхӑр! — стена ҫине ҫакса янӑ карттӑ ҫинчи хура хӗрлӗ тӗспе сӑрланӑ татӑксене вӑрӑм указкӑпа йӗрлесе кӑтартрӗ вӑл. — Ҫаксем пурте хура тӑпраллӑ мар ҫӗрсем. Ҫак ҫӗрсем ҫинче ӗлӗк гектартан пилӗк-ултӑ центнертен ытла туса илмен. Кунта хӑйӑрлӑ тата ҫеремлӗ-тӑмлӑ тӑпра. — Академик Авдотья ҫине пӑхса илчӗ те кӗскен ӑнлантарчӗ: — тӗштырӑсене ӳсме кирлӗ тӑварсемпе япаласенчен чухӑн тӑпрасене ҫавӑн пек калаҫҫӗ.

Хӑй ӑнланнине пӗлтерсе, Авдотья васкасах пуҫне сулчӗ те, вара лешӗ сӑмахне малалла тӑсрӗ:

— Ҫак ҫӗрсем пӗр усӑ памасӑр, улшӑнмасӑр ӗмӗр-ӗмӗрӗпе выртнӑ. Вӗсем ҫине наступлени туса эпир вӑхӑт ҫине ҫеҫ мар, иртсе кайнӑ нумай ӗмӗрсем ҫине те пуласлӑх ячӗпе наступлени тӑватпӑр. Ҫак наступленире пире тупӑсем мар, танксем мар, самолётсем мар пулӑшаҫҫӗ… Акӑ пирӗн артиллери! — Академик таблица ҫине, вӑйлӑ, ӳсекен курӑксем ҫине кӑтартрӗ.

— Акӑ пирӗн патӑрта нумай акакан, ир пулакан клевер, — сӑмахне малалла тӑсрӗ Петров. — Вӑл кайран пулаканнинчен туна ҫумӗнчи пӗчӗк ҫулҫисем кӗске те сарлакарах, туна тӗввисем хушши пиллӗк-ҫиччӗрен ытла мар пулнипе уйрӑлса тӑрать…

Авдотья ҫине пӑхса илсе, вӑл каллех туна ҫумӗнчи пӗчӗк ҫулҫисемпе туна тӗввисем хушши мӗнле пулнине ӑнлантарса пачӗ.

Сехет ҫурӑна пынӑ лекци вӑхӑтӗнче вӑл Авдотья ӑнланман кӑшни сӑмаха кӗскен те ыттисем асӑрхамалла мар ӑнлантарса пачӗ. Лекцие Авдотья нимӗн те ӑнланаймӑп тесе хӑранӑччӗ, анчах халӗ пурне те ӑнланнишӗн савӑнса тӗлӗнчӗ. Вӑл лекцин тӗп шухӑшне ҫеҫ мар, курӑк акса туни халӑх хуҫалӑхӗнче мӗнле вырӑн йышӑннине те, академик клеверсем ҫинчен каланӑ чухне унӑн пичӗ мӗншӗн халичченхи пек мар пулса тӑнине те ӑнланчӗ.

Мӗн курса-илтнипе шухӑша кайса, вӑл хӑй пӳлӗмне таврӑнчӗ. Хӑйпе пӗрле пурӑнакан хӗрарӑм вырӑн ҫинче выртать. Кровать ҫумӗнчи тумбочка ҫинче Авдотья пӗр купа тетрадьсемпе темиҫе кӑранташ выртнине курчӗ:
— Кусем камӑн вара? — ыйтрӗ вӑл.

— Сирӗн вӗсем. Курсран паллашма ҫын килчӗ, тетрадьсемпе занятисен расписанисене илсе килчӗ.

Авдотья йӑл кулчӗ те тетрадьсене илчӗ. Вӗсем ҫӳхе, кӑвак, пӗр тетрачӗн хуплашкине хура клеенкӑран тунӑ.

«Ку тетраде уйрӑм тытатӑп… Чи кирлине ҫырма ку… Катюша валли илсе кайсан аванрах-и? — тетраде уҫа-уҫа шухӑшларӗ вӑл. — Унӑн кун пеккисем пулман-ха. Ҫук… Кунта хамӑр колхозшӑн чи кирлине ҫыратӑп». — Вӑл сӗтел патне ларчӗ те тетрадь хуплашки ҫине шултра саспаллисемпе тирпейлӗн ҫырса хучӗ: «Пирӗн колхозшӑн кирли».

Вара, академик лекцине аса илсе, шухӑшларӗ те ҫырма пуҫларӗ:

«1. Клевер акмалли ҫӗре известь сапмалла. 2. Пыл-хурчӗсене клевер ҫине илентермелле».

Вӑл каллех шухӑшларӗ, лекцире мӗн ҫырма ӗлкӗрнине вуласа тухрӗ, хӑйне мӗн уйрӑмах кирлӗ пек туйӑннине ҫӗнӗ паха тетрадь ҫине ҫырса хучӗ.

Ҫырса пӗтерсен, вӑл ҫутӑна сӳнтерчӗ, выртрӗ те ҫӗнӗ простыньсем ҫинче канлӗн карӑнса илчӗ. Чӳречерен урам курӑнать: хунарсем ҫунаҫҫӗ, трамвайсемпе автомашинӑсен ҫутисем вӗлтлете-вӗлтлете иртсе каяҫҫӗ.

Автомобиль фарисем ҫине лексе, стенасем тӑрӑх кантӑксен тӑваткал ҫутисем чупса иртеҫҫӗ, пӳлӗмӗн кӗтесне ҫитсен, вӗсем вӑрӑмланса, сарӑлса каяҫҫӗ, унтан, пӗр самант хушшинче пӗчӗкленсе, стена тӑрӑх шуса илсе, ҫухалаҫҫӗ. Пысӑк та хӗрӳллӗ хула ӑна питӗ килӗшрӗ.

Ывӑннипе, хумханнипе тата ҫул ҫӳреме хӑнӑхманнипе Авдотья сӑпкара ярӑнса выртнӑ пек туйрӗ, ҫакӑн пек ӑна хула ачашласа сиктернӗ пек туйӑнчӗ. Андрее курнӑранпа вӑл хӑйне пӗр алран тепӗр алла паракан такам алли пуррине туйса илчӗ.

Малтан ку Андрей алли, унтан Аня алли пулчӗ, вара ӑна чип-чипер илсе ҫитерме пулса, Аверьян Макарович хӑй аллине илчӗ, унтан Авдотья вагонти хӑвӑрт чупакан пурнӑҫа кӗрсе ӳкрӗ. Унтан ӑна Надьӑпа пӳлӗмри хӗрарӑм хӑйсен аллине илчӗҫ, юлашкинчен, Петров хӑй хыҫҫӑн илсе кайрӗ, такамӑн тӑрӑшуллӑ аллисем ӑна валли тирпейлӗ пӳлӗме таса вырӑн хатӗрленӗ, такам ун вырӑнӗпе юнашар ларакан тумбочка ҫине тетрадьсем килсе хунӑ.

Вӑл пуриншӗн те савӑнчӗ, тӗлӗнчӗ, пурте пӗр сӑмаха «хула» сӑмаха пӗтӗҫрӗҫ.

«Мӗнле пурте йӗркеллӗ пулса пырать! Епле пурте лайӑх! — шухӑшларӗ вӑл. — Манӑн килте епле йӗркеллӗ пулаймасть-ха?.. йӗркеленет! Манӑн ӗҫре анлӑлӑха тухасчӗ, ыттисем йӗркеленӗччӗҫ вӗсем!..»

Ӑна ыйхӑ пусрӗ, вӑл куҫне хупрӗ те — тӗттӗмлӗхрен тӳрех Груня инкен кӑмӑллӑ сӑн-пичӗ шуса тухрӗ, вара унӑн юрласа каланӑ пек ҫепӗҫ сасси илтӗнчӗ:

— Тӑвар нумай, ӑшӑ шывлӑ кӳлӗ, путарман хум, ураран кире пуканӗ ҫакса ярсан та, путма памасть!..

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех