Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лерен сăмах пирĕн базăра пур.
лерен (тĕпĕ: лерен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лерен халӗ те винтовка сассисем вӗткеленсе пӑтӑртатни, хӑйсен ҫыннисене ҫӑлӑнӑҫ кӳрсе, тӑшманӑн йывӑр батарейи кӗмсӗртетни килсе илтӗнет; хушӑран тата, ҫапӑҫу мӗнпе вӗҫленессине куҫа курӑнман йӗрсемпе палӑртса хунӑ пек, пульӑсен таткаланчӑк пунктирӗсене ӑсатса, пулеметсем шӑтӑртата-шӑтӑртата каяҫҫӗ.

А там суетливо и разбросанно пылились винтовочные выстрелы, гремела тяжелая батарея противника, выручавшая своих, да изредка порыкивающие пулеметы строчили пунктиром, словно подводя невидимую черту для итогов боя.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Персе янӑ хыҫҫӑн пӗр ӑстрӑм — виле ҫинчи пек шӑп, унтан таҫтан лерен снаряд ахлатса ҫурӑлни урӑм-сурӑммӑн кӗмсӗртетсе килет.

Секунда напряженной тишины, подчеркнутой ружейными залпами, — и далекий звучный «ох» разрыва.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Лерен харӑссӑн персе ячӗҫ, Бунчук ҫӗр ҫумне лӑпчӑнчӗ, выртнӑ ҫӗртех виҫҫӗмӗш пулемет тӗрӗс мар прицелпа пенине сиссе илчӗ.

Оттуда ударили четким, сколоченным залпом, Бунчук упал и уже лежа определил, что прицел третьего пулемета не верен.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Таҫтан лерен, ҫӳҫе йывӑҫҫисемпе витӗннӗ лачакаллӑ ҫаранлӑх енчен, кӑвакал нартлатни илтӗнет.

Откуда-то из безбрежных заливов болотистой, покрытой ивняком луговины несся утиный кряк.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Лерен, нимӗҫсем енчен, — кӑвак тӗтреллӗ ҫирӗклӗхӗн кӑмрӑкланса хуралнӑ тункатисене мӑкӑртса тӑракан хӑйӑрлӑ сӑртсем хыҫӗнчен, — шатӑртатнӑ, шартлатса ҫурӑлнӑ, сывлӑша йӑтӑнса сирпӗннӗ сасӑсем килсе ҫапӑнаҫҫӗ; пӑшал сассисем, пӗр вӗҫӗмсӗр хаяррӑн кӗрлесе, темле хӑрушла вӑйлӑ пушар чухнехи пек хӑватлӑн шӑтӑртатса тӑраҫҫӗ.

А с немецкой стороны, оттуда, из-за обугленных пней сизого ольшаника, из-за песчаных сгорбленных увалов, рвало, трясло, взметывало и полыхало густым беспрерывным гулом, трескучим пожаром выстрелов.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Лерен тухса шӑвӑнас умӗн унти офицерсене эпӗ хам шухӑшсене пӗтӗмпех каласа патӑм… — терӗ вӑл.

— Я перед уходом высказал офицерикам свои взгляды…

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Лерен тухнӑ чух эпӗ шавах ӑна йыхӑрса пытӑм, вӑл манран уйрӑлса каяс ҫуккине пӗлсех тӑтӑм, — тӳртӗн ҫаврӑнса, васкамасӑр ответлерӗ Григорий.

— Я как лез оттуда, его все кликал, — отворачиваясь, глухо говорил Григорий, — думал — он не уйдет от меня.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл ҫавӑнпа та хӑй пекех лерен гимнастерка вӗҫҫӗн шуса килнӗ Осип Чернышев, Андрей Лопухов тата Нургалей Хасанов халь хӑйпе пӗрлех сиксе тӑнине курмарӗ…

Он поэтому и не видел, что вместе с ним — по сторонам — вскочили на ноги, тоже только в одних гимнастерках, Осип Чернышев, Андрей Лопухов и Нургалей Хасанов…

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ерофей Кузьмич сасартӑк шухӑшласа илчӗ: чӑлана пытанмаллаччӗ, унтан — мачча ҫине, лерен — чӳречерен кӗрт ҫине сикмеллеччӗ…

Ерофей Кузьмич вдруг подумал, что надо бы шмыгнуть в кладовку, оттуда — на чердак, а там — в слуховое окно и в сугроб…

XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Лерен те пулька шӑхӑрса килчӗ.

Пулька просвистела оттуда.

XLI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Давыдов ури айӗнчен тӑрсан-тӑрсан хӗрлӗ ҫунатлӑ шӑрчӑксем вӑрӑлтатса сиксе тухаҫҫӗ; пӗр сас-чӗв кӑлармасӑр ҫӗр тӗслӗ калтасем шӑваҫҫӗ, темрен шикленнӗ тыркассем пӗр-пӗрне шӑхӑрса сас параҫҫӗ; кӑлкан тӗсӗпе пӗрлешсе тата айккинелле пӑрӑннӑ чух силлене-силлене илсе, ҫеҫен хир ҫийӗпе аялтанах хир хӑлачӗ вӗҫсе пырать, ҫынран шикленмен тӑрисем вара Давыдова хӑйсен ҫывӑхнех яраҫҫӗ, унтан, кӑмӑлӗсем ҫук ҫӗртенех тенӗ пек, вӗҫҫе каяҫҫӗ те, ҫӳлелле хӑпарса, тӑп-тӑрӑ тӳпенӗн шупка кӑвак ӑршинче курӑнми пулаҫҫӗ, лерен вӗсен пӗтме пӗлмен юрри шӑппӑнрах, анчах кӑмӑллӑрах илтӗнет.

Из-под ног Давыдова то и дело с треском выпархивали краснокрылые кузнечики; бесшумно скользили серые, под цвет земли, ящерицы; тревожно пересвистывались суслики; сливаясь с ковылем и покачиваясь на разворотах, низко плавал над степью лунь, а доверчивые жаворонки безбоязненно подпускали Давыдова почти вплотную, как бы нехотя взлетая, набирали высоту, тонули в молочно-голубой дымке безоблачного неба, и оттуда приглушеннее, но приятнее звучали их нескончаемые трели.

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Лерен хӑрӑлтатарах паран хулӑн сасӑ ыйтрӗ.

Хриповатый басок спросил:

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тата ҫакна курнӑ: ҫурма ҫула ҫитсен вӑл чарӑннӑ та, пуҫӗнчен плащ, капюшонне сирсе, вӑрахчен хула еннелле пӑхса тӑнӑ; лерен, тӑшман лагерӗнчен те, уйра пӗр пӗччен тӑракана асӑрханӑ, вара хӑй пекех хура кӗлеткесем ун патнелле васкамасӑр, асӑрханса ҫывхарнӑ.

Видели, как она на полпути остановилась и, сбросив с головы капюшон плаща, долго смотрела на город, а там, в лагере врагов, заметили ее, одну среди поля, и, не спеша, осторожно, к ней приближались черные, как она, фигуры.

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

— Хашкаса ҫитрӗ лерен — пичӗ ҫине сӑн юлман, кӗпи йӑлтах йыт туланӑ пек таткаланнӑ…

 — Прибежала оттуда — лица на ней нет, вся рубаха в шматки растерзана…

XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Мужиксем хиртен таврӑнаҫҫӗ, ҫависене хулпуҫҫисем ҫине хунӑ; унта утӑ тиене лав хӑпарать, урапи те, лаши те курӑнмасть; ҫӳлте, купа ҫийӗнче, мужикӗн ҫеҫкеллӗ ҫӗлӗкӗ тата ача пуҫӗ курӑнать; лерен ҫара ураллӑ хӗрарӑмсем килеҫҫӗ, вӗсем ҫурласем тытнӑ, хыттӑн кӑшкӑрашса калаҫаҫҫӗ…

Мужики идут с поля, с косами на плечах; там воз с сеном проползет, закрыв всю телегу и лошадь; вверху, из кучи, торчит шапка мужика с цветами да детская головка; там толпа босоногих баб, с серпами, голосят…

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӗсем тӳрех лерен килнӗ.

Они приехали прямо оттуда.

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Саня, эсӗ лерен вӗт?

Саня, ведь ты оттуда?

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ну, лерен

— Ну, оттуда…

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Малалла мӗскер? — сасӑ килчӗ лерен.

Дальше что? — последовало оттуда.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Парапет ҫинче тӑракан сигнальщик пӗчӗк ялавӗсемпе тӑскаланса темӗн пӗлтеретчӗ, лерен вара, карап ҫинчен, хӗвелпе ялкӑшса тӑракан Нева урлӑ ӑна ялавсемпех ответ паратчӗҫ; ҫаксем мана пурте уяв вӑхӑтӗнчи пек туйӑнчӗҫ, кӑмӑлӑм ирӗке вӗҫрӗ, ҫапла хӗпӗртенипе куҫӑм та куҫҫульпе витӗнчӗ.

Сигнальщик, стоя на парапете, передавал что-то флажками; оттуда, с корабля, через сиянье воздуха, солнца, Невы ему отвечали флажками; и всё это было так празднично, так просторно, что у меня даже слёзы подступили к глазам.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех