Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

унпа (тĕпĕ: ун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл лавҫӑран икӗ михӗ ыйтса илсе ҫӑкӑр тултарчӗ те усӑ тунӑшӑн тав турӗ, унпа сывпуллашса уйрӑлнӑ хыҫҫӑн Рябчикова каларӗ:

Он выпросил у возчика два мешка, сложил в них хлеб, поблагодарил за услугу и, распрощавшись, приказал Рябчикову:

XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ним палли те ҫук: ҫамку сивех, тен — тиф та мар, — лӑплантарчӗ ӑна Григорий, анчах ӑшӗнче Аксинья шатраллӑ тифпа чирлине ӗненчӗ, ӑна чир ураран ӳкерес пулсан, унпа мӗн тӑвасси ҫинчен чунне ыраттарса шухӑшларӗ.

Ничего не видно; лоб у тебя холодный, может, и не тиф, — утешал Григорий, но в душе был убежден, что Аксинья заболела сыпняком, и мучительно раздумывал, как же поступить с ней, если болезнь свалит ее с ног.

XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Ай выҫӑ мар-и? — ыйтрӗ юлашки кунсенче Аксинья ҫине тивӗҫлӗ сӑлтавсӑрах урӑхларах пӑхма, унпа тӳрккесрех пулсан та, хӗрхенсе калаҫма пуҫланӑ Прохор.

— Аль не голодная? — спросил Прохор, за последние дни без видимой причины изменивший свое отношение к Аксинье и обращавшийся с ней грубовато, но участливо.

XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Телей пирки тесен, эсӗ мана унпа ан хӑрат, ӑна эпӗ хампа пӗрлех ҫӗклесе ҫӳретӗп.

А насчет счастья меня не пужай, я его с собой везу.

XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Аксинья, аркӑ хӗррисене ука тыттарнӑ кӗрӗкпе кӗптенсе, унпа юнашар ларнӑ.

Рядом с ним сидела Аксинья, закутанная в донскую опушенную поречьем шубу.

XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Нимӗнсӗрех тухса кайрӑм вара ун патӗнчен, ӑшра хам кайран ҫапла шутлатӑп: «Хӗрес вырӑнне ҫакса ҫӳре эсӗ ҫав лайӑх офицера, эпӗ тесен — унпа пӗр сотньӑра пулма килӗшместӗп!»

С тем я и ушел от него, а сам думаю: «Повесь ты этого хорошего офицера себе на гайтан заместо креста, а я с ним в одной сотне служить не согласный!»

XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Ну, каях, эппин, унпа, — хаваспах килӗшрӗ Григорий.

— Ну вот и езжай с ним, — охотно поддержал Григорий.

XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Эпӗ унпа ача тӗне кӗртмен, ним ӗҫ те ҫук ман унта ҫӳреме! — хӑр-хар хӑтӑрса тӑкрӗ карчӑкне Пантелей Прокофьевич.

Я с ним детей не крестил, и нечего мне с ним прощаться! — свирепо огрызнулся Пантелей Прокофьевич.

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хӑйӗн пулӑри телейӗ ҫинчен вӑл Ильиничнӑна мухтанчӑклӑн кулкаласа каласа кӑтартрӗ, хӗрлӗ пӑхӑр пек йӑлтӑртатакан сазансем ҫине тепӗр хут ытараймасӑр пӑхса илчӗ, анчах Ильиничнӑн унпа пӗрле савӑнасси-мӗнӗ пулмарӗ.

С довольной улыбкой он рассказал Ильиничне про свое ловецкое счастье, полюбовался еще раз на отливающих красной медью сазанов, но Ильинична неохотно разделяла его восторг.

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хорунжий унпа килӗшсе пуҫне сулчӗ, унтан хайхи есаул Пантелей Прокофьевич еннелле ҫаврӑнчӗ.

Хорунжий утвердительно кивнул головой, и есаул повернулся к Пантелею Прокофьевичу:

XXII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Унпа пӗр вӑхӑтрах пӑшал ҫӗклеме пултаракан ытти казаксем те Татарскинчен фронта тухса кайрӗҫ.

Одновременно с ним из Татарского ушли на фронт все казаки, способные носить оружие.

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Ҫури те ҫура темелӗх ҫукчӗ те-ха, нуша кӑначчӗ унпа

— Он и поросенок-то был так, одно горе…

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Унпа кӗрешме ударлӑ ушкӑн составӗнчен икӗ пехота дивизине яхӑн уйӑрма тивнӗ пулин те, ҫакӑ Шоринӑн тӗп вӑйӗсене наступлени пуҫлама чӑрмантараймасть.

Но это обстоятельство не помешало основным силам ударной группы Шорина начать наступление, хотя для борьбы с Мамонтовым и пришлось выделить из состава группы почти две пехотные дивизии.

XX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кэмпбел поручик ҫине йӗрӗннӗ пекрех кулса пӑхса илчӗ, Григорие ҫаннинчен туртса, сӑмахсӑр ӑнлантарма тытӑнчӗ: абрикос вӑррине сӗтел варринерех шутарчӗ, унпа юнашар, танлаштарса кӑтартнӑ пек, хӑйӗн пысӑк аллаппине касмалла хучӗ те, чӗлхипе чаплаттарса илсе, вӑрра аллипе хупларӗ.

Кэмпбелл с пренебрежительной улыбкой посмотрел на поручика, тронул Григория за рукав, молча начал объяснять: подвинул на середину стола абрикосовую косточку, рядом с ней, как бы сопоставляя, ребром поставил свою большую ладонь и, щелкнув языком, прикрыл ладонью косточку.

XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Ӗнтӗ икӗ эрне тертленетӗп унпа, мӗнле пек ку? — терӗ поручик, стакансене шӑлкаланӑ май.

Вытирая стаканы, поручик говорил: — Две недели я с ним валандаюсь, это каково?

XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пӗри, хӗрлӗ сухаллӑ ҫулланнӑ казак, килте тӗртнӗ кӑвак тӑла сӑхман тӑхӑннӑскер, Григорие инҫетренех палласа илчӗ, юлташӗсене хыттӑн кайрӗ: «Ку Мелехов-иҫ, тӑвансем» — терӗ те, унпа танлашса, ҫӳллӗ кӗлеткеллӗ тур лашине чӗлпӗртен туртса тӑратрӗ.

Один из них, пожилой и рыжебородый, одетый в серый домотканый зипун, издали узнал Григория, громко сказал спутникам: «А ить это Мелехов, братушки!» — и, поравнявшись, придержал рослого гнедого коня.

XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Яланхи пекех шухӑшлама пӗлекен, сӑпайлӑх еккинчен тухма хӑнӑхман Аксинья, Григорий куҫне халех курӑнманни лайӑхраххине ӑнланса, унпа хирӗҫ-мӗн пуласран пӑрӑнса ҫӳрӗрӗ.

Она, с присущим ей умом и тактом, избегала встреч, понимая, что лучше ей не попадаться Григорию на глаза.

XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫук-ҫук, яхӑнне те ан ҫывхар унпа!

Нет-нет, и близко не подходи с ними!

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Эпӗ мухтас теместӗп Григорие, ҫапах та унпа пурӑнма пулать.

Я не охваливаю Гришку, но с таким ишо можно жить.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Таврӑнтӑр та ак Гришка, ун чух куратпӑр унпа мӗн тумаллине.

Приедет Гришка, тогда поглядим, что с ним делать.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех