Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

татӑлнӑ (тĕпĕ: татӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗрлӗ ҫырма-ҫатра, пӗр-пӗринпе калаҫса татӑлнӑ пекех, самантсерен вӗсен ҫулне пӳле-пӳле лартрӗ.

Озорные ручейки, точно сговорившись, поминутно преграждали им путь.

2-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Акӑ мӗн шухӑшлатӑп эпӗ, Ольга, — терӗ вӑл, — ҫак кунсенче эпӗ саншӑн ҫав тери хӑраса ӳкрӗм; тӗрлӗ шухӑшран ӑсӑм ҫав тери пӑлханать; пулнӑ ӗмӗтсенчен е татӑлнӑ ӗмӗтсенчен, телее кӗтсе, чӗрем кӳтсе ҫитрӗ; пӗтӗм шӑмшаккӑм хавшаса кайрӗ: вӑл ним туйми пулчӗ, вӑхӑтлӑха та пулин канлӗх кирлӗ…

— Вот что, Ольга, я думаю, — сказал он, — у меня все это время так напугано воображение этими ужасами за тебя, так истерзан ум заботами, сердце наболело то от сбывающихся, то от пропадающих надежд, от ожиданий, что весь организм мой потрясен: он немеет, требует хоть временного успокоения…

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Пирӗн, Олеҫҫӑпа иксӗмӗрӗн, пӗр-пӗринпе сӑмахсӑрах калаҫса татӑлнӑ тейӗн, эпӗ киле кайнӑ чух, вӑл мана Ирин шляхӗ патне ҫити ӑсатса ярасси йӑлана кӗрсе ҫитнӗ ӗнтӗ.

У нас с Олесей, точно по безмолвному обоюдному уговору, вошло в обыкновение, что она меня провожала до Ириновского шляха, когда я уходил домой.

VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Ҫав караппа пӗрле 1500 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Вместе с кораблем оборвалось около полутора тысяч жизней.

Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Арҫынсем пӗр-ик кунтан сунара кайма калаҫса татӑлнӑ.

На мужском совете было решено через пару дней выехать на охоту.

Пиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Малтан пӗрле калаҫса татӑлнӑ тейӗн, пӗри те пӗлтерӗшлӗ ыйтусене хускатмарӗ.

Никто из троих не задавал серьезных значимых вопросов, словно это было заранее обговорено.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Вараланчӑк, ҫурри татӑлнӑ кӗпи айӗнче тарланӑ кӑкӑрӗ йӑлтӑртатать, чӑмӑртанӑ алли ҫинче алӑ тымарӗсем вӗрен пек ҫыхланса выртаҫҫӗ.

Грязная полуоторванная манишка обнажала выпуклую, блестящую от пота грудь, сжатые кулаки были как бы опутаны голубыми веревками жил.

XLV. Ҫиле май // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӗсем, малтан калаҫса татӑлнӑ пек, пурте пӗр вырӑна, Аркади тӗлӗнче пуҫтарӑннӑ.

Они болтались на одном месте против Аркадии, как это и было условлено заранее.

XLIV. Маёвка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Пытар, вара парӑма татӑлнӑ тесе шутлӑпӑр, — терӗ вӑл шӑппӑн, анчах ҫирӗп сасӑпа.

— Сховай, и будем с тобой в расчете, — тихо и твердо сказал он.

XLI. Ёлка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Пӗр сӑмахпа каласан, пӗтӗм дилижансри ҫынсем пурте пӗр чӗнмесӗр ларса пыма калаҫса татӑлнӑ пекех пулнӑ.

Словом, это был какой-то весьма странный, но единодушный заговор молчания.

V. Таркӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Медузӑн татӑлнӑ урисем пӗр еннелле ыткӑнса кайрӗҫ, ӳчӗ йӗпе хӑйӑр ҫине патлатса ӳкрӗ.

Роняя на лету оторвавшиеся щупальца, медуза шлепнулась на мокрый песок.

II. Тинӗс // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Анчах ҫӗрӗк тымарсем татӑлнӑ.

Но гнилые корни рвались.

II. Тинӗс // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Тепӗр телеграммине те Мускавах Слепушкин патне ҫаптаратӑп, хамӑр калаҫса татӑлнӑ пек Катьӑна тата шырама вӑхӑт парӑр, тесе ыйтса яратӑп.

В Москву же Слепушкину с просьбой разрешить мне дальнейшие розыски жены, как это было условлено в личном разговоре.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тен, унта, пин ҫухрӑм лерелле, ҫакӑ рельссем ертсе каян ҫӗрте, ҫулсем патӑрах татӑлнӑ пуль?..

Может быть, вон там, за тысячу километров отсюда, куда ведут эти рельсы, пути уже перерезаны?

18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Вилетӗп — ӗҫлес килет, калаҫнӑ, татӑлнӑ, пурте паллӑ.

— Я умираю работать хочу, считаю, решили ясно.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Эпир унпа ӗмӗрлӗхех калаҫса татӑлнӑ.

— Мы с ним объяснились раз навсегда.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Кам калаҫса татӑлнӑ?

— Кто решил?

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӗсем кун пирки Петькӑпа та калаҫса татӑлнӑ иккен.

оказывается, об этом уже сговорено с Петькой.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах ку шухӑш пурнӑҫа кӗреймен, ылтӑн ҫӗрӗ, малтан каласа хунӑ пек, хӑйӗннех тунӑ: пӑяв, урттӑннӑ-уртӑнман, шартлатса татӑлнӑ.

Но это было бы уже происшествие, а перстень действовал, как было загадано, и веревка тотчас оборвалась.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Анне ман пирки алӑ пусса калаҫса татӑлнӑ хыҫҫӑн, Людмила ӗнеревҫи, пирӗн пата килмессерен, манпа йӑпӑлтатма пуҫлать.

После того как договор о моем участии в картине был подписан мамой, Людмилин настройщик, заходя к нам, стал заискивающе обращаться ко мне.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех