Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗлӗм сăмах пирĕн базăра пур.
чӗлӗм (тĕпĕ: чӗлӗм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Таҫта такам ют ҫын патӗнче пурӑннӑ пек, ҫур кун чӗлӗм туртать, ҫур кун таҫта ярункара сулланса ҫӳрет, ӗҫлеме вӑхӑчӗ те ҫук…

Как, скажи, он у чужих людей живет: полдня курит, полдня чухается, а работать некогда…

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хирте те, кӗрхи ыраш акнӑ чухне, ҫавнашкалах пулчӗ: кашни икӗ ана пӗвӗ тӑршшӗ сухаласа ҫаврӑнмассерен Мишка вӑкӑрсене тӑратса чикаркка пӗтӗрет те, ҫамкине картлантарса, нумайччен ҫӗртме ани ҫинче чӗлӗм пашлаттарса ларать.

То же самое было в поле, когда сеяли озимую рожь: пройдет Мишка два гона, остановит быков, свернет цигарку и долго сидит на пашне, покуривает, морщит лоб.

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ильинична вилнӗ хыҫҫӑн килте тулли влаҫлӑ пӗртен-пӗр хуҫа пулса юлнӑ Кошевой, хуҫалӑха йӗркене кӗртсе ҫитерес тесе, пушшех тимлесе тӑрӑшмалла пекчӗ те, анчах, чӑннипе илсен, пач та апла пулмарӗ: Мишка кунсерен сӳрӗкрех ӗҫлеме тытӑнчӗ, тӑтӑшах таҫта тухса кайрӗ, каҫсерен, хӑйне канӑҫ паман шухӑшӗсемпе супса, мӗн ҫӗрлеччен крыльца ҫинче чӗлӗм туртса ларчӗ.

После смерти Ильиничны Кошевой, оставшийся в доме единственным и полновластным хозяином, казалось бы, должен был с еще большим усердием взяться за переустройство хозяйства, за дальнейшее его расширение, но на деле вышло не так: с каждым днем Мишка работал все менее охотно, все чаще уходил из дому, а вечерами допоздна сидел на крыльце, курил, размышлял о чем-то своем.

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Унччен нихҫан та Ильинична табак тӗтӗмне юратни пулманччӗ, чӗлӗм туртакансене ялан кухньӑран хӳтерсе яратчӗ, анчах юлашки яхӑнта вӑл ку енӗпе те улшӑнчӗ: «Кайса чӗн-ха Прохора, — пӗрреччен ҫеҫ каламарӗ вӑл Дуняшкӑна, — хӑть килсе чикаркка та пулин туртса кайтӑр, атту кунта виле шӑрши те кӗрекен пулчӗ…

Никогда в жизни Ильинична не любила табачного дыма и всегда выгоняла курцов из кухни, но за последнее время она изменилась и в этом отношении; «Сходи покличь Прохора, — не раз говорила она Дуняшке, — нехай прийдет, выкурит цигарку, а то уже тут мертвежиной воняет.

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пирамидӑпа пӗр сехет аппаланнӑ хыҫҫӑн, ывӑнма пӗлмен хуҫа Иван Иваныча кушак аҫи ҫине тӑрса ҫӳремешкӗн вӗрентме тытӑннӑ, унтан кушак аҫине чӗлӗм туртмашкӑн вӗрентме пуҫланӑ тата ыт. те.

Провозившись целый час с пирамидой, неутомимый хозяин принялся учить Ивана Иваныча ездить верхом на коте, потом стал учить кота курить и т. п.

IV. Тӗлӗнтермӗш // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.

Кун умӗн темиҫе минут маларах лутака кӗлеткеллӗ, хыпаланчӑк, питҫӑмартисене кӑвак шӑрт пусса илнӗ, макӑрса пӗтнӗ, куҫ хукаххисем усӑнса аннӑ тӑртанчӑк куҫлӑ полковник хурал начальникне портупей чӗнӗнчен яра-яра тытрӗ, мӗскӗн сасӑпа селӗппӗн тем-тем каларӗ, сӑмсине шӑнкарта-шӑнкарта, чӗлӗм туртса сарӑхнӑ мӑйӑхне, куҫӗсене, чӗтрекен тутине таса мар сӑмса тутрипе шӑла-шӑла илсе, унтан ав темле сасартӑк перӗнес шухӑш тытрӗ…

За несколько минут до этого полковник, маленький, суетливый, с седой щетиной на щеках, с заплаканными, пыхлыми, сумчатыми глазами, хватал начальника караула за ремни портупеи, что-то жалко шепелявил, сморкался и вытирал нечистым платком прокуренные усы, глаза и дрожащие губы, а потом вдруг как-то сразу решился…

XXIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Унтан, кӑштах чӗнмесӗр ларнӑ хыҫҫӑн, чӗлӗм тӗтӗмӗпе сарӑхнӑ пӳрнипе Григорий ҫине кӑтартрӗ.

И, помолчав, указал желтым, обкуренным пальцем на Григория:

XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Григорий, картишне тухса, чылайччен ҫуна ҫинче чӗлӗм туртса ларчӗ.

Григорий вышел во двор, долго курил, присев на сани.

XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кун пек чух Пантелей Прокофьевичӑн ӑншӑрчӗ ҫавӑнтах сӳрӗлет, арӑмӗ ҫине пӗр хушӑ нимӗн те ӑнланмасӑр тинкерсе пӑхать, унтан чӗтрекен аллисемпе кӗсйисене ухтарса табак хутаҫҫи кӑларать те, аванмарланса, чиккинчен иртсе кайнӑ ҫиллине лӑплантарма ӑҫта та пулин урӑх ҫӗре кайса чӗлӗм туртать, ытлашши хӗрӳленнӗшӗн хӑйне хӑй ылханса вӑрҫать, хӑй аллипе тунӑ сӑтӑр мӗн хака пырса ларни ҫинчен пӑшӑрханса шухӑшлать.

Тогда Пантелей Прокофьевич сразу остывал, с минуту смотрел на жену несмыслящими глазами, а потом дрожащими руками шарил в карманах, находил кисет и сконфуженно присаживался где-нибудь в сторонке покурить, успокоить расходившиеся нервы, в душе проклиная свою вспыльчивость и подсчитывая понесенные убытки.

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Старик шӑтӑк алтнӑ хушӑра, тӑтӑшах кӗреҫине хурса, нӳрӗ тӑмлӑ тӑпра ҫине ларчӗ, чӗлӗм туртрӗ, вилӗм ҫинчен шухӑшларӗ.

Старик рыл могилу, часто бросал лопату, присаживался на влажную глинистую землю, курил, думал о смерти.

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Чӗлӗм туртнӑран хӑйӑлтатсарах тухакан хулӑн сасӑ, юлашки сӑмахӗсене тепӗр хут юрланӑ чух, ҫинҫереххипе пӗрлешрӗ, унтан ытти сасӑсем те килӗшӳллӗн хутшӑнчӗҫ те, юрӑ мӑнаҫлӑн, ирӗклӗн те салхуллӑн шӑранма пуҫларӗ.

Густой прокуренный бас, повторив последние слова, сомкнулся с тенором, потом вступили новые слаженные голоса, и песня потекла величаво, раздольно и грустно.

XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пантелей Прокофьевич чӗлӗм чӗртсе ячӗ.

А Пантелей Прокофьевич закурил.

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Григорий ҫатан ҫумне ларса чӗлӗм чӗртрӗ.

Григорий присел к плетню, закурил.

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ыйхӑран вӑраннӑ Христоня, мӑкӑль-шакӑллӗ кукӑр ури пӳрнисене выляткаласа, алӑк патӗнче ларать, Степанпа хӑпа пӗлмесӗр калаҫать, анчах лешӗ, кутӑна персе, Христоня ыйтӑвӗсем ҫине нимӗн те тавӑрса каламасть, кӗҫҫе ҫинче чӗмсӗррӗн чӗлӗм туртса выртать.

Проснувшийся Христоня сидел около выхода, шевелил узловатыми, искривленными пальцами ног, настойчиво заговаривал со Степаном, а тот, лежа на полсти, молча курил, упорно не отвечая на Христонины вопросы.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫак пирамидӑпа аппаланса пӗр сехете яхӑн ирттерсен, ывӑна пӗлмен хуҫи Иван Иваныча кушак ҫине утланса ҫӳреме вӗрентме тытӑнчӗ, кун хыҫҫӑн кушака чӗлӗм туртма вӗрентрӗ.

Провозившись целый час с пирамидой, неутомимый хозяин принялся учить Ивана Иваныча ездить верхом на коте, потом стал учить кота курить и т. п.

IV. Тӗлӗнмелле мыскара // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.

Иван кунне-ҫӗрне Советра — чӗлӗм туртса тултарнӑ тӑвӑр пӳртре — ирттернӗ, час-часах ҫӗр каҫма та унтах юлнӑ, катрашка наган аврине аллинчен ямасӑр, хытӑ ҫара тенкел ҫине киленсе тӑсӑлса выртнӑ.

Дни и ночи проводил Иван в Совете — тесной, прокуренной избе, часто тут же оставался ночевать, с наслаждением вытягивался на жесткой и голой лавке, не выпуская из руки рубчатой рукоятки нагана.

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ксенин хӑй епле кӳреннине ашшӗне ҫавӑнтах каласа кӑтартас килчӗ, — мӗншӗн-ха ӑна ҫав тери пӑшӑрхантарса-хумхантарса, пылчӑклӑ ҫулпа ҫичӗ километр уттарчӗҫ, ҫакӑншӑн чӑнах кӳренмелле ӗнтӗ, — анчах ашшӗ сиввӗн, ҫиллессӗн те кичеммӗн чӗлӗм ӗмсе ларнине курсан, вӑл тӑруках шӑлне ҫыртрӗ.

Ее так и подмывало высказать отцу всю обиду, вполне естественную для человека, которого неизвестно ради чего заставили дико переволноваться и пройти десять километров по вязкой грязи, но, уловив при очередной затяжке его угрюмый, полный затравленной тоски взгляд, она спохватилась.

2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пур ҫӗрте те тӑратса ҫырнӑ шалчасем курӑннӑ, шалчасем ҫинче утиалсем, ҫӗтӗк-ҫурӑк кӗпе-тӑла татӑкӗсем ҫакӑнса тӑнӑ; шалашсем умӗнче, таптаса пӗтернӗ курӑк ҫинче ушкӑнӑн-ушкӑнӑн, е пӗччен-пӗччен ҫынсем ларнӑ; хӑшӗ чӗлӗм туртса ларнӑ, хӑшӗ вут чӗртне, хӑшӗ кӗпине сапласа ларнӑ; унтах пӗр ҫамрӑк арӑм ачине чӗчӗ ӗмӗртсе ларнӑ, ҫывӑхрах ача-пӑчасем картла вылянӑ, пӗчӗк ачасем выляса, йӗрсе ҫӳренӗ; карчӑк ассӑн сывласа ларнӑ; шалашсем ӑшӗнчен алӑри ачасем ӳсӗрни, амӑшӗсем ачисене ачашласа юрлани, е вӑрҫса аван мар сӑмахсем каланӑ сасӑ, е пӗр-пӗр ватӑ ҫын ассӑн сывласа Турӑ ятне асӑннӑ сасӑ илтӗннӗ.

Всюду торчали скрещенные шесты, пестрели на них одеяла, обноски и тряпки; возле палаток, на помятой траве лежали и сидели люди, то вместе, то порознь; кто курил трубку, кто разводил костер, от которого стелился голубой прозрачный дымок, кто чинил рубаху; тут же молодая мать кормила грудью ребенка, а рядом бились в засаленные карты безбородые парни, резвились и плакали дети, охала старуха; изнутри палаток слышался детский кашель, материнская тихая песенка или доносилось злое, нехорошее слово, либо старческий глубокий вздох с причитанием молитвы.

I // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.

Хӗрлӗармеецсем пӳртре темиҫе кун каялла апатланнӑ пулас: урайне ванчӑк чӳлмек катӑкӗсем, ашне кӑшланӑ чӑх шӑммисем, чӗлӗм тӗпӗсем, хаҫат татӑкӗсем пӑрахса тултарнӑ…

Красноармейцы, видимо, несколько дней назад обедали в хате: на полу лежали черепки разбитых корчажек, обглоданные куриные кости, окурки, затоптанные обрывки газет…

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Беженецсен лавӗсем хутора килсе тухиччен дружинниксем кӗпер айӗнче картла выляса выртрӗҫ, чӗлӗм туртрӗҫ, ҫаппа-ҫарамасланса, кӗпи-йӗмӗсен ҫӗввисене салтакӑн тӑрана пӗлми пыйти-шӑркинчен тасатрӗҫ, иккӗшӗ взвод командирӗнчен ыйтса Дон хӗррине шыва кӗме кайрӗҫ.

Пока в хуторе не появлялись беженские подводы, дружинники, лежа под мостом, играли в карты, курили, некоторые, растелешившись, очищали швы рубах и исподников от ненасытных солдатских вшей, двое отпросились у взводного — пошли на Дон купаться.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех