Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗлӗм сăмах пирĕн базăра пур.
чӗлӗм (тĕпĕ: чӗлӗм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Петро шӑпланчӗ; ҫӗнӗрен чӗлӗм чӗртсе, шӑллӗ ҫине тӳррӗн пӑхса ыйтрӗ:

Петро помолчал; вновь закуривая, открыто глянул на брата:

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пантелей Прокофьевич, чӗлӗм чӗртсе, шиклӗреххӗн чӳрече ҫине пӑхса илчӗ:

Закурили, и Пантелей Прокофьевич, опасливо поглядев на окна, сказал:

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Вӑл пӗр вӑхӑт чӗнмесӗр ларчӗ те, чӗлӗм чӗртсе ярса, ыйтрӗ:

 — Помолчав, закуривая, спросил:

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чӗлӗм туртса тултарнӑ залра кӑн-кӑвак тӗтӗм мӑкӑрланать.

В зале было накурено, сизо, душно.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вакунра чӗлӗм туртса тултарнӑ, сивӗ.

В вагоне было в меру накурено, прохладно.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл урайне кукленсе ларнӑ, чӗлӗм мӑкӑрлантарать, темле казакпа — 35-мӗш полк делегачӗпе — калаҫать.

Сидя на корточках, он курил, беседовал с каким-то казаком — делегатом 35-го полка.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Христоня кӑвак пусмаран ҫӗлетнӗ атаман карттусӗ тӗпӗнчен ҫулланнӑ чӗлӗм хучӗ кӑларчӗ.

Со дна голубой атаманской фуражки Христоня доставал замусоленную курительную бумажку.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӗри чӗлӗм мӑкӑрлантарса пычӗ, тепри чӗркуҫҫине винтовка затворӗпе ҫапӑнтарса утрӗ, виҫҫӗмӗшӗ тимлесех пылчӑкпа вараланса пӗтнӗ пальто арки ҫине пӑхса пычӗ.

Один курил, другой на ходу стукал по колену затвором винтовки, третий сосредоточенно разглядывал измазанные полы своего пальто.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Урайне, пакалчак таран темелле, чӗлӗм тӗпӗсем, хӗвел ҫаврӑнӑш хупписем пӑрахса тултарнӑ.

Пол по щиколки засыпан окурками, подсолнечной лузгой.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кил хуҫи, лутака пӳллӗ, пулӑ пек йӑрӑ арҫын, чӗлӗм тӗтӗмӗ сарӑхтарса янӑ тачка пӳрнипе сӑмавара шаккаса пӑхрӗ.

Хозяин мелкорослый, подвижной, как вьюн, щелкнул самовар обкуренным, охровым ногтем.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӗтлӗх вӑрман тӗлне ҫитерехпе чарӑнчӗҫ те — тем канашласа пулас — чӗлӗм чӗртсе ячӗҫ, унтан, сулахаялла тӳрӗ пӑрӑнса, пачах тепӗр еннелле ҫул тытрӗҫ.

Поровнявшись с перелеском, они остановились, закурили — очевидно, совещаясь, — потом пошли, круто изменив направление, под прямым углом свернув влево.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кошевой чӗлӗм туртма юраманни ҫинчен тарӑхса аса илчӗ те хуллен пӑшӑлтатса калаҫма тытӑнчӗ:

Кошевой, с досадой вспоминая, что курить нельзя, тихо шелестел:

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Казаксем хутшӑнмарӗҫ, чӗлӗм мӑкӑрлантарчӗҫ, ӗҫ ҫуккипе аптӑраса тунсӑхларӗҫ.

Казаки участия в стрельбе не принимали, курили, нудились.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чӗлӗм туртаҫҫӗ.

Курили.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Чикамасов чӗлӗм чӗркесе тивӗртрӗ те, Бунчук ҫинелле махорка шӑршиллӗ ҫӑра сывлӑш ярса, ӳсӗрсе илчӗ.

 — Чикамасов закурил и, дыша в лицо Бунчуку густым махорочным запахом, задумчиво кашлянул.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Ман хутла вӗренме май пулман ҫав ӗлӗк… уншӑн мар, эпӗ: малтан вуланӑ, кайран тин чӗлӗм чӗркеме усӑ курнӑ тесе каласшӑнччӗ…

— Мне грамоту не привелось узнать… к тому говорю, что вообче читали, а потом уж на курево…

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӑх-халӗ, хаҫатсене чӗлӗм туртса яратпӑрччӗ пулать!

Как будто мы на курево газеты потребляли!

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тахӑшӗ йӗнер ҫине пырса ларнӑ Бунчука чӗлӗм тӗтӗмӗпе лаша тарӗн шӑрши ҫапнӑ пысӑк аллипе питӗнчен хыпашласа пӑхрӗ, хӑркӑлтатса тухакан хулӑн сасӑпа ыйтрӗ:

Чьи-то большие, провонявшие табаком и конским потом ладони, бережно касаясь, ощупали в темноте лицо присевшего на седло Бунчука; густой мазутный бас спросил:

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Виҫӗ казак пӑравус хыҫӗнчи улттӑмӗш вакун айккинче чӗлӗм йӑсӑрлантараҫҫӗ.

У шестого от паровоза вагона курили трое казаков.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӑшӗ-пӗрисем ҫеҫ ҫывӑрма выртман-ха: вакунсен ҫурма уҫӑ алӑкӗсем патӗнче чӗлӗм паклаттарса, мӑнаҫлӑ тӳпе ҫине чӗмсӗррӗн пӑхкаласа, хӑйсен канӑҫсӑр шухӑшӗсемпе сӗмленсе пыраҫҫӗ.

Редко кто бодрствовал, покуривая у полуоткрытых дверей, глядя на величавое небо, думая о своем.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех