Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хутшӑнса (тĕпĕ: хутшӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Алешӑна та хутшӑнса пуплеме кам-тӑр кирлӗ, — тенӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Нимрен нимӗр турӑмӑр... // Элиза ВАЛАНС. Тантӑш, 2015.07.23, 30 (4444)№

Нумаях пулмасть ӑмӑртура хутшӑнса пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илнипе мухтанчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурла уйӑхӗ, ҫӗрле // Николай Андреев. Килти архив

Унта пирӗн район спортсменӗсем хутшӑнса ҫӗнтерӗве тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Уяв кунӗнче ӑмӑртусенче тупӑшнӑ, сывлӑха ҫирӗплетнӗ // Каҫал Ен. Каҫал Ен, 2019.02.26

Тухӑҫлӑ хутшӑнса ӗҫленин питех те аван тӗслӗхӗ вырӑнне «Гален» ТМЯО тата «РОСНАНО» АУО хушшинче йӗркеленнӗ туслӑ ҫыхӑнӑва илсе кӑтартма пулать.

В качестве яркого примера эффективного взаимодействия можно привести удачный альянс ООО «Гален» и ОАО «РОСНАНО».

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Федераци центрӗпе тухӑҫлӑ хутшӑнса ӗҫленине пула бюджет укҫи-тенкин пысӑк калӑпӑшне ку чухнехи социаллӑ объектсем тума, граждансен пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатма яраҫҫӗ.

Во многом благодаря конструктивному взаимодействию с федеральным центром значительные объемы бюджетных средств направляются на строительство современных социальных объектов, улучшение жилищных условий граждан.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Пурӑнаҫҫӗ вара карчӑкпа старик: кун иртет те каҫ иртет, ҫулсем хутшӑнса пынӑҫемӗн чирчӗр те ҫыпӑҫсах тӑрать.

И живут старик со старухой: день проходит и ночь проходит, годы уходят, сменяясь, и липнут болячки.

Кукамипе кукаҫи хӑма савалаҫҫӗ… // Ив. САЛАНДАЕВ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2017.09.22

Шкулсен администрацийӗ, педагогсен коллективӗ, общество канашӗсем, шкул ачисемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗ пӗрле тухӑҫлӑ хутшӑнса ӗҫлесен, ҫитӗнӳсем пулаҫҫех.

Куҫарса пулӑш

Валерий Фадеев: «Аталанмалли майсем, ӗҫчен ҫынсем пур, тӑрӑшмалла кӑна» // И.САЛАНДАЕВ. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=75&ty ... id=2709271

Ахальтен мар ӗнтӗ вӗсем хӑйсем ӗҫлеме тытӑннӑранпа кашни ҫул тенӗ пекех тӗрлӗрен выставкӑсене хутшӑнса призлӑ вырӑнсене ҫӗнсе илеҫҫӗ, хаклӑ парнесене тивӗҫеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Симӗс ылтӑнран» - чӑн-чӑн ылтӑн медаль // А.НИКОЛАЕВА. Хӗрлӗ ялав, 10.06.17

Унта Апакасси шкулӗн вӗренекенӗсем те хутшӑнса призерсен йышне кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кирек хӑҫан та пулӑшма хатӗр // Нина Царыгина. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Парламентра 3 ҫул ӗҫленине те Михаил Сергеевич пысӑка хурса хакларӗ: «Сирӗнпе хутшӑнса ҫӗннине нумай илтӗм, манӑн пурнӑҫра ҫакӑ ҫитместчӗ. Тен, кунта тухӑҫлах ӗҫлеймерӗм пуль - тӗп ӗҫ вырӑнӗнче вӑй хума тивнӗ-ҫке. Ҫапах сессисене яланах ҫӳренӗ, комитет ӗҫне те туллин хутшӑнма тӑрӑшнӑ».

Куҫарса пулӑш

Депутат мандатӗнчен пуҫласа Шупашкар шыв управӗ таран // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Кӑҫалхи ҫул унӑн пурнӑҫӗнче ӑнӑҫупа палӑрса юлнӑ: вӑл фермер ӗҫне пуҫӑнакансен конкурсне хутшӑнса гранта тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр тухтӑрӗ // Валентина ПЕТРОВА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

Эпир тӗрлӗ юрӑ-ташӑ конкурсӗсене хутшӑнса тивӗҫлӗ вырӑнсемпе парнесене тивӗҫ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче пурӑннӑ ҫулсем // Анна Никонорова. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Ҫыравҫӑсен канашлӑвӗ-сене, съезчӗсене хастар хутшӑнса ырламаллине — ырларӗ, ҫитменлӗхсене — пытармарӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Кил хуҫи, вӑтам ҫемьере ҫуралса ӳснӗскер, граждан вӑрҫине хутшӑнса тыткӑнра нумай терт курнӑскер, ял хуҫалӑхӗ-сем йӗркеленнӗ пӗрремӗш ҫулсенчех пӗрлехи хуҫалӑха кӗнӗскер, пурнӑҫ тути-масине хура тар юхтарса астивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Вӗсен вӗренекенӗсем Шупашкарта иртекен «Чӗвӗлти чӗкеҫ» конкурса хутшӑнса II-III вырӑнсене тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Тутар чӗлхине те юратса вӗренеҫҫӗ // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Тӗрлӗ шайри олимпиадӑсене хутшӑнса ҫӗнтерсен вара Хурата шкулӗн учителӗсем те савӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑхӑтлӑха шӑпланчӗ шкул // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Вӑйӑ каласа, купӑспа юрӑсем шӑрантарса, ҫывӑхри ял Акатуйне хутшӑнса чӑваш журналисчӗсем тулли кӑмӑлпа килӗсене саланчӗҫ.

Запевая, заливая песни под гармонь, приняв участие в Агадуе ближней деревни чувашские журналисты удовлетворенные разошлись по домам.

Пушкӑртстанри тӗлпулу // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Ун хыҫҫӑн «Вӑрманти юмах» кану лагерӗнчи ачасемпе «Станци вӑййи» конкурс ӑмӑртӑва хутшӑнса ҫӗнтерӳҫӗсем пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Эткер» «Хӗлхемӗ» ялкӑшӗ яланах // Любовь КУДРЯВЦЕВА. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Ҫемьере ҫулсерен «ҫӗнӗ кайӑк» хутшӑнса пынӑ, вун икӗ ачана ҫурт тӑвӑрланса пынине сиссе ҫӗннине, хӑтлӑраххине, пысӑкраххине лартма ӗмӗтленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чун ыратӑвӗ // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Ҫапла пӗлтӗр Халӑхсем хушшинчи I кларнетистсен «Вебер-кларнет» конкурса хутшӑнса Дима виҫҫӗмӗш вырӑна, маларах Раҫҫейри вӗрсе тата ҫапса каламалли инструментсемпе калакансен «Сибирские музыкальные ассамблеи» фестиваль-конкурсӗнче дипломант ятне тивӗҫнӗ.

Таким образом, в прошлом году Дима удостоился третьего места в I Международном конкурсе кларнетистов "Вебер-кларнет", а до этого звания дипломанта во Всероссийском конкурсе-фестивале духовых и ударных инструментов "Сибирские музыкальные ассамблеи".

«Анне юратӑвне туйса ҫӗнтеретӗп» // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех