Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Кукамипе кукаҫи хӑма савалаҫҫӗ…

Автор: Ив. САЛАНДАЕВ

Ҫӑлкуҫ: «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2017.09.22

Хушнӑ: 2018.01.11 13:25

Пуплевӗш: 44; Сӑмах: 423

Текст тӗсӗ: Статья

Вырӑсла Тема: Ҫемье

Ватлӑхра пӗччен тӑрса юлнинчен япӑхраххи урӑх нимӗн те ҫук пулӗ. Ачи-пӑчи - хулара тӗпленнӗ, мӑнукӗсем те килсе ҫӳремеҫҫӗ. Пурӑнаҫҫӗ вара карчӑкпа старик: кун иртет те каҫ иртет, ҫулсем хутшӑнса пынӑҫемӗн чирчӗр те ҫыпӑҫсах тӑрать. Ӗлӗкрех тӗреклӗ пулнӑ ҫурт-йӗр те кивелет, ҫӗнетсе пыма укҫа-тенкӗ те, кӑмӑл та ҫук.

Иртнинче районти пӗр яла кайсан самаях ватӑ старикпе карчӑк урамра иккӗн туртмалли савапа хӑма саваланине куртӑм. Чарӑнса тӑрса сывлӑх сунтӑм, сӑмах ҫине сӑмах - калаҫу та пуҫланчӗ.

- Ал-ура ӗҫленӗ, куҫ курнӑ чухне тупӑк тӑвас терӗмӗр-ха, - ӑнлантарчӗ мана старик. - Малтан - ман валли, унтан - карчӑк валли. Иксӗмӗр те ватӑлтӑмӑр, пурнӑҫ ҫулӗн вӗҫне ҫитме те нумай юлмарӗ пулӗ.

- Ачӑрсем ҫук-и? - ыйтрӑм ватӑсенчен.

- Пур темелле-и, ҫук темелле-и - яла темиҫе ҫул килсе те курмаҫҫӗ, - терӗ карчӑк.

- Апла ан кала-ха, - калаҫӑва хутшӑнчӗ старикки, - мӑнук туйне чӗнсе ҫыру ҫырнӑччӗ вӗт. Каяймарӑмӑр, иксӗмӗрӗн пенси укҫинчен туй парни валли ҫирӗм пин тенкӗ ярса патӑмӑр.

- Вилес-тӑвас пулсан тирпейлесе пытарма та килмеҫҫӗ пуль, - хӗрнӗҫем хӗрсе пычӗ карчӑк. - Эпир вӗсене пӑхса ӳстерме нимӗн те шеллемен, ҫӗтӗк те выҫӑ ҫӳретмен. Патшалӑх пӑрахмасть-ха пирӗн пек ватӑсене, ҫапах та ачасемпе мӑнуксен ӑшшине те курас килет.

Ватӑсемпе сывпуллашса уйрӑлсан та чун пӑлханни чылайччен иртсе пӗтеймерӗ. Мӗн чухлӗ вӗсем, ӗмӗрӗсене пӗчченшерӗн ӗмӗрлекен ватӑсем? Кашни ялтах вуншарӑн. Ӗнтӗ вӗсем пурнӑҫ улшӑнасси пирки ӗмӗтленме те пӑрахнӑ. Почтальонка пенси укҫи кӳрсе парасса ҫеҫ тӳсеймесӗр кӗтеҫҫӗ. Ҫак пысӑках мар укҫана перекетлӗ тыткаласа пурнӑҫа саплаштарса пыраҫҫӗ.

Чирлесен больницӑна кайма та тӑрӑшмаҫҫӗ ватӑсем, хӑйсем пӗлнӗ пек сипленкелесех ура ҫине тӑраҫҫӗ. Юрать-ха, ҫуртсене газпа хутса ӑшӑтнипе вутӑ хатӗрлес хуйхӑ ҫук. Мунчине вара кӳршӗсем патне кайса та кӗме пулать. Эрнере пӗр-икӗ хут лавккана кайса килеҫҫӗ те, апат-ҫимӗҫ пӗтиччен килтен те тухмаҫҫӗ.

Паянхи ватӑсем хӑҫан-тӑр колхозра пысӑк вӑй хурса ӗҫленӗ, алӑ вӗҫҫӗн вуншар ӗне сунӑ, сысна пӑхнӑ. Арҫынсем тракторпа е комбайнпа уй-хирте тар тӑкнӑ. Вӗсем канмалли кунне те, отпуск мӗнне те пӗлмен. Колхоз правленийӗ уявсенче Хисеп хучӗ панишӗн те чӗререн савӑннӑ. «Социализмла ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫи», «Пилӗкҫуллӑх ударникӗ» паллӑсене арча тӗпӗнче халӗ те упраҫҫӗ.

Тимиҫе ҫул каялла район хаҫачӗ «Манӑн асатте-асанне, кукаҫи-кукамай» ятпа ачасем валли конкурс йӗркеленӗччӗ. Ҫырусем килсех тӑчӗҫ, чылайӑшне хаҫатра пичетлерӗмӗр. Пӗр хӗрача ҫырни халӗ те асӑмра:

— Манӑн асанне пекки тӗнчере те урӑх ҫук. Вӑл пире мӗн пӗчӗкрен пӑхса ӳстернӗ, халӗ те пулӑш- сах тӑрать. Шел, анне юратмасть ӑна, «тухатмӑш» тесе ятлать. Асанне хутне кӗрсен аттене те вӑрҫса тӑкать.

Эпӗ пысӑклансан асаннене хампа пӗрле хулана илсе каятӑп. Ӑна чи тутлӑ апат-ҫимӗҫ ҫитерӗп. Чи чаплӑ больницӑра сиплеме тӑрӑшӑп. Асанне нумай-нумай пурӑнтӑр, манӑн яланах вӑл юрлакан «Шӑнкӑр-шӑнкӑр шыв юхать…» юрра итлес килет.

Хамӑн сӑмахӑма та ҫак юрӑ йӗркисемпе вӗҫлес шухӑшӑм пур:
Шӑнкӑр-шӑнкӑр шыв юхать те
Шыв юхать те чул юлать.

Шухӑшлӑр-ха тӑвансем те
Ӗмӗр иртет, кун юлать…

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех