Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫҫулӗ (тĕпĕ: куҫҫуль) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кулянса куҫҫулӗ юхтарнипех ҫивӗтлӗ пулаймӑн!

Все одно коса не отрастет, хоть оплакивай ее, как покойника.

Хускану // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 54–66 стр.

Ҫапла пулатчӗ: ҫӗрле вӑранса каятӑп та, ман арӑм е куҫҫуль юхтарса макӑрать, е кулать, анчах эпӗ хам ӑшра шутлатӑп: «Макӑрах, тусӑм, хӗрарӑм куҫҫулӗ — турӑ сывлӑмӗ, эпӗ те санпа пыл та ҫу тенӗ пек пурӑнмастӑп, ҫапах макӑрмастӑп ак!»

И вот, бывалоча, проснусь ночью, а моя баба то слезьми плачет, то смеется, а я про себя думаю: «Поплачь, милушка, бабьи слезы — божья роса, мне с тобой тоже не медовое житье, а я же не плачу!»

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Унпа паллашнӑ чух, хӗр ӑна хӑйӗн сивӗ, тарлӑ аллине темле майсӑррӑн, хутлатарах тӑсса пачӗ те, куҫҫулӗ тухичченех хӗрелсе кайса, питӗ асапланса: «Егорова Люда учительница», — терӗ; сӑмахӗсене аран-аран хӗссе кӑларчӗ.

Знакомясь с ним, она как-то неловко, лодочкой протянула ему холодную потную ручонку и покраснела мучительно, до слез, еле выдавив из себя: «Учительница Егорова Люда».

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Унӑн сарлака ҫирӗп янахӗ кӑшт чӗтренсе илчӗ, куҫӗсенче хаярлӑхпа савӑнӑҫ куҫҫулӗ ялкӑшрӗ, ҫапах вӑл аран-аран лӑпланчӗ, шурса кайнӑ, сӑнсӑрланнӑ питне Яков Лукич енне ҫавӑрчӗ те хыттӑн ыйтрӗ:

Массивная нижняя челюсть его мелко задрожала, на глазах вскипели слезы ярости и восторга, но он кое-как овладел собой и, повернувшись к Якову Лукичу бледным, исказившимся лицом, зычно спросил:

I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Шань-сын куҫҫулӗ те юлмарӗ пулмалла.

Долго плакала вдова Шань,

Ыран // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 37–45 стр.

Чылайччен шухӑшласа тӑчӗ вӑл, сасартӑк куҫӗнчен куҫҫулӗ юхса анчӗ:

Она постояла в раздумье, и вдруг из глаз у нее покатились слезы.

IV // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Анне чарӑна пӗлми йӗретчӗ, пичче ӑна лӑпланма ӳкӗтлет: ахӑртнех, йӑмӑка хӑй ҫинӗ пулмалла та анне куҫҫулӗ ун чун-чӗрине кӑшла пуҫларӗ пуль.

Мать непрестанно рыдала, он уговаривал ее не плакать; наверное, потому, что сам съел сестру, а слезы матери вызывали в нем угрызения совести.

XI // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

«Хӗрупраҫ куҫҫулӗ вӑл — хӗвел тухнӑ вӑхӑтри сывлӑм евӗрлех…»

«А девичьи слезы — что роса на восходе солнца…»

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӗртен-пӗр Кондрат Майданников анчах вакӑр пек ҫавӑрттарать, леш, Аким Бесхлебнов, Куженков Самоха е тата ҫав хӑйӑлти шӑрпӑк Атаманчуковпа ыттисем вара — вӗсем вӗри куҫҫулӗ кӑна, сухаҫӑсем мар!

Один Кондрат Майданников ворочает, как бык, а что Аким Бесхлебнов, Куженков Самоха или эта хрипатая заноза, Атаманчуков, и другие, то это горючие слезы, а не плугари!

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Сивӗ чул купташки! — куҫҫулӗ юхтарнӑ пекех ҫухӑрашма тытӑнчӗ ҫамрӑк кӑна Настенка Донецкова, хӑйӗн пӗчӗккӗ те ҫирӗп чышкисемпе Давыдова ҫурӑмӗнчен пикенсех кӳпкесе пыраканскер.

Каменюка холодная! — чуть не со слезами взголосила молоденькая Настенка Донецкова, усердно молотившая по спине Давыдова своими маленькими, но крепкими кулачками.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Макарӑн сӑн-пичӗ гипсран тунӑ маска пек пӗр хускалми хытса кайрӗ, тути хӗррисем кӑна кӑрт-карт турткаланса вылянкалаҫҫӗ, анчах юлашки сӑмахӗсене каланӑ чухне куҫӗсенчен хӑй ӗмӗрӗнче малтанхи хут куҫҫулӗ шӑпӑртатса юхса анчӗ.

Лицо Макара было неподвижно, как гипсовая маска, одни лишь губы вздрагивали и шевелились, но при последних словах из остановившихся глаз, впервые за всю взрослую жизнь, ручьями хлынули слезы.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Мӗн ылтӑнӗ пултӑр унта, ылтӑн мар, вӗри куҫҫулӗ кӑна! — тесе тиркенӗ лашана Щукарь мучи.

Какое уж там золото, горючие слезы, а не золото! — корил дед Щукарь лошадь.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Марина ҫинчен шухӑшлать, хӑйӗн куҫӗсенчен кичемлӗхпе кӳренӳн ҫав тери йӳҫӗ куҫҫулӗ шӑпӑртатса юхнине туять.

Думал о Марине и чувствовал, что на глазах его закипают горчайшие слезы тоски и обиды.

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Половцев сӑмахӗсемпе унӑн куҫҫулӗ Яков Лукичӑн кӑмӑлне хуҫрӗҫ, анчах ӑшӗнче вӑл хӑй патӗнче выртса-тӑнӑ ҫак хӑрушӑ ҫынсенчен хӑтӑлнӑшӑн, вӗсемпе ҫыхланса хӑтланнисем пӗтӗмпех ҫапла чип-чипер вӗҫленнӗшӗн, малашне ӗнтӗ хӑйӗн пурлӑхне те, пуҫне те ҫухатасран сехрене хӑпартса пурӑнма кирлӗ марришӗн калама ҫук хытӑ савӑнчӗ.

Речь и слезы Половцева его растрогали, но в душе он был страшно рад тому, что избавляется от опасных постояльцев, что все это закончилось так благополучно, что отныне не придется рисковать имуществом и собственной шкурой.

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Алӑк чӗриклетнине илтсен, Половцевӗ ҫамки ҫине тытнӑ алтупанне илчӗ, сӑн-питне кил хуҫи еннелле ҫавӑрчӗ те, Яков Лукич акӑ мӗн курчӗ: есаулӑн тарӑн путса кӗнӗ, хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайнӑ куҫӗсенчен шӑпӑртатсах куҫҫулӗ юхать иккен, куҫҫулӗпе йӗп-йӗпех пулнӑ анлӑ сӑмса кӑкӗ йӑлтӑртатса тӑрать…

А Половцев на скрип двери отнял ото лба ладонь, повернулся к Якову Лукичу лицом, и тот впервые увидел, как бегут из глубоко запавших, покрасневших глаз есаула слезы, блестит смоченная слезами широкая переносица…

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫулсем ҫинче тарӑн путса кӗнӗ ура йӗрӗсем хуралса выртаҫҫӗ; кӑнтӑрла ҫитеспе сӑртлӑ-тӳпеллӗ вырӑнсенчен шӑнкӑртатса юхса анакан куҫҫулӗ евӗр тӑп-тӑрӑ шыв васансемпе ҫырма-ҫатрасем тӑрӑх хаяррӑн кӗрлесех ыткӑнса юхма тытӑнчӗ; вӗсем хисепсӗр нумай ҫӗрте шарлатса выртакан юхӑмсем пулса чиелӗхсенчи йывӑҫсен йӳҫек тымарӗсене чӳхе-чӳхе, ҫырма хӗрринчи хӑмӑшсене путара-путара, айлӑмсене, лапам вырӑнсене, садсене капланса анчӗҫ.

Черными просовами покрылась дорога; а к полудню, по ярам и логам яростно всклокоталась светлая, как слезы, нагорная вода и бесчисленными потоками устремилась в низины, в левады, в сады, омывая горькие корневища вишенника, топя приречные камыши.

26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тунсӑхлӑн тилмӗрсе те куҫҫулӗ тӑкса, пӗтӗм ҫӗр тӑрӑх шыраса ҫӳрет Изида, халь ҫеҫ Гора ҫуратнӑскер, хӑй упӑшкин ӳтне, вӑрахчен тупаймасть.

Изида, только что родившая Гора, в тоске и слезах разыскивает по всей земле тело своего мужа и долго не находит его.

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Шурса кайнӑ Ванюшка калама чарӑнчӗ, хӑйне итлесе ларакансем ҫине чарса пӑрахнӑ куҫӗсемпе пӑхса ҫаврӑнчӗ: хӗрсен куҫӗсенчен куҫҫулӗ шӑпӑртатса юхса аннӑ.

Побледневший Ванюшка замолк, обвел слушателей расширившимися глазами: у девок чернели открытые рты, а на глазах закипали слезы.

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл юнлӑ куҫҫулӗ такса йӗрет пулин те, хӑйӗн юлташӗсем-комсомолецсем ҫинчен пӗр сӑмах та каламасть, пӗрме те сутмасть, «Сывӑ пултӑр пролетарилле революци тата, коммунизм!» — тесе кӑшкӑрать.

А он только плачет кровяными слезами, но никого из своих товарищей-комсомольцев не выдает и одно твердит: «Да здравствует пролетарская революция и коммунизм!»

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӗрӗх икӗ пӑт вӑрлӑхлӑх тырӑ леҫсе пани — ку сана кушак аҫи куҫҫулӗ тӑкни мар.

Сорок два пуда семенного — это тебе не кот наплакал.

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех