Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫҫулӗ (тĕпĕ: куҫҫуль) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр минутран вӑл Том хуйӑр ҫине чӗркелесе ҫырнӑ йӗркесене вуларӗ те куҫҫулӗ юхтарса ҫапла каларӗ: — Ҫак ачана эпӗ ҫӗр пин ҫылӑхран та каҫарма пултараттӑм! — терӗ.

Минутой позже она, обливаясь слезами, читала нацарапанные на куске коры слова и приговаривала: — Теперь я ему все прощу, чего бы он ни натворил, хоть миллион грехов!

19-мӗш сыпӑк. Том ӳкӗнӗвӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Беккин тути чӗтрерӗ, куҫҫулӗ тухрӗ, анчах вӑл, хӗпӗртенӗ пек пулса, хӑй тарӑхнине пытарчӗ, ҫапла малаллах лӑпӑртатса калаҫса тӑчӗ.

У Бекки задрожали губы и слезы навернулись на глаза; она постаралась это скрыть, притворяясь веселой, и продолжала болтать по-прежнему.

18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Чӗри ҫемҫелме пуҫларӗ те, вӑл вӑтанса кайрӗ, куҫҫулӗ те тухрӗ ун.

Она смягчилась и начала жалеть Тома, ее глаза наполнились слезами.

12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫавӑн пек пулассисем ҫинчен шухӑшласа вӑл хӑйне хӑй темӗн пекех хурлантарса пӗтернӗ, унӑн куҫӗ пӗрмаях шывланса тӑнӑ, куҫӗпе мӑч-мӑч тунӑ чухне куҫҫулӗ аялалла юха-юха аннӑ та сӑмси тӑрринчен ҫӗрелле пӑт-пӑт тумланӑ.

Он так расчувствовался от всех этих возвышенных мечтаний, что глотал слезы и давился ими, ничего не видя, а когда он мигал, слезы текли по щекам и капали с кончика носа.

3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫавӑн чух вара мӑнаккӑшӗ Том виллине еплерех ыталаса илӗ-ши, унӑн куҫҫулӗ ҫумӑр ҫунӑ пекех шӑпӑртатма пуҫлӗ, — унӑн ҫӑварӗ вара: «Турӑ, ачана каялла тавӑрса парсамччӗ, ҫав ачана эпӗ нихӑҫан та, нихӑҫан та пустуй хӗнес ҫук», — тесе кӗлтума тапратӗ.

Как она тогда упадет на его бездыханный труп и слезы у нее польются рекой, как она будет молить бога, чтоб он вернул ей ее мальчика, тогда она ни за что больше его не обидит!

3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе мӑнаккӑшӗ ун ҫине куҫҫулӗ витӗр хурлӑхлӑ куҫпа пӑха-пӑха илнине Том туйсах тӑнӑ, анчах ҫавна вӑл юриех асӑрхасшӑн пулман.

Он знал, что время от времени она посылает ему тоскующий взор сквозь слезы, но не желал ничего замечать.

3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ултавҫӑсем ҫын куҫҫулӗ ҫинче пуяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑпа усӑ курса чике тӑршшӗ лартса хӑвараҫҫӗ // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2838.html

Чӑтаймарӑм, тарӑннӑн хурлантӑм, ӑш-чик капланчӗ, куҫҫулӗ талпӑнса тухрӗ.

Не вытерпел, глубоко сокрушился, в душе нахлынуло, слезы пробились.

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

Ура тупанӗнчен пуҫ тӳпине ҫити вӗри хум хӑпарчӗ, куҫҫулӗ шӑпӑр-шӑпӑр юхать.

С пяток ног к голове поднялась горячая волна, без конца текут слезы.

Питӗ ҫывӑх, ӑнланма йывӑр Сарпи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Ашшӗ пур ҫӗртех хӑйсене ҫурма тӑлӑх туякан ачасен куҫҫулӗ ҫинче телей курӗ-ши вӑл?

Будет ли он счастлив на слезах детей, чувствующих себя полусиротами, при живом отце?

Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

4. Эпӗ сирӗн пата питӗ хурланса, чунӑм тӑвӑрланса ҫитнипе темӗн чухлӗ куҫҫулӗ юхтарса ҫырса ятӑм, сире кулянтарас тесе мар, сире хам мӗн тери юратнине пӗлтересшӗн ҫыртӑм.

4. От великой скорби и стесненного сердца я писал вам со многими слезами, не для того, чтобы огорчить вас, но чтобы вы познали любовь, какую я в избытке имею к вам.

2 Кор 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Эй пуянсем, ӗнтӗ эсир итлӗр! хӑвӑр ҫийӗре килес йывӑр асапсем пирки куҫҫулӗ тӑкӑр, уласа йӗрӗр.

1. Послушайте вы, богатые: плачьте и рыдайте о бедствиях ваших, находящих на вас.

Иак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Татӑлса хуйхӑрӑр, куҫҫулӗ тӑкӑр, уласа йӗрӗр; кулас вырӑнне макӑрӑр, савӑнас вырӑнне кулянӑр.

9. Сокрушайтесь, плачьте и рыдайте; смех ваш да обратится в плач, и радость - в печаль.

Иак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

31. Ҫавӑнпа ӗнтӗ сыхӑ тӑрӑр, эпӗ куҫҫулӗ тӑкса сире пурне те виҫӗ ҫул ҫӗрӗн-кунӗн пӗр чарӑнмасӑр вӗрентнине астуса тӑрӑр.

31. Посему бодрствуйте, памятуя, что я три года день и ночь непрестанно со слезами учил каждого из вас.

Ап ӗҫс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

34. Каччӑсӑр тӑрса юлнӑ хӗрсем куҫҫулӗ тӑкӗҫ; упӑшкасӑр юлнӑ арӑмсем куҫҫулӗ тӑкӗҫ; пулӑшусӑр юлнӑ вӗсен хӗрӗсем куҫҫулӗ тӑкӗҫ.

34. Плакать будут девицы, не имея женихов; плакать будут жены, не имея мужей; плакать будут дочери их, не имея помощи.

3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Эхер те эсӗ мана: «ман куҫҫулӗм ҫӗр куҫҫулӗ пек мар, мӗншӗн тесессӗн эпӗ хамӑн варта хурланса йӑтса ҫӳренӗ, асапланса ҫуратнӑ чуна ҫухатрӑм, 13. ҫӗрӗн вара йӗрки ҫапла: ун ҫинче хальхи йыш ҫухалать те, ҫавӑн чухлех ҫӗнӗ йыш килсе тӑрать» тесессӗн, 14. калӑп сана: эсӗ асапланса ҫуратнӑ пекех, ҫӗр те хӑйне Пултаракана хӑйӗн ҫимӗҫне — этеме — асаппа парать.

12. Если ты скажешь мне: «плач мой не подобен плачу земли, ибо я лишилась плода чрева моего, который я носила с печалью и родила с болезнью; 13. а земля - по свойству земли; на ней настоящее множество как отходит, так и приходит»: 14. и я скажу тебе, что как ты с трудом родила, так и земля дает плод свой человеку, который от начала возделывает ее.

3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Халӗ, эй Ҫӳлхуҫамӑм, эпӗ калам: кашни ҫын ҫинчен Эсӗ нумай пӗлетӗн; эпӗ вара чунӑма ыраттарса Сан халӑху ҫинчен, 16. куҫҫулӗ юхтарса Сан еткерӳ ҫинчен, хурланса-кулянса Израиль ҫинчен, хуйхӑрса-пӑшӑрханса Иаков вӑрлӑхӗ ҫинчен калатӑп.

15. И ныне, Господи, я скажу: о всяком человеке Ты больше знаешь; но скажу о народе Твоем, о котором болезную, 16. о наследии Твоем, о котором проливаю слезы, об Израиле, о котором скорблю, об Иакове, о котором сокрушаюсь.

3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

35. Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ каллех куҫҫулӗ юхтарса кӗлтурӑм, ҫавӑн пекех ҫичӗ кун типӗ тытрӑм — хама хушнӑ виҫӗ эрнене вырӑна килтерес терӗм.

35. После сего я снова со слезами молился, и также постился семь дней, чтобы исполнить три седмицы, заповеданные мне.

3 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хурлӑхпа йывӑрлӑх кунӗнче ыттисем куҫҫулӗ тӑкӗҫ, хуйхӑпа касӑлӗҫ, эсӗ вара хаваслӑ, тулӑх пурӑнӑҫлӑ пулӑн.

Когда придет день печали и тесноты, другие будут плакать и сокрушаться, а ты будешь весела и изобильна.

3 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Патша ӗнтӗ ҫилленесси вырӑнне хӗрхеннӗ, хӑй ҫакӑн умӗн анчах-ха мӗн тума шухӑшланӑшӑн куҫҫулӗ тӑкнӑ: 21. иудейсем кӑшкӑрнине илтсессӗн, вӗсем пурте вилме чӗркуҫленсе ларнине курсассӑн, патша, йӗрсе ярса, хӑйӗн тусӗсене хаяррӑн юнаса каланӑ: 22. эсир хӑвӑра панӑ ирӗкпе иртӗхетӗр, хаярлӑхӑрпа эсир тискер пусмӑрҫӑсенчен те иртсе кайнӑ; мана хама вара — хӑвӑра ырӑ тӑвакана — патшаран сирпӗтесшӗн, пурӑнӑҫӑма татасшӑн хыпкаланатӑр, патшалӑхшӑн усӑсӑр ӗҫ тӑвасси ҫинчен вӑрттӑн каварлашатӑр.

20. Гнев царя превратился в жалость и слезы о том, что пред тем он ухищрялся исполнить. 21. Ибо, когда услышал он крик Иудеев и увидел их всех преклонившимися на погибель, то, заплакав, с гневом угрожал друзьям своим и говорил: 22. вы злоупотребляете властью, и превзошли жестокостью тиранов, и меня самого, вашего благодетеля, покушаетесь лишить власти и жизни, замышляя тайно неполезное для царства.

3 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех