Шырав
Шырав ĕçĕ:
Зениткӑсем пеме пуҫларӗҫ — анчах перессе катара перетчӗҫ-ха, акӑ ҫывхарса та ҫывхарса килнӗн курӑнать снарядсем сирпӗнсе ҫурӑлни, калӑн ҫав кварталсем урлӑ пистолетла пере-пере пӗр улӑп утса пырать тесе.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Каюта урайӗ айӗнче темӗскер кӗмсӗртетсе кайрӗ, чакӑртатни илтӗнчӗ, кимӗ хыҫӗнче тӗтӗмпе пӗрле сарӑ шыв пӗрхӗмӗ сирпӗнсе тухрӗ, вара эпир Водохранилище варринелле вӗҫтертӗмӗр.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Хайхи ача, яхта люкӗнчен сирпӗнсе тухса, ҫыран хӗррине сикрӗ, тавӑрнӑ клешне каялла янӑ, робине тӳмеленӗ; ҫара кӗлисене маттуррӑн ҫатлаттарса, Расщепее чыс пачӗ.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Чӑнкӑ чуллӑ ҫыранран шыв сирпӗнсе сикет, аялта чул.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Улталать, — терӗм эпӗ салхуллӑн, — вӑл сирпӗнсе ҫурӑлчӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кам аманӗ, вӑл тӳрех аялалла сирпӗнсе анӗ те пӗтӗмпех саланса кайӗ; пулине доктор кӑларӗ; ун чухне вара самантрах вилсе кайнине ӑнсӑртран ӳксе вилнӗ тесе ӑнлантарма та ҫӑмӑл пулать.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— Сан лашуна пӗрремӗш хут курнӑ чух, — терӗ Азамат малалла, — вӑл сӑмси шӑтӑкӗсене карӑнтарса, айӑнта ташласа ҫеҫ тӑратчӗ, чӗрни айӗнчен вут сирпӗнсе вылянатчӗ, ҫавӑнтан вара хама та паллайми пултӑм эпӗ, мана нимӗн те илӗртми пулчӗ: аттен чи лайӑх урхамахӗсем ҫине эпӗ те йӗрӗнсе пӑха пуҫларӑм, вӗсене утланса тухмашкӑн та намӑсчӗ, йӑлтах хуйха кайнӑччӗ-ҫке эпӗ, кунӗ-кунӗпе чул ту ҫинче кулянса лараттӑм, минутсерен тенӗ пек ман ума санӑн хура урхамаху хӑйӗн илемлӗ уттипе, ҫӗмрен пек тӳрӗ, яка ҫурӑмӗпе тухса тӑрсассӑн туйӑнатчӗ; вӑл сӑмах каласшӑн пек, вичкӗн куҫӗсемлӗ мана куҫран пӑхнӑ пекчӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Унтан алӑкран тарласа кайнӑ Бурназян сирпӗнсе тухрӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хӑма алӑк тӑпсисенчен татӑлса сирпӗнсе турпас пек вакланчӗ.
16 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Пур енчен те пӗчӗк калибрлӑ тупӑсем пенӗ, унтан кӑшт пысӑкрах калибрлисем, вӑтаммисем, шултрарах калибрлисем, унтан пысӑккисем, питӗ пысӑккисем, чи пысӑккисем, хӑш чух тата пысӑкран та пысӑккисем, инҫетри тылра кӑшт ҫеҫ илтӗнмелле ухлатаканнисем пенӗ, вӗсен калама та ҫук пысӑк снарячӗсем сасартӑках ӳлесе, шатӑртатса пӗр-пӗр хӑйӑрлӑ вырӑна пырса ӳкнӗ, кунта вара хӑйӑрпа пӗрле курӑксем, йывӑҫсем ҫӳлелле сирпӗнсе, аялалла хура стена пек ишӗлсе аннӑ, ун варринче ҫиҫӗм ҫиҫнӗ пек хӗм йӗрӗсем курӑннӑ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Кашкӑрсем ҫул ҫине ҫунаран пӗр ҫӗр метр каяраха сирпӗнсе тухрӗҫ те пӗрин хыҫҫӑн тепри черетленсе тӑрса, хӑвӑрттӑн хуса ҫитме чӗвӗнтерчӗҫ.Волки достигли дороги метрах в ста позади саней и, вытянувшись цепочкой, стали быстро нагонять.
Кашкӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 3–10 стр.
Чӗре чӑшӑл тӑнӑ ҫӳҫ хушшине сирпӗнсе хӑпарчӗ.
Воркутана вӑркӑнтӑм... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2009,04,18
Йӑпӑр-япӑр сирпӗнсе тухрӗ кравать айӗнчен хӗрача.
Ҫиҫӗм Натюш // Людмила Сачкова. Людмила Сачкова
Кӗлӗнче сирпӗнсе кайрӗ.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Энтрипе Евтук кӗҫӗн арҫын ачине, Валяна, ытти ачисемпе пӗр тан таса чунлӑ, ырӑ кӑмӑллӑ пулма, ӗҫе, аслисене, ҫӗршыва хисеплеме вӗрентсе ӳстерни пӗр самантрах супӑнь хӑмпи пек сирпӗнсе кайрӗ.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Ирпе кил хушшине каҫӑхса вӗрекен йытта лӑплантарма тухнӑ чикан каялла сирпӗнсе кӗчӗ: – Курӑр, камсем килчӗҫ! – алӑка яри уҫса ячӗ Эльзӑпа ывӑлне ҫул парса.
Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01
Ҫав вӑхӑтра тарӑхнипе сирпӗнсе каятӑп пуль терӗм.
Ӗҫсе-ҫиме банкран кивҫен илеҫҫӗ // ЧАН Тарукӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №
1987 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче, служба вӑхӑчӗ вӗҫлениччен ҫитмӗл сакӑр кун юлсан, каҫхине задание кайсан мина ҫинче сирпӗнсе кайрӑм.
Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№
Иккӗшӗ юлашки гранатӑпа сирпӗнсе кайма хатӗрленсе ларнӑ.
Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№