Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кун умӗн темиҫе минут маларах лутака кӗлеткеллӗ, хыпаланчӑк, питҫӑмартисене кӑвак шӑрт пусса илнӗ, макӑрса пӗтнӗ, куҫ хукаххисем усӑнса аннӑ тӑртанчӑк куҫлӑ полковник хурал начальникне портупей чӗнӗнчен яра-яра тытрӗ, мӗскӗн сасӑпа селӗппӗн тем-тем каларӗ, сӑмсине шӑнкарта-шӑнкарта, чӗлӗм туртса сарӑхнӑ мӑйӑхне, куҫӗсене, чӗтрекен тутине таса мар сӑмса тутрипе шӑла-шӑла илсе, унтан ав темле сасартӑк перӗнес шухӑш тытрӗ…
XXIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Пантелей Прокофьевичӑн ырханланса кайнӑ шуранка пичӗ ҫине кӑвак шӑрт тапса тухнӑ, путса кӗнӗ тути ҫинчи мӑйӑхӗ усӑнарах тӑрать, куҫӗсем ҫурри хупӑ, кӑвакрах куҫ шуррисенче чӗрӗ чухнехи йӑлтӑркка ҫутӑ хӗлхем сӳнсе ларнӑ.
XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫапах та хушӑран вӑл, куҫӗсене усса, куҫ хӑрпӑкӗсем ҫумӗнчи сивӗ пас эпеклӗн чӗпӗтнине туйса, тахҫантанпах илӗртсе тӑнӑ ӗмӗт — хӑй пайтах хуйхӑ-суйхӑпа нуша тӳссе тертленнӗ, юратман упӑшкапа ҫур пурнӑҫ асапланса пурӑннӑ, вӗҫӗмсӗрех йывӑр асаилӳсемпе тулса ларнӑ Татарскинчен, ылханлӑ тӑван тавралӑхӗнчен Григорипе пӗрле ӑҫта та пулин аяккарах пӑрахса каяс ӗмӗчӗ — пӗр кӗтмен ҫӗртен тата ытла та тӗлӗнмелле пурнӑҫа кӗнӗшӗн савӑнса кулать.
XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Чир хыҫҫӑн куҫӗ ҫивӗчленчӗ, тейӗн, вӑл ӗнтӗ куҫ умӗнчи япаласем хушшинчех темле ҫӗнӗлӗхпе улшӑну пуррине куракан пулчӗ.
XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Крыльцара вӑл брезент плащне хывса хучӗ, карлӑк урлӑ кармашса, чылайччен ҫӑмлӑ аллисене супӑньлесе аппаланчӗ, йӗкӗр ывӑҫӗ ҫине кӑкшӑмран шыв ярса тӑракан Дуняшка ҫине куҫ айӗпе пӑхкаласа, ӑна пӗр-икӗ хутчен куҫ та хӗссе илчӗ.
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Унӑн этем тӗсӗ те юлман сӑн-питне, путса кӗнӗ куҫӗсене, асаплӑн туртӑнса пӗрӗннӗ куҫ харшийӗсене тулли уйӑх тараватлӑн ҫутатать.Полный месяц ярко освещал ее осунувшееся лицо, ввалившиеся глаза, страдальчески изогнутые брови.
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Аксинья, хура куҫ харшисене сиктерсе илсе, куҫӗсене хӗстерчӗ.
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Сидорин хыҫӗнче тӑракан адъютантпа офицерсем, куҫ харшийӗсене хускатса илсе, пӗр-пӗрне йӑскӑн тӑлӑх арӑм ҫине кӑтартрӗҫ те, куҫӗсем хаваслӑн йӑлкӑшса хӗмлене пуҫларӗҫ.
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хӗвелпе пиҫсе хуралман шурӑ питҫӑмартийӗсем кӑштах хӗстернӗ ясар куҫӗсене уйрӑмах палӑртаҫҫӗ, сӑрламан куҫ харшийӗсен вӗҫкӗнле кӗтеслентернӗ пӗкечисемпе уҫӑмсӑр кулӑ ирӗлтернӗ тути хӗррисенче вара темскерле чӑрсӑрлӑхпа намӑса пӗлми аскӑнчӑклӑх паллисем пур.
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Григорий, пӗр тарӑхсан, хӑйне хӑй тытса чарайманнине вӑл пӗлет, ҫавӑнпа та вӑл ҫилӗ килнипе вӑйӑрханса каясран шикленчӗ, анчах ун ҫине куҫ хӗррипе пӑхса илчӗ те тӳрех лӑпланчӗ: Григорий, йӗнер ҫинче каҫӑрӑлса ларнӑ та, мӑйӑх айӗнчен шӑлӗсене куҫа шартармалла йӑлкӑштарса, сасӑсӑр ахӑлтатса кулать.
X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Куҫ хупса иличчен Григорий хӑй еннелле вӑркӑнса килекен тӑшмана сӑнаса илет, унӑн йӑлтӑртатакан куҫӗсене, нумай пулмасть ӳстерме тытӑннӑ кӑтра сухаллӑ шуранкарах питҫӑмартийӗсене, кӗске те сарлака атӑ кунчисене, кӑшт усарах тытнӑ винтовка кӗпҫин хура шӑтӑкне тата ҫав шӑтӑкран ҫӳлерехре чупнӑ май силленкелесе пыракан шӗвӗр вӗҫлӗ хура штыка курать.
IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Асапланнипе хутлатса пӗрӗнтернӗ куҫ харшийӗсем айӗнчи ҫурри хупӑ куҫӗсем сӳнӗккӗн ҫуталаҫҫӗ.Под страдальчески изогнутыми черными бровями тускло мерцали полузакрытые глаза.
IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Анчах ашшӗ, лаши ҫине утланса та ларнӑскер, хӑйне йӗнер ҫине ҫӗклесе чуптунӑ чух ун йӗпе куҫ харпӑкӗсене курчӗ те Мишатка та чӑтаймарӗ вара: куҫӗсенчен шӑпӑртатсах куҫҫуль юхса анчӗ!
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл, пӗр самантлӑха айккинелле тайӑлса, Мажарова питрен тинкерсе пӑхрӗ, унтан ун чӑмӑртанӑ тутисен кӗтессинче темскер чӗтренсе илчӗ, хӗснӗ куҫӗсенчен сарӑ та ҫӑра куҫ хӑрпӑкӗсем витӗр шалта пытанса тӑнӑ ҫутӑ тапса тухнӑ пек пулчӗ.
24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл ҫав сыснанни пек хӗсӗк куҫсене хӑй епле хаяррӑн та киленсе ҫапма пултарнине куҫ умне кӑларса тӑратрӗ.
24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ун куҫӗсем ӑнсӑртран кирек мӗн ҫинче чарӑнсан та, пурте пӗр самантрах ӗлӗкхине аса илтереҫҫӗ, ӗнер ҫеҫ шавланӑ пек туйӑнакан пурнӑҫ куҫ умне чӗррӗн тухса тӑрать.
20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл Ксение тытса ытамларӗ, виҫӗ хут чуп турӗ те, кӑвак та лапсӑркка куҫ харшисем айӗнчен кулӑшла пӑхакан йӳрӗк куҫӗсене хӗссе, юри ассӑн сывласа каларӗ:
18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ун ҫӑра куҫ харшийӗсем ҫинче шыв тумламӗсем йӑлтӑртатаҫҫӗ, тӗттӗм кӑвак куҫӗсем ҫутӑлса тӑраҫҫӗ пулин те, ывӑннине палӑртаҫҫӗ, пурҫӑн кофтӑран пичӗ ҫине вут ҫути пек кӗрен тӗслӗ ҫутӑ ӳкрӗ.
16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Акӑ вӑл ун умӗнче тӑрать — ҫыхса тунӑ ӑшӑ свитерпа, ӗлӗкхи пекех тӗреклӗ те тӑп-тӑп пӳллӗ, кӑкӑрӗсем хӗрӗнни пек каҫӑр, куҫӗсем кӑн-кӑвак, куҫ шуррисем пысӑк, хулӑн тутисем кӑшт тавӑрӑнса тӑраҫҫӗ, улӑм тӗслӗ кӗске ҫӳҫӗсем кӗҫҫеленнӗ.
16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Доклад куҫ кӗретех начар ӗнтӗ, анчах халӗ Ксени уншӑн пӗртте кулянмарӗ те, тарӑхмарӗ те, доклад ӑна пухура мӗн пулса иртни ҫине ҫӗнӗлле, тӗттӗм залра ларакан ҫынсен куҫӗпе пӑхма пулӑшнӑшӑн савӑнчӗ.
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.