Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӑтать (тĕпĕ: чӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑтать Маюк, шӑлне ҫыртса тӳсет.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Анчах халлӗхе йывӑҫ вуллинче кӗсен-ҫӑпанран имлесе хуппине тасатма имҫамлӑ сӗткен ҫителӗклех пар-ха, ҫавӑнпа та чӑтать, тӳсет.

Но нет пока в стволе достатка соков целебных, чтобы подновить кору — защиту свою от ветров и прочей напасти, вот и стоит дерево, терпит.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Пурне те чӑтать!

Все стерпит!

XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Сулӑ мана лайӑхах чӑтать, анчах ун ҫине япаласем нумай тиеме ҫук, мӗншӗн тесен вӑл ытла та ҫӑмӑл, пӗчӗккӗ.

Меня этот плот отлично выдерживал, но для большого груза он был слишком легок и мал.

Улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫын ҫапах та чӑтать.

А между тем она переносит все.

XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Чӑтать… ҫӗмӗрт вӗт ку.

— Выдержит… это же черемуха.

25-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑйлӑ пулсан, — чӑтать: ватӑсемпе ҫамрӑксенчен кун пек тулла колхоза парнелеме те намӑс мар.

Выдержит — значит, большая в ней сила: не стыдно такую пшеницу колхозу в подарок поднести от старых да малых.

17-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халь, сирӗнсӗр чухне, пачах урӑхла: сирӗн йӑваш куҫӑр, ырӑ та илемлӗ сӑнӑр ман умра ҫук; хут листи чӑтать, шарламасть, эпӗ лӑпкӑн ҫыратӑп (ҫакна суятӑп); эпир текех курнӑҫмастпӑр (суймастӑп).

Теперь, без вас, совсем не то: ваших кротких глаз, доброго, хорошенького личика нет передо мной; бумага терпит и молчит, и я пишу покойно (лгу): мы не увидимся больше (не лгу).

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Алексеев килкелесе ҫӳренине Обломов тепӗр пӗчӗкех мар сӑлтава пула чӑтать.

Посещения Алексеева Обломов терпел по другой, не менее важной причине.

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Пӗр эрне кантармасӑр чӑтать.

Целую неделю так может без отдыха.

19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫапах та ҫирӗп йывӑҫ, ҫӗр ҫула чӑтать.

Однако, крепкое дерево, сто лет простоит.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ҫапах та йывӑҫ ҫирӗп, ҫӗр ҫула чӑтать.

— Однако, крепкое дерево, сто лет простоит.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тимӗртен вӗт — чӑтать.

Из железа ведь - потерпит.

Халӑх пурӑнсан — эпир те пурӑнӑпӑр // Алина Федорова. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

«Хӗрарӑм нушана чӑтать, мӑнтӑра чӑтаймасть», — теҫҫӗ халӑхра.

"Женщина лишения вытерпит, а изобилие нет", - говорят в народе.

Чӗлхесӗр Олешкӑна качча кайма хӑраман // Роза Власова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Чӑтать вӑл тата каҫарма пӗлет.

Терпит она и умеет прощать.

Шывра та путман, вутра та ҫунман хӗрарӑм // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех