Шырав
Шырав ĕçĕ:
Каҫпа Мирониха ура ҫине тӑчӗ, кирпӗч айӗнчен ытти хутсемпе пӗрле ҫаврака пичет туртса кӑларчӗ, учительница платьине майлаштарса ҫыхса хучӗ, пахчана тухса, ҫӗре чавса пытарчӗ, ҫиелтен ҫӗрулми аврипе витрӗ.
48 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Вӑл ҫырусем хутсемпе кӗнекесем купаланса выртакан сӗтел ҫинче ӗнтӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
Ҫуна ҫинче унӑн штабс-капитан Верховский ячӗпе ҫырнӑ хутсемпе документсене чикнӗ портфелӗ кӑна юлчӗ.На подводе остался лишь его портфель с бумагами, с документами на имя штабс-капитана Верховского.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Хутсемпе юнашар хура тӑхлантан шӑратса тунӑ чернильница тӑнӑ, вӑл ӗмӗр пуҫламӑшӗнче шкулсенче усӑ курнӑ евӗрлӗ ҫаврака чернильницӑсенчен пӗри пулнӑ.
I. Виҫҫӗн // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Сан ҫыннусем ак ӗҫ ӑнӑҫлӑ пуласса шанмаҫҫӗ, йывӑрлӑхсенчен хӑраҫҫӗ, а эсӗ вӗсене ҫаплах плансемпе, ҫаплах плансемпе тарӑхтаратӑн, сӑмсисенчен тӗкетӗн, ухмахла хутсемпе!..
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Сӗтел ҫинче чӗп куҫӗ мӑкӑрланса ҫунса ларать, вӑл сӗтел ҫинчи хутсемпе чертёжсене аран-аран ҫутатать.
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Пӗр наука кӑна ҫын пурнӑҫне юсама пултарнине ӑнланиччен эпӗ хам та ҫакӑн пек хутсемпе аппаланаттӑм, мӗн ҫырнине ӗненеттӗм.
XXV // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Ку мӑйӑхсем ҫапла илемлӗ пулччӑр тесе, вӗсен хуҫисем хӑйсен ӗмӗрӗн чи лайӑх пайне панӑ, — ҫӗрӗпе те кунӗпе мӑйӑхӗсем ҫинчен ҫеҫ шутланӑ; ку мӑйӑхсене ытарма ҫук духисемпе ароматсем сапнӑ, ҫав тери хаклӑ тӑракан тата питӗ сайра тӗл пулакан помадӑсемпе якатнӑ; ку мӑйӑхсене ҫывӑрма выртас умӗн веленевӑй текен ҫӳхе хутсемпе чӗркенӗ; ку мӑйӑхсене хуҫисем чунтан юратаҫҫӗ, хирӗҫ пулакансем вӗсем ҫине ӑмсанса пӑхаҫҫӗ.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Тухас-тӑвас пулсан унчченхи йӑлипе алӑкне мӗн тӗл пулнӑ: ҫӗтӗк-ҫурӑкпа, лӳчӗркеннӗ хутсемпе, мамӑкпа питӗрсе хӑварать.
Вӗҫӗ лайӑх // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.
Партире тӑман взвод командирӗ Овчинников, хӑйне никам та малтанах асӑрхаттарманскер, ӑна-кӑна нимӗн те чухламасӑр, хутсемпе чакаланма тытӑннӑ.
X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Пӑртак вӑхӑт иртсен, ҫав япаласем пурте сӗтел ҫине тухса выртрӗҫ, ҫывӑхран ҫеҫ курнипе куҫӗсене хӗссе тата вӑл мӗн каласса кӗтсе пурте хӑй ҫине пӑхнӑран, чылаях пӑлханса, вӑл хутсемпе чакаланма тытӑнчӗ.
15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Ҫук ҫав, Сергей Яковлевич, материалсене вӑл ҫырнӑ хутсемпе ҫеҫ парса янӑ! — терӗ Вершинин, секретарь йӑнӑшне сирсе яма тӑрӑшса.
13 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Пӗр урапипе темле хутсемпе телефон аппарачӗсене турттарса каяҫҫӗ, тӑрантас ҫине аманнӑ ватӑ казакпа хӑрушла ырханланса кайнӑ курпун сӑмсаллӑ тепӗр ҫын вырнаҫнӑ.
LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Тепӗр минут пек вӑхӑт иртсен, сӳтнӗ аркӑ ӑшӗнчен сарӑхса кайнӑ хутсемпе пӗчӗкҫӗ сӑнӳкерчӗк кӑларчӗ.Спустя минуту извлек из распоротой бортовки пожелтевшие бумаги и крохотную фотографическую карточку.
XLVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Юланутлӑ хыпарҫӑсене кӗскен чӗнсе каланӑ хутсемпе хуторсем тӑрӑх ячӗҫ:
XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Сечӑран вӗсем, майра патша патне хутсемпе кайма тухнӑчӗ: вӗсемпе канашласа пӑхмаллах пулать.Они ехали из Сечи с бумагами к царице; все бы таки посоветоваться с ними».
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
— Мускав пирки Гитлер Ставки мӗн шутлани пире тахҫанах паллӑ, — терӗ Василевский, — аллине тытнӑ хутсемпе сӗтел хушшинчен тӑрса.
XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
— Хутсемпе карттӑ — пурте машинӑра, — ответлерӗ Алеша.
VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ӑна тӗрлӗ ӗҫсем чарса тӑнӑ: е вӑл Костя Панкратов валли рекомендаци ҫырнӑ, е Семенпа телефон тӑрӑх калаҫнӑ, е исполком протоколӗсем, края пӗлтерсе ҫырнӑ тӗрлӗ хутсемпе телеграммӑсем ҫине алӑ пуснӑ.
II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Яша вара, хутсемпе тӑрмашса ывӑннӑскер, хӗрарӑм хуралҫӑпа пӗрле кӑнтӑрлахи апат ҫинӗ, унтан вара сӑмаларан ӗне кӗлеткисемпе лаша кӗлеткисем тума тытӑннӑ.
VIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.