Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑхкаларӑм (тĕпĕ: пӑхкала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Саня кайсан эпӗ ҫав лӳчӗркенсе ҫӗтӗлнӗ страницӑсене темӗнччен пӑхкаларӑм, ҫырнӑ йӗркесем тӑкӑскӑн та чалӑшшӑн курӑнатчӗҫ, хӗрсе кайна алӑ чарӑна пӗлмесӗр ҫырса пынӑ пек те, шухӑшӗсем вара таҫта аташса ҫӳренӗ пек туйӑнать.

Когда Саня ушёл, я долго рассматривала эти обломанные по краям страницы, покрытые кривыми, тесными строчками и вдруг — беспомощными, широкими, точно рука, разбежавшись, ещё писала, а мысль уже бродила невесть где.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӑна, чӑнах та ӗнтӗ, хушарах каларӗ пуль, анчах эп вӗсем ҫине пӑхкаларӑм ҫав.

Конечно, это преувеличение, но я действительно посматривал на них.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ нимен тума аптӑраса, ун-кун пӑхкаларӑм.

Я беспомощно оглядывалась.

4 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӗлейместӗп пулӗ халӗ: те ӗненетӗп ӗнтӗ эпӗ пӳрнӗ тенине, те ҫук, анчах ҫак каҫхине эпӗ ӑна пӗр иккӗленмесӗрех ӗненнӗ: ҫав тери ӗненмелле пулса тухрӗ-ҫке вӑл, ҫавӑнпа эпӗ хамӑрӑн ватӑ асаттесенчен, вӗсене пулӑшма юратакан астрологинчен кулкаларӑм пулин те, ирӗксӗрех вӗсен ҫулӗ ҫине лекрӗм, анчах эпӗ ҫав хӑрушӑ ҫул ҫинче шӑпах вӑхӑтра чарӑнтӑм, хам нимӗнрен йӗрӗнмен, нимӗскере те курмасӑр ӗненмен йӑлана тытса метафизикӑна аяккалла пӑрса ятӑм та хамӑн ура айне пӑхкаларӑм.

Не знаю наверное, верю ли я теперь предопределению или нет, но в этот вечер я ему твердо верил: доказательство было разительно, и я, несмотря на то, что посмеялся над нашими предками и их услужливой астрологией, попал невольно в их колею; но я остановил себя вовремя на этом опасном пути и, имея правило ничего не отвергать решительно и ничему не вверяться слепо, отбросил метафизику в сторону и стал смотреть под ноги.

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Эпӗ ӑна пӑхкаларӑм та акӑ мӗн асӑрхарӑм: ҫӗррин шал енче вӗтӗ саспаллисемпе Мери ятне ҫырнӑ, юнашарах тата ҫав стакана илсе панӑ паллӑран та паллӑ кунӑн числине кӑтартнӑ.

Я стал его рассматривать, и что же: мелкими буквами имя Мери было вырезано на внутренней стороне, и рядом — число того дня, когда она подняла знаменитый стакан.

Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Эпӗ ун-кун пӑхкаларӑм та темӗн ҫырса ларакан Кеша патне пытӑм.

Я осмотрелся и подошел к Кеше, который что-то писал.

Математика мыскари // Александр Галкин. https://vulacv.wordpress.com/2017/10/19/ ... %B8%D0%BD/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех