Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кам ҫуллахи ир Рощенскире пулса, халь ҫеҫ тухакан хӗвелӗн ҫутӑ пайӑркисем ҫинче садсем симӗс мар, тӗксӗм-кӗрен тӗслӗ пулнине курнӑ, кам ҫулҫӑсем ҫинчи йӑлтӑркка ирхи сывлӑм тумламӗсене, площадьри парк сип-симӗс ешернине, йывӑҫсенчен пӗтӗм урам анлӑшӗпех ӳкекен нӳрлӗ сулхӑна, халӑхпа тулма ӗлкӗрнӗ шавлӑ площаде сӑнанӑ, — ҫав ҫын станицӑн ҫутӑ та кӑмӑла килентерекен сӑнарӗнче тӗлӗнмелле илемлӗхпе ҫамрӑклӑха асӑрхаса илет.
XXV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ир ҫинче, ҫумӑр ҫумасть пулсан, ик-виҫ сехет хушши утрав тӑрӑх пӑшалпа ҫӳретӗп, ҫакӑн хыҫҫӑн вунпӗр сехетчен ӗҫлетӗп, вунпӗр сехетре ирхи апат ҫиетӗп, вуникӗ сехетрен пуҫласа икӗ сехетчен канатӑп (мӗншӗн тесен ку вӑхӑтра питӗ шӑрӑх тӑрать), икӗ сехетре каллех ӗҫе тытӑнатӑп.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ирхи кӳлӗмре ытла та тутлӑ-ҫке ачасен ыйхи, ҫавӑнпа Катерина Санькӑна ир вӑратма шутламарӗ, утӑ ҫулнӑ ҫӗре кӑшт каярах пырсан та айӑп пулмӗ.
20-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
…Ҫав ире нихҫан та манас ҫук ҫав — ҫӗр ҫинче вӑл хӑйӗн шурка та ҫав вӑхӑтрах маншӑн хӑюллӑ сӑнпа ҫуталан малтанхи ир пек туйӑннӑшӑн мар ӗнтӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Каҫӗ хамӑр сисмесӗрех иртрӗ; ҫӗрпе пӗлӗт хутшӑннӑ сӗртен, куҫа палӑрми пӑтрашӑннӑ ҫута витӗр заниткӑсене пытарса тӑран йывӑҫ тӗмӗсене хускатса, хирсем урлӑ вӗрсе иртен уҫӑ ҫил пек сасартӑк таса ир сӑнарӗ ҫапрӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Ир, ир тытӑнатӑн ӗҫме, Петр Андреич, — терӗ вӑл, пуҫне пӑркаласа.— Рано, Петр Андреич, — сказал он мне, качая головою, — рано начинаешь гулять.
Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Пӗр уяр та сивӗ ир (ун пек ирсем кӗркунне вырӑссен ҫӗрӗнче сахалах пулмаҫҫӗ) Иван Петрович Берестов хӑйпе пӗрле виҫӗ мӑшӑр вӗшле йытӑ, стременной тата ҫатӑрма тытнӑ хресчен ачисене илсе юланутпа уҫӑлса ҫӳреме тухнӑ.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Халӗ вара ир тӑратӑп та — санӑн ирхи шурӑмпуҫ пек хитре куҫусем ман умра: вара кунӗпех вӗҫсе ҫӳрес хӑват ҫуралать, пӗр саншӑн ӗҫлес, пӗр саншӑн пурӑнас туйӑм ярса илет…
Тӑваттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Ир пулать те каҫ пулать, каҫ пулать те ир пулать.
Вуннӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Чӑваш ял хуҫалӑх институчӗн доценчӗ А.Кузнецов, Ҫӗрпӳри сӑнав станцийӗн специалисчӗсем В.Борисова, З.Баранова, А.Гаврилова 1964 ҫулта культурӑна маларах туса илес, ир пулаканнин тухӑҫне ӳстерес ӑсталӑха алла илнӗ, ир пулса ҫитекен тата в& #259;там тапхӑрта кӑларакан 15 сорта сӑнанӑ.
Ҫӗрулмине хирте хӑварас марччӗ! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№
Ир панӑ 400-500 грамм ҫӑкӑра ирех ҫисе янӑ, кунӗпе выҫӑ, выҫах килсе выртаттӑмӑр.По утрам дающие 400-500 грамм хлеба утром же и съедали, целый день голодные, голодными и ложились.
Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18
Акӑ ҫырнӑ вӑл: «...Каҫ пулать те ир пулать — ерипенех ӗмӗр иртет пулмалла. Анчах маншӑн хӑть каҫ, хӑть ир — умран та, хыҫран та пӳтсӗр вилӗм йӑраланса ҫӳрет. Колхозниксен ҫырӑвне илсе вуларӑм — савӑнтӑм, макӑртӑм...» Катя патне шӑрҫаланӑ ҫырусенче вӑл хӑйӗн шӑпи хӑрушлӑхра пулнине аван туйни палӑрать.
Кӗҫтук Кольцов сӑмахӗсем — Карелири гранит ҫинче // Елена ЛУКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.04, 4 (6097) №
19. Иуда ывӑлӗсем: Ир тата Онан, [Шела, Фарес тата Зара]; Ир тата Онан Ханаан ҫӗрӗнче вилнӗ; 20. Иуда ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем: Шеларан — Шела ӑрӑвӗ, Фаресран — Фарес ӑрӑвӗ, Зарӑран — Зара ӑрӑвӗ; 21. Фарес ывӑлӗсем: Есромран — Есром ӑрӑвӗ, Хамулран — Хамул ӑрӑвӗ; 22. Иуда ӑрӑвӗсем ҫаксем пулаҫҫӗ, шута илсе тухнӑ хыҫҫӑн: ҫитмӗл ултӑ пин те пилӗкҫӗр ҫын.
Йыш 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Шел, мӑшӑрӗ пурнӑҫран ир уйрӑлнӑ.
"Турӑ мана хӗр пачӗ" // Альбина КАПИТОНОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50253-tur- ... -kh-r-pach
Пӗр лӑпкӑ ир эпӗ картишне тухрӑм.
Курак чӗппи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 254–258 с.
Ир килсе ҫитрӗ хӗл, килчӗ те хӑй пӗлнӗ пек хуҫаланма тапратрӗ: е питрен сивӗ аллипе лӑп-лӑп хыпалать, е, кӑмӑлӗ ҫаврӑннӑ пек пулсан, кӑштах ҫемҫелсе те кӑтартать, е каллех выҫӑ кашкӑрла улама тытӑнать…
Курак чӗппи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 254–258 с.
— Ӑҫтан пит ир капла? — куҫран чӑр пӑхрӗ ӑна Скорпион.
Унӑн Амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Паян унӑн Мами ӗҫрен пач кӗтмен чух, яланхи пек мар ир килчӗ.
Унӑн Мами // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Ялта чух, ир тӑрсан, Вова Амӑшӗн картишӗнчи хурӗсене кӑларса кӳлӗ еннелле хӑваласа ярать.
Унӑн амӑшӗпе мами ҫинчен // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Хӑш вырӑнта мӗнле йывӑҫа касса сыпӑланине, ыттисенчен кая тӑрса юлнине, килӗнче ӗҫлейми пулнӑ ашшӗ шӑнса ларнине, ыран ир килне ҫитнӗ-ҫитменех шкула каймаллине — пӗтӗмпех каласа пачӗ ача.
Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.