Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кашни сăмах пирĕн базăра пур.
кашни (тĕпĕ: кашни) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унта темиҫе тӗрлӗ халӑх пулнӑ, темӗн чухлӗ арҫын, темӗн чухлӗ хӗрарӑм, кашни тӗрлӗ тумтирпе, кашнин аллинче ҫыхӑсемпе, кутамккасемпе япаласем пулнӑ, халӑх шыв пек хумханнӑ, пур ҫӗртен те шавланӑ сасӑ илтӗннӗ.

Мелькали в толпе загорелые лица хохлов, бараньи шапки, мужицкие бороды, виднелись картузы и русские лица, пестрели рубахи, бабьи платки, сермяги, заплаты, узлы, котомки, все колыхалось, двигалось и гудело.

II // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.

Малтанах ҫирӗм пилӗк ҫынран кашниех, хӑйне питех хӗнеттерес мар тесе, конвойри казаксенчен айккарах пӑрӑнма май шырарӗ; кашни ҫын арпашса кайнӑ ретсен варрине хӗсӗнсе кӗме тӑрӑшрӗ.

Вначале каждый из двадцати пяти норовил подальше идти от конвойных, чтобы меньше доставалось ударов; каждый старался попасть в середину своих смешанных рядов.

LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ӑна мар-и-ха Аксинья ҫак ҫулсенче кашни кун, кашни сехетре аса илсе пурӑнчӗ?

Не о нем ли все эти годы вспоминала Аксинья ежедневно, ежечасно?

L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Халӗ Григорие пурнӑҫра ун ҫунатти айӗнче кашни ҫынах ӑшӑнма пултаракан чӑнлӑх ӗмӗрте те пулман пек туйӑнчӗ, ҫавӑнпа та вӑл, виҫесӗр тарӑхнӑскер, кашни ҫыннӑн хӑйӗн чӑнлӑхӗ, хӑйне уйрӑм йӑранӗ тесе шухӑшларӗ.

Теперь ему уже казалось, что извечно не было в ней такой правды, под крылом которой мог бы посогреться всякий, и, до края озлобленный, он думал: у каждого своя правда, своя борозда.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Степан Астахов таврӑнни пӗтӗм хутора пӑлхантарса ячӗ: кашни пӳртре, кашни анкартинче пӗр ҫакӑн ҫинчен кӑна калаҫрӗҫ.

Приезд Степана Астахова взволновал весь хутор: в каждом курене, на каждом гумне об этом только и говорили.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Канала чавнӑ тата электролини тунӑ чухнехи йӗркепех кашни станица уйрӑм сӗтел тавра ларчӗ, калас пулать, кашни станицӑн — хӑйӗн «участок», Марьяновскинчен килнисене анчах хисеплӗ вырӑн пачӗҫ, вӗсемпе Бойченко, Кондратьевпа арӑмӗ, Сергейпе Ирина (пурте курччӑр, ав епле унӑн арӑмӗ), Рагулин хайӗн Савишнипе, Тимофей Ильич Ниловнӑпа, Прохор Ненашев, Виктор Грачев ларчӗҫ, — Виктор хӑйпе юнашар Соньӑна та лартасшӑн пулчӗ, анчах лешӗ вӑтанса устьневинскисем ларакан сӗтел патне тарчӗ.

Как повелось на рытье канала, на сооружении электролинии, так было и за столами: что ни станица, то отдельный стол, так сказать — «свой участок», и только марьяновцев посадили на почетном месте, а с ними сели Бойченко, Кондратьев с женой, Сергей с Ириной (пусть, мол, все люди посмотрят, какая у него жена), Рагулин со своей Савишной, Тимофей Ильич с Ниловной, Прохор Ненашев, Виктор Грачев, — он хотел посадить возле себя и Соню, но та покраснела и убежала к усть-невинскому столу.

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫынсем снарядсем алтса хӑварнӑ кашни лакӑм-текӗм патӗнче йӑшӑлтатаҫҫӗ, кашни пӗчӗк тӗмеске ҫумне йӑпшӑнса выртаҫҫӗ, кирек хӑш шӑтӑк-ҫурӑка та пуҫӗсене чикеҫҫӗ.

Люди копошились у каждой рытвинки, никли за каждой крохотной складкой земли, совали головы в каждую ямку.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑрҫӑра асап-инкекӗ — Кашни кун, кашни сехет.

В чистом поле страх и горе Каждый день, каждый час.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сахалтан та, пире виҫӗ лаша вити — кашни колхоза пӗрер, виҫӗ ӗне вити, сурӑх картисем, сысна витисем, кайӑк-кӗшӗк хуралчӗсем тата хирте вуникӗ стан, кашнинче тырӑ усрама кӗлетсем кирлӗ…

По самым малым подсчетам потребуется: три конюшни — по одной каждому колхозу, три коровника, кошары, свинарники, птичники, а еще двенадцать полеводческих станов с зернохранилищами при них…

XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Уйрӑмах вагон ураписем тӗрлӗ сасӑпа шӑкӑлтатса калаҫса пынине тинкерсе итлемешкӗн кӑмӑллӑ: пӑравус кашни туртӑнмассерен, унӑн ураписем кашни ҫаврӑнмассерен — фронт шавӗ аякран аякка тӑрса юлать.

Особенно приятно вслушиваться в разнобоистый говор колес: ведь с каждым оборотом, с каждым рывком паровоза — все дальше фронт.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кашнин питнех мӗнле те пулин улшӑну йӗр хывнӑ, вӑрҫӑ акса хӑварнӑ тимӗр вӑрлӑхсен инкекӗпе хуйхине кашни хӑй ӑшне хӑйне май вырнаҫтарса ӳстерсе пурӑнать.

Перемены вершились на каждом лице, каждый по-своему вынашивал в себе и растил семена, посеянные войной.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Казаксемпе офицерсем хӑй ҫинчен куҫ сиктермесӗр пӑхнине сиссе, Франя кашни взвод еннелле черетлӗн, кашни офицер ҫинелле уйрӑммӑн кулса пӑхса, пӳртрен кухньӑна, кухньӑран пӳрте вӗркесе чупма тытӑнчӗ.

Чувствуя на себе постоянные взгляды казаков и офицеров, Франя словно обмаслилась в потоках похоти, излучаемых тремястами глаз, и вызывающе подрагивая бедрами, рысила из дома в кухню, из кухни в дом, улыбаясь взводам поочередно, господам офицерам в отдельности.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тата ҫурхи ҫанталӑк кӗҫ-вӗҫ епресе каяс хӑрушлӑх та пысӑк; кашни шырлантах, кашни тип вартах — ҫурхи юр шывӗ шавласа юхма пултарать.

Грозила степная весенняя распутица; в каждом ярке и каждой балке — шумные потоки снеговой воды.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Картах тӗп тӑвать ӗнтӗ: кашни каҫ карт, кашни каҫ карт.

Искоренили карты: что ни ночь, то им игра.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ак ӗнтӗ кашни, пӗрер дыня илчӗ те, ҫӗҫӗпе лайӑх кӑна тасатрӗ (ҫыннисем пурте унта-кунта пулса курнӑскерсем, сахал мар куркаланӑ, пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ ҫын ҫинче мӗнле ҫимеллине, — халь тесен халь пан сӗтелӗ хушшине кӗрсе ларса ҫиме те хатӗр тейӗн); тасатнӑ хыҫҫӑн вара пӳрнисемпе шӑтӑк туса, дыня ӑшӗнчи шӗвекне ӗҫрӗҫ, унтан вара кашниех ҫӗҫӗпе касса илсе ҫӑварне чикме пуҫларӗ.

Вот каждый, взявши по дыне, обчистил ее чистенько ножиком (калачи все были тертые, мыкали немало, знали уже, как едят в свете; пожалуй, и за панский стол хоть сейчас готовы сесть), обчистивши хорошенько, проткнул каждый пальцем дырочку, выпил из нее кисель, стал резать по кусочкам и класть в рот.

Тухатнӑ вырӑн // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

— Ман шухӑшпа кунта кашниех, урампа иртсе ҫӳрен кашни кӗрӗклӗ ҫынах, заседатель.

— Я думаю, каждый, кто ни пройдет по улице в шубе, то и заседатель.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Чӳрече сакки ҫинче «чӗп-куҫӗ» ҫунать, гварди майорӗ Озеров е Андрей умӗнче чарӑнса тӑрать, е пӳлӗм тӑрӑх уткаласа ҫӳрет, унӑн кашни хусканӑвӗнчех, кашни сӑмахӗнченех тӗрлӗ туйӑм: кӳренни, ҫиленни, иккӗленни палӑрса тӑрать…

На скамье у окна горела красноватым светом коптилка; Гвардии майор Озеров то стоял перед ним, то ходил по погребу, и и каждом его жесте, в каждой нотке его голоса отражались самые разнородные чувства: недоумение, досада, гнев…

XXII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Юрӑ пуҫлакан шӑпах иккӗмӗш куплета пӗтернӗ самантра Озеровпа Брянцев ҫитсе кӗчӗҫ, — вӗсем кунӗпех пӗрле пулнӑ: комиссар полк вырнаҫнӑ кашни пӳртрех, кашни блиндажрах пулса, офицерсемпе тата салтаксемпе паллашнӑ.

В тот момент, когда запевала заканчивал второй куплет, в избу вошли Озеров и Брянцев, — весь день они были вместе: комиссар знакомился с офицерами и солдатами полка, делая обход всех занятых полком домов и блиндажей.

XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Унпа калаҫма та мана темӗнле ҫӑмӑл марччӗ: эпӗ вӑл е хам каланӑ кашни сӑмахах асӑрхаса пытӑм, ҫав кашни сӑмахах хӑйне майлӑ тарӑн шухӑш патӑм.

Что-то было напряженное в моих отношениях с ним: я замечал всякое слово, выражение, сказанное им или мною, и приписывал им важность.

XXI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Эсӗ каланӑн кашни сӑмаха вӑл урӑхла суя шухӑшпа пӑсса темиҫе хут аса илет; унӑн кашни сӑмахӗ наркӑмӑшпа тулса ларнӑ.

Она в том же, еще худшем положении, нарочно перетолковывает всякое твое слово, придавая ему ложное значение; каждое же ее слово пропитано ядом.

XX // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех