Шырав
Шырав ĕçĕ:
25. Вара Иосафатпа унӑн халӑхӗ унта тупӑш пухма пынӑ, темӗн чухлӗ пурлӑх, тумтир, хаклӑ япала тупнӑ, ӗнтӗ хӑйсем йӑтса каяйми пуҫтарнӑ.
2 Ҫулс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Темиҫе ҫултан вӑл Самарие Ахав патне кайнӑ; Ахав ун валли тата унпа пӗрле пынӑ ҫынсем валли темӗн чухлӗ шултӑра выльӑхпа вак выльӑх пусса тултарнӑ, Иосафата хӑй майлӑ ҫавӑрса Галаадри Рамоф хули ҫине вӑрҫӑпа кайма сӗннӗ.
2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ӑна хӑй Давид хулинче туса янтӑланӑ тупӑклӑха пытарнӑ; ырӑ шӑршӑлӑх тата тӗрлӗрен тунӑ сӗрӗш хурса тултарнӑ сак ҫине вырттарнӑ, ҫавна ун ячӗпе темӗн чухлӗ ҫунтарнӑ.
2 Ҫулс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иудейсем вара темӗн чухлӗ пурлӑх пухса тултарнӑ.
2 Ҫулс 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вара вӑл патшана ҫӗр ҫирӗм талант ылтӑн, темӗн чухлӗ ырӑ шӑршӑлӑх, хаклӑ йышши чул парнеленӗ; Соломон патшана унччен никам та Савея ҫӗрӗн майра патши парнеленӗ чухлӗ ырӑ шӑршӑлӑх парнелемен пулнӑ.
2 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Савея ҫӗрӗн майра патши, Соломон мухтавӗ ҫинчен илтсе, ӑна тупмалли юмахсемпе сӑнаса пӑхмашкӑн Иерусалима килнӗ; вӑл питӗ пысӑк пуянлӑхпа ҫитнӗ: тӗвесем ҫине ырӑ шӑршӑлӑх, темӗн чухлӗ ылтӑнпа хаклӑ йышши чул тиенӗ пулнӑ.
2 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эпӗ халӑм ҫитнӗ таран Туррӑм Ҫурчӗ валли мӗн кирлине турӑм: ылтӑн япаласем валли ылтӑн, кӗмӗл япаласем валли кӗмӗл, пӑхӑр япаласем валли пӑхӑр, тимӗр япаласем валли тимӗр, йывӑҫ япаласем валли йывӑҫ, харшана лартмалли оникс чулӗ, илемлӗ те тӗрлӗ тӗслӗ чулсем, хаклӑ йышши чулсем тата темӗн чухлӗ мрамор хатӗрлерӗм, 3. манӑн хамӑн та ылтӑн-кӗмӗл пурлӑхӑм пур, Туррӑм Ҫуртне юратнӑран эпӗ ӑна та Туррӑм Ҫурчӗ валли паратӑп; ку ӗнтӗ Сӑваплӑ Ҫурт валли хатӗрленӗ пурлӑх ҫумне хушса пани пултӑр: 4. ҫуртсен стенисене сӑрма виҫӗ пин талант ылтӑн, Офир ылтӑнӗ, ҫичӗ пин талант таса кӗмӗл паратӑп, 5. ҫакӑ ӗнтӗ ылтӑн япала тума, кӗмӗл япала тума, ӳнерҫӗсен алли тӑвакан япала валли пултӑр.
1 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ӗҫлевҫӗсем — чул чутлакансем, эреш ӑстисем, каскалакансем, тӗрлӗ ӗҫе пултаракансем — темӗн чухлех санӑн; 16. ылтӑн-кӗмӗлпе пӑхӑр-тимӗрӗн шучӗ те ҫук: пуҫла та ӗҫле.
1 Ҫулс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Давид хапха алӑкӗсем валли пӑталӑх тата хытаркӑчсем валли темӗн чухлӗ тимӗр хатӗрленӗ, шутсӑр нумай пӑхӑр хатӗрлесе хунӑ, 4. кедр йывӑҫӗ те шутсӑр-сумсӑр пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн Сидонпа Тир ҫыннисем Давида кедр йывӑҫӗ нумай кӳрсе панӑ.
1 Ҫулс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Давид вӗсенӗн патши пуҫӗнчен пуҫкӑшӑльне хывса илнӗ, унта пӗр талант ылтӑн та темӗн чухлӗ хаклӑ йышши чул пулнӑ; пуҫкӑшӑльне Давид пуҫне тӑхӑнтартнӑ.
1 Ҫулс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Адраазар хулисенчен — Тивхафа хулипе Кун хулинчен — Давид темӗн чухлӗ пӑхӑр илсе килнӗ.8. А из Тивхавы и Куна, городов Адраазаровых, взял Давид весьма много меди.
1 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Давид патӗнче вӗсем виҫӗ кун пулнӑ, ӗҫнӗ-ҫинӗ, мӗншӗн тесессӗн тӑванӗсем вӗсем валли пӗтӗмпех хатӗрлесе хунӑ пулнӑ; 40. ҫавӑнта ҫывӑхра пурӑнакансем те — Иссахар, Завулон, Неффалим йӑхӗсем таранах — ашаксемпе те, тӗвесемпе те, ашакла лашасемпе те, вӑкӑрсемпе те темӗн чухлӗ ӗҫме-ҫиме: ҫӑнӑх, смоква, иҫӗм ҫырли, эрех, йывӑҫ ҫӑвӗ илсе килнӗ, шултӑра выльӑхӗпе вак выльӑхне те питӗ нумай илсе пынӑ, мӗншӗн тесессӗн Израильшӗн пысӑк савӑнӑҫ ҫитнӗ.
1 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Турӑ ҫыннийӗн тарҫи ирхине ирех тӑрса тухнӑ; акӑ хула йӗри-тавра — темӗн чухлӗ ҫар, лашасем тата вӑрҫӑ ураписем.15. Поутру служитель человека Божия встал и вышел; и вот, войско вокруг города, и кони и колесницы.
4 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Сири патши унта лашасемпе вӑрҫӑ ураписем тата темӗн чухлӗ ҫар янӑ.
4 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ӗнтӗ Израиль патши ҫар ертсе тухнӑ та Сири ҫарне аркатса тӑкнӑ, вӗсен учӗсемпе ураписене темӗн чухлӗ ярса илнӗ.21. И вышел царь Израильский, и взял коней и колесниц, и произвел большое поражение у Сириян.
3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Хӗрарӑм кайнӑ та Илия каланӑ пек тунӑ; вара вӑл хӑй те, Илия та, тӑлӑх арӑмӑн килӗ те темӗн вӑхӑт хушши апатран татӑлмасӑр пурӑннӑ.15. И пошла она и сделала так, как сказал Илия; и кормилась она, и он, и дом ее несколько времени.
3 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Халӗ ӗнтӗ килне кай; хулана ҫитсе ура ярса пусӑн ҫеҫ, ачу вилсе выртӗ; 13. ӑна пӗтӗм Израиль халӑхӗ хӳхлесе пытарӗ; Иеровоам кил-йышӗнчен пӗр ҫавӑ анчах тупӑклӑха кӗрӗ: Иеровоам килӗнчи ҫынсенчен пӗр унра ҫеҫ Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри умӗнче темӗн ырри тупӑннӑ.
3 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Фараон ӑна каланӑ: хӑвӑн ҫӗршывна каясчӗ тетӗн, темӗн ҫитмест-им сана ман патӑмра? тенӗ.22. И сказал ему фараон: разве ты нуждаешься в чем у меня, что хочешь идти в свою землю?
3 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Офиртан ылтӑн кӳрсе тӑракан Хирам карапӗ те темӗн чухлӗ хӗрлӗ йывӑҫпа хаклӑ йышши чул илсе килнӗ.
3 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вара вӑл патшана ҫӗр ҫирӗм талант ылтӑн, темӗн чухлӗ ырӑ шӑршӑлӑх, хаклӑ йышши чул парнеленӗ; Соломон патшана унччен нихӑҫан та Савея ҫӗрӗн майра патши парнеленӗ чухлӗ ырӑ шӑршӑлӑх парнелемен пулнӑ.
3 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.