Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хуҫӑлса ӳкнӗ турат шӑтӑрт-шатӑрт туни, чӑтлӑх вӑрманта мӗн те пулин чӑштӑртатни, ҫӗрлехи кайӑк пӑлханчӑклӑн кӑшкӑрса яни — пурте ӑна шартах сиктерчӗ, хӑратса пӑрахрӗ.
XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Асаплӑ шӑплӑх темиҫе ҫеккунт тӑсӑлчӗ, унтан, аслати шартлатса ҫапнӑ пек, умлӑн-хыҫлӑнах пӑшал сассисем кӗрӗслетсе кайрӗҫ, ҫӗрлехи тӗттӗмре ҫутӑ тӑрӑхӗсем ялтлатса илчӗҫ.
XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Аслӑ картиш, сарайсен ҫивиттийӗсем, яштака тирексен ҫӳлелле кармашнӑ шӳрлеке тӑррисем, юпаран кӑкарса, ҫурӑмӗсем ҫине ашӑк витнӗ лашасем — пурте ҫӗрлехи ҫутӑра хурарах кӑвак мӗлкесем майлӑ курӑнаҫҫӗ.
XI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Лаша тарпа тата ҫӗрлехи нӳрӗкпе йӗпеннӗ ӑмрипе Григорие ҫурӑмӗнчен пырса таклаттарчӗ, чӗрнисемпе ун урисем патӗнчех сӗлкӗшлӗ юра чӑвӑш-чавӑш чапӑштаттарса ӑсрӗ.
XI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Каҫ пулнӑранпах пӑлханса шухӑшланипе чунӗ пушанса юлнӑскер, юр тӗтреллӗн ҫутатакан ҫӗрлехи сӗмлӗхелле кӑштах салхуллӑн тинкерсе, вӑл нумайччен пас тытнӑ сивӗ чӳрече ҫумне пичӗпе тӗршӗнсе ларчӗ.
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хупписене хупман чӳречерен пӳлӗме ҫӗрлехи хӑмӑр кӑвак ҫутӑ тӗксӗммӗн сӑрхӑнса кӗрет.Через не прикрытое ставнями окно в комнату вторгался густой, лиловый свет ночи.
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хӗвел анни нумай та пулмасть-ха, тавралӑх ҫапах та ҫӗрлехи пек тӗттӗмленчӗ: ҫӑра та тӗксӗм пӗлӗтсем тӳпене карса илчӗҫ.По небу ползли густые облака, и хотя солнце село недавно, было уже совсем темно.
Курман-илтмен кайӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–28 с.
Кантӑк тӑрӑх ҫумӑр чӑшӑлтатса юхрӗ, таҫта ҫӗрлехи инҫелӗхре пӑравус йывӑррӑн хашлатса сывларӗ, такамран пулӑшу ним усӑсӑр кӗтнӗ евӗр, вӑраххӑн та эрлӗклӗн кӑшкӑртрӗ.
4 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Больницӑран тухнӑ хыҫҫӑнхи пӗрремӗш кун Сергейшӑн нимӗнле ҫӗнӗлӗх те памарӗ, ҫӗрлехи йывӑр шухӑшсене те сиреймерӗ.
2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Ҫӗрлехи тикӗт сӑнлӑ хура тӳпе тӑрӑх талккишпех мӑкӑрланса куҫакан ҫумӑр пӗлӗчӗсене ҫил кӑнтӑралла хӑвалать.
XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хам тата хӑратӑп: ҫӗрлехи ӗҫ-ҫке-ха, ҫав шӑв-шава илтсе, кам та пулин арпалӑха килсе кӗрӗ те аван мар пулса тухать.А сам боюсь: дело ночное, как раз ишо кто-нибудь припрется в мякинник на этот наш шум.
XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Пӳлӗме ҫӗрлехи сулхӑн сывлӑш палкаса кӗчӗ.
IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫӗрлехи тӗттӗмрен кӗнӗ хыҫҫӑн курница маччинчен ҫакса хунӑ пысӑк лампа ҫути унӑн куҫне шартарса ячӗ, сӑмсине ҫӑра та йӳҫӗ махорка тӗтӗмӗн йывӑр шӑрши пырса ҫапрӗ.
IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Карттус тӑхӑнмасӑрах крыльца ҫине тухрӗ, хӑйне ҫӑмӑлтарах пек туйса, ҫӗрлехи уҫӑ сывлӑша кӑкӑр тулли сывласа илчӗ.Не надевая фуражки, вышел на крыльцо, с облегчением, всей грудью, вдохнул свежий ночной воздух.
VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Чуххӑмӑн ҫеҫ куҫса пынӑ май, вӗсем ҫӗрлехи тӗттӗмре ҫине-ҫинех утса каҫмалла мар кӳлӗсемпе ҫурхи шыв тулса ларнӑ ланкашкасем тӗлне пыра-пыра тухрӗҫ.
II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫӗрлехи сӗм-тӗттӗмре хыҫран йӗрлесе пыма май ҫукран ҫеҫ ӑна тӗппипе ҫӗмӗрсе тӑкаймарӗҫ.
II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ун ҫӗрлехи шухӑшӗсене вӑрттӑн итлемен вӗт-ха вӑл?
6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Унтан вара казаксем хупӑрласа илнӗ кронштадтсем ҫӗрлехи пӑч-тӗттӗмре питӗ нумай «пулеметсем» шатӑртатнине, хӑйсен застависем тӗлли-паллисӗр перкелешнине, казаксем хиклетнине, ҫывхарса килекен утлӑ ҫар ҫухӑрашнине тата лаша урисем янӑравлӑн тӗпӗртетсе ҫывхарнине илтнӗ те Дон еннелле тапса сикнӗ, ункӑран ҫӗмӗрсе тухнӑ, анчах повстанецсем вӗсен ҫулне утлӑ атакӑпа пӳлсе илнӗ.
LVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӗсем тӗттӗм тӑкӑрлӑкра сӑмах чӗнмесӗр тӑчӗҫ, унтан хускалми шӑплӑхпа, ҫӗрлехи тӗттӗмпе, ҫамрӑк курӑкӑн ӳсӗртсе яракан шӑршипе илӗртекен ҫеҫенхирелле ним шарламасӑрах утса кайрӗҫ.
L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Лешӗ ҫӑмха пек хутланса выртнӑ та куҫне сӑран подсумок ҫине хурса тӗлӗрет; яппун патронташӗ унӑн айӑк пӗрчине ыраттарать, анчах хӑй пурпӗр майлӑрах ҫаврӑнса выртма ӳркенет, ҫӑтах пӗркенсе кӗптеннӗ шинель арки айне ҫӗрлехи сивӗ сывлӑша кӗртес килмест унӑн.
XLVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.