Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑрӑммӑн сăмах пирĕн базăра пур.
вӑрӑммӑн (тĕпĕ: вӑрӑммӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халь ӗнтӗ хӗрарӑм вӑрӑммӑн тӑстарса кӑшкӑраймасть: унӑн ҫӑварне пыр тӗпӗ таранах Половцев юбка тӗркелесе чиксе лартрӗ.

Под его скрюченным пальцем резиново подается, потом мягко ползет разорванная губа, палец — в теплой крови, но женщина уже не кричит глухо и протяжно: в рот ей до самой глотки забил он скомканную юбку.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Мучи кӑмӑлсӑр пулса вӑрӑммӑн шӑхӑрса ячӗ те крыльца умӗнчен пуринчен малтан пӑрӑнса утрӗ.

Дед протяжно и огорченно свистнул, первый повернул от крыльца.

2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Таса хир! — тем шутланӑ май кулкаласа, вӑрӑммӑн сывласа каларӗ ача.

— Чистое поле! — сказал мальчик, задумчиво улыбаясь, вздыхая.

Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.

— Ла-а-йӑх, — вӑрӑммӑн сывласа куҫӗсене чарса каларӗ ача.

— Ло-овко, — вздохнул мальчик, широко раскрыв глаза.

Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.

— Хам вырӑна илсе ларт, — терӗ Ленька, вӑрӑммӑн, сывласа, — хӑваласа ячӗҫ вӗсене.

— Сними, — сказал Ленька, вздыхая, — прогнали…

Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.

Унтан, вӑрӑммӑн сывласа, хушса хучӗ:

Вздохнув, он затем сказал:

Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.

Хуллен пыратпӑр, амӑшӗ хушӑран чарӑнса тӑрать те, вӑрӑммӑн сывласа, пуҫне ҫӳлелле ҫӗклет, йӗри-тавралла — тинӗс, вӑрман, тусем ҫинелле пӑхкалать, унтан ывӑлӗн питне тинкерсе пӑхать — унӑн асап куҫҫулӗпе витӗрех ҫуса тасалнӑ куҫӗсем каллех тӗлӗнмелле таса, каллех йӑлкӑшаҫҫӗ, вӗсенче иксӗлми юрату кӑвак ҫутӑпа ҫиҫсе тӑрать.

Шли — тихонько, иногда мать останавливалась, глубоко вздыхая, вскидывала голову вверх, оглядывалась по сторонам, на море, на лес и горы, и потом заглядывала в лицо сына — глаза ее, насквозь промытые слезами страданий, снова были изумительно ясны, снова цвели и горели синим огнем неисчерпаемой любви.

Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.

— Таса турӑ амӑшӗ, ырӑ турӑ амӑшӗ, — тет чӗтре-чӗтре, вӑрӑммӑн сывласа хӗрарӑм, сапаланнӑ ҫӳҫне-пуҫне енчен енне пӑркалать.

— Пресвятая, пречистая, — вздрагивая, вздыхала мать и перекатывала растрепанную голову по котомке с боку на бок.

Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.

Аллисем лӗнчӗр кайрӗҫ те, вӑл пичӗпе ҫӗр ҫумне тӑрӑнчӗ, чӗтрекен урисене тӑсса, каллех ӳленӗ пек вӑрӑммӑн кӑшкӑрса ячӗ.

Подломились руки, она упала, ткнулась лицом в землю и снова завыла, судорожно вытягивая ноги.

Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.

Эпӗ мӗн пулнине ӑнланса илтӗм те (кун пеккине эпӗ пӗрре курсаттӑм), паллах, хӑраса, аяккалла сиксе ӳкрӗм; хӗрарӑм, сассине вӑрӑммӑн тӑсса, хытӑ ӳлесе ячӗ, унӑн сиксе тухас пек чарӑлнӑ куҫӗсенчен хура куҫҫуль тухса, мекӗрленнипе хӗрелнӗ пичӗ тӑрӑх юхса анчӗ.

Я понял, в чем дело, — это я уже видел однажды, — конечно, испугался, отпрыгнул, а баба громко, протяжно завыла, из глаз ее, готовых лопнуть, брызнули мутные слезы и потекли по багровому, натужно надутому лицу.

Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.

Ҫынсем кӑшкӑрни вӑрӑммӑн янӑракан йынӑшнӑ сасӑ пулса тӑнӑ…

Крик избиваемых сливался в гулкий и протяжный стон…

Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.

Ҫапах та хӑшпӗр чух юрӑсем юрлаттӑмӑр, пирӗн юррӑмӑр ак ҫапла пуҫланатчӗ ӗҫ хушшинче сасартӑк пӗри ывӑннӑ лаша пек ассӑн сывласа яратчӗ те, ерипен, вӑрӑммӑн ӗнермелли юрӑсенчен пӗрне таса пуҫлатчӗ; ун пек юррӑн хурлӑхлӑ, ҫепӗҫ кӗвви яланах юрлаканӑн чунне ҫӑмӑллатать.

Иногда мы пели, и песня наша начиналась так: среди работы вдруг кто-нибудь вздыхал тяжелым вздохом усталой лошади и запевал тихонько одну из тех протяжных песен, жалобно-ласковый мотив которых всегда облегчает тяжесть на душе поющего.

Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.

Коновалов, эпӗ мӗн каласса кӗтсе тӑмасӑр, кӗнекене хӑй аллине тытрӗ, хӑра-хӑра тенӗ пек ҫавӑркаласа пӑхрӗ, уҫрӗ, хупрӗ, унтан, вырӑнне хурса, вӑрӑммӑн сывласа илчӗ.

Коновалов, не дожидаясь моего ответа, взял книгу в свои руки, осторожно повертел ее, открыл, закрыл и, положив на место, глубоко вздохнул.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Кӑмакара вӑрӑммӑн касса ҫурмаран ҫурнӑ вутӑ шартлатса ҫунать, унӑн хӗлхемӗ, пӗр сӑмахсӑр тем ҫинчен каласа панӑ пек, кӑвакарнӑ стена ҫинче чӗтренсе выляса тӑрать.

В печи жарко горели длинные плахи дров, и отраженное на серой стене пекарни пламя их колебалось и дрожало, точно беззвучно рассказывало о чем-то.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Челкаш вӑрӑммӑн сывласа илчӗ те ансӑр вӗрен-пусма тӑрӑх ҫӳлелле хӑпарса кайрӗ.

Челкаш вздохнул и полез вверх по узкой веревочной лестнице.

III сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Н-да! — йӗкӗт вӑрӑммӑн сывласа илчӗ.

Н-да! — Парень вздохнул.

I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Вӑл вӑрӑммӑн сывласа ячӗ, аллисене хӑйпе юнашар тӑракан хӗрарӑмсен хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ:

Она глубоко перевела дыхание и обхватила за плечи рядом сидящих женщин:

40-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Тӗрӗсне — тӗрӗсех те-ха, — вӑрӑммӑн тӑстарса каларӗ Семушкин, — вӑл вӗт, Захар мучи, темӗнле…

— Правильно-то правильно, — неопределенно протянул Семушкин, — только он ведь такой, дед Захар…

32-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Автан ун урлӑ каҫрӗ те, ӗнесем ҫинелле пӑхрӗ, пурне те участока кӗме чӗннӗ пек, вӑрӑммӑн тӑстарса мӗкӗрсе ячӗ.

Петушок перемахнул через нее и, скосив на коров глаза, протяжно замычал, словно приглашая всех зайти на участок.

28-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Федя, сасӑ илтӗннӗ енне чупас тенӗ кӑна, ҫав вӑхӑтра сар кайӑк хурлӑхлӑн та вӑрӑммӑн юрласа янӑ.

Федя бросился было на шум, но тут до него донесся протяжный и грустный посвист иволги.

24-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех