Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

арман сăмах пирĕн базăра пур.
арман (тĕпĕ: арман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пуҫра халӗ те кӑтрашкаллӑ арман чулӗ вӑраххӑн ҫаврӑнать, урасем малтанхинчен те ытларах ҫунса тухас пек ыратаҫҫӗ.

В голове еще медленно кружились щербатые жернова, ноги горели и ныли пуще прежнего.

3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Пуҫра темӗн йывӑррӑн шавлать, унта пуҫ мимине чӗтретсе кивӗ те кӑтрашкаллӑ арман чулӗ кӗмсӗртетсе ҫаврӑннӑ пекех пулнӑ.

В голове стоял глухой, тяжелый шум, точно вращались в ней, грохоча, сотрясая мозг, старые, щербатые жернова.

3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Ваня арман чулӗ ҫинче ларса, пӳрт ҫинчен куҫ илмесӗр, ҫав начальник тухмӗ-ши, тесе чӑтӑмлӑн кӗтнӗ.

Ваня сидел на мельничном жёрнове и, не спуская глаз с избы, терпеливо ждал, не покажется ли этот начальник.

9 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Вӑл кивӗ арман чулӗ ҫине ларчӗ, янаххине ал тупанӗ ҫине хучӗ те, хапха ҫинчен куҫ илмесӗр пӑхса, чӑтӑмлӑн кӗтме тытӑнчӗ.

Он сел на старый мельничный жёрнов, положил подбородок на кулаки и стал терпеливо ждать, не спуская глаз с калитки.

9 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Тата, каласан, арман чулӗсен кӑшӑлӗсене, йӗнерсене, йӗке тӑпсисене тата ыттисене те тимӗртен тунӑ вӗт.

Еще сказать, обручи для камней мельницы, седла, осевые петли и другое из железа ведь сделано.

Ҫил арманӗ // Иван Мучи. Иван Мучи. Кулӑшла калавсем: Калавсем, фельетонсем. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1982. — 176–177 с.

Енчен те вӑл хӑй ӑҫта ҫуралнине ӑнланать пулсан, хӑй хӑш халӑх пулнине туять пулсан — ҫав ҫыннӑн тымарӗ пур, ӑна нимӗнле глобализаци те, нимӗнле космополитизм та арман евӗр вакласа-ҫавӑрттарса пӗтереймӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫын тымарӗ. Чӑвашӑн вӑл пур-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3116-%D2%AA% ... B8%3F.html

Михаил Иванович Мостов акӑ 6 арман тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чуна ҫывӑх тӑван ялӑм // Марина ЛЕОНТЬЕВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.08.02

Ҫамрӑксен пуҫарӑвне ырласа аслӑ ӑрурисем уява тахҫан 6 арман тытнӑ Мостовсен йӑхӗ пурӑннӑ вырӑнта – халӗ кунта уҫӑ лапам – ирттерме палӑртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чуна ҫывӑх тӑван ялӑм // Марина ЛЕОНТЬЕВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.08.02

Пахча сухаламалла-сӳрелемелле, ҫӗрулми лартмалла, утӑ-улӑм турттармалла, арман авӑртмалла, тислӗк тӑкмалла...

Огород надо вспахать или боронить, картошку сажать, сено возить, в мельнице молотить, навоз возить...

Янаварӑм ман, янаварӑм, Эп сана йӗвентен ямарӑм... // Татьяна Борисова. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Бакунин, Кушкӑ, Арман, Вутпа кӗрешекенсен, Совхоз, Шевченко, Ҫырла.

Бакунина, Кошкинский, Мельничный, Огнеборцев, Совхозный, Шев­ченко, Ягодный.

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче миравай судьясен должноҫӗсене тата суд участокӗсем туса хурасси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Пирӗн патран тухса арман кассине утрӗҫ.

После того, как вышли от нас, направились на мельничную улицу.

Выҫӑллӑ-тутӑллӑ ачалӑхӑм // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

Ӗлӗк арман тӗлӗнчи кӗперпе унталли ялсене лашапа ҫӳренӗ.

Раньше в те деревни, по мосту около мельницы, ездили на лошадях.

Чӳречерен курӑнакан кӳршӗ ял // Тамара ВЕРЕНДЕЕВА. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Етӗрнекасси пирӗн ялӑн Тури арман улӑхӗпе тӗлме тӗл пӗр 4 ҫухрӑмри тӳпемре ларать.

Куҫарса пулӑш

Чӳречерен курӑнакан кӳршӗ ял // Тамара ВЕРЕНДЕЕВА. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Пӗлетӗр-и: Арман ман пекех ачаш, ҫемҫе кӑмӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Арман — Ҫӗпӗр тӑрӑхӗнчи хаски йӑхӗнчен.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

— Вӑл Арман ятлӑ.

- Его Арман зовут.

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

22. Урамусенче кӗсле калани те, юрӑ юрлани те, шӑхлич калани те, трупа кӑшкӑртни те илтӗнмӗ урӑх; пӗр ӑста та тупаймӑн унта, вӗсен ӗҫӗсене те кураймӑн; арман чулӗн сассине те илтеймӗн.

22. И голоса играющих на гуслях, и поющих, и играющих на свирелях, и трубящих трубами в тебе уже не слышно будет; не будет уже в тебе никакого художника, никакого художества, и шума от жерновов не слышно уже будет в тебе;

Ӳлӗм 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Унтан пӗр вӑйлӑ ангел пысӑк арман чулӗ евӗрлӗ чул илчӗ те ӑна тинӗсе пӑрахса каларӗ: Вавилона, аслӑ хулана, ҫапла вӑркӑнтарӗҫ — вара вӑл пулмӗ те.

21. И один сильный Ангел взял камень, подобный большому жернову, и поверг в море, говоря: с таким стремлением повержен будет Вавилон, великий город, и уже не будет его.

Ӳлӗм 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Иисус тата Хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: илӗртӳ-ултав пулатех, анчах та ҫакӑ кам урлӑ килет, ҫавна хуйхӑ ҫитӗ: 2. кам ҫак пӗчӗкҫӗскерсенчен пӗрне те пулин илӗртсе ҫылӑха кӗрет, ҫавна мӑйӗнчен арман чулӗ ҫакса тинӗсе пӑрахсан, ӑна хӑйне авантарах пулӗччӗ, тенӗ.

1. Сказал также Иисус ученикам: невозможно не придти соблазнам, но горе тому, через кого они приходят; 2. лучше было бы ему, если бы мельничный жернов повесили ему на шею и бросили его в море, нежели чтобы он соблазнил одного из малых сих.

Лк 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

42. Кам та кам ҫак Мана ӗненекен пӗчӗкҫӗскерсенчен пӗрне илӗртсе ҫылӑха кӗртет, ҫавӑн мӑйне арман чулӗ ҫакса тинӗсе пӑрахсан, ӑна хӑйне авантарах пулӗччӗ.

42. А кто соблазнит одного из малых сих, верующих в Меня, тому лучше было бы, если бы повесили ему жерновный камень на шею и бросили его в море.

Мк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех