Шырав
Шырав ĕçĕ:
Прага ҫывӑрать, ӑҫта та пулин пӗр-пӗр ача тӗлӗкре макӑрса ярать пулӗ тата упӑшки арӑмне хулпуҫҫинчен тӗртсе илет пуль.Прага спит, разве только где-нибудь во сне заплачет ребенок и муж приласкает жену.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Вӑл мана чейпе хӑналама тытӑнчӗ, анчах хӑй пӗрехмай чейник ҫинче палӑракан ман сӑн ҫине пӑхать те, тарӑнӑн сывла-сывла илет.Стала чаем угощать, а сама все в чайник на мое отражение глядит и все вздыхает.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, такам гранит ҫинчен йӗс паллӑсене хӑпӑтса илет.По сообщению сайта, кто-то отдирает от гранита латунные знаки -
Сӑтӑрҫӑсем Хӗрлӗ тӳремри плита ҫинчен чӑваш символӗсене вӑрлаҫҫӗ // Ирӗклӗ сӑмах. Ирӗклӗ сӑмах
Йӗппине питӗ ӑста тыткалани тӑрӑх вӑл ҫӗвӗҫ иккенӗ лайӑхах палӑрать — хӑй вӑл минутсерен тенӗ пекех тавралла пӑха-пӑха илет.
XIX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Унӑн капӑрлатса пӗтернӗ пуҫӗ хаклӑ йышши чулсем, бриллиантсем пуснипе усӑннӑ пекех туйӑннӑ; хушӑран вӑл, асӑрхасах тыткаламан алӑ йӗппе-мӗнпе перӗнкеленӗ хыҫҫӑн, ҫӳҫенсе чӗтренкелесе илет, анчах шарламасть.
XVIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Хушӑран кӑна ӑшӑ ҫил варкӑшса илет те, сад пахчинче вӑштӑртатнӑ сасӑ илтӗнкелет.Изредка подымался ветерок, и легкий шорох пробегал по всему саду.
XV сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫав хушӑрах хӑй минутсеренех сехет ҫине пӑха-пӑха илет.
XII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Антон Пафнутьич ун хыҫҫӑн чылаях хавассӑн утать, хутран-ситрен, ҫумӗнчи укҫи пурри-ҫуккине пӗлме, кӑкӑрне хыпашласа илет.
X сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Хӑнасем Миша вилӗмӗ ҫинчен каласа панине тимлесех итлерӗҫ, Дефоржӗ ҫинелле тӗлӗнсе пӑха-пӑха илчӗҫ, лешӗ, калаҫу ун паттӑрлӑхӗ ҫинчен пынине пӗлмен пек, хӑй вырӑнӗнче лӑпкӑн кӑна ларать, хушӑран ҫеҫ хӑйӗн шухӑ вӗренекенне ятлакаласа илет.
IX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Кӗлӗ пуҫланчӗ, клырос ҫинче килти певчисем юрлаҫҫӗ, Кирила Петрович хӑй те вӗсемпе пӗрле ӗнӗрлесе пырать, ниҫта пӑркаланмасӑр кӗл тӑвать, диакон хӑйӗн хулӑн сассипе ҫак чиркӗве тӑваканӑн ятне асӑнсассӑн, вӑл, мӑнаҫлӑ лӑпкӑлӑхпа ҫӗре ҫитех тайӑлса, сӑхсӑхса илет.
IX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Учитель килнӗ хыҫҫӑн темиҫе кунран Троекуров ҫавӑн ҫинчен аса илет те, ӑна „пӗрре упа пӳлӗмне кӗртсе хӑналантарас шут тытать.
VIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вара вӑл расход кӗнекинчен пӗр листине тӑпӑлтарса илет те, пӗтӗм Кистенӗвкипе пӗртен пӗр хут пӗлекен Харитон ятлӑ повӑра ҫыру ҫыртарать, ҫав кунах ӑна хулари пуштӑна леҫтерет.
III сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Унтан Дубровский чернил кӗленчи ярса илет те, ӑна пӗрех заседатель ҫинелле ывӑтать.
II сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Сасартӑк вӑл пуҫне ҫӗклет, куҫӗсем ун йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ, вӑл урипе ҫӗре тапса илет, секретаре ҫав тери вирлӗн тӗртсе янипе, лешӗ кайсах ӳкет.
II сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Кирек мӗнле пулсан та, 18… ҫулта, февралӗн 9-мӗш кунӗнче, Дубровский хула полицийӗнчен поручик Дубровскийпе генерал-аншеф Троекуров хушшинчи тавлашуллӑ имени пирки йышӑннӑ решенине итлеме тата хӑй унпа килӗшни-килӗшменни ҫинчен алӑ пусма хӑйне земски судья патне пыма чӗнекен хут илет.
I сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вучахра сивӗнекен чулсем шартлатса илкелеҫҫӗ, сайра-хутра ҫеҫ шӑрчӑк хуллен чӗриклетсе илет, ҫӗрпӳрт ҫийӗнче ватӑ хырсем лӑпкӑн та пӗр евӗрлӗн кашлаҫҫӗ, алӑк умӗнче, тулта, йывӑр тумла патлатса тумлать.
17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хушӑран вӑл Алексей ҫине темӗнле хӑраса пӑхать те, пырне ларнӑ япалана ҫӑтнӑ пек, сасартӑк ассӑн сывласа илет.
15 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Э? — Кучченеҫсене йышӑннӑ чух ҫапла калаҫса илет Михайла мучи.
15 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Федька, пиччӗш хулпуҫҫийӗ урлӑ сӗтел ҫинчи сахӑр катӑкӗ ҫине пӑхса илет те, сурчӑкне ӑмсануллӑн лӑнкӑртаттарса ҫӑтать.
15 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫакӑн пек туйӑм этемӗн чунне вӑл кашни вилӗмле хӑрушлӑха тӳссе ирттернӗ хыҫҫӑнах ҫавӑрса илет.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950