Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Сӑтӑрҫӑсем Хӗрлӗ тӳремри плита ҫинчен чӑваш символӗсене вӑрлаҫҫӗ

Автор: Ирӗклӗ сӑмах

Ҫӑлкуҫ: Ирӗклӗ сӑмах

Хушнӑ: 2019.08.07 22:02

Пуплевӗш: 8; Сӑмах: 98

Текст тӗсӗ: Хыпар

Вырӑсла Тема: Культура

Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре «Ӑс-хал символӗ» хӑми ҫинчен чӑваш «рунисем» ҫухалма пуҫланӑ, пӗлтерет «На связи» портал.

Сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, такам гранит ҫинчен йӗс паллӑсене хӑпӑтса илет. Хальлӗхе «пӗлӳлӗх», «аталану», «пулӑшу» пӗлтерӗшлӗ тата ытти символсем ҫухалма ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ.

Шупашкар авӑрӗнче ларакан «Ӑс-хал символӗ» скульптурине 2008-мӗш ҫулта Республика кунӗ ячӗпе хулари пӗр банк парнеленӗччӗ. Карелирен илсе килнӗ гранит плити икӗ метра виҫӗ метр лаптӑкӑш, 7 тонна ытла таять. 53 чӑваш тӗрриллӗ йӗс палла ятарласа Питӗрти заводра шӑратнӑ.

«Ӑс-хал символӗсен» пӗлтерӗшӗсене Фёдор Искендеровӑн «Чӑваш эрешӗсемпе эмблемисен азбуки» кӗнекинчен илнӗ. Хӑшӗ-пӗри ҫак пӗлтерӗшсем чӑвашсен ӗлӗкхи культурипе тӳр килмеҫҫӗ, вӗсене халӗрехпе анчах шухӑшласа кӑларнӑ тесе шутлаҫҫӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех