Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кайрӗҫ (тĕпĕ: кай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Взвод командирӗн ҫаврака хӑлха ҫунаттисем кӑвар пек хӗрелсе кайрӗҫ.

Круглые ушные раковины взводного жарко вспыхнули.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Беженецсен лавӗсем хутора килсе тухиччен дружинниксем кӗпер айӗнче картла выляса выртрӗҫ, чӗлӗм туртрӗҫ, ҫаппа-ҫарамасланса, кӗпи-йӗмӗсен ҫӗввисене салтакӑн тӑрана пӗлми пыйти-шӑркинчен тасатрӗҫ, иккӗшӗ взвод командирӗнчен ыйтса Дон хӗррине шыва кӗме кайрӗҫ.

Пока в хуторе не появлялись беженские подводы, дружинники, лежа под мостом, играли в карты, курили, некоторые, растелешившись, очищали швы рубах и исподников от ненасытных солдатских вшей, двое отпросились у взводного — пошли на Дон купаться.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Ӑҫта ҫунать? — кустӑрмасем кӑлтӑртатнӑ шав витӗр илтӗнсе кайрӗҫ сасӑсем.

— Где горит? — сквозь дребезжащий гул колес зазвучали голоса.

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мӑн Кӑмрӑка ҫитичченех Прохора беженецсен лавӗсем хӑваласа ирте-ирте кайрӗҫ.

Всю дорогу до самого Громка Прохор ехал, обгоняемый подводами беженцев.

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Татарски хуторӗн пластунӗсемпе Вешенски Дружини, казак мар ҫынсенчен пуҫтарнӑскер, майӑн 21-мӗшӗнче Усть-Хопер станицинчи Чеботарев хуторӗнчен тухса, поход йӗркипе хӗрӗх ҫухрӑм ытла кайрӗҫ, ҫӗр каҫма Вешенски станицӑри Рыбный хуторӗнче чарӑнчӗҫ.

Татарские пластуны и иногородняя Вешенская дружина 21 мая вышли из хутора Чеботарева Усть-Хоперской станицы, проделали марш в сорок с лишним верст, ночевать расположились в хуторе Рыбном Вешенской станицы.

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ӗнисемпе сурӑхӗсене, кӗтӳсенчен уйӑрса, ҫул тӑрӑх хӑваласа кайрӗҫ.

Из табунов и гуртов разбирали коров и овец, гнали их вдоль дорог.

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кубань хӗрлӗармеецӗсем унӑн 1-мӗш дивизине сывлӑш ҫавӑрма памасӑр хӑваласа кайрӗҫ.

Кубанцы погнали его 1-ю дивизию без передышки.

LVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӑмрӑк пек сӳнӗк, шыҫса тӑртаннӑ куҫсем кӑштах ҫуталчӗҫ, хӑйӑлтатса тытӑнчӑклӑн пӑшӑлтатнӑ сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ:

Обуглившиеся, отекшие глаза загорелись, зазвучал хриплый, прерывистый шепот:

LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ача макӑрнипе, вӑл чуна ыраттармалла шелленине кӑмӑлӗ ҫемҫелнӗ Иван Алексеевичӑн та кӗтмен ҫӗртенех куҫҫулӗ пӑчӑртанса тухрӗ; ватса пӗтернӗ, юнӑхса кӳпченӗ тутине тӑварлӑ тумламсем чӗпӗтсе кайрӗҫ.

И у Ивана Алексеевича, тронутого детским плачем, ребячьей волнующей жалостью, навернулась непрошеная слеза, посолила разбитые, спекшиеся губы.

LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӑнтӑрла тӗлӗнче-ха вӗсем Тюкановски хуторне пырса кӗчӗҫ те, тем тӗрлӗ ылханса кӑшкӑрнӑ сӑмахсемпе тапкӑ-ҫупкӑ айӗнче, урам тӑрӑх строй варрипе утса кайрӗҫ.

В полдень вошли они в хутор Тюковновский, пошли по улице сквозь строй, осыпаемые проклятиями и ударами.

LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Богатырев килнӗшӗн пӗт пӗтӗм хӗпӗртесе ӳкнӗскерсем, аттисемпе брезент плащӗсем ҫинчи пылчӑка шӑлса аппаланмасӑрах вӗсем Богатыревсен пӳртне чупнӑ пек кӗрсе кайрӗҫ.

Грязи не обмахнув с сапог и брезентовых плащей, донельзя обрадованные прилетом Богатырева, они чуть не на рысях вбежали в богатыревский курень.

LIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Пӗтӗм халӑх ҫинче ая юхтарса кӑлариччен ислетес пулать! — хаваслӑн шавласа кайрӗҫ стариксем…

— Всенародно сечь, покеда пообмочутся! — обрадованно загомонили старики.

LIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Петр Богатыревпа юлташӗ кайрӗҫ.

Петр Богатырев и его спутник пошли.

LIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫапӑҫса кайрӗҫ.

Возникла рукопашная.

LII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӗсем тӗттӗм тӑкӑрлӑкра сӑмах чӗнмесӗр тӑчӗҫ, унтан хускалми шӑплӑхпа, ҫӗрлехи тӗттӗмпе, ҫамрӑк курӑкӑн ӳсӗртсе яракан шӑршипе илӗртекен ҫеҫенхирелле ним шарламасӑрах утса кайрӗҫ.

Они молча постояли в темном проулке и так же молча пошли в степь, манившую безмолвием, темнотой, пьяными запахами молодой травы.

L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Иван Алексеевичӑнне, пӑшалне тытса илсе, кӗсйисене ухтарчӗҫ; унтан площадьрен илсе кайрӗҫ.

Ивана Алексеевича обезоружили, обшарили у него карманы; повели с площади.

XLIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сӗтел патӗнче, ҫавраҫил ҫавӑрттарнӑ пек, хӗрлӗармеецсен сӑрӑ ҫӗлӗкӗсем хумханма, штыксен кӑвак вӗҫӗсем чӳкенме пуҫларӗҫ, пӗчӗкҫӗ сӗтел патне чешкисене чӑмӑртанӑ алӑсем туртӑнчӗҫ, площадьре, пӑшал пенӗ пек, кӗскен те тарӑхса кӑшкӑрнӑ сасӑсем янӑраса кайрӗҫ:

Около стола, как взвихренные ветром, заколебались серые красноармейские папахи, закачалась сизая щетина штыков, к столику протянулись сжатые в кулаки руки, по площади, как выстрелы, зазвучали озлобленные короткие вскрики:

XLIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫывӑхранах полк комиссарне ҫавӑтса кайрӗҫ.

Мимо провели комиссара полка.

XLIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Штокманпа Иван Алексеевич вырнаҫнӑ хваттерти Сердобск полкӗн салтакӗсем илӗм-тилӗмех тӑрса тухса кайрӗҫ.

Сердобцы, стоявшие на одной квартире со Штокманом и Иваном Алексеевичем, встали, ушли, едва забрезжило утро.

XLIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫирӗклӗхре 1-мӗшпе 2-мӗш батальонсем хӑйсен составӗн виҫҫӗмӗш пайне яхӑн ҫухатрӗҫ, каялла чакса кайрӗҫ.

В ольшанике 1-й и 2-й батальоны потеряли почти треть состава, отступили.

XLVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех