Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ята (тĕпĕ: ят) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Манӑн ята вара ҫырма пӗлейместӗн, — тетӗп.

— А вот мое имя небось не знаешь, как пишется! — говорю я.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Эпӗ хам ята калама та ӗлкӗреймерӗм, вӑл виҫӗмкун вӑрманта пилеш кайӑкӗпе кролик тытни ҫинчен калама тытӑнчӗ, унтан: — Ҫурта сӳнсен, Моисей ӑҫта пулнӑ? — тесе ыйтрӗ.

Но, прежде чем я успел ему ответить, он пустился мне рассказывать про сойку и про кролика, которых он поймал в лесу позавчера, а потом спросил, где был Моисей, когда погасла свечка.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Паллах, эпӗ пурне те питӗ лайӑх пӗлетӗп, ҫак чаплӑ ята тивӗҫлӗ пулма хамӑн мӗн ҫитменнине ҫав тери лайӑх пӗлетӗп… ытла та сахал хатӗрленнӗ тесе каласшӑн эпӗ; анчах ют патшалӑха кайса килме ирӗк илесси ҫине шанатӑп; кирлӗ пулсан, унта виҫ-тӑватӑ ҫул пурӑнатӑп та вара…

Конечно, я очень хорошо знаю всё, чего мне недостает для того, чтобы быть достойным такого высокого… я хочу сказать, что я слишком мало подготовлен, но я надеюсь получить позволение съездить за границу; пробуду там три-четыре года, если нужно, и тогда…

IV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Шӑв-шавра, хӗвӗшӳре эпӗ хам ята илтрӗм.

В шуме и сутолоке я услышал свою фамилию.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Дивизион командирӗ, ыттисемшӗн те асӑнмалӑх пултӑр тесе, ята ҫӗртекенсене «хӗртнӗ тимӗрпех» пӗҫертме шутларӗ пулас.

Командир дивизиона решил сразу же показать всем, что он будет каленым железом выжигать порочащие дивизион поступки.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Буньков кашни ята асӑнмассерен зал кӗрлеттерсе ал ҫупрӗ, вӑл хӑй вырӑнне ларсан вара пушшех ҫупма тытӑнчӗҫ.

Зал аплодировал каждому имени, названному Буньковым, а после того, как он сел, еще больше.

1943-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эпӗ кӑшт уҫрӑм та хамӑн хушамата, ята асӑрхарӑм.

Я взглянул мельком, увидел свое имя, фамилию.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Асту, ята ан яр!

И смотри будь на высоте.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эпӗ хушамата, ята, атте ятне каларӑм.

Я назвал фамилию, инициалы.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Черет ҫитсен мӗн каламаллине эпӗ хам ӑшра хатӗрлесе тӑратӑп: хушамата, ята, атте ятне, хӑҫан ҫуралнине, комсомол билечӗ илме ӗлкӗреймен пулсан та — комсомолец пулнине, Хӗрлӗ Ҫарта пулнӑ-и текен ыйту ҫине: пеме пӗлетӗп, «Ворошиловский стрелок» значок нормине пурнӑҫланӑ, тейӗп.

Про себя я повторял все, что мне предстоит сказать: фамилию, инициалы, год рождения, то, что я комсомолец (хотя я не успел получить в райкоме комсомольский билет — это неважно), вместо слов о службе в Красной Армии скажу, что умею стрелять и сдал нормы на значок «Ворошиловский стрелок».

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Геройсен ячӗсем хушшинче Павел хӑйне ҫывӑх ята, Игнат Панкратовӑн ятне илтсе савӑнать.

Среди имен героев Павел с радостью услыхал родное имя Игната Панкратова.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Вӑл пикенсех аса илме тӑрӑшрӗ, ҫавӑнтах таҫта пӗр кӗтесе хӗсӗнсе юлнӑ палланӑ ята аса илчӗ: «Иннокентий Павлович Леденев, никам та мар, ҫавах».

Напряженно заработала память и вытащила из укромного уголка запрятанное туда, но не забытое имя: «Леденев Иннокентий Павлович. Это он, и не кто иной».

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Вӑл ҫак ята, пӗрремӗш вырӑншӑн ҫине тӑрсах кӗрешнӗ хыҫҫӑн, Вайманран туртса илчӗ.

Он отнял это звание у Ваймана после упорной борьбы за первенство.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ҫамрӑк хӗрарӑм тухтӑр, хушамата, ята ҫырать.

Молодая женщина-врач записывает фамилию, имя.

Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Вӗсем урӑх ман ята ямӗҫ, тесе шанатӑп.

Надеюсь, они меня больше не подведут.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ман ята та ҫырӑр, унта шӑпа мӗн калӗ.

Напишите и моё имя, и пусть жребий решает.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Гленарван ҫак вырӑна ҫырса ҫитрӗ те, вара майор, Гленарванӑн йӗрке хыҫҫӑн йӗрке ҫырса пыракан алли ҫинчен куҫӗсене илмесӗр пӑхса тӑраканскер, «Айртон» ята вӑл мӗнле ҫырассине ыйтрӗ.

Гленарван дошёл до этого места в письме, как вдруг майор, не спускавший глаз с руки Гленарвана, выводившей строчку за строчкой, спросил, как он пишет имя «Айртон».

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ку кӳлӗ «Шурӑ» ята илме тивӗҫли, Хура тинӗс «хура» ята, Хӗрлӗ тинӗс «хӗрлӗ» ята, Сарӑ шыв «сарӑ» ята, юлашкинчен, Сенкер сӑртсем «сенкер» ята илме тивӗҫлӗ пулнинчен пӗрре те ытлашши мар.

Это озеро заслужило название «белого» не больше, чем Чёрное море — «чёрного», Красное море — «красного», Жёлтая река — «жёлтой» и, наконец, Синие горы — «синих».

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ӑнланатӑр-и ӗнтӗ эсир халӗ, ҫак ҫӗршыв континент ята илме тивӗҫлипех те тивӗҫлӗ!

Понимаете ли вы теперь, что эта страна вправе претендовать на звание континента?

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Робинзонсен утравӗ ята илме тивӗҫсӗр мар пек туйӑнать мана.

Кажется мне вполне достойным, называться островом Робинзонов.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех