Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӑмӑлтарах (тĕпĕ: ҫӑмӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халь ӗнтӗ ҫав ӗҫе тума ҫӑмӑлтарах та: ҫапӑҫу хирне пирӗн танксем тухрӗҫ.

Его выполнение облегчалось теперь тем, что на поле боя вышли наши танки.

XXV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫапах та траншейӑра уҫӑ сывлӑш ытларах, сывлама ҫӑмӑлтарах та ҫӑмӑлтарах.

Но в траншее было больше свежего воздуха, и с каждой секундой дышалось легче.

XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫӑмӑлтарах пек-и сана?

Не полегче тебе?

IX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫӑмӑлтарах, — терӗ Дятлов.

— Легче, — ответил Дятлов.

IV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫӑмӑлтарах пек-и халь сана?

— Тебе полегче стало?

IV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Утма та ҫӑмӑлтарах кунта, анчах лере ҫӳренинчен темиҫе хут хӑрушӑрах.

Идти здесь стало легче, но во много раз опаснее.

II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Унпа, ачсемӗр, чуна ҫӑмӑлтарах пек туйӑнать!

— А с ним, ребята, как-то легче душеньке!

I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Халӗ пире ҫӑмӑлтарах ӗнтӗ, эпир — иккӗн.

Ну, теперь нам легче, мы — вдвоем.

VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ӑна ҫӑмӑлтарах пек те туйӑнчӗ, тепӗр хут ӗҫлеме тытӑнсан, вӑл вӑхӑтлӑха хӑйӗн шухӑшӗсене те манса кайрӗ.

Ей стало легче, и она, опять взявшись за вилы, даже на время забылась от своих дум.

I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Сӗкӗнме ҫӑмӑлтарах вырӑна пыраҫҫӗ ӗнтӗ, татса тухма ҫӑмӑлтарах вырӑна!

— Придут в место, которое легче прорвать, в место, которое легче разорвать!

XX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Санӑн, хӑвах куратӑн, задача ҫӑмӑлтарах.

У тебя, сам видишь, задача попроще.

XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ланкин партире тӑман, ҫавӑнпа та ӑна партизансен отрячӗпе ҫыхӑну тытса пурӑннине фашистсенчен пытарма ҫӑмӑлтарах пулнӑ.

Ланкин был беспартийным и, значит, оставаясь на поверхности после ухода отряда, вызывал бы меньше подозрений со стороны фашистов.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ывӑлне ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе тӑрӑшса, ним сӑлтавсӑрах пӑшӑрханса темӗн тума хатӗр пулнӑ амӑшне шутсӑр хӗрхенчӗ Володя.

Ему стало ужасно жалко мать, которая так тревожилась понапрасну и готова была все сделать для того, чтобы ему было легче.

Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Шутласамӑр: эхер те эсир хӑвӑр хӑраманнине ҫирӗп пӗлетӗр пулсассӑн, — эхер те пач ҫирӗп пӗлетӗр пулсан, — апла-тӑк хӑюллӑнах тытасси те каялла тӑвасси темиҫе хут та ҫӑмӑлтарах вӗт-ха.

Подумайте: если вы знаете твердо, что не струсите, — если совсем твердо знаете, — то ведь во сколько раз тогда будет смелее взять и отказаться.

XXI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

— Курӑк хушшинче халӗ тупассинчен ҫухатасси ҫӑмӑлтарах, — терӗ Диц, ирсӗррӗн кулса ярса.

— Теперь в траве легче потерять, чем найти, — сказал Диц, скверно засмеявшись.

XIV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Карап патне тӗттӗм чухне пыма ҫӑмӑлтарах, терӗ капитан (тӗрӗс каларӗ вӑл), вара тепӗр каҫхинех хӑйӗн ҫыннисемпе карап патне тухса кайрӗ.

Капитан утверждал (вполне справедливо), что лучше всего подойти к кораблю в темноте, и в ближайший же вечер отчалил от берега.

Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Анчах хӗвел хытӑ пӗҫертнӗ чухне маншӑн тумтирпе ҫӳреме ҫӑмӑлтарах.

Но я легче переносил солнечный зной, если на мне была одежда.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ку ӗҫ тискер этемсемшӗн йывӑр, маншӑн ҫӑмӑлтарах тесе хавасланса ҫӳрерӗм.

С большим удовольствием я думал о том, что мне будет даже легче выполнить эту задачу, чем дикарям.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Вӗсене тума ҫӑмӑлтарах, кунсӑр пуҫне тата вӗсем хӗвел ҫинче те тикӗсрех типеҫҫӗ, ҫирӗпрех пулаҫҫӗ.

Их легче делать; кроме того, они ровнее обжигались на солнце и потому были более прочными.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Валашкана тума кӗреҫе тӑвассинчен ҫӑмӑлтарах пулчӗ.

Корыто было легче сделать, чем лопату.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех