Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: I

Пай: Шурӑ хурӑн. 1-мӗш кӗнеке –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Феодосия Ишетер

Ҫӑлкуҫ: Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Хушнӑ: 2019.12.28 15:16

Пуплевӗш: 170; Сӑмах: 1534

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Кайӑксем хӑйсем йӑва ҫавӑрса пурӑннӑ вырӑнсенчен пӑраха-пӑраха каяҫҫӗ. Вӑрмансемпе уй-хирсене тата шурлӑхсене ҫитсе кӗнӗ кӗрхи ҫанталӑк вӗсене, хӗрхенме пӗлмесӗр, ҫул ҫинче канма та памасӑр, ют ҫӗршывалла хӑвалать. Аслӑ та сивӗ тӳпере тӑрнасем хуйхӑллӑн тӑрлик!.. тӑрлик! тенисем илтӗнеҫҫӗ. Ватӑ кайӑк-кӑвакал аҫисем хӑйсен кӗтӗвӗсене йыхӑрса, вӗсене пӑхкаласа ҫаврӑнса, ӗҫ тума тӑрӑшнӑ пек, кӳлӗсем ҫийӗпе шахӑра-шӑхӑра вӗҫсе иртеҫҫӗ. Ҫил ҫӗклесе хӑпартнӑ хура шӑнкӑрч кӗтӗвӗсем пит ҫӳлте мӗлтлетсе ҫӳреҫҫӗ.

Вазуза ҫывӑхӗнче бомбӑсем пӑрахни Ольховкӑра лайӑхах илтӗннӗ, унтан вара, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе, тупӑсенчен пенӗ сасӑ та хуллен илтӗнсе килме пуҫланӑ. Нимӗҫсем ялтан пӑрӑнса аякран, аслӑ ҫулсемпе иртсе кайнине Ерофей Кузьмич пӗлнӗ, ҫавӑнпа вӑл тӳрех ӑнланса илчӗ: юханшывран инҫетрех те мар ҫапӑҫу пуҫланчӗ-мӗн. Ерофей Кузьмич темиҫе хут та крыльца ҫине туха-туха пӑхрӗ, тӗксӗмленнӗ куҫӗсемпе инҫетелле, хӗвелтухӑҫнелле тинкерсе пӑхрӗ. Йывӑр шухӑша кайнипе унӑн сӑн-пичӗ чулланса, хытса ларнӑ пек пулчӗ. Пӗррехинче вӑл пӗтӗм ҫемйи хӑй хыҫне пуҫтарӑнса тӑнине сисрӗ те, йывӑррӑн сывласа илсе, шанчӑкне ҫухатнӑн аллипе сулчӗ.

— Пӗтрӗ! — терӗ вӑл. Вара пурте вӑл Андрей ҫинчен каланине ӑнланса илчӗҫ.

Старикӗн куҫӗсем тӗксӗмленчӗҫ.

Килте пурте вилсе пӗтнӗ пек, шӑп. Нихӑшин те алли ӗҫ патне пымасть. Пурте е пӗр-пӗр кӗтессе кӗре-кӗре ларнӑ, е ним шарламасӑр уткаласа ҫӳреҫҫӗ. Пӗр-пӗрине систермесӗр крыльца ҫине туха-туха, хӗвелтухӑҫнелле тунсӑхласа пӑхаҫҫӗ.

Марийка хӑйне хӑй пуринчен те ҫирӗпрех тыткалама тӑрӑшрӗ, пуринчен те ытларах ӑшӗ вӑркарӗ унӑн. Ҫак ҫулҫӑ кӑшӑлтатса тӑкӑннӑ кун вӑл кунӗпех хӑйӗн чӗри мӗне систернине итлесе, хӑраса пурӑнчӗ.

Каҫалапа Ерофей Кузьмич астуса илчӗ: ӗнер вӑл пилеш айӗнчи шӑтӑка тырӑ тата ытлашши пурлӑхне пытарнӑччӗ. Халь ҫавна лайӑхрах витсе хумалла, ют ҫын куҫӗ ан куртӑр.

— Хуйхине хуйхӑр та, ӗҫне ту, тенӗ пек пулса тухать,— терӗ вӑл.— Нимӗҫсем персе ҫитессе кӗтсех тӑр ӗнтӗ. Атьӑр-ха, шӑтӑка ҫиелтен витсе хурар.

Андрее ӑсатнӑ хыҫҫӑн пӗтӗмпех вӑйсӑрланса кайнӑ Алевтина Васильевна тӗпел кукринче, чӳрече янаххи ҫумне тайӑнса ларать. Вӑл инҫетре аран ҫеҫ курӑнакан вӑрман ҫинелле куҫне илмесӗр пӑхать.

— Мӗн тата, кайса килес пулатчӗ… — терӗ вӑл.

— Атьӑр! — терӗ Ерофей Кузьмич, тин ҫеҫ горница алӑкӗнчен килсе кӗнӗ Марийка еннелле ҫаврӑнса. — Эсӗ те атя, Василий. Витсе хурар та — ӑшчик канлӗрех пулӗ.

Пахчана тухрӗҫ. Сарай хыҫӗнче, кӗтесре, нумаях пулмасть тиесе килсе пушатнӑ виҫӗ лав ыраш улӑмӗ купаланса выртать. Ӑна ӗҫкунӗ шучӗпе илнӗ-мӗн. Колхоз итемӗнчен турттарса килнӗ. Шӑтӑка ҫав улӑмпа витсе хумалла ӗнтӗ. Ерофей Кузьмичпа Марийка улӑма сенӗксемпе пысӑккӑн тире-тире илсе, парса тӑчӗҫ, Васятки сенӗк ҫинчи улӑма ҫавӑнтах кӗреплепе тыта-тыта илсе, вӑр-вар купаласа, урипе таптаса тӑчӗ. Ҫур сехет ӗҫленӗ хыҫҫӑн вӑл ҫӳлерех те ҫӳлерех хӑпарса пырса, пилешӗн ҫӳлти турачӗсем ҫинче ҫакӑнса тӑракан хӗрлӗ сапакисем патне аллипе ҫитме пуҫларӗ.

Ӑна-кӑна лайӑх чухлакан Васятка Марийка мӗнле асапланнине курать, Андрей пирки шухӑшласа асапланать вӑл. Анчах Васяткӑна хӑйне тата йывӑртарах: пиччӗшне те, Марийкӑна та шел. Вӑл хӑй пултарнӑ таран Марийкӑна пӗрмай йӑпатма тӑрӑшать. Чи пысӑк сапакаллӑ пӗчӗк туратсене пӗр ывҫӑ хуҫса илсе, вӑл Марийка ҫинелле пӑхрӗ.

— Пӑх-ха, Марийка, сапакисем мӗнле, э? Сана парас-и? — терӗ вӑл.

— Пӑрахса пар, Васятка!

— Эпӗ сана чи лайӑххисене! — хӗпӗртесе кӑшкӑрса ячӗ ача. — Акӑ, пӑх!

Сарай патӗнчен Ерофей Кузьмич ятлаҫни илтӗнчӗ.

— Эй, эсӗ унта! — терӗ вӑл Васяткӑна. — Мӗн кӑшкӑратӑн? Халӑх куртӑр, тетӗн-им? Пилеше ма пустуй хуҫатӑн? Мӗн тума хуҫатӑн?

— Йӑслах ӗнтӗ, йӑсла! — пӑшӑлтатса илчӗ Васятка ашшӗ ҫине чалӑшшӑн пӑхса. — Тыт, Марийка! Эх, пилешӗ мӗнле!

Марийка чи пысӑк та сапакаллӑрах йывӑр турата ярса тытрӗ, ун ҫине пӑхса илчӗ те — тӳрех ҫак ҫурхи пӗр йӑлтӑр хӗвеллӗ куна аса илчӗ. Туй хыҫҫӑнах-ха вӑл, пахчана ӗҫлеме тухсан, вӗсем Андрейпа иккӗш ҫак пилеш айӗнче тӑнӑччӗ,— пилешӗ ун чух шап-шурӑ чечекреччӗ. Ҫавӑ халь ҫеҫ, халь ҫеҫ пулнӑ пек туйӑнать… Анчах пилешӗн шурӑ ҫеҫки тӑкӑнса пӗтнӗ ӗнтӗ, тӑкӑннӑ ҫеҫ те мар, ун вырӑнне кӑвар пек ҫиҫсе тӑракан йывӑр сапакасем те ҫитӗнме ӗлкӗрнӗ.

Ерофей Кузьмич пырса тӑчӗ.

— Манька, эс мӗн пӑхса тӑратӑн? йӑпанасси кайран та пулӗ вӑл!

Марийка чӗнмерӗ. Сенӗкне улӑм купи ӑшнелле чикрӗ те ҫӗклеме хӑтланчӗ — анчах ҫӗклеймерӗ. Унӑн ҫемҫе те ӑшӑ тути уҫӑлчӗ те хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайрӗ. Вӑл пуҫне силлесе илсе, тутӑрне хулпуҫҫи ҫинелле антарчӗ. Ҫинҫе хӗр кӗлеткине авӑнтарса, улӑма тата тепӗр хут ҫӗклеме хӑтланчӗ, каллех вӑйӗ ҫитеймерӗ.

— Пулмасть манран! — терӗ вӑл, кӑшт ҫеҫ илтӗнмелле. Ҫапла каларӗ те, сенӗкне пӑрахса пилеш патне кайса тӑчӗ. — Тӑхтӑр, халех иртсе каять…

— Систерет-им? — ыйтрӗ Ерофей Кузьмич.

— Кам?

— Чӗре, кам пултӑр! Кая юлса систерет!

— Эсир мана халь ан пӑшӑрхантарӑр, атте,— пилеш вуллинчен тытса, ответлерӗ Марийка. — Ҫылӑха ан кӳртӗр. Вӑл мӗн систернипе сирӗн ӗҫ ҫук.

Васятка, кӗҫ-вӗҫ макӑрса ярас пек, харкашнине сӑнаса тӑчӗ. Унччен те пулмарӗ, пилеш турачӗпе сулса илсе, вӑл сасартӑк кӑшкӑрса ячӗ:

— Атте, пӑх-ха, килеҫҫӗ! — терӗ вӑл.

Ерофей Кузьмич аллинчи сенӗк чӗтренсе илчӗ.

— Нимӗҫсем-и?

— Ҫук, нимӗҫсем мар, хӗрарӑмсем! Хамӑр ялсем мар-и кусем? Ав унтан, ав, килеҫҫӗ!

— Тьфу, йӗрӗнчӗк ачи! — тарӑхса кайрӗ Ерофей Кузьмич. — Эсӗ мӗн, кӑтра шуйттан, хӑратса тӑратӑн? Чипер калани ҫук! Сенӗк илсе пӗр-иккӗ парсан акӑ — хӑвах пӗлӗн! Фу, пӗтӗм ҫан-ҫурӑм сӑрлатса кайрӗ!

Хӗвелтухӑҫ енчен, сӑрт аяккипе, аялалла пӗр пысӑках мар обоз хӑпарать. Тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑр тиенӗ лавсем хыҫҫӑн тертленсе пӗтнӗ салху хӗрарӑмсем утаҫҫӗ, икӗ талӑк хушшинчех начарланса кайса, пысӑк ҫын пек пулса тӑнӑ ачасем сӗнкӗлтетсе пыраҫҫӗ.

Хурӑнсем айӗнче шӑп ларакан тӑван ялалла пӑхса, колхозницӑсем пӗр-пӗринпе хуллен сӑмахлакалаҫҫӗ:

— Хура-шур курма тивет ӗнтӗ кунта!

— Ой, кума, турӑ хӑтартӑрах ун пеккинчен!

— Малтанах ҫакӑнма пӑяв хатӗрлесе хур!

Пӗчӗк обоз Лопуховсен пахчи тӗлнелле ҫитсен, пӗр хӗрарӑм пахча карти ҫумнелле пӑрӑнчӗ. Кивӗ пиншакпа вӑл, пилӗкне тӗрлӗ пиҫиххи туртса ҫыхнӑ, урине кивелсе пӗтнӗ ҫӗтӗк атӑ тӑхӑнса янӑ, аллине пушӑ тытнӑ.

— Эй, хӑта, нимӗҫсем ҫук-и-ха пирӗн ялта? — кӑшкӑрса ыйтрӗ вӑл.

— Анне! — Марийка карта ҫумнелле ыйткӑнчӗ. — Аннеҫӗм!

Куҫҫуль тухма чарӑниччен пӗртак тӑхтаса тӑрсан, Ерофей Кузьмич та карта ҫумне пычӗ. Марийка урапа патӗнче ҫаплах-ха, хӑйӗн йӑмӑкӗпе — тин ҫеҫ хӗр пулма пуҫланӑ тӗксӗмрех сӑн-питлӗ те хӑй пекех хура куҫлӑ Файӑпа ыталашать. Тӑхлачи, Анфиса Марковна (упӑшки ячӗпе ӑна пурте Макариха тесе чӗннӗ) шавлакан хӗрӗсем ҫине кӑшкӑрса илчӗ. Ҫӳлӗ, хӳхӗм кӗлеткеллӗ хӗрарӑм вӑл, пӗр аллӑ ҫулалла ҫитнӗ пуль ӗнтӗ, пит чӗрӗ сӑн-питлӗскер, хура куҫӗсем ун халь те-ха ҫамрӑк хӗрӗнни пек витӗр кураҫҫӗ. Кӑшкӑрса илчӗ те вӑл, ҫавӑнтах хӗрарӑмсене команда пачӗ:

— Уттарӑр, хӗрарӑмсем, мӗн чарӑнса тӑтӑр?

Макарихӑн урапинчен иртсе хӗрарӑмсем ялалла кайрӗҫ. Макариха пахча карти еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ те, хӑтине сывлӑх сунса, тата тепӗр хут ыйтрӗ:

— Килеймен-ха эппин вӗсем, хӑта?

— Тавах турра, ҫук-ха…

— Атту эпир ҫул ҫинче пӗрмай шухӑшласа килетпӗр: яла пырса кӗрӗпӗр те, унта нимӗҫсем пулӗҫ, тетпӗр. Вӗсем ӗнтӗ пире йӑлтах таткаласа ҫурса тӑкӗҫ, тетпӗр.

— Апла пулма кирлӗ мар пек, тӑхлачӑ. Хӗрарӑмран унтан мӗн ыйтмалли пур?

— Ой, хӑта! Ыйтмаллине тупӗҫ вӗсем!

Чӗлӗмне тивертсе, Ерофей Кузьмич интересленсе ыйтрӗ:

— Ӑҫта ҫитсен каялла таврӑнтӑр-ха?

— Хура Ҫӑлкуҫӗ патӗнчен.

— Малалла каймалли ҫук эппин?

— Малалла кайма пулмарӗ ҫав, хӑта.

— Ҫапла, пирӗннисем ытла хӑвӑрт чупса иртсе кайрӗҫ ҫав! — Ерофей Кузьмич сӑмса шӑтӑкӗнчен тӗтӗм кӑларса ячӗ. — Ним вӑрҫмасӑр-тумасӑр ялтан пӑрахса кайрӗҫ.

— Э-э, хӑта, чупни-и вӑл? Мӗн чупнӑ темелӗх пур ӑна,— терӗ Макариха, аяккалла пӑхса. — Тӑхта-ха ак, нимӗҫсем епле тарма тытӑнӗҫ, — вӑт: вӗсем тарӗҫ-тӗк тарӗҫ! Пирӗннисем пек анчах-и! Тӗлӗнсе кайӑн, хӑта. Чӗнмесӗр килсе кӗрекене хӑлха чикки тесе, ахаль каламан пуль ӗнтӗ.

Пирӗннисен вӑй ҫитес пулсан, паллах ӗнтӗ…

— Вӑй ҫитет! — Макариха пушӑ аврипе картан ҫӳлти вӗрлӗкне шат! тутарчӗ те, Ерофей Кузьмич шартах сиксе илчӗ. — Хӑй йӑвинче, хӑта, ула курак та кирек кам куҫне те сӑхса кӑларать. Илтрӗн-и? — ҫилли килнипе Макарихӑн сӑнӗ-пичӗ ҫамрӑкланнӑ пек пулса кайрӗ. — Ҫук, пирӗн ҫӑкӑр-тӑвар вӗсен кӑмӑлне каяс ҫук! Ӑна ҫисен, вар-хырӑмӗсем пӑсӑлса кайӗҫ!

Вазуза ҫывӑхӗнчи ҫапӑҫу ҫинчен Макариха путлӗн нимскер те пӗлмен-мӗн. Андрей ҫинчен калаҫкаласа илсен, вӑл килелле кайма пуҫтарӑнчӗ. Ерофей Кузьмич хӑй тӑхлачипе килӗшӳллӗн калаҫса уйрӑлчӗ.

— Вӑхӑт пулсан, килкелесе кай, тӑхлачӑ!

— Хӑвӑр та пыркалӑр, хӑта, — чӗнчӗ Макариха та.

Йӑмӑкӗпе калаҫса уйрӑлнӑ чух Марийка ҫапла каларӗ:

— Анне, эпӗ ыранах пырса пӑхатӑп.

— Пыр, хӗрӗм, пыркаласа ҫӳре! Ну, кайрӑмӑр! Пахча карти ҫумӗнчен уйрӑлмасӑр, Ерофей Кузьмич тата тепӗр минут хушши пек Макарихӑна сӑнаса пӑхса тӑчӗ. Тилхепене арҫынла алла ярса тытса, Макариха начарланса кайнӑ лашана пушӑпа ҫурӑмӗ урлӑ чӑшлаттарса илчӗ те, лаши лава тӑвалла туртма пуҫласан, урисене вӑрӑммӑн пусса, урапипе юнашар утса кайрӗ. Ерофей Кузьмич кӑшт ҫеҫ пуҫне сулкаласа илчӗ те, ӑмсаннӑ пек, тӑхлачи ҫинчен ҫапла каларӗ:

— Ҫирӗпскер! Ун пеккине пурнӑҫ кирек ӑҫталла ывӑтсан та, вӑл кушак пек, пурӗпӗр ура ҫине тӑрать. Курасса та кушак пекех курать пулӗ: кӑнтӑрла лайӑх курать, ҫӗрле — тата лайӑхрах.

— Начар-им? — ыйтрӗ Марийка, пахча карти ҫинелле хӑпарса.

— Ӑратти ҫавӑн пек! — терӗ хуньашшӗ, сӑмаха татса каласран пӑрӑнса.

Амӑшне курсанах Марийка хӑраса ӳкнӗччӗ, нимӗҫсенчен тараймарӗ ку, тенӗччӗ, анчах халь вӑл амӑшӗ кайманшӑн хӗпӗртерӗ. Халь ӗнтӗ вӑл пӗлсе тӑрать: кирек мӗнле инкек пулас пулсан та, ялта ӑна яланах пулӑшма пултаракан ҫын пур. Ӑна ҫӑмӑлтарах пек те туйӑнчӗ, тепӗр хут ӗҫлеме тытӑнсан, вӑл вӑхӑтлӑха хӑйӗн шухӑшӗсене те манса кайрӗ. Ерофей Кузьмич пачах урӑхла, тӑхлачине тӗл пулнӑ хыҫҫӑн палӑрмаллах салхуланчӗ, ӗҫлессе те пӗрмаях шарламасӑр ӗҫлерӗ. Улӑм урине купаласа ҫитерсен тин, ҫилтен хӳтӗлеме ун йӗри-тавра чалӑшшӑн вӗрлӗксем тӑратса тухсан тин, вӑл салхуллӑн сӑмах хушрӗ.

— Пурлӑхне ӗнтӗ шанчӑклах пытартӑмӑр. Анчах чуна ҫак вӑхӑтлӑха ӑҫта пытарас-ши? Пысӑк та мар чун, ҫапах ниҫта пытарма ҫук. Пытарсан лайӑхчӗ.

Беженецсем, каҫ пулнӑ пулин те, ҫаплах-ха яла таврӑнаҫҫӗ. Ялта ӗнтӗ халӑх нумайланчӗ, анчах ял ҫав-ҫавах, ҫак юлашки икӗ кун хушшинчи пекех, пушанса юлнӑн туйӑнать. Ольховка ҫыннисем пурте пытанса пӗтнӗ, хӑра-хӑрах ют ҫӗршыв хурахӗсем килсе кӗрессе кӗтсе лараҫҫӗ.

Ҫӗрле пулса ҫитсен, Ерофей Кузьмич виҫӗ хутчен, пӗр канмасӑр, хӑйӗн килӗ тавра утса ҫаврӑнчӗ. Картаран тытса, ланкашкасем тӗлӗнче такӑна-такӑна утрӗ вӑл, кӑштах шаннӑ пулин те ҫирӗп ларакан хупахсене таптарӗ. Хӑй тӗллӗн те, сасӑпа та, вӗрин сывласа пӑшӑлтатса ҫӳрерӗ.

— …утпа килекен тӑшмантан та, ҫураннинчен те, мурпа выҫлӑхран…, вут-кӑвартан, инкек-синкек курса пӗтессинчен… тата усал куҫран сыхла…

Чӗлхе вӗрсе пӗтерчӗ те вӑл, пӗчӗк лампа ҫутса, кӗлетрен пӗр сарӑлсах ҫитеймен сайра та вӗтӗ ҫулҫӑллӑ, шуранкарах та тачка курӑк туни илсе тухрӗ. Ку асамлӑ курӑка вӑл ҫуллах хатӗрлесе хунӑ-мӗн. Халь вӑл ӑна тутӑр татӑкӗпе чӗркесе ҫыхрӗ те тулти алӑк тӗлне, ҫӳле ҫакса хучӗ: пӗтӗм кил-ҫурт телейлӗ пултӑр.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех