Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫукки сăмах пирĕн базăра пур.
ҫукки (тĕпĕ: ҫукки) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрхенме пӗлмен хула вӗсене ҫакӑнта хӑваласа кӑларни ҫинчен, нумаях пулмасть такам унран чунтан тухакан сасӑпа темскер ыйтни ҫинчен, ҫакӑнта такам хӑйне тӳсме ҫук йывӑр хуйхӑ пуснипе ҫапкаланса ҫӳрени ҫинчен тата ҫав ҫын халӗ ҫут тӗнчере ҫукки ҫинчен каланӑ ӗнтӗ вӑл.

О том, кого, как и их всех, выкинул сюда этот безжалостный город, о том, кто недавно спрашивал у него о чем-то глухим голосом, о том, кто бродил здесь со своей глубокой тоской и кого теперь уже нет на этом свете.

XXII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.

Анчах вӑл ҫийӗнчех хӑй власть умӗнче пуҫне тайни ҫинчен, нихҫан та… нихҫан та!.. революционер пулас ҫукки ҫинчен, анчах, ҫавӑн пек иртӗхсе кайнине курсан, хӑй унпа килӗшме пултарайманни ҫинчен те сӑмах хушса хучӗ.

Однако тут же присовокупил, что лично благоговеет перед властью и никогда… никогда!.. революционером не будет — но не может не выразить своего… неодобрения при виде такой распущенности!

XVI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Эх, мӗн тери шел Том Сойер кунта ҫукки!

Эх, жалко, что Тома Сойера здесь нету!

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Тепӗр тесен, вӑл унпа чухне те сахал калаҫнӑ, унчченхи пекех, ҫанталӑк мӗнле пулассине пӗлме май пуррипе ҫукки ҫинчен е тата мӗн те пулин урӑххи ҫинчен тавлашнӑ.

Впрочем, он и с ней разговаривал мало, а также больше спорил о том, можно ли предвидеть погоду и т. д.

III // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Вӗсен ирӗклӗ суту-илӳре мӗн ҫукки йӑлтах пур.

У них имелось все, чего не было в свободной продаже.

1946-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эпир ӗлӗк Раҫҫейре пурӑннӑ нимӗҫ хӗрарӑмне пирӗн пӗрлешӳллӗ арӑмсем ҫукки ҫинчен, вӗсене карточкӑпа большевиксене те, партинче тӑманнисене те паманни ҫинчен тӑнлантарма тӑрӑшнӑ вӑхӑтра та пире пӗр арҫын ача — фауст-патронщик — аллӑ метртанах пенӗ-мӗн.

Мы долго растолковывали старухе немке, жившей когда-то в России, что у нас нет общих жен и их не отпускают по карточкам — в первую очередь большевикам, потом уже беспартийным, а в это время мальчишка фаустпатронщик с пятидесяти метров целился в нас.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Чӑнах та, бронетранспортер ӑшӗнче пӗр нимӗҫ кӑна пулас ҫукки пирӗн пуҫа пырса та кӗмен.

И верно, никому из нас и в голову не пришло, что в бронетранспортере наверняка скрывался не один немец.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Вӑл час-часах аннепе тавлашса илет, Мускава никам та нимӗн тӑваяс ҫукки ҫинчен тӑнлантарать.

Чаще с матерью спорил я и без конца доказывал ей, что Москве ничего не грозит.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Гленарван вӗсене «Дункан» ҫинчи тирпейлех «Макари» ҫинче ним чул та пулас ҫукки ҫинчен астутарса каларӗ.

Гленарван предупредил их, что «Макари» в отношении комфорта нисколько не похож на «Дункан».

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Корчагинӑн сакӑр ҫул хушшинче те тинех ирӗклӗ вӑхӑт ҫав тери нумаййи тата ҫак хушӑрах нимӗнле обязанность та ҫукки пирвайхи хут пулса тӑчӗ.

Впервые за восемь лет у Корчагина было так много свободного времени и ни одной обязанности.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Вӑл ҫырура ӑна — унӑн отпускне икӗ уйӑха тӑсни ҫинчен тата, санаторирен каланӑ тӑрӑх, унӑн хальхи сывлӑхӗпе ӗҫлеме тавӑрӑнасси ҫинчен шухӑшлама та ҫукки ҫинчен пӗлтереҫҫӗ.

В письме сообщалось, что отпуск ему продлен на два месяца и что, согласно санаторному заключению, возвращение его на работу при теперешнем здоровье невозможно.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Крещатик урамӗнче, округри Уйрӑм пайӑн пропусксем паракан бюровӗнче, дежурнӑй комендант Корчагина Жухрай хулара чылайранпа ҫукки ҫинчен пӗлтерчӗ.

На Крещатике, в бюро пропусков Особого отдела округа, дежурный комендант сообщил Корчагину, что Жухрая в городе уже давно нет.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Эвкалипт йывӑҫҫисен йӑвӑ тураттисен айӗнче сулхӑн ҫукки вӗсен ҫулҫисем темӗнле ларнинчен килет: вӗсем пичӗсемпе хӗвеле хирӗҫле мар, вӗсем хӗвеле хӑяккӑн лараҫҫӗ.

Отсутствие тени под густыми ветвями эвкалиптов объясняется странной особенностью в расположении листьев: они обращены к солнцу не своей поверхностью, а ребром.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Йывӑҫсен айӗнчи сип-симӗс кавир, ҫӳлти ем-ешӗл зонтиксем, йывӑҫсен ҫурта пек ҫӳллӗ вуллисем таҫта ҫитичченех тӑсӑлса кайнӑ, нимӗнле ӗмӗлке те, сулхӑн таврашӗ те ҫукки, ҫутӑ пайӑркисем шултӑра ала витӗр тухнӑ пек темӗнле ҫутатса тӑни — ҫаксем пурте пӗрле хутшӑнса вӑрман сӑн-сӑпатне ӗмӗрне пулман пек туса кӑтартаҫҫӗ, Кивӗ Тӗнчепе Ҫӗнӗ Тӗнче вӑрманӗсен сӑн-пуҫӗ кунта нимӗн чухлӗ те сисӗнмест.

Зелёный ковёр у подножья деревьев, зелёные зонты вверху, далекая перспектива высоких прямых стволов, почти полное отсутствие тени и прохлады, странное освещение, точно лучи света проходили через редкую ткань, — всё это вместе взятое придавало необычайный вид этому лесу, ни в чём не похожему на леса Старого и Нового Света.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Пуринчен те хитри, ытарма та ҫукки, кунта казуарин текен йывӑҫсем пулаҫҫӗ, вӗсен вулли тӗреклӗ, вӗсем ҫинче ытармалла мар ҫимӗҫсем тата турачӗсем палӑрми ҫирӗп ҫулҫисем ӳсеҫҫӗ.

Самыми замечательными среди них были казуарины с мощным стволом, благоухающими стручками и густой выносливой листвой.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

«Британи» икӗ ҫул каялла ҫеҫ ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ иккен те, ҫавӑнпа та вӑл: Гленарван шыракан ҫынсем кунти ҫырансен ҫывӑхӗнче ҫукки ҫинчен те, вӗсем нихӑҫан та пулманни ҫинчен те каласа пачӗ.

А так как катастрофа с «Британией» произошла всего два года тому назад, то он с полной уверенностью заявил, что разыскиваемых Гленарваном людей нет и не было в этой части побережья.

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ывӑнни те, шыв ҫукки те ӑна нимӗн те мар.

Казалось, ни усталость, ни лишения не действовали на неё.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӗсенчен пӗри те хӑйсем хушнине тума май ҫукки ҫинчен итлесшӗн мар.

Никто из них не хотел слушать, что этого сделать невозможно.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Анчах Лиза килӗшмерӗ, унтан эрех шӑрши кӗрет, вӑл ӑсатма пырсан, унран ырри пулас ҫукки курӑнсах тӑрать.

Но Лиза отказалась, от него пахло водкой, и его предложение не предвещало ей ничего хорошего.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Павка, пӳрте кӗрсе, васкаса ҫавӑрӑнчӗ те, Артём килте ҫукки ҫинчен амӑшӗнчен ыйтса пӗлсе, тулалла чупса тухрӗ, хула вӗҫӗнче пурӑнакан Серёжка Брузжак патне вӗҫтерчӗ.

Вбежав в дом, наскоро помывшись и узнав от матери, что Артема еще нет, Павка выскочил и помчался к Сережке Брузжаку, жившему на другом конце города.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех