Шырав
Шырав ĕçĕ:
Алекҫей хӑй мӗн чухлӗ пултарнӑ таран витӗмлӗ каласа, Акулинӑн шухӑшӗсене урӑхла майлӑ ҫавӑрса яма тӑрӑшнӑ; ӑна вӑл хӑйӗн ӗмӗтӗнче нимӗнле усал шухӑш ҫукки ҫинчен, хӑй енчен Акулинӑшӑн нихӑҫан та ӳкӗнӗҫлӗ пулма сӑлтав пулас ҫукки ҫинчен, вӑл хӑй унӑн сӑмахӗнчен нихӑҫан та тухас ҫукки ҫинчен каласа ӗнентерме тӑрӑшнӑ, хӑйне пӗр савӑнӑҫ ҫеҫ пама — унпа улах вырӑнта хуть кун сиктерсе, хуть эрнере икӗ хутчен куҫа-куҫӑн курнӑҫса тӑма йӑлӑннӑ.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Ашшӗ ҫукки икӗ ҫул, Амӑшӗ йӑлӑхнӑ, Аса илсен — пӗр куҫҫӳл Ҫуккипе те хӑнӑхнӑ.
XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Унтан Пенишора рабочисем Совет ҫӗршывне хирӗҫ пурпӗрех вӑрҫӑпа кайма килӗшес ҫукки ҫинчен, хӑйсем, ремесленнӑй шкулта вӗренекенсем, директор ҫурӑлса каяс пулсан та, гранатӑсен капсюлӗсене тӑвас ҫукки ҫинчен шантарса каларӗ…
Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Пин-пин ҫын ӑсатакан броневик Петроград урамӗсемпе тапранса кайсан, Ленин маларах хӑй извозчик тупас пирки пӑшӑрханнине тепӗр хут аса илчӗ, унтан ахӑртнех, хӑй тек нихҫан та извозчик ҫинче ларса ҫӳреес ҫукки, урӑх нихҫан та вӑл «уйрӑм ҫын» пулаяс ҫукки, халӗ ӗнтӗ е революциллӗ Российӑна ертсе пымалли е вилмелли вӑхӑт килсе ҫитни ҫинчен шутларӗ.
1 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Нацисем хушшинчи ҫапӑҫусен тӗп организаторӗсем пулса тӑракан эксплуататӑрла классем ҫукки; пӗрне-пӗри шанманнине саракан тата националистла харсӑрлӑха чӗртсе яракан эксплуатаци ҫукки; влаҫра кирек мӗнле пусмӑрлӑха та хирӗҫ тӑракан тата интернационализм идейисене тӗрӗс тытса пыракан рабочи клас тӑни; хуҫалӑхпа обществӑллӑ пурнӑҫӑн пур — тӗлӗсенче те халӑхсене пӗрне-пӗри пулӑшас ӗҫе чӑннипех пурнӑҫа кӗртсе пыни; юлашкинчен, ССР Союзӗнчи халӑхсен нациллӗ культури, формипе нациллӗ, ӑш-чикӗпе социализмлӑ культури чечекленсе ӳсни, — ҫаксем пурте тата ытти ҫавнашкал фактӑрсем ССР Союзӗнчи халӑхсен сӑн-сӑпатне тӗпренех улшӑнтарса ячӗҫ, вӗсем хушшинче пӗрне-пӗри шанманни пӗтрӗ, вӗсем хушшинче пӗр-пӗринпе килӗшсе туслашса пурӑнасси вӑйланса карӗ, — ҫапла вара, пӗрлӗхлӗ союзлӑ патшалӑх системинче халӑхсем пӗр-пӗринпе чӑн-чӑнах тӑванла килӗштерсе ӗҫлесе пурӑнасси йӗркеленсе ҫитрӗ.
II // И. Кузнецов, А. Золотов, П. Иванов. Сталин, Иосиф Виссарионович. ССР Союзӗн Конституци проекчӗ ҫинчен : (Пӗтӗм Союзри Советсен Чрезвычайлӑ VIII съездӗнче 1936 ҫ. ноябрӗн 25-мӗшӗнче тунӑ доклад) / И. В. Сталин ; Г. А. Молостовкин куҫарнӑ. - Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1936. — 58 с.
Ҫав шоссе тӑрӑх утас ҫукки ҫинчен пехотинецсем чухлаҫҫӗ, ҫав янӑравлӑ ҫулпа лашасемпе вӗҫтерсе каяс ҫукки ҫинчен минометчиксем те пӗлеҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл, ҫурҫӗртен кӑнтӑралла тӑсӑлаканскер, наступлени тӑвас еннелле каймасть, ӑна, сехет йӗппине шутарнӑ пек, тепӗр еннелле ҫавӑрса хума ҫук…
XXIV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Хӑрах алӑлли номер ҫуккине асӑрхасан епле хыпӑнса ӳкесси ҫинчен, ӑна тумтир парас ҫукки ҫинчен шухӑшласа, Стёпка кулмасӑр чӑтаймарӗ.
11. Мунча // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Аниҫҫе чӗнмерӗ, упӑшки ҫине куҫӗсене мӑчлаттармасӑр, тӳрех пӑхрӗ, вара Ксени ҫавӑнтах аппӑшӗн эрех туянма укҫа ҫуккине тавҫӑрса илчӗ, анчах Аниҫҫе, пиччӗшӗпе Ксени умӗнче упӑшкине лайӑх мар тӑвасран хӑраса, укҫа ҫукки ҫинчен уҫҫӑн калама хӑяймасть.
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Тивӗҫлӗ йӗрке ҫукки, тӗпрен илсен, ҫак начарах мар вӑя пӗрлештерсе тытма пултаракан ҫирӗп алӑ ҫукки сисӗнсе тӑрать.
XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
— Ҫапла, движени ҫукки вӑл ӗҫ ҫуккине пӗлтерет, — тет Алексей Петрович, — мӗншӗн тесен антропологилле анализ тӑвас пулсан, ӗҫ вӑл движенин тӗп форми пулса тӑрать, вӑл мӗнпур ытти формӑсене: вӑхӑта савӑнса ирттерессине, канассине, ашкӑнасси-выляссине, хаваслӑха — пурне те содержани парать, вӗсен никӗсӗ пулса тӑрать; малтанхи ӗҫсемсӗр ҫаксем вӗсем пурнӑҫра пулма та пултараймаҫҫӗ.
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тӳрлетме ҫуккисӗр пуҫне пурне те тӳрлетме пулать, тӳрлетме ҫукки вара ыйтмасӑр-тума-сӑр килет те, унтан ниҫта пӑрӑнаймастӑн.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Нимӗҫсен командованине малтанхи кунсенчех пирӗн оборонӑна татса кӗме ҫукки, ӑна тума май килсен те — ҫухатусем ҫав тери пысӑк пуласси, вара хыпкӑча хӗстерсе лартма вӑй та ҫитес ҫукки паллӑ пулнӑ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Картунта чи хӑрушши Тамарӑшӑн электроҫутӑ ҫукки мар, пӗчченлӗх киле-киле хуплани пулса кайрӗ.
Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Ку сан, ытарма ҫукки, кам пулать?
Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Тетти, ытарма ҫукки, ытамрах.
Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Ара, Тамара, Тамара пур вӗт-ха кунта тӗнчере ҫук ырри, ырри те хитри, хитри те чун варли, чун варли те унсӑр ни пурӑнма, ни сывлама ҫукки.
Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Шутлать Ваҫук: «Эх, тӑван кил, тӑван атте-анне ҫукки пӗтерет. Ахальтен шӑнкӑрч вӗллисене кил тавра виҫҫӗ-тӑваттӑ та туса ҫакмалла эп. Мӗн, ман алла, шӑнкӑрч вӗлли тумалла марах, ийе чӑмламан пуль? Мӗнрен катӑк эпӗ ҫак Савватейрен?..»
7 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Шӑтарасла, тӗпчесе, тӗсесе пӑхакан икӗ ҫын куҫӗнчен икӗ витӗм пыра-пыра ҫапать ачана: пӗрре сивӗреххи — директор куҫӗн сивӗлӗхӗ; тепре ӑнланма ҫукки — ҫапах этем ӑшшине палӑртаканни, Аркадий Давыдович куҫӗн тимлӗ те ырӑ йӑлтӑртатӑвӗ.
4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Амӑшӗ ҫукки вӑл, Алмазов, кулмалли япала мар.
3 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Никампа калаҫма ҫукки ӑна питех те пӑшӑрхантарнӑ.
2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.