Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫукки сăмах пирĕн базăра пур.
ҫукки (тĕпĕ: ҫукки) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тен ҫавӑнпа та хальхи вӑхӑтра ятарлӑ хатӗр кадрсем ҫукки сисӗнет.

Куҫарса пулӑш

«Раҫҫей 24» эфирта – Чӑваш Ен ҫирӗп аталанӑвӗ ҫинчен // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/28/racc ... ave-cinche

Ирӗксӗрех ҫуркунне енӳ яракан йӑлӑмсем аса килеҫҫӗ, пачах та кунти пек хӑйӑрлӑ мар ҫеремсем, кӗтӳ ҫӳретмелли вырӑнсем куҫ умне тухаҫҫӗ, ватӑ юманлӑх вӑрманӗсем ҫукки чӗрере тунсӑх ҫуратать.

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Автоинспекци начальникне сержант хӑй постра тӑнӑ чух «иккӗлентерекен» машина тытса чарни, шофер аллинчи документсем пичетсӗр пулни, кабинӑра килекен тепӗр ҫыннӑн (леш «майорӑн») хай камне ӗнентерекен нимӗнле хут та ҫукки, ҫавӑн пирки вӗсене иккӗшне те кунта илсе килмелле пулни ҫинчен пӗлтерсен, начальник ҫавӑнтах унран: — Тепӗр ҫынни ӑҫта вара санӑн? — тесе ыйтнӑ.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Ун чухне шӑрпӑк ҫукки те ҫӑкӑр-тӑвар ҫителӗклӗ пулманни пекех тарӑхтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫӑварне Герасим Федотович каллех пирус хыпрӗ, шӑрпӑк ҫукки ҫинчен аса илсен ӑна каялла кӗсйине чикрӗ те пысӑках мар хӑмӑр чӑматанӗ ҫине асӑрханарах ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Пилӗкӗ таран ҫивӗт ҫукки тата ҫумӗнче Ламан паттӑр пек яш ача тӑманни.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чаплӑ Урха ҫуртӗнче Ӗҫкӗ вӑйлах пулмарӗ: Унерпинӗн ӗҫкинче Арӗ ҫукки хупларӗ.

Куҫарса пулӑш

IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пурпӗрех санчаҫе ӑсатма тивет, кунта сиплеме май ҫукки паллӑ, — ӑнлантарчӗ ҫамрӑк санитар.

Куҫарса пулӑш

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Анчах та ҫак лӑпкӑ пурнӑҫ нумайлӑха пырас ҫукки сисӗне пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Санюк аманман пулсан, вӗсем хӗвелтухӑҫ еннелле кайма та шутланӑччӗ, анчах утайман ачапа ниҫта та тухма ҫукки пуриншӗн те паллӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кирук каланӑ тӑрӑх Ҫӑрттан кӳллинче те пулӑ пурри палӑрчӗ, анчах ӑна тытмалли нимӗнле хатӗр ҫукки пурне те шухӑша ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кирук выртсанах ҫывӑраймарӗ, ӑна амӑшӗпе йӑмӑкӗ ҫукки шухӑша ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Шӑллӗ ҫукки ӑна хӑратма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, парӑм пухса янин тӗп сӑлтавӗ — организацисен укҫа ҫукки, вӗсенче производство калӑпӑшӗ чакни, пурнӑҫланӑ ӗҫшӗн заказчиксем вӑхӑтра тӳлеменни.

Главная причина накопления долга по выдаче зарплат, как сообщается в Министерстве труда и социальной защиты Чувашии, заключается в том, что организациях нет денег, у них наблюдается сокращение объема производства, не своевременная оплата заказчиком выполненных работ.

Ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳлемеҫҫӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34616.html

Ҫав вӑхӑтра ӗҫ ҫукки, ҫамрӑксем эрех-сӑрапа туслашни ӑна шухӑша янӑ.

Куҫарса пулӑш

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Ҫӗрте нӳр ҫукки ҫынсене пуринчен ытла пӑшӑрхантарать.

Куҫарса пулӑш

Ҫу, ҫумӑр! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Асра ҫукки — ырлӑхпа, ӗмӗт антӑхӗвӗ — хурлӑхпа, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Кичем сансӑр, Маюк аппа, сывал хӑвӑртрах, виҫӗмкун цех пухӑвӗ пулчӗ те эс ҫукки тӳрех сисӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

— Эпир пуррипе ҫукки сисӗнмест те кунта, ҫак ҫулталӑк хушшинче хамӑрпа ӑшшӑн ӑс парса калаҫнине курман та пулӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Амӑш ҫукки паллӑ ан пултӑр тесе нихӑҫан та ятлаҫман эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех