Шырав
Шырав ĕçĕ:
Каласа хӑварам: кавара-мӗне эпӗ — пӗтӗмӗшле — йӗркеллӗ пулӑм тесе йышӑнатӑп, тата ҫак вырӑнта — пурин пирки те тӗшмӗртме хистекен ҫӗрте — каварсем ҫукки мана самаях эрлентермелле; эпӗ халӗ, тӗрӗссипе, ҫав тери хӗпӗртетӗп, ҫакӑнтан та ытларах — туйӑмсен шайӗнче — вӑрттӑн киленетӗп, анчах вӑл, ҫак киленӳ, мана кунта хӑваласа кӑларнӑ лару-тӑрупа, сӑлтавсем ҫав тери ҫивӗччине пула, шухӑшсем ҫавра ҫилпе куҫнисӗр пуҫне, алӑсемпе чӗр куҫҫисем чӗтреннинче те хытах палӑраҫҫӗ; ҫӑвара уҫнӑ чухне ҫеҫ мар, хупнӑ чухне те шӑлсем пӑхӑр укҫалла шаклатаҫҫӗ.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
— Ӗненсемӗр, — терӗ Поп, — Ганувер тӗлӗшпе ку пӗтӗмпех суя, анчах ҫӗр ҫинче кунашкал ҫурт ҫукки — тӗрӗсех.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
3) Чӑваш Республикин Аслӑ Сучӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен хальхи йышӗн, вӑл шутра депутатсем хӑйсен полномочийӗсене пурнӑҫлама килӗшмен пирки, тулли правӑлӑх ҫукки ҫинчен тунӑ йышӑну вӑя кӗнӗ пулсан;
Чӑваш Республикин Конституцийӗ // Патшалӑх Канашӗ. https://cap.ru/chuvashia/o-chuvashii/kon ... nstitucije
Путвала аннӑскере устрица ҫукки кулянтармасть пулас, вӑл шурӑ эрех ыйтрӗ, кайран ҫак ыйтӑва виҫӗ хутчен пӗлтерчӗ.Вошедший, по-видимому, не нуждался в устрицах: он попросил водки и повторил это три раза.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 314–319 с.
Халӗ ҫапла килӗшсе татӑлчӗҫ: Стомадор нумай вӑхӑт ҫукки ҫынсене ан аптӑраттӑр тесе лавккаҫӑн килӗнче юлмалла — клиентсем кӗреҫҫӗ-и унта е Факрегед хыпарпа килме пултарать; ыттисем ҫӗр айне анаҫҫӗ те унта ҫур ҫӗрчченех ӗҫлеҫҫӗ; ҫакӑн хыҫҫӑн каллех кӑштах канаҫҫӗ.
ХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Мӗнех, калам: эпӗ «Дельфин» капитанне килӗшмерӗм, мӗншӗн тесен ӑна юридици тӗлӗшӗнчен ҫирӗплетсе патӑм: билет ҫукки мана пассажирсен йышӗнчен кӑларса пӑрахмалли сӑлтав мар.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Манӑн хамӑн та унашкалах аслӑ ҫар пуҫӗ пулас килет, анчах ҫакӑн валли хисеплӗ нимӗнле сӑлтав та ҫукки хуҫать.Я хотел сам быть таким же великим полководцем, но к этому не было никакого уважительного повода.
I. Кӑштах истори // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 397–404 с.
Анчах тухтӑр куҫлӑхӗпе лӑпкӑн йӑлтӑртаттарчӗ, хистеме май ҫукки — куҫ кӗретех.Но доктор спокойно блестел очками, и было очевидно, что настаивать невозможно.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 305–309 с.
Вӗсен вилнӗ ҫыннӑн ҫукки пур — хӑйсен пилӗкӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 291–297 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑраха ямасӑр капитан суйлавне ирттерӗпӗр, мӗншӗн тесен… пӗлетӗр: карап ҫинче дисциплина ҫукки унта хӗрарӑм пурринчен сиенлӗрех.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Виҫине пӗлмен нумай ҫынпа мӗн пулса иртет — Пэдпа та ҫавах: унӑн кӗлеткин ӗренки, нервсем ҫукки ӑратлӑ вӑкӑра аса илтереҫҫӗ: вӑл тӑранайми ӗҫет, тӗрӗсрех — кӳпет.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
— Ҫукки ҫук-ха та…
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тепӗр чухне сунарҫӑн пулать ҫавнашкал туйӑм: тискер кайӑкне курмасть те, илтмест те-ха вӑл, унӑн йӗрӗпе кӑна пырать, анчах темскер ӑнланма-пӗлме ҫукки ӑна ҫав тискер кайӑк инҫех те мар иккенни, унпа кӗҫ-вӗҫ куҫа-куҫӑн тӗл пулма пултарасси ҫинчен асӑрхаттарать.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Анчах тарӑху-ҫилленӳ хӗлхемӗ курӑнмарӗ унта, эй-эй, унашкалли мар, пач урӑххи, ӗненме те май ҫукки палӑрчӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Анчах калаҫнинчен унӑн опыт ҫукки палӑрчӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫавӑнпа пӗрлех пӗтӗм эшкере уйрӑм район вӑйӗпе кӑна пӗтерме май ҫукки те уҫҫӑнах палӑрать…
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Анчах Телегин тем пек васкарӗ пулин те, лашана чуптармашкӑн май ҫукки пӗтерчӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Мэрире пӗлтернӗ тӑрӑх автобуссем ҫукки водительсен забастовкипе ҫыхӑннӑ — вӗсем рейса тухма килӗшмен.
Шупашкарта 41-мӗш мартшрут автобусӗсем 3 сехет ҫӳремен // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31305.html
Палатӑра никам та ҫукки хӑюлантарчӗ ӑна.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
Ҫавӑнпа судьяпа халӑх заседателӗсене приговор ҫырнӑ чухне Комарова айван, ҫамрӑк пулнине шута илме сӗнчӗ, ун айӑпӗ ҫукки, вӑл хӑй чысне хӳтӗлени, ун вӗлерес шут пулманни, ку ӑнсӑртран пулса тухнӑ япала пулни пирки каларӗ.
Суд // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.