Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Мускаври (тĕпĕ: Мускав) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ытларикун, ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Мускаври клиникӑсенчен пӗринче пирӗн ентеш, «Любэ» ушкӑн бас-гитарисчӗ Павел Усанов вилнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑхӑтсӑр татӑлнӑ кӗвӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Студент ҫулӗсенчех хӑйсен вузӗнчи чӑвашсен ентешлӗхне йӗркеленӗскер хальхи вӑхӑтра — Мускаври чӑвашсен наци-культура автономийӗ ҫумӗнчи ҫамрӑксен организацийӗн ертӳҫи.

Куҫарса пулӑш

Арҫын - тӗрев, мӑшӑрӗ - управҫӑ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Ачасене саламлама тата Чӑваш Ен ҫинчен каласа пама проект координаторӗ, Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова, унпа пӗрле Раҫҫей чӑвашӗсен федерацин наци культура автономийӗн, чӑвашсен Мускаври наци культура автономийӗн, ҫавӑн пекех Мускав хулинчи чӑвашсен культурин обществин членӗсем килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енӗн культурипе паллаштарнӑ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Конкурса Чӑваш Енрен кӑна мар, чӑвашсен Мускаври, Санкт-Петербургри, Ленинград облаҫӗнчи наци культура автономийӗсенчен те 300 ытла ӳкерчӗк килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енӗн культурипе паллаштарнӑ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Мускаври В.В.Бианки ячӗллӗ ача-пӑча библиотекинче ачасен «Чӑваш Ен сӑррисем» конкурсӑн черетлӗ тапхӑрӗн ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енӗн культурипе паллаштарнӑ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Галерейӑна ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче Мускаври стройкӑсенче вӑй хунипе пуҫтарӑннӑ укҫа-тенкӗпе туса лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫитсе курӑр Муркаш тӑрӑхне // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Сӑмахран, Владимир Васильевпа Евгений Терентьев вӗрентекенӗн ҫулне суйланӑ: пӗри — Шупашкарти, тепри Мускаври аслӑ вӗренӳ заведенийӗсенче пӗлӗве тарӑнлатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ку ҫуртра чӑнах та ӑшӑ // Надежда ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ҫав вӑхӑтрах эпир кӑларакан кӗнекесене Мускаври куравсенче те, ытти ҫӗрте те пахалӑх енчен никам та тиркемест.

Куҫарса пулӑш

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

«Паллах, Комиссаров пиртен лайӑхрах ҫырать. Вӑл Мускаври Ломоносов университетӗнченех вӗренсе тухнӑ та...» - тенӗччӗ пӗррехинче район хаҫатӗнче темиҫе ҫултанпа ӗҫлекенсенчен пӗри.

Куҫарса пулӑш

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

1979 ҫулта М.В.Ломоносов ячӗллӗ Мускаври патшалӑх университечӗн журналистика факультетӗнчен вӗренсе тухсан Валерий Петрович «Коммунизм ялавӗнче» тавракурӑмне анлӑлатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Журналистика - уншӑн пурнӑҫ // К.ЭЛИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.18

Мускаври ӑмӑртура лауреат ятне тивӗҫни те мӑнаҫлантарать, татах та ӳсӗмсем тума пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Упа та, слон та — тем те пур кунта! // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Ӑна Мускаври М.С.Щепкин ячӗллӗ аслӑ театр училищинче тӗл пултӑм.

Куҫарса пулӑш

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Вӑл шкул пӗтерсен Мускаври энергетика институтне вӗренме кӗчӗ, анчах мана пӗчченлӗхре хӑварас мар тесе часах каялла таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Игорь Мускаври Пичет университечӗн цифрӑллӑ тытӑмсен факультетӗнчен вӗренсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Ун хыҫҫӑн тӳрех Мускаври ял хуҫалӑх тата вӑрман академине ҫул тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Ывӑлне, Борис Николаевича, Мускаври ял хуҫалӑх академийӗнче пӗлӳ илнӗскере, репрессиленӗ, ҫавна пула ашшӗне пулӑшайман.

Куҫарса пулӑш

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Мускаври ӗҫ-пуҫпа паллашнӑ хыҫҫӑн асӑннӑ юхӑмӑн вырӑнти хастарӗсем сӑмах илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чăваш хĕрарăмĕсем - Раççейре чи малтисем // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

Мускаври В.И.Ленин ячӗллӗ тӗп стадионта спартакиадӑн финалти тупӑшӑвӗсене облаҫсемпе республикӑсен чемпионӗсемпе призерӗсем хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Чăваш Ене тĕнче шайне çĕкленĕ Краснов // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

Кӑрлач уйӑхӗнче Мускаври чи паллӑ архитектура палӑкӗсенчен пӗрне - сӑваплӑ Василий Соборне - тума пикентӗм.

В январе начал строить один из архитектурных памятников Москвы - Собор Святого Василия.

Ӳркенмен çын чăннипех те ăста // А.МАРИЯН. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех