Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Мухтав сире, Таланцевсем!

Автор: Надежда СМИРНОВА

Ҫӑлкуҫ: «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Хушнӑ: 2016.03.11 13:50

Пуплевӗш: 98; Сӑмах: 1020

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Чӑваш меценачӗсене халалланӑ иртнӗ уйӑхри кӑларӑмра вунтӑххӑрмӗш ӗмӗр вӗҫӗнче-ҫирӗммӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Етӗрне тӑрӑхӗнче ӗҫлесе пурӑннӑ Таланцевсем пирки кӑштах ҫырсаччӗ. Паян вӗсен ыркӑмӑллӑх ӗҫӗсемпе тӗплӗнрех паллаштарасшӑн. Ҫак тӗллевпе Етӗрне районне, вӗсемпе ҫыхӑннӑ вырӑнсене, ҫитсе куртӑмӑр. Ку енӗпе пире районӑн тӗп библиотекин директорӗ Нина Долгова нумай пулӑшрӗ. Сӑмах май, вӑл ертсе пыракан вулавӑш
паян та Таланцевсен библиотекинчи кӗнеке шкапӗсемпе усӑ курать.
Кӗнекисене вара, ҫӗршыва революци ҫулӑмӗ ярса илсен, халӑх ҫуртӗнче хӑварма йышӑннӑ, анчах та Кӑрмӑш хутлӑхӗнчи пӑлхава чарса лартнӑ хыҫҫӑн управляющи пулнӑ ҫыннӑн ҫуртне
/библиотека унта упраннӑ/ конфискациленӗ, кӗнеке фончӗн пӗр пайӗ Етӗрне уесӗн тӗп вулавӑшне,
тепӗр пайӗ вулӑс библиотекисене саланнӑ.
1954 ҫулта, темле майпа упранса юлнӑ паха кӗнекесен пуххине, Чӑваш республикин тӗп библиотекине леҫнӗ. Унта та вӑл, чылай вӑхӑт шута илменскер, хуҫасӑр выртнӑ.

70-мӗш ҫулсенче ҫеҫ, библиотека ҫӗнӗ ҫурта куҫнӑ хыҫҫӑн, кӗнекесене инвентаризациленӗ, халӗ вӗсем уйрӑмах паха, сайра тӗл пулакан литература секторӗнче упранаҫҫӗ. Нина Арсентьевна
иртнӗ ҫул «Негаснущая свеча» кӗнеке кӑларнӑ.

Унта Таланцевсем ҫинчен те ҫырса кӑтартнӑ.

Вӗсен ыркӑмӑллӑхпа ҫыхӑннӑ ӗҫӗсем пирки
унта та вуласа пӗлтӗмӗр.

Царевококшайск купсисем.

Камсем пулнӑ-ха Таланцевсем? Ӑҫтан вӗсен тымарӗсем? Документсем палӑртнӑ тӑрӑх - ҫур ӗмӗр ытла Етӗрнере ӗҫлесе пурӑннӑ Таланцев купса йӑхӗ Царевококшайск /халӗ Йошкар-Ола/ тӑрӑхӗнчен тухнӑ.

Михаил Таланцев, «асли» тенӗ ӑна, суту-илӳ ӗҫӗпе Етӗрнене час-часах пырса ҫӳренӗ. Кунти ҫӗрсем, ҫынсем килӗшнех пулӗ ӑна - 1862 ҫулта 5 теҫеттин ҫӗр тата хатӗр завод туяннӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн Михаил Михайлович мӑшӑрӗпе Софья Ивановнӑпа тата ывӑлӗпе Николайпа Етӗрне ҫывӑхӗнчи Янибяковӑна куҫса килнӗ. Кунта тата икӗ ывӑл: Михаил /1866/ тата Зиновий /1868/ ҫуралнӑ. Иккӗшне те Палтай чиркӗвӗнче тӗне кӗртнӗ.

1875 ҫулта Таланцев «асли» ҫӗре кӗнӗ, унӑн ӗҫне мӑшӑрӗ малалла тӑснӑ, тӑснӑ ҫеҫ мар, ӑнӑҫлӑ аталантарса пынӑ. Тепӗр вунӑ ҫултан унӑн аллинче 43 ҫурт /эрех нӳхрепӗсем, хӑна ҫурчӗсем, трактирсем тата ытти те/ пулнӑ. Софья Ивановнӑн чӗри 1887 ҫулта тапма чарӑннӑ. Еткерӗ ывӑлӗсене юлнӑ.

Укҫа-тенки, ытти капиталӗ ҫителӗклӗ пулни вӗсене уйрӑммӑн, пӗр-пӗрне чӑрмантармасӑр аталанма май панӑ. Ҫак тӑрӑхри чи паллӑ капиталистсем хӑйсен пуянлӑхӗшӗн кӑна ӑнтӑлман, вырӑнти культура пурнӑҫне аталантарма та, ыркӑмӑллӑх акцийӗсем ирттерме те кӗмӗлне шеллемен.

Революциччен - капиталист, ун хыҫҫӑн - чи чухӑн ҫын.

Николай Таланцев Шупашкарта /1865/ ҫуралнӑ. Уес училищине пӗтернӗ хыҫҫӑн Хусанти 3-мӗш гимназире вӗреннӗ. Ҫамрӑклах общество ӗҫне явӑҫнӑ: 1890 ҫулсен пуҫламӑшӗнче ӑна Етӗрне округӗн миравай судйине, Етӗрне тӗрмин директорне, хула библиотекин комитечӗн членне суйланӑ.

Ял ачисем валли тунӑ шкулсемшӗн Николай Таланцев 1904 ҫулта пӗрремӗш наградӑна - Анна лентипе ҫыхнӑ медале - тивӗҫнӗ.

Вӑйсӑррисене пулӑшассине Николай Михайлович хӑйӗн тивӗҫӗ вырӑнне йышӑннӑ. Ҫирӗммӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Етӗрнере аслӑ княгиня Ольга Константиновна ячӗпе ача приючӗ уҫнӑ. Шӑпах ҫакӑнтан пуҫланнӑ та хулари ача ҫурчӗн историйӗ. Кунта 20 ытла ачана выҫӑ вилесрен пӑхса тӑнӑ кӑна мар, вулама-ҫырма вӗрентнӗ, ӗҫе хӑнӑхтарнӑ. Революциччен ӑна ыркӑмӑллӑх укҫипе тытса тӑнӑ.

1904-1905 ҫулсенчи вырӑс-яппун вӑрҫи хыҫҫӑн хулана темиҫе инвалид таврӑннӑ. Вӗсем тата пӗччен пурӑнакан ватӑсем валли Николай Михайлович ятарлӑ приют уҫнӑ. Таланцевӑн ҫынлӑхне палӑртакан тепӗр пулӑм - куҫ тата хирурги лечебницин строительстви. 1911 ҫулта вӑл ҫӗр туяннӑ та тӳрех ӗҫе пуҫӑннӑ. 30 койка вырнаҫакан лечебницӑна 1913 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче уҫнӑ. Вӑл меценатӑн вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗнӗ мӑшӑрӗн Любовия Алексеевна Таланцевӑн ячӗпе ҫӳренӗ, совет влаҫӗн ҫулӗсенче - Константин Волков ячӗпе.

Революци умӗн Николай Таланцев хула старости пулнӑ. Тӗнче вӑрҫин ҫулӗсенче хӑйӗн тивӗҫӗсене ӑнӑҫлӑ пурнӑҫласа пынӑшӑн ӑна виҫҫӗмӗш степень Ҫветтуй Станислав орденӗпе наградӑланӑ.

1918 ҫулта Николай Михайлович хӑйӗн пӗтӗм пурлӑхне Етӗрне хулине панӑ. Ватлӑхра чухӑн пурӑннӑ. Ывӑлне, Борис Николаевича, Мускаври ял хуҫалӑх академийӗнче пӗлӳ илнӗскере, репрессиленӗ, ҫавна пула ашшӗне пулӑшайман. Николай Таланцев 1935 ҫулта пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Пиччӗшӗнчен вӗренсе пынӑ.

Таланцевсен вӑталӑх ачи - Михаил Михайлович. Вӑл та пиччӗшӗ пекех Хусан гимназийӗнче пӗлӳ илнӗ. Хӑй ирӗкӗпе патша ҫарӗнче службӑра тӑнӑ. Ҫирӗмрех суту-илӳ ӗҫне кӳлӗннӗ: ҫемье завочӗсем валли чӗртавар хатӗрлессипе тӑрӑшнӑ. Ыркӑмӑллӑх ӗҫӗнче пиччӗшӗ уншӑн тӗслӗх пулса тӑнӑ. 1900 ҫулта Хӗрлӗ Чутайри чиркӳпе прихут ҫумӗнче ултӑ класлӑ шкул хута янӑранпа унӑн попечителӗ шутланнӑ. Ҫак ӗҫшӗн ӑна Станислав лентипе ҫыхнӑ кӗмӗл медаль панӑ. Николай Михайлович пекех вӑл та Етӗрне хулин хисеплӗ гражданинӗ пулнӑ. Мӗнле ӗҫсемшӗн тивӗҫнӗ-ха ҫак хисепе?

1906 ҫулта хулара хӗрарӑмсен прогимназине хута янӑ, ҫакӑ хула управине реальнӑй училищӗн строительствине пуҫӑнма хистенӗ, анчах хулапа уес земствин укҫа пулманнипе хула старости «Пӗртӑван Таланцевсем» суту-илӳ ҫуртӗнчен пулӑшу ыйтнӑ. Михаил Михайлович пулӑшма килӗшнӗ. Ҫулталӑкран училищӗн кирпӗч ҫуртне туса лартнӑ. Ӑна тума 100 пин тенкӗ укҫа тӑкакланӑ, 68 пинне М.Таланцев тӳленӗ. 1908 ҫулта училищӗре вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ. 1917 ҫулччен Михаил Михайлович унӑн попечителӗ пулнӑ. Вӑл ҫавӑн пекех училище валли рояль, музыка инструменчӗсем, пӗчӗк электростанци туяннӑ, 20 чухӑн ачана апат ҫитерме, экскурсие кайма укҫа парса тӑнӑ.

Реальнӑй училище строительствишӗн М.Таланцева виҫҫӗмӗш степень Ҫветтуй Анна орденӗпе чысланӑ. Михаил Михайлович кайран та училищӗне пулӑшсах тӑнӑ.

1918 ҫулта Михаил Таланцев ҫемйипе Етӗрнерен тухса кайнӑ. Унӑн малалли шӑпи паллӑ мар.

«Хыпара» та пулӑшнӑ.

Зиновий Таланцевӑн ячӗ те Етӗрне хутлӑхӗнче паян та пысӑк хисепре. Вӑл республика кун-ҫулне предприниматель пек кӑна мар, общество ӗҫченӗ, ӑсчах, чӑн-чӑн интеллигент пек ҫырӑнса юлнӑ.

Таланцевсен кӗҫӗн ывӑлӗ те Хусанти 3-мӗш гимназире пӗлӳ илнӗ. Ун хыҫҫӑн тӳрех Мускаври ял хуҫалӑх тата вӑрман академине ҫул тытнӑ. 1887 ҫулта, студентсен пухӑвне хутшӑннӑшӑн, академирен кӑларса янӑ. Малалла пӗлӗве Берлинти ял хуҫалӑх аслӑ шкулӗнче туптанӑ. Ун хыҫҫӑн тӑван тӑрӑхне таврӑннӑ. Ҫапах та ӑслӑлӑх патне туртӑнасси ҫакӑнпа вӗҫленмен, 1890 ҫулта вӑл Хусан университечӗн физикӑпа математика факультетне вӗренме кӗнӗ, анчах революци кӑмӑллӑ ҫынсемпе хутшӑннӑшӑн Зиновий Таланцева ҫулталӑк вӗреннӗ хыҫҫӑн кӑларса янӑ.

Таланцевсен Суту-илӳ ҫурчӗ ҫулран-ҫул аталанса пынӑ, ҫапах та унӑн хуҫисенчен пӗрне - Зиновий Михайловича - Мускава, Санкт-Петербурга, Петербург кӗпӗрнине пырса кӗме ирӗк пулман. 1903 ҫулхи пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫеҫ департаментӑн хушма хушӑвӗпе вӑрттӑн йӗрлессине чарса лартнӑ.

1905-1907 ҫулсенчи революци Зиновий Таланцевӑн пурнӑҫне тӗпрен улӑштарнӑ. Вӑл чӑваш интеллигенцийӗ хушшинче паллӑ ҫын пулса тӑнӑ. Чӑваш хастарӗсене тӑван чӗлхепе литература пичетлеме кӗмӗл кирлӗ пулнӑ, чӑвашсен пӗрремӗш «Хыпар» хаҫачӗ те ҫав енӗпех нуша курнӑ. Зиновий Таланцев «Хыпар» кӑларма укҫа панӑ, ҫав ҫулах чӑвашла пичетленнӗ литературӑн издателӗ пулнӑ.

1906-1909 ҫулсенче вӑл пулӑшнипе хӗрарӑмсен прогимназине ҫӗнетме май килнӗ, ҫуртӑн иккӗмӗш хутне тунӑ, унта тата тӑватӑ класс вырнаҫтарнӑ. З.Таланцев чухӑн ачасене стипенди тӳлемелле тунӑ, вӗренмелли хатӗрсем туянса панӑ. Ҫапла Етӗрнере те хӗрачасене вӑтам пӗлӳ паракан гимнази ӗҫлесе кайнӑ. 1913 ҫулта влаҫрисем Таланцева гимназин попечительсен канашне суйланӑ. Тепӗр икӗ ҫултан ӑна Ҫветтуй Станиславӑн орденӗпе чысланӑ.

Революци хыҫҫӑн Зиновий Таланцев Чулхула университечӗн хими факультетӗнче ӗҫленӗ. Пурнӑҫран уйрӑличчен /1929/ ӑна профессора суйланӑ. Вӑл ӑслӑлӑх ӗҫӗсем те - монографисемпе вӗренӳ пособийӗсем - ҫырнӑ.

Кун хыҫҫӑн кун иртет, мӗн пулни историе юлать. Вӑл та манӑҫа тухма, самана тусанӗпе витӗнме пултарать, анчах та апла тӑвас мар тесен пирӗн хамӑрти патриот туйӑмӗсене ҫухалма памалла мар. Хамӑрӑн аваллӑха пӗлмелле, юратмалла тата унпа мӑнаҫланмалла. Шухӑшӑмӑрсене пуҫ тавра кӑшӑлласа хамӑртан ыйтар-ха - Таланцевсен пархатарлӑ тӗслӗхне малалла тӑсса паянхи чӑваш пуянӗсем мӗнпе мӑнаҫланма пултараҫҫӗ?

Ҫырӑр, шухӑшӑрсене пӗлтерӗр - калаҫӑва малалла тӑсатпӑр.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех