Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чылай сăмах пирĕн базăра пур.
чылай (тĕпĕ: чылай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пасар уҫӑлнӑ кун ял ҫыннисемпе хисеплӗ хӑнасем чылай пухӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пасар уҫӑлчӗ // Татьяна НИКИТИНА. «Урал сасси», 2016.06.01

Ҫапла, аннесем ҫинчен поэтсем те ҫӗр-ҫӗр сӑвӑ ҫырнӑ, писательсем те чылай хайлав шӑрҫаланӑ.

Да, о матери поэты тысячи стихов, и писатели много красивых произведений написали.

Ӗҫ тумасӑр хулӑ та хуҫаймӑн // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗ, «Единая Россия» партин малтанхи сасӑлавӗн кунӗ, Чӑваш Еншӗн чӑнласах та пысӑк уява ҫаврӑнчӗ: шутлав участокӗсенче ирех хаваслӑ юрӑ-кӗвӗ янӑрарӗ, концертсем пулчӗҫ, чылай ҫӗрте пӗчӗк ачасем валли вӑйӑ кӗтесӗ йӗркелерӗҫ...

Куҫарса пулӑш

Малтанхи сасӑлав... // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

«Эпир чылай республикӑра пултӑмӑр, сирӗн майсене тӗпе хурса Чӑваш Ене суйласа илтӗмӗр», — тенӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Япони: инҫетре пулсан та - питӗ ҫывӑх // А.ВОЛКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Унсӑр пуҫне хӑйсенчен чылай ҫамрӑккине пӑхмасӑр, социаллӑ ӗҫченсенчен сӗнӳ-канаш час-часах ыйтаҫҫӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Ырӑлӑх, чун ӑшши парнелекенсем // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Чылай чухне вырӑс ачисенчен те тирпейлӗрех пулнӑ.

В многих случаях мы были аккуратнее русских детей.

Чӑваш сӑмахлӑхӗн те черечӗ ҫиттӗрех // Денис ГОРДЕЕВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

1937 ҫулсенче ҫӗршыври шкулсенчи чылай вӗрентекене Совет влаҫне хирӗҫ тӑрать тесе айӑпланӑ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑрла пӗр ӗҫшӗн - орден, теприншӗн - медаль // Галина ЗОТОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Светланӑпа хутшӑнусем йӗркелени вӗсемшӗн чылай чухне ҫулпуҫа психологи тӗлӗшӗнчен тавӑрнипе вӗҫленнӗ.

Для тех, кто вступал со Светланой в отношения, это часто заканчивалось психологической местью вождю.

Хӗрне ашшӗшӗн тавӑрнӑ // Анна ВЕЛИГЖАНИНА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Чылай сӑнӳкерчӗкре сан ҫумра — шурӑ йытӑ.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Манӑн ӗҫе ырлакан чылай, Интернет урлӑ та шыраса тупаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Тӗрӗк тӗнчине тӗпчекен чылай ӑсчах: «Чӑваш хӗр-хӗрарӑмӗ — авал пурӑннӑ амазонкӑсен тӑхӑмӗсем», — тесе ҫирӗплетет.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Ҫар ҫыннин профессийӗ чылай яш-кӗрӗме илӗртет.

Профессия военнослужащего многим молодым нравится.

Тӳпере вӗҫме ӗмӗтленет // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Сызраньти летчиксен авиаци аслӑ училищинче Чӑваш Енри чылай ҫамрӑк ӑс пухать.

В Сызранском высшем авиационном училище лётчиков много молодёжи из Чувашской Республики учатся.

Тӳпере вӗҫме ӗмӗтленет // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Кӗске вӑхӑтрах чылай сумлӑ ӗҫ тума пултарчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чӑваш киновӗ камит енне сулӑнчӗ // Владимир КАРСАКОВ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Хӑнасем хӑйсен пепкисене ача садне вырнаҫтарас тесен чылай хушӑ черетре тӑма тивнине те аса илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Хамӑн та ача садне ҫӳрес килсе кайрӗ…» // А.ОРИНОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Тӗлӗнмелле те, ҫав вӑхӑтра сарӑлнӑ чылай юхӑм пек пӗтсе ларман вӑл.

Куҫарса пулӑш

Пӗри - пуриншӗн, пурте - пӗриншӗн // В.СИВВИ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20

Халӗ центр хула пек ӳсет, ялсенче те хӑтлӑ ҫуртсем чылай.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре иртет кун-ҫул утти // Р.МОИСЕЕВ. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Чылай хушӑ райӗҫтӑвком председателӗн тивӗҫне пурнӑҫлать.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре иртет кун-ҫул утти // Р.МОИСЕЕВ. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Унӑн пысӑк пайӗ ҫинче хуҫалӑх пӗрремӗш ҫул мар чылай ҫул ӳсекен курӑксем акать, 159 га вара кӑҫалтан вир валли пулӗ – ҫӗре сухаласа рекультивациленӗ.

Куҫарса пулӑш

Лаптӑксем «манӑҫнӑ-и»? // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

2015 ҫулта Шупашкарти кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче тӗнче шайӗнчи стадион хута янине, вӑл пӗр кун та пушӑ тӑманнине, ҫавӑн пеккине малашне те чылай тӑвассине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Малаллах талпӑнаҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех