Шырав
Шырав ĕçĕ:
6. Вӑл хуласемпе ялсене кӗтмен ҫӗртен тапӑнса ҫунтара-ҫунтара янӑ, ҫапӑҫма меллӗ вырӑн йышӑнса сахал мар тӑшмана ҫӗнтернӗ, ӑна хӑваласа янӑ; 7. ҫак ӗҫсене тума чылай чухне вӑл тӗттӗм каҫ суйласа илнӗ, унӑн паттӑрлӑхӗ ҫинчен хыпар пур ҫӗре те сарӑлнӑ.
2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Антиоха пулӑшмашкӑн Симон ун патне икӗ пин хастар ҫын, ылтӑн-кӗмӗл тата чылай апат-ҫимӗҫ ӑсатнӑ; 27. анчах лешӗ ҫакна йышӑнма кӑмӑл туман, унччен сӑмах татнине пӑсса пӗтӗмпех сивӗннӗ унран.
1 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫакӑ вӑл Вефиль халӑхӗ Сарецера, Регем-Мелеха тата унӑн юлташӗсене Ҫӳлхуҫа умӗнче кӗлтума 3. тата Саваоф Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи священниксемпе пророксенчен: «чылай ҫул хушши туса пынӑ пек, пиллӗкмӗш уйӑхра йӗмелле-ши пирӗн, типӗ тытмалла-ши?» тесе ыйтма янӑ чухне пулнӑ.
Зах 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Чылай кунран эсӗ кирлӗ пулӑн; юлашки ҫулсенче эсӗ хӗҫрен хӑтарнӑ, нумай тӗрлӗ халӑх хушшинчен Израиль тӑвӗсем ҫине пуҫтарнӑ халӑх патне ҫитӗн, ҫав тусем унччен пӗрмай юхӑнса выртнӑ, халӗ вара ҫав ҫӗр ҫыннисене халӑхсем хушшинчен каялла тавӑрӗҫ те, вӗсем пурте хӑрушлӑхсӑр пурӑнма пуҫлӗҫ.
Иез 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Дедан ывӑлӗсем санпа суту-илӳ тӑватчӗҫ; чылай утрав санпа тавар улӑштаратчӗ, сана тӳлеме сӑлан шӑммипе хура йывӑҫ илсе килетчӗҫ.
Иез 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: 2. этем ывӑлӗ, эсӗ те Тир хулишӗн хӳхлеме пуҫла, 3. кала ҫав хулана, тинӗс кукӑрӗнче лараканскере, чылай утрав халӑхӗпе суту-илӳ тӑваканскере: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: эй Тир! «эпӗ — чӑн илем!» тетӗн эсӗ.
Иез 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ҫӳлхуҫаран мана тата сӑмах пулчӗ: 27. этем ывӑлӗ! акӑ Израиль килӗ: «вӑл пророкла курни чылай вӑхӑтран ҫеҫ пулать, вӑл тахҫан ҫитес вӑхӑтра пуласси ҫинчен анчах пӗлтерет» тет.
Иез 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Мана Ҫӳлхуҫаран тата сӑмах пулчӗ: 22. этем ывӑлӗ! сирӗн патӑрта, Израиль ҫӗрӗнче, ҫакӑ каларӑш мӗне пӗлтерет вӑл: «чылай кун иртӗ те, пророк курни пӗтӗмпех ҫухалӗ» теетӗр.
Иез 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Вӑл халӑхӗ йышлӑ пулнипе савӑнатчӗ, савӑнӑҫне туртса илӗп, унӑн каппайлӑхӗ хурлӑха пулӗ; 35. Ӗмӗрхинчен ун ҫине нумайлӑха вут-ҫулӑм килӗ, чылай вӑхӑт хушши унта шуйттансем пурӑнӗҫ.
Вар 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Анчах сана та илтмелле, пӗтӗм халӑха та илтмелле калас сӑмахӑма итлесе пӗтер-ха: 8. авалтанпах манран малтан, санран малтан пулнӑ пророксем чылай ҫӗршыва тата аслӑ патшалӑха вӑрҫӑ, хӗн-хур, мур чирӗ ҫитесси ҫинчен пӗлтерсе хунӑ.
Иер 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Чылай кун иртсессӗн Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: Евфрат патне кай та унтан Эпӗ сана пытарса хума хушнӑ пӗҫӗ ҫыххине ил, терӗ.
Иер 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ чӗнменнипе, чылай хушӑ чӗнменнипе эсӗ Манран хӑрами пултӑн мар-и?не оттого ли, что Я молчал, и притом долго, ты перестала бояться Меня?
Ис 57 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫулпа чылай пынӑран ӗшеннӗ, анчах та эсӗ: «шанӑҫӑм пӗтрӗ!» тесе каламан; санӑн аллунта ҫав-ҫавах чӗрӗ вӑй пулнӑ, ҫавӑнпах ӗнтӗ халран кайнине те туйман.
Ис 57 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эсӗ чурӑс пулнине, мӑй шӑнӑрӗсем санӑн тимӗр иккенне, ҫамку пӑхӑр иккенне Эпӗ пӗлнӗ; 5. ҫавӑнпа та мӗн пуласси ҫинчен Эпӗ сана чылай малтан пӗлтерсе тӑтӑм, эсӗ: «манӑн йӗрӗхӗм турӗ ҫакна, ман йӗрӗхӗм — кӗлетке, йӑваласа тунӑ кӳлепе — ҫакӑн пек тума хушрӗ» теесрен ҫапла турӑм.
Ис 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Пулни-иртнине Эпӗ чылай малтан пӗлтерсе тӑнӑ; вӑл Манӑн чӗлхе-ҫӑварӑмран тухнӑ, ун ҫинчен Эпӗ хыпарланӑ, тумаллине вара пӗр кӗтмен чухне тунӑ — пурте пурӑнӑҫа килнӗ.
Ис 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Пире пӗлтерсе, кам ҫакӑн ҫинчен малтанах каласа хунӑ, пире: «чӑнах-и?» тесе ыйтма май парса, чылай маларах пире кам пӗлтернӗ?
Ис 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫӳлхуҫа мана ҫапла каларӗ: хӑйне чылай кӗтӳҫӗ ӗрленине уяман арӑслан пек, вӗсен шӑв-шавӗнчен шикленмен, вӗсем йышлӑ пулнинчен хӑрамасӑр тупӑшӗ патӗнчен чакман выҫӑ арӑслан пек, Саваоф Ҫӳлхуҫа Сион ҫине анӗ, ҫак сӑртшӑн ҫапӑҫӗ.
Ис 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Вара тӗрме ҫыннисене пуҫтарнӑ пек, пурне те шӑтӑка пуҫтарӗҫ, тӗттӗм шӑтӑка хупса хурӗҫ, чылай кунран вӗсене хаса парӗҫ.
Ис 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫавӑнпа ӗнтӗ пурӑнӑҫне ӑссӑрла ирттерекен усал ҫынсене Эсӗ хӑйсен ирсӗрлӗхӗпех асаплантарнӑ: 24. вӗсем ӗнтӗ, айван ачасем пек улталанса, ытти чӗрчунсем те йӗрӗнекен нӗрсӗр чӗрчунсене турӑсем вырӑнне пуҫҫапса, аташу ҫулӗпе чылай аякка пӑрӑнса кайнӑ.
Ӑсл 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӑкӑрна шыв тӑрӑх яр — ӑна эсӗ чылай кунран тупатӑн.1. Отпускай хлеб твой по водам, потому что по прошествии многих дней опять найдешь его.
Еккл 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.