Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ис 24

Пай: Библи –> Исаия пророк кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.17 10:30

Пуплевӗш: 22; Сӑмах: 349

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Ҫӳлхуҫа акӑ ҫӗре ҫука хӑварать, ӑна пулӑхсӑр тӑвать; ҫӗрӗн сӑн-сӑпатне улӑштарать, ҫӗр ҫинче пурӑнакансене сапаласа ярать. 2. Вара халӑха мӗн пулӗ, священника та ҫавах пулӗ, тарҫипе мӗн пулни — унӑн хуҫипе, тарҫӑ-арӑмпа мӗн пулни — хуҫа-арӑмпа, туянаканнипе мӗн пулни — сутаканнийӗпе, кивҫен илекенӗпе мӗн пулни — кивҫен параканӗпе, парӑмлипе мӗн пулни усламҫӑпа пулӗ. 3. Ҫӗре пӗтӗмпех ҫука хӑварнӑ; ҫаратмаллипех ҫаратнӑ — ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа ҫапла хушнӑ.

4. Хуйхӑрать ҫӗр, салху вӑл; пусӑрӑннӑ, салхуланнӑ тӗнче; тӳпепе ҫӗр хавшанӑ. 5. Хӑй ҫинче пурӑнакансем айӗнче ҫӗр ирсӗрленнӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем саккуна пӑхӑнмарӗҫ, йӗркене улӑштарчӗҫ, ӗмӗрлӗх халала пӑсрӗҫ. 6. Ҫавӑншӑнах ҫӗре ылхан кӑшлать, ун ҫинче пурӑнакансем асап кураҫҫӗ; ҫавӑншӑнах ҫӗр ҫинче пурӑнакансене ҫунтарса янӑ, ҫынсем питӗ сахал тӑрса юлнӑ.

7. Ҫимӗҫ сапакийӗн сӗткенӗ йӗрет; иҫӗмӗн аври ыратать; чӗререн савӑннисем пурте ассӑн сывлаҫҫӗ. 8. Тӳнкӗр ҫапса савӑнасси путланчӗ; хавасланакансен шӑв-шавӗ лӑпланчӗ; кӗсле сассийӗ илтӗнмест; 9. ӗнтӗ юрла-юрла эрех ӗҫмеҫҫӗ; ӗҫекенсемшӗн халь ҫиккер те йӳҫӗ. 10. Пушанса юлнӑ хулана аркатнӑ, ҫурчӗсене пурне те хупса лартнӑ — кӗрейместӗн. 11. Урамра эрехшӗн йӗреҫҫӗ; ӗнтӗ кирек епле хаваслӑх та сӳнчӗ; ҫӗр ҫинчен пӗтӗм савӑнӑҫ ҫухалчӗ. 12. Хула хӑрӑнса ҫитрӗ, хапхисем те йӑтӑнса анчӗҫ.

13. Ӗҫҫи хыҫҫӑн, ҫу йывӑҫӗн ҫимӗҫне татса пӗтерсессӗн, иҫӗм ҫырлине пуҫтарса илсессӗн мӗнле пулать, ҫӗр ҫийӗнче, халӑхсем хушшинче те ҫапла пулӗ.

14. Вӗсем сассине вӑйлатӗҫ, Ҫӳлхуҫа аслӑлӑхӗшӗн хӗпӗртенӗҫ, тинӗс енчен хыттӑн кӑшкӑрса сас парӗҫ. 15. Ҫапла ӗнтӗ Ҫӳлхуҫана тухӑҫра мухтавлӑр, Ҫӳлхуҫанӑн, Израиль Туррийӗн, ятне тинӗс утравӗсем ҫинче мухтавлӑр. 16. Эпир ҫӗр хӗрринчен «Сӑваплӑскерне мухтав!» теекен юрӑ илтетпӗр. Каларӑм эпӗ: хуйхӑ ҫитрӗ мана! хуйхӑ ҫитрӗ мана! ах, мӗнле хурлӑхлӑ мана! усалсем усал ӗҫ тӑваҫҫӗ, усалсем усалланса кайсах усал ӗҫ тӑваҫҫӗ. 17. Эй ҫӗр ҫинче пурӑнакан, ахӑр самана, шӑтӑк та йӑлмак сан валли! 18. Сехри хӑпнипе кӑшкӑрса тараканӗ шӑтӑка кӗрсе ӳкӗ; шӑтӑкран тухаканӗ йӑлмака ҫакланӗ, мӗншӗн тесессӗн тӳпе чӳречисем уҫӑлса кайӗҫ, ҫӗр никӗсӗ чӗтренӗ. 19. Ҫӗр арканать, ҫӗр тӗпренсе саланать, ҫӗре хытӑ чӗтретнӗ; 20. ҫӗр ӳсӗр пек ҫапкаланать, сӑпка евӗр сиккелет, ӑна хӑйӗн йӗркесӗрлӗхӗ асаплантарать; ӳкет вӑл — ҫӗкленеймест.

21. Ҫавӑ кун акӑ епле пулӗ: Ҫӳлхуҫа ҫӳлти ҫарсем патне, ҫӗр ҫинчи ҫӗр патшийӗсем патне ҫитӗ. 22. Вара тӗрме ҫыннисене пуҫтарнӑ пек, пурне те шӑтӑка пуҫтарӗҫ, тӗттӗм шӑтӑка хупса хурӗҫ, чылай кунран вӗсене хаса парӗҫ. 23. Саваоф Ҫӳлхуҫа Сион тӑвӗ ҫинче, Иерусалимра патшана ларсассӑн, аслӑ ҫынсем умӗнче Унӑн мухтавлӑхӗ ҫуталса кайсассӑн уйӑх та вӑтанса хӗрелӗ, хӗвел те намӑсланӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех