Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Вар 4

Пай: Библи –> Варух пророк кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.17 12:59

Пуплевӗш: 32; Сӑмах: 476

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Акӑ Турӑ ӳкӗчӗсен кӗнеки, Унӑн ӗмӗрлӗх саккунӗ. Ӑна тытса тӑракансем пурте пурӑнӗҫ, ӑна пӑрахакансем вилӗҫ. 2. Эй Иаков, ҫаврӑн, ил ӑна, унӑн ҫутатакан ҫутинче ҫӳре! 3. Хӑвӑн аслӑлӑхна урӑххине ан пар, хӑвӑншӑн усӑллине ют халӑха ан пар. 4. Эй Израиль, эпир телейлӗ, эпир Турра мӗн юрӑхлине пӗлетпӗр. 5. Эй халӑхӑм, Израиль палӑкӗ, хӑюллӑ пул! 6. Суя тӗнлӗ халӑхсен аллинчен пӗтме паман сире; эсир Турра ҫиллентернӗ, ҫавӑнпа тӑшмансен аллине ӳкернӗ сире; 7. Турра мар, шуйттансене парне кӳрсе, эсир хӑвӑра Пултаракана тарӑхтарнӑ. 8. Эсир хӑвӑра тӑрантаракан ӗмӗрхи Турра манӑҫланӑ, ҫавӑн пекех хӑвӑра пӑхса ӳстернӗ Иерусалима кӳрентернӗ; 9. Иерусалим сирӗн ҫине килнӗ Турӑ ҫиллине курнӑ та каланӑ: «эй Сион кӳршисем, итлӗр — Турӑ ман ҫине пысӑк хуйхӑ ячӗ: 10. эпӗ хамӑн ывӑлӑмсемпе хӗрӗмсене Ӗмӗрхи ирӗкӗпе тыткӑнланине куртӑм. 11. Эпӗ вӗсене савӑнса ӳстернӗ, ӗнтӗ йӗре-йӗре, хуйхӑрса кӑларса ятӑм. 12. Никам та ан савӑнтӑр маншӑн: тӑлӑха юлтӑм, мана нумайӑшӗ манӑҫларӗ, ачамсен ҫылӑхӗсемшӗн пушанса юлтӑм: вӗсем Турӑ саккунӗнчен пӑрӑнчӗҫ. 13. Турӑ панӑ йӗркесене пӗлмерӗҫ, Турӑ хушнӑ ҫулсемпе ҫӳремерӗҫ, Ун тӳрӗлӗхне вӗрентекен сукмак ҫине тӑмарӗҫ. 14. Эй Сион кӳршисем, килӗр, манӑн ывӑлӑмсемпе хӗрӗмсене Ӗмӗрхи ирӗкӗпе тыткӑнланине аса илӗр. 15. Вӗсем ҫине Вӑл инҫетри халӑха, сӗмсӗр те урӑх тӗнлӗ халӑха, ячӗ, ӗнтӗ кусем ватӑран та именмерӗҫ, пӗчӗк ачана та хӗрхенмерӗҫ, 16. тӑлӑх арӑмран савнӑ ывӑлӗсене илсе кайрӗҫ, пӗчченскере хӗрӗсемсӗр тӑратса хӑварчӗҫ. 17. Эпӗ сире мӗнле пулӑшам-ха? 18. Ҫак хӗн-хура Кам янӑ сирӗн ҫине, тӑшманӑрсен аллинчен шӑпах Ҫавӑ хӑтарӗ те сире. 19. Кайӑр ӗнтӗ, ачамсем, кайӑр: эпӗ ӗнтӗ пушӑ тӑрса юлтӑм. 20. Эпӗ ҫийӗмрен тӑнӑҫлӑх тумне хыврӑм, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнтӑм, эпӗ кӗлтӑвӑп; ӗмӗрӗм тӑршшӗпех Ӗмӗрхине тархаслӑп. 21. Эй ачамсем, хӑюллӑ пулӑр, Турра тархаслӑр, Вӑл сире пусмӑртан, тӑшмансен аллинчен хӑтарӗ. 22. Эпӗ сире Ӗмӗрхи ҫӑласса кӗтрӗм, Святойран мана ырӑлӑх савӑнӑҫӗ ҫитрӗ, часах вӑл Ӗмӗрхинчен, хамӑра Ҫӑлаканран, сирӗн патӑра ҫитӗ. 23. Эпӗ сире куҫҫульпе, хуйхӑрса кӑларса ятӑм, анчах Турӑ сире савӑнса та хӗпӗртесе ӗмӗрлӗхе мана тавӑрса парӗ. 24. Сион кӳршисем, сире тыткӑнланине курнӑ пекех, кӗҫех сире Турӑ ҫӑлнине курӗҫ, ҫӑлӑнӑҫ сирӗн патӑра Ӗмӗрхийӗн пысӑк мухтавлӑхӗпе, аслӑлӑхӗпе килӗ. 25. Эй ачамсем! хӑвӑра Турӑран ҫитнӗ ҫилле чӑтса ирттерӗр: сана тӑшман хӗсӗрлерӗ, анчах эсӗ кӗҫех вӑл пӗтнине курӑн, ун мӑйӗ ҫине урупа пусӑн. 26. Эпӗ ачашласа пӑхса ӳстернисем асаплӑ ҫулпа кайрӗҫ, вӗсене тӑшман тустарса тухнӑ кӗтӳ пек ярса илчӗҫ. 27. Эй ачамсем, хӑюллӑ пулӑр, Турра тархаслӑр: хӑвӑр ҫине ҫак инкеке Янӑскерӗ сире аса илӗ. 28. Турӑран уйрӑлнӑ чухне епле хастар пултӑр, Турӑ енне ҫаврӑнма, Ӑна шырама ҫав хастарлӑха вунӑ хут ӳстерӗр: 29. сирӗн ҫине ҫак хӗн-хура Яраканӗ, сире ҫӑлса, сирӗн ҫине ӗмӗрлӗх савӑнӑҫ ярӗ. 30. Эй Иерусалим, хӑюллӑ пул! Хӑвна ят Панӑскерӗ сана лӑплантарӗ. 31. Сана кӳрентернисем, эсӗ такӑнса ӳкнӗшӗн савӑннисем телейсӗр. 32. Санӑн ачусене ӗҫлеттерсе тӑнӑ хуласем телейсӗр, санӑн ывӑлусене йышӑннӑ ҫӗр телейсӗр: 33. ҫав ҫӗр эсӗ пӗтнӗшӗн савӑннӑччӗ, сана ҫӗнтернӗшӗн хӗпӗртенӗччӗ, акӑ хӑй пушанса юлнӑшӑн хуйхӑрӗ. 34. Вӑл халӑхӗ йышлӑ пулнипе савӑнатчӗ, савӑнӑҫне туртса илӗп, унӑн каппайлӑхӗ хурлӑха пулӗ; 35. Ӗмӗрхинчен ун ҫине нумайлӑха вут-ҫулӑм килӗ, чылай вӑхӑт хушши унта шуйттансем пурӑнӗҫ. 36. Эй Иерусалим, тухӑҫалла ҫаврӑнса пӑхсам, хӑвӑн патна Турӑран килекен савӑнӑҫа курсам эс. 37. Акӑ хӑв кӑларса янӑ ывӑлусем килеҫҫӗ, Святой сӑмахӗпе тухӑҫран пуҫласа анӑҫа ҫити пуҫтарӑннӑскерсем, вӗсем Турӑ мухтавӗ ҫитнӗшӗн савӑнса килеҫҫӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех