Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫула сăмах пирĕн базăра пур.
ҫула (тĕпĕ: ҫул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗнчере ӑнланмалла мар виҫ япала пур маншӑн, тӑваттӑмӗшне те эпӗ пӗлсе ҫитерейместӗп: тӳпери ӑмӑрткайӑк ҫулне, ту чакӑлӗнчи ҫӗленӗнне, тинӗс варринчи карапӑнне те хӗрарӑм чӗри патне арҫын хывакан ҫула.

Три вещи есть в мире, непонятные для меня, и четвертую я не постигаю: путь орла в небе, змеи на скале, корабля среди моря и путь мужчины к сердцу женщины.

IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Ҫула май Нагульнов, савӑнӑҫлӑн пӑлханса, Ванюшкӑн ӗшенчӗк сӑн-пичӗ ҫине пӑхрӗ те:

По дороге Нагульнов, с радостным волнением глядя на усталое лицо Ванюшки, спросил:

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӑйне Хура тинӗсре шыва кӗртсе кӑларичченех пире хирӗҫ пычӗ, халӗ те пирӗн ҫула урлӑ выртасшӑн, тӗнчери революцие сӑтӑр туса пурӑнасшӑн!

До тех пор нам супротивничал, покеда его в Черном море не выкупали, да ишо и зараз норовит поперек дороги лечь, вреду наделать мировой революции!

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Выльӑхсене ҫитермелли сӗлӗ пӗр ҫӗр пӑт ытла выртать-ха вӗсен, ҫапах та вӑл пама килӗшмерӗ, мӗншӗн тесен вӗсем юлнӑ сӗлле ҫураки пуҫланнӑ тӗле куҫ шӑрҫине упранӑ пекех хытӑ сыхласа усраҫҫӗ; Яков Лукич та вара ҫак хаклӑран та хаклӑ тырра, кӗҫех макӑрса ярас тенӗ пек, лашасем валли (правлени лашисем валли кӑна!) пӗрер виҫен ӑскаласа парать, ӑна та пулин вӑрӑм та йывӑр ҫула тухса каяс умӗн ҫеҫ парать.

Овса кормового было еще более ста пудов, но он ответил отказом потому, что оставшийся овес хранили к началу весенних работ как зеницу ока; и Яков Лукич, чуть не плача, отпускал лошадям (одним правленческим лошадям!) по корцу драгоценного зерна, и то только перед долгими и трудными поездками.

22-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫула май Нагульнов патне кӗчӗ.

По пути зашел к Нагульнову.

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Нумаях тӑмарӗ Лекҫей хунямӑшӗ патӗнче, мӗн каламаллине каларӗ те ҫула пуҫтарӑнчӗ.

Недолго задержался Лексей у тещи, сказал, что надо сказать, и собрался в путь.

Амур // Любовь Мартьянова. Тантӑш, 2015.12.10, 50(4464)№

Лешӗ, ҫула май вӑрӑм урапаран шертешник туртса кӑларса, кӗлет патнелле утрӗ.

Тот направился к амбару, по пути выдернув из арбы шкворень.

7-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Лашине вӑртах ҫавӑрса тӑратрӗ, йӗрсене юр шӑлса лартман-ши тесе, лаши ҫинчен сиксе анчӗ, ҫула тимлӗн пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Круто повернул коня, спрыгнул, внимательно разглядывая, не замело ли их снегом.

6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унтан, юр шӑлса лартнӑ вырӑнсенче сӑлпӑран вӗҫтерсе килекен юрпа витӗнме пуҫланӑ ҫав йӗрсенех курсан, ҫула тӗрес тытса пыратӑп-ха тесе, чӗрине лӑплантарчӗ, юртӑпа ҫеҫ кайрӗ.

По пути на снежных переносах он видел все те же следы, чуть присыпанные поземкой, и, успокоившись, что направление верное, поехал тише.

6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Хӑвӑр карапӑрсем валли ҫил ҫула май пултӑр тесе, турра е турӑсене кӗлтунӑ-и эсир? — ыйтнӑ патша, лешсем, сехӗрленнӗскерсем, суд залине пырса кӗрсен.

И когда они явились, встревоженные, в залу судилища, царь спросил их: — Молили ли вы Бога или богов о попутном ветре для ваших кораблей?

V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Акӑ вара, Иерусалима кайма вӑхӑт ҫитсен, ылтӑна сӑран пиҫиххи ӑшне ҫӗленӗ те ҫула тухнӑ.

И вот, когда пришла им пора ехать в Иерусалим, то зашили они золото в кожаный пояс и пустились в путь.

V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Пилӗк ҫула яхӑн судланнӑ хыҫҫӑн вилӗм патнех пырса тухрӗҫ…

Лет пять сутяжились и дошли до смертного случая…

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Каллех чӗнетпӗр, ҫапӑҫусенче пулнисене тата пӗрле терт-асап курнисене аса илетпӗр, ӳкӗтлесе калаҫатпӑр, ытах та вӑл пирӗн ҫула пӳлме тытӑнсан, буржуйланса кайсан тата тӗнчери революцие кӗтсе тӑрасшӑн мар пулсан, эпир хӑйне таптаса тӑкса ҫӗр айне путарса лартассипе те хӑрататпӑр.

Опять его призовем, вспоминаем бои и наши обчие страдания, уговариваем, грозим, что в землю затопчем его, раз он становится поперек путя, делается буржуем и не хочет дожидаться мировой революции.

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ халь Усть-Хоперскине пӗр ӗҫпе каятӑп, ӗлӗк пӗр полкра пулнӑ ҫын тесе, ҫула май, сан патна кӗтӗм.

Еду вот в Усть-Хоперскую по делам, заехал к тебе как к старому полчанину.

3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Аппӑшӗ вара ҫамрӑках мар, пӗр вӑтӑр ҫула пуснӑ, анчах лешӗ пекех ҫӳллӗ, яштак, хура куҫхаршиллӗ, хӗрлӗ питлӗ, пӗр сӑмахпа каласан, хӗр мар ку, мармелад темелле, ҫав тери шухӑ хӑй, шавлама юратать, ялан малоросс романсӗсем юрлать те ахӑлтатса кулать.

А она уже не молодая, лет тридцати, но тоже высокая, стройная, чернобровая, краснощекая, — одним словом, не девица, а мармелад, и такая разбитная, шумная, все поет малороссийские романсы и хохочет.

Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.

Тата ҫакна курнӑ: ҫурма ҫула ҫитсен вӑл чарӑннӑ та, пуҫӗнчен плащ, капюшонне сирсе, вӑрахчен хула еннелле пӑхса тӑнӑ; лерен, тӑшман лагерӗнчен те, уйра пӗр пӗччен тӑракана асӑрханӑ, вара хӑй пекех хура кӗлеткесем ун патнелле васкамасӑр, асӑрханса ҫывхарнӑ.

Видели, как она на полпути остановилась и, сбросив с головы капюшон плаща, долго смотрела на город, а там, в лагере врагов, заметили ее, одну среди поля, и, не спеша, осторожно, к ней приближались черные, как она, фигуры.

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Сӑрӑ ҫул лӑпка ту хушӑкне кӗрсе каять, ҫав ҫула чул сарса тунӑ, анчах вӑл бархат пек ҫемҫе туйӑнать, ӑна алӑпа сӑтӑрса ачашлас килет.

Серая лента дороги брошена в тихое ущелье гор, дорога мощена камнем, но кажется мягкой, как бархат, хочется погладить ее рукою.

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Пӗр рота салтак, хӑрах флангӗпе ҫурт стени ҫумне, теприпе йывӑҫ пахчин тимӗр решетки ҫумне тӗренсе, дворец патне тухмалли ҫула картласа илнӗ.

Рота солдат опиралась одним флангом о стену здания на углу Невского проспекта, другим о железную решётку сада, преграждая дорогу на площадь ко дворцу.

Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.

— Кайрӑмӑр! — тесе кӑшкӑрнӑ та Данко, хӑй вырӑнне, мала тухса тӑнӑ, вара, ҫунса тӑракан чӗрине ҫӳле ҫӗклесе, унпа ҫынсем каяс ҫула ҫутатса, малалла утнӑ.

— Идем! — крикнул Данко и бросился вперед на свое место, высоко держа горящее сердце и освещая им путь людям.

III сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.

Ак Данко чӗринче ҫынсене хӑтарасах, вӗсене ҫӑмӑл ҫула илсе тухасах ӗмӗт кӑвар пек ялкӑшса илнӗ; ҫав ӗмӗтӗн вӑйлӑ ҫулӑмӗ вара паттӑрӑн куҫӗсенче хӗлхемленсе йӑлтӑртатнӑ…

И вот его сердце вспыхнуло огнем желания спасти их, вывести на легкий путь, и тогда в его очах засверкали лучи того могучего огня…

III сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех