Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл ун чухне Ворошиловпа пӗрле реввоенсовет пулса тӑратчӗ, штатски кӗпе-тумтир тӑхӑнса ҫӳретчӗ.Тогда он вместе с Ворошиловым состоял в реввоенсовете, носил штатское платье.
13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хӗрне качча пыма сӗнмен, ҫураҫас пирки калаҫассине, директоршӑпа хамӑрӑн пӗтӗм хӗрарӑмсен тарӑхне, пӗрмай малалла тӑса-тӑса пычӗ, авланнӑ хыҫҫӑн хӑй ҫине тиенес ӗҫсемпе ответлӑхсем ҫинчен шутласа пурӑнчӗ, ҫав хушӑрах тата Варенькӑпа кашни кун майлах уткаласа уҫӑлса ҫӳретчӗ хай, пӗлме ҫук, ун вырӑнче кирек камӑн та ҫапла пурӑнмалла, тесе шухӑшлатчӗ пулас хӑй, ҫемьеллӗ пурнӑҫ ҫинчен калаҫкалама ман пата та пырса ларатчӗ.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Темӗнле йӑли пурччӗ унӑн — пирӗн хваттерсене пырса ҫӳретчӗ.Придет к учителю, сядет и молчит, и как будто что-то высматривает.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Вӑл тӗттӗм куҫлӑх, фуфайка тӑхӑнса ҫӳретчӗ, хӑлха шӑтӑкӗсене мамӑкпа питӗрсе яратчӗ, извозчик урапи ҫине ларнӑ чухне, урапан хыҫалти хӳмине тӑратса яма хушатчӗ.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Ҫакӑнпа паллӑччӗ вӑл: ҫанталӑк шутсӑр лайӑх пулсан та, яланах калушпа, зонтикпа тата мамӑкран тунӑ ӑшӑ пальтопа тухса ҫӳретчӗ.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Нина Нунчана пӗрре кӑна мар ҫапла каланӑ тенӗ сӑмах ҫӳретчӗ:
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Сухумири пӗр инженер, шӳтлеме юратаканскер, хӑйӗн тулли питҫӑмартисене ҫапла, вӗрсе хӑпартнӑ пек туса ҫӳретчӗ.Как важный сухумский инженер надувал свои толстые щеки — серьезнейший человек.
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Салтак булкӑсем пӗҫеретчӗ, ылтӑн ҫӗвӗҫӗсемпе ҫӳретчӗ, пирӗн пата та час-часах кӗркелетчӗ; анчах хӗрсене ҫӗнтерни ҫинчен калаҫмастчӗ, шав мӑйӑхне пӗтӗретчӗ те тутлӑн ҫуланкалатчӗ ҫеҫ.
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.
Ман пата вӑл мӑнкӑмӑллӑ эсрел пек ҫӳретчӗ, эпӗ хӑйӗн аллине хамах кӗрсе ӳкессе ӗмӗтленетчӗ.Он ходил ко мне, гордый демон, и все хотел, чтоб я сама кинулась ему в руки.
II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Ун патне тепӗр монастырьтен, — вӑл Арцер-Паланка ҫывӑхӗнче пек астӑватӑп, — пиччӗшӗ ҫӳретчӗ, монах.И к ней из монастыря другого, — около Арцер-Паланки, помню, — ходил брат, тоже монашек…
II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Пирӗн табор ун чухне Буковинӑра куҫса ҫӳретчӗ, — ку пӗр вунӑ ҫул ӗлӗкрех пулать.Наш табор кочевал в то время по Буковине, — это годов десять назад тому.
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
— Вӑл ыйткаласа ҫӳретчӗ вӗт! — аса илет токарь.
Хуйхӑ // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 46–55 стр.
Кӑшт ҫеҫ кивелнӗ, хӗрлӗ ҫӑлтӑрлӑ пилотка ӑна лӑп та шӑп пулчӗ, тӑхӑнасса та вӑл ӑна ҫар уставӗнче кӑтартнӑ пек, куҫхаршинчен пӗр икӗ пӳрне хӑварса сулахай тӑнлавӗ ҫине пусарах лартса, тӑхӑнса ҫӳретчӗ.
19-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Санькӑпа вӗсем паллӑ вырӑнсене кӑмпана е ҫуннӑ йӳҫлӗхе хура ҫырла пуҫтарма каяс тесе ачасене пухса ял хапхинчен тухма кӑна ӗлкӗретчӗҫ, хыҫран Маша вӗҫтерсе те ҫитетчӗ: «Юрӗ-ха, юрӗ! Кӑмпана каяҫҫӗ, мана каламан та. Эпӗ те кирлӗ пулӑп-ха» тесе пӗр утӑм юлмасть вара, кунӗпех вӗсемпе пӗрле ҫӳретчӗ…
5-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ир пуҫласа каҫченех вӗҫсе кана ҫӳретчӗ: пасара та, гостинӑй двора та…С утра до вечера так и летает: и на рынок, и в Гостиный двор…
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл хайӗн пӳлӗмӗнче уткаласа ҫӳретчӗ, алӑк витӗр пӑхса, кил хуҫи арӑмӗн чавсисем тӗлӗнмелле хӑвӑрт хускалнине сӑнарӗ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах Обломов чӗрӗлчӗ кӑна, кӑмӑллӑн кулкалама пуҫларӗ кӑна, ун ҫине ӗлӗкхилле пӑхма, кӑмӑллӑн алӑк уҫса, унпа шӳтлеме пуҫларӗ кӑна — вӑл каллех самӑрланчӗ, каллех хавхаланса, ҫивӗчленсе, хавасланса, анчах малтанхинчен кӑшт урӑхларах ӗҫлеме пикенчӗ; малтан вӑл кунӗпех, лайӑх тунӑ машина евӗр, пӗр пек, тӗрӗс ӗҫлесе ҫӳретчӗ, ярӑнса утатчӗ, шӑппӑн та, хыттӑн та мар калаҫатчӗ, кофе авӑртатчӗ, сахӑр кататчӗ, мӗн те пулин аллатчӗ, ҫӗлеме ларсан, ун аллинчи йӗп сехет йӗппи пекех пӗр виҫепе вылянатчӗ; унтан вӑл васкамасӑр ура ҫине тӑратчӗ; кухньӑна ҫитиччен чарӑнса шкап уҫатчӗ, тем илетчӗ те кайса хуратчӗ — йӑлтах машинӑ пек тӑватчӗ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унтан тата нимӗҫ пурччӗ, вӑл станок ҫинче хӑйраса табакеркӑсем, тӳмесем тӑватчӗ, тата музыка учителӗ пурччӗ, вӑл пӗр вырсарникунтан пуҫласа тепӗр вырсарникуна ҫити ӳсӗр ҫӳретчӗ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӗсен гувернантки m-lle Ernestine пурччӗ, вӑл Андрюша амӑшӗ патне кофе ӗҫме ҫӳретчӗ, вӑлах Андрюша ҫӳҫне кӑтралатма вӗрентрӗ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тен ҫав килйышлӑ ҫуртра хӑнчӑр куҫлӑ Женька Колпакчи мӗлки ҫӳретчӗ пулас-ха.Очевидно, тень загадочной Женьки Колпакчи с разными глазами ещё бродила в этом семейном доме.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951