Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫапкаланса (тĕпĕ: ҫапкалан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эсӗ мана шурри терӗн, анчах эпӗ — хӑмӑрланнӑ арбуз пекех кӗрен; шуррисем патӗнче те пулнӑ, симӗссисемпе те икӗ эрне ҫапкаланса ҫӳренӗ, хӗрлисем патӗнче те пулса курнӑ.

Ты меня беляком называл, а я — розовый, как забурелый арбуз; и в белых был, и с зелеными две недели кумился, и в красных побывал.

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫав ҫамрӑксем хушшинче вуншар ҫул ытла тӗнче тӑрӑх ҫапкаланса ҫӳресе асапланнисем те пурччӗ, вӗсене тӗттӗм кӗтессенчен пӑшалпа вӑрттӑн пере-пере вӗлернӗ.

Юноши — одни из них многие годы скитались по свету и пали, сраженные пулей из-за угла;

Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.

Тиха мӑйӗнче ҫапкаланса пыракан пӗчӗк шӑнкӑрав каҫса кайсах тинкӗлтетнӗ сасӑ илтӗнми пулса та ӗлкӗрейменччӗ, крыльца ҫине Давыдов тухса тӑчӗ, Демкӑна васкавлӑн каларӗ:

Еще не успел заглохнуть захлебывающийся звон балабона, мотавшегося на шее жеребенка, как на крыльцо вышел Давыдов, торопливо сказал Демке:

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Мӗн эсӗ кунта кӗлетсем таврашӗнче ҫапкаланса ҫӳретӗн?

Чего ты тут возле амбаров околачиваешься?

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Сирӗн кун пек ӗҫсӗр ҫапкаланса хӗвелҫаврӑнӑш шӗкӗлчесе ҫӳриччен хире каяс пулать.

А вам вместо того, чтобы без дела слоняться да семечки лущить, в поле надо ехать.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ӗҫлеме сӗнтӗм — ӗҫлесшӗн мар, ан тив ҫапкаланса ҫӳретӗр!»

Предложил работать — не хочет, ну и пусть ее треплется!»

26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Постановлени кӑларас пулать, ытлашши халӑх ҫапкаланса ан ҫӳретӗр кунта.

Надо постановление вынесть, чтобы лишний народ тут не околачивался.

16-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Полицейскин пӑхӑр сӑн-пичӗ тӗксӗмленсен вара, алли кӗске те пуклак патака тата ҫӳлерех ҫӗклесен, — ушкӑн шӑв-шавӗ тӗлӗнмелле тытӑнчӑклӑн тухма тытӑнать, «Мов» пуҫӗ текех тавлашать пулин те, вӑл, пӗр енчен тепӗр енне ҫапкаланса, малаллах шӑвасшӑн пулин те, тӑлпӑвӗ пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех ишӗлсе пырать.

И когда медное лицо полицейского тускло темнеет, когда его рука еще выше поднимает короткую тупую палку,- рев толпы начинает странно прерываться, и туловище ее постепенно, медленно разваливается, хотя голова «Mob» всё еще спорит, мотается из стороны в сторону, хочет ползти дальше.

«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.

Выртрӑм-выртрӑм та ҫапкаланса, аран аран тӑтӑм.

Валялся я с ним, валялся, насилу встал.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Вӗсем, ҫав урасем, кӗлисемпе шӑтӑкӑн чул стенисене тапкаласа, темле масарла ҫапкаланса ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

Они висели и странно болтались, ударяя пятками по кирпичной стенке ямы, как бы ища себе опоры.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Ӑна тӗлсӗр ҫапкаланса ҫӳренӗшӗн Псковра хупса лартнӑ пулнӑ та, унтан хӑй ҫуралнӑ ҫӗр-шывнелле этап йӗркипе илсе кайнӑ.

Самоубийца был арестован в Пскове за бродяжничество и пересылался этапным порядком на родину.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Ҫӳлтен ӳкен чул евӗрлех, ҫыр хӗррине ҫапкаланса, аялалла вӑл хӑвӑрт ӳкнӗ, ҫуначӗсене хуҫа-хуҫа, юнланнӑ тӗксене вӗҫтернӗ.

И сам, как камень, скользя по скалам, он быстро падал, ломая крылья, теряя перья…

Сокол ҫинчен хывнӑ юрӑ // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–74 стр.

Вӑл, тискер-кайӑк пек, вӑйлӑ, хаяр та усал пулнӑ, ҫынсемпе куҫа-куҫӑн тӗл пулман, хӑйне те инҫетрен кӑна курнӑ, Ҫапла нумай ҫулсем хушши темиҫе вуншар ҫул хушши пӗр-пӗччен ҫапкаланса ҫӳренӗ вӑл ҫынсен таврашӗнче, ҫывӑха пымасӑр.

Он был ловок, хищен, силен, жесток и не встречался с людьми лицом к лицу. Только издали видели его. И долго он, одинокий, так вился около людей, долго — не один десяток годов.

I сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.

Ҫапкаланса ҫӳрекенсем…

Шатающих…

II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

— Ну, ҫитӗ ҫапкаланса, ӗҫсе ан ҫӳре, ман пата пыр, эпӗ сана пӗр кӗтес парӑп, яла кайӑпӑр — илтетӗн-и?

— Ну, полно, не бродяжничай и не пьянствуй, приходи ко мне, я тебе угол дам, в деревню поедем — слышишь?

XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Унччен малтан гривенниксем те двугривеннӑйсем кӗсьере ҫапкаланса ҫӳретчӗҫ, хӑш чухне тата, калама та намӑс, час-часах пӑхӑр укҫа пухма лекетчӗ.

А прежде гривенники да двугривенные болтались в кармане, а иногда, срам сказать, зачастую и медью приходилось собирать.

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫак хушӑра ни кичемлӗх, ни ывӑнни, ни ӗмӗр-ӗмӗрех вырӑнтан вырӑна ҫапкаланса ҫӳреслӗх хӗрӗвӗ пӗр хут та йӑшӑл тумарӗ ман чунӑмра.

Ни разу ни скука, ни утомление, ни вечная страсть к бродячей жизни не шевельнулись за это время в моей душе.

XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Вӑл служба ӗҫне чун-чӗререн туса пыракан чӑн-чӑн вырӑс ҫынни, вӑтӑр ҫул пӗр ӗҫре ларать, пӗтӗм присутствие хӑй аллинче тытса тӑрать, укҫи те пур, анчах нихҫан та ямшӑк тытса ҫӳремест; фракӗ те манӑннинчен лайӑхах мар; хӑй калама ҫук лӑпкӑ та сӑпайлӑ ҫын, кӑшт илтӗнмелле ҫеҫ хуллен калаҫать, санӑн леш хайхи пек, ют ҫӗршывсем тӑрӑх ҫапкаланса ҫӳремест…

Коренной, русский служака, тридцать лет на одном стуле сидит, всем присутствием вертит, и деньжонки есть, а извозчика не наймет; фрак не лучше моего; сам тише воды, ниже травы, говорит чуть слышно, по чужим краям не шатается, как твой этот…

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ӑҫта ҫапкаланса ҫӳретӗн? — хыттӑн ыйтрӗ Тарантьев, хӑйӗн ҫӑмлӑ аллине парса.

Где ты шатаешься? — строго спросил Тарантьев, подавая ему свою мохнатую руку.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Обломовкӑри мужиксем — лӑпкӑскерсем, килте пурнаканскерсем: мӗн ҫапкаланса ҫӳрес вӗсен?..

— В Обломовке мужики смирные, домоседы; что им шататься?..

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех