Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тин ҫеҫ бала уҫнӑ Петерсон, — дамӑсемшӗн ку яланах хӑйне уйрӑм мӑнаҫлӑх шутланать, — халӗ ӗнтӗ ҫинҫе те яштака Олизарпа кайрӗ.
IX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Вӗсен хушшисенче унта та кунта яштака, тӳп-тӳрӗ тирексем, кӗлтумашкӑн тейӗн, турачӗсене тӳпенелле кӑнтарнӑскерсем, тем ҫӳллӗш хӑпарса тӑраҫҫӗ, ватӑ каштансем хӑйсен тӗреклӗ тӑррисене, чатӑр пекрех саркалантарса, анлӑн та мӑнаҫлӑн ывтӑнтарнӑ; йывӑҫсем пуш-пушах-ха, ҫара вуллисем хуран ҫех курӑнаҫҫӗ, ҫапах та куҫа, аран кӑна пулин те, вӗсем чи малтанхи тӗклӗ, савӑнӑҫлӑ симӗслӗхпе саралма пуҫлани палӑрать ӗнтӗ.
VI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Дама та Ромашов ҫине пӑхнӑччӗ, питӗ тимлӗн, ҫав тери тӑрӑшса пӑхнӑн туйӑнчӗ ӑна, ҫакна кура подпоручик: «Палламан хитре пике куҫӗсем ҫамрӑк офицерӑн яштака та имшерккерех кӗлетки ҫинче пӗтӗм кӑмӑлранах чарӑнса тӑчӗҫ», — шухӑшланӑччӗ хӑйӗн яланхи йӑлипе, ун умӗнчен иртсе пынӑ маййӑн.
II // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Иртнӗ эрнере, платформа тӑрӑх ҫав курьер пуйӑсӗ умӗпех иртсе пынӑ чух, пӗрремӗш класлӑ вакун алӑкӗнче вӑл хура кӗпе тӑхӑннӑ, питӗ илемлӗ, ҫӳллӗ те яштака дама тӑнине асӑрханӑччӗ.
II // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Мачта туса хатӗрлеме йывӑрах мар: утрав ҫинче тӳп-тӳрӗ те яштака кедр йываҫҫисем ӳсеҫҫӗ.Изготовить мачту было нетрудно: на острове росло много удивительно прямых и стройных кедров.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Вӑл — илемлӗ, яштака пӳллӗ, питӗ ҫирӗп кӗлеткеллӗ ҫамрӑк ҫын; алли-ури тӗреклӗ те вӑйлӑ; сӑнран пӑхсан, вӑл пӗр ҫирӗм ултӑ ҫулта пек курӑнать.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Хӑй вӑл ҫӳллӗ те яштака, ҫӳрессе вара ҫын йӗрӗннипе лӑпчӑннӑ пек пуҫне чиксе ҫӳрет.Высокий и стройный, он обычно ходил, опустив голову и словно клонясь под тяжестью общего презрения.
V. Сутни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ун умӗнче хурарах сӑнлӑ, ҫӳллӗ те яштака пӳ-силлӗ, хура куҫлӑ каччӑ тӑра парать.
II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Диван ҫинче ларакансене вӑл пурне те паллать; ученикӑн ашшӗпе амӑшӗ, амӑш ҫумӗнче, пукан ҫинче, ученик, унтан кӑшт леререх палламан ҫын — ҫӳллӗ те яштака кӗлеткеллӗ хӗр, унӑн пит-куҫӗ чылаях хура, ҫӳҫӗ те хура — «ҫӑра та хитре ҫӳҫлӗ».
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Темиҫе уйӑх хушшинче Варюха тем пек улшӑнса кайнӑ, вӑл кӑнттам хӗрача мар ӗнтӗ: президиум сӗтелӗ умӗнче, кӑшт айккинелле пӑрӑнса, мӑнаҫлан каҫӑртнӑ пуҫлӑ, сенкер тутӑрпа ҫавӑрса ҫыхнӑ пысӑк ҫӳҫ тӗркиллӗ яштака хӗр тӑрать.
XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫав самантрах ун куҫӗ умне, танлашма тенӗ пекех, Лушкӑн хӗрӗнни пек яштака та тӑпӑл-тӑпӑл кӗлетки тухса тӑчӗ.
XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Пӳртсен мӑрйисенчен ирсерен, яштака йывӑҫ вуллисем евӗр тӳп-тӳррӗн, хӗрлӗрех-сарӑ тӗслӗ тӗтӗм юписем ҫӳлелле ҫӗкленеҫҫӗ.Из труб куреней по утрам строевым лесом высятся прямые оранжевые стволы дыма.
14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Сӗтел хушшинчен амӑшӗ сӑнлӑ, яштака пӳллӗ те чиперскер, Тимофей тӑрса тухрӗ.Похожий на мать, статный и красивый, из-за стола встал Тимофей.
7-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хаклӑ йышши ваза пемех яштака вӗсем — ӑста художник япали.Они стройны, как драгоценная ваза — изделие искусного художника.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Давид башни пек, тӳп-тӳрӗ те яштака сан мӑйу!..
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Вӑл ун чухне вун тӑваттӑра ҫеҫчӗ, анчах та — питӗ те яштака пӳллӗ, кӑпӑшка ҫӳҫлӗ, мӑнкӑмӑллӑн пӑхакан куҫлӑ, вӑл хӑй ҫулӗнчен аслӑрах, хӗрарӑм пулма ӗнтӗ ҫитӗнсе ҫитнӗ пек курӑнатчӗ.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Ӗлкен кӑна ҫӳҫлӗ яштака вӑрӑм хӗрарӑм хуллен ахлатса янӑ та ҫав ача патне ерипен кӑна пырса ӳкнӗ.Высокая, стройная женщина с пышными волосами тихо ахнула и мягко упала около него.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Халӑх ушкӑнӑн-ушкӑнӑн уйрӑлса, ни каяс, ни каяс мар пек, урам варринче ҫапӑнкаласа тӑнӑ; тавлашса та калаҫкаласа сӗрленӗ, пӳрт стенисем ҫумне пыра-пыра тӗртӗннӗ, унтан каллех, хура шӗвӗ япала пек, урам варрипе юха-юха тулнӑ — халӑх хушшинче иккӗленнӗ шухӑшсем кӑшт палӑрмалла ҫеҫ ҫаврӑнса ҫӳрени сисӗннӗ; темле, пурне те кирлӗскере пит хытӑ кӗтни паллӑ пулнӑ, ҫав кӗтекен япала вара ҫитес тӗлӗн ҫулне ӗҫ ӑнассине ӗненнипе ҫутатмалла пулнӑ, вӑл ӗненни вара пур татӑксене те шӑратса, пӗр ҫирӗп яштака япала туса ҫыхӑнтармалла пулнӑ…
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Тирек малтанах вӑрахчен чӗрӗлеймерӗ, кайран пурпӗр ӳсме тытӑнчӗ, ҫӗнӗ хунавсем кӑларчӗ, халӗ вӑл ҫӳлӗ те яштака ӗнтӗ.
13-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ун ӗмӗтӗнче халӗ чи илӗртӳллӗ пурнӑҫ уҫӑлнӑ ӗнтӗ: тӗлӗкре ӑна хура та кӑтра, яштака ҫӳлӗ каччӑсем курӑнмалла, вӗсен сӑнӗнче шухӑш, вӑрттӑн вӑй, хӑюлӑх палӑрать, вӗсем мӑнаҫлӑн кулаҫҫӗ, куҫӗсенче чӗрене тивекен хӗлхем ялкӑшать, ҫемҫе уҫӑ сасси те хӗлӗх пек янӑрать.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956